Брикель Павел Порфирьевич

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Павел Порфирьевич Брикель (1903 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Котелевский район[d]1983 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ, Ростов-Тан-çинчи) — совет ҫар ертӳҫи, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче — тӗрлӗ фронтсенче 3-мӗш гварди кавалери корпусӗнчи 6-мӗш гварди кавалери дивизийӗн командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ). Гварди генерал-майорӗ (1944 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ).

Вӑрҫӑчченхи пурнӑҫӗ

1903 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче халӗ Полтава облаҫӗнчи Котельва районне кӗрекен Кӗҫӗн Рублевка ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин. Шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнче ӗҫленӗ.

1920 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн запасри 2-мӗш кавалери полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. Полк Харьковра вырнаҫнӑ пулнӑ, унӑн йышӗнче П. Брикель Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Харьков тата Полтава кӗпӗрнисенче Н. Махно отрячӗсемпе тата йышлӑ бандӑсемпе ҫапӑҫнӑ. 1922 ҫулхи ака уйӑхӗнче демобилизациленнӗ. Тӑван ялне таврӑннӑ, унта ял канашӗн секретарӗнче, кайран район ӗҫтӑвкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. 1925 ҫулта Харьковри геодези институтӗнчи икӗ курсне вӗренсе пӗтернӗ.

1925 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ятарлӑ наборпа тепӗр хут Хӗрлӗ Ҫар йышне чӗнсе илнӗ. Хӗсмете чукун ҫулсен 6-мӗш полкне янӑ, 1925 ҫулхи раштавра Украина ҫар округӗнчи (Киев) 45-мӗш стрелоксен дивизийӗн уйрӑм кавалери эскадронне куҫарнӑ, унта вӑл хӗрлӗ ҫар ҫынни, уйрӑм командирӗ, взвод командирӗн пулӑшуҫи, рота старшини, взвод командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1927 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Кременчугри вырӑнти ҫарсен 12-мӗш стрелоксен батальонӗн аслӑ преподавателӗ тата клуб пуҫлӑхӗ. 1928 ҫулта С. С. Каменев ячӗллӗ РККА командирӗсен Киеври пӗрлештернӗ шкулӗ ҫумӗнчи кавалери шкулӗнчен экстерн мелӗпе вӗренсе тухнӑ. 1926 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ.

1928 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Украина ҫар округӗнчи (Бердичев) Г. И. Котовский ячӗллӗ Бессарабири 3-мӗш кавалери дивизийӗн 14-мӗш кавалерии полкӗнче хӗсметре тӑнӑ: кавалерии взводӗн командирӗ, полк шкулӗнчи взвод командирӗ, эскадрон командирӗ, полкри парти бюровӗн яваплӑ секретарӗ, полк командирӗн политика пайӗнчи пулӑшуҫи. 1935 ҫулта РККА Н. Г. Толмачев ячӗллӗ Ҫарпа политика академийӗ ҫумӗнчи аслӑ политика йышне ӳстерекен курсран вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа — Бессарабири 3-мӗш кавалери дивизинчи 13-мӗш кавполкӑн ҫар комиссарӗ.

1937 ҫулхи раштав уйӑхӗнче П. П. Брикель батальон комиссарне ӗҫ вырӑнӗнчен хӑтарнӑ, ВКП(б) йышӗнчен кӑларса янӑ та элеклесе айӑпланипе суда панӑ. 1938 ҫулта ҫав дивизи штабӗнчи 1-мӗш (оперативлӑ) пай пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пынӑ, 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вара ӑна РККА-ран пачах кӑларса янӑ. Тӗрмене хупман. Ӗҫне питӗ нумай вӑхӑт пӑхса тухнӑ, ҫак хушӑра РККА-ри репрессисен вӑйӗ чакма пуҫланӑ. 1939 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче П. П. Брикель ӗҫне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех ӑна ВКП(б) йышне тавӑрнӑ.

1940 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара каялла илнӗ[1], Бессарабири 3-мӗш кавалери дивизинчи 34-мӗш кавполкӑн ҫар комиссарӗ пулма лартнӑ. Хӗрлӗ Ҫар Бессарабипе Ҫурҫӗр Буковинана кайнӑ похода хутшӑннӑ (1940). 1940 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа ҫак полкӑн строевой пайӗпе командирӑн пулӑшуҫи пулнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1941 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа ҫапӑҫнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, 6-мӗш ҫар йышӗнче Хӗвеланӑҫ Украинӑри чикӗри ҫапӑҫусене, ҫак фронтӑн 26-мӗш ҫарӗ йышӗнче Киеври тата Сумы-Харьков хӳтӗленӳ операцисене хутшӑннӑ. Утӑ уйӑхӗнче майор ҫар хисепӗпе 5-мӗш кавалери корпусӗнчи 3-мӗш кавалери дивизийӗн 34-мӗш кавалерии полкӗн командирне лартнӑ. Вӑрҫӑн пуҫламӑшӗнчи чи йывӑр тапхӑрта паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн тата полка ӑста ертсе пынӑшӑн М. Ф. Малеев дивизи командирӗ сӗннипе П. П. Брикеле Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Кайран полкпа дивизи 38-мӗш ҫар, 21-мӗш ҫар, Ф. Я. Костенко генералӑн оперативлӑ группин, 28-мӗш ҫар йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Елец тапӑну операцийӗнчи (1941 ҫулхи раштавӑн 6—16-мӗшӗсем) ӑнӑҫлӑ хӑйне кӑтарнӑшӑн П. П. Брикель майорӑн 34-мӗш кавалерии полкне 1941 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче гварди ятне панӑ, вара ӑна 17-мӗш гварди кавалери полкӗ тесе калама пуҫланӑ.

1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче П. П. Брикель полкӗ гварди ялавӗпе нимӗҫсен тылӗ тӑрӑх (Орёл облаҫӗн территорийӗпе) тарӑн рейд ирттернӗ, унтан Харьков ҫапӑҫӑвне, Воронеж-Ворошиловград хӳтӗленӳ операцине, 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Сталинград ҫапӑҫӑвӗнчи хӳтӗленӳ тапхӑрне (унта дивизие 21-мӗш тата 63-мӗш ҫарсене панӑ) хутшӑннӑ.

1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — 6-мӗш гварди кавалери дивизин командирӗн ҫумӗ, совет ҫарӗсем Сталинград патӗнче Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Сталинград фрончӗсенче, ҫав шутра Котельников тапӑну операцийӗнче тапӑнса пынӑ чухне палӑрнӑ.

1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӑрҫӑ пӗтичченех — 3-мӗш гварди кавалери корпусӗнчи 6-мӗш гварди кавалери дивизийӗн командирӗ. Ростов тапӑну операцине хутшӑннӑ. ВГК Ставкин резервӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче корпуса Ҫеҫенхир ҫар округне, 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче — Хӗвеланӑҫ фронтне панӑ, унта дивизи Смоленск тапӑну операцийӗнче, Витебск операцийӗнче тата Беларуҫри 3-мӗш тата Беларуҫри 2-мӗш фрончӗсенчи Беларусь стратегилле тапӑну операцийӗнче палӑрнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен дивизие ертсе пырса Млава-Эльбинг, Тухӑҫ Померани тата Берлин тапӑну операцисене хутшӑннӑ. Икӗ хут аманнӑ (1942 ҫулхи кӑрлач тата май уйӑхӗсенче).

Уйрӑмах Берлин тапӑну операцийӗнче хӑйне аван кӑтарнӑ. 1945 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче Брикель генерал-майор ертсе пыракан 6-мӗш гварди кавалери дивизийӗ, Одер урлӑ каҫса тата пехотӑран иртсе кайса, танксемпе кавалери пайӗсемпе ӑста маневр туса тӑшманӑн хыҫалти пайӗсене аркатса тӑкнӑ, Темплин еннелле хӑвӑрт куҫса пынӑ. Акан 28–29-мӗшӗсенче артиллерие, танксемпе ҫуран кавалери полкӗсене ӑста пӗрлештерсе 6-мӗш гварди кавалери дивизийӗ Темплинри чукун ҫулпа шоссе чиккинчи тӑшман хӳтӗлӗвне тата Хавель юханшывӗн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи хатӗрленнӗ хӳтӗлӗвне татса тухнӑ, парашютпа егерсен полкне, «Герман Геринг» 2-мӗш дивизин пайӗсене, тӑшманӑн темиҫе ятарлӑ батальонне аркатса тӑкнӑ, пин ытла ҫынна тыткӑна илнӗ. Акан 29-мӗшӗ вӗҫленнӗ тӗле П. П. Брикель генерал-майор, 28-мӗш гварди кавалери полкӗнче пулса, полка юланут йӗркипе вырнаҫтарнӑ та нимӗҫсен Рейнсберг хулине штурмласа кӗрсе ӑна ярса илнӗ, ҫапла май тӗллеве 24 сехет маларах пурнӑҫланӑ. Ун хыҫҫӑнхи икӗ кун хушши 120 ҫухрӑм ҫапӑҫса кайса, гвардеецсем 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗнче Эльба юханшывӗн ҫыранӗнче союзлӑ ҫарсен салтакӗсемпе тӗл пулнӑ. Юланутҫӑсем тӑшман ҫарӗсен пысӑк группировкин чакмалли ҫулне пӳлсе хунӑ, 5 пин ытла гитлеровца тыткӑна илнӗ. Доссе юханшывӗ урлӑ каҫмалли вырӑнта ҫеҫ вӗсем 52 тупӑпа 250 автомашинӑна тытса илнӗ.[2]

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешмелли фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав хушӑра паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Брикель Павел Порфирьевич гварди генерал-майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе 5543-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ.

1945 ҫулхи акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа акан 30-мӗшӗ Аслӑ Тӗп Ҫарпуҫӗн хушӑвӗсенче П. П. Брикель генерал пайӗсен ӑнӑҫлӑ ӗҫ-хӗлне виҫӗ хут палӑртнӑ.

1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ лапамра иртнӗ Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑт

Вӑрҫӑ пӗтсен П. П. Брикель хӑйӗн дивизине салатиччен ӑна ертсе пынӑ. Унтан, 1946 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Карпатҫум ҫар округӗнчи (Изяслав) 3-мӗш гварди кавалери дивизийӗн командирӗн ҫумӗ. 1947 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Дубовкӑри ҫар лашисен савучӗн пуҫлӑхӗ. 1948 ҫулхи ака уйӑхӗнче отставкӑна тухнӑ, анчах та граждан ҫынни шайӗнче ҫак савутӑн директорӗ пулса юлнӑ. 1950 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче СССР Ял хуҫалӑх министерствин Ҫурҫӗр-Кавказ лаша савучӗсен тресчӗн директорне лартнӑ.

1951 ҫулхи раштав уйӑхӗнче каллех Совет ҫарне хӗсмете кӗнӗ, ӑна СССР Хӳтӗлев министерствин Ҫар лашисен савучӗсен тӗп управленийӗн пуҫлӑхне лартнӑ.

1953 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче запаса тухнӑ. Ростов-на-Дону хулинче пурӑннӑ. Облаҫри ипподром директорӗ пулса, ҫавӑн пекех ДОСААФ облаҫри организацийӗн ертӳҫисен йышӗнче ӗҫленӗ. Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсенче 3-мӗш гварди кавалери корпусӗн ветеранӗсен канашӗн председателӗ пулнӑ. Юланут спорчӗн ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ статьясен, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки калакан калавсен тата мемуарсен авторӗ.

1983 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче вилнӗ. Ростов-на-Донури Ҫурҫӗр масарӗнчи Хисеп аллейинче пытарнӑ.

Хисепӗсем

Ют ҫӗршывсен наградисем
  • Офицер степеньлӗ «Хисеп легионӗ» орден (АПШ);
  • «Virtuti militari» орден (Польша);
  • Ют патшалӑхсен медалӗсем.

Астӑвӑм

  • Гродно тата Лида хулисен хисеплӗ гражданинӗ.
  • Гроднора ун ячӗллӗ урам пур.
  • Ростоври ипподромра П. П. Брикель призӗшӗн юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.
  • 2008 ҫулта Ростов-на-Дону хулинче Паттӑра хисеплесе урам ятне панӑ[3] .

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ҫав 1940 ҫултах политика ӗҫӗнчен командӑлав ӗҫне куҫарнине пула П. Брикеле батальон комиссарӗн ҫар хисепӗ вырӑнне майор хисепне панӑ.
  2. ^ П. П. Брикеле Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне парас хут. // «Халӑх астӑвӑмӗ» ПХД.
  3. ^ Ростоври урамсем( ӗҫлемен каҫӑ)

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Великая Отечественная. Комдивы [Текст] : военный биографический словарь : в 5 т. / Д. А. Цапаев (рук.) и др. ; под общ. ред. В. П. Горемыкина. — М. : Кучково поле, 2011. — Т. 1. — С. 104—107. — 736 с. — 200 экз. — ISBN 978-5-9950-0189-8.

  • Герои Дона: биобиблиографический справочник. — Ростов-на-Дону, 2017.
  • За мужество и отвагу: документальные очерки о Героях Советского Союза – уроженцах Полтавы и Полтавской области. Изд. 2-е. — Харьков: Прапор, 1984. — С.66-67.
  • Нунуев С.-Х. Чеченцы. — М.: Голос-пресс, 2008. — ISBN: 978-5-7117-0485-0.
  • Почётный гражданин. — Ростов н/Д.: Книжное издательство, 1988. — С.22-23.
  • Улица Победы: участники Великой Отечественной войны, именами которых названы улицы городов и сёл Дона. — Ростов н/Д.: Альтаир, 2013. — С.51-52.

Категорисем