Бугаев Виктор Елисеевич
Виктор Елисеевич Бугаев (1913 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ, Тĕмен, Тобольская губерния[d] — 1957 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ, Тĕмен) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн гварди сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗ
1913 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — авӑнӑн 17-мӗшӗнче) Тӗменре рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Шкулти ҫичӗ класа, унтан фабрикӑпа завод вӗренӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн моторист, механик, автомашина водителӗ пулса ӗҫленӗ.
1943 ҫулхи кӑрлачра Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫултанпа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулхи чӳк тӗлне Виктор Бугаев гварди сержанчӗ (1-мӗш Украина фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗнчи 6-мӗш гварди танк корпусӗн 52-мӗш гварди танк бригадин 332-мӗш танк батальонӗн) танк механик-водителӗ пулнӑ. Украина ССР-ӗнчи Киев облаҫне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче танк экипажӗ йышӗнче Святошино ялӗ тӗлӗнче (халӗ Киев хулине кӗрет) тӑшман тылӗпе рейд тунӑ та Киев — Житомир шоссе ҫулне касса илнӗ. Хупӑрласа илнине пула, чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле экипаж тан мар ҫапӑҫӑва кӗнӗ, ҫав вӑхӑтра тӑшманӑн танкне, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен 2 тупӑпа танка хирӗҫ персе аркатакан 1 тупӑна, ҫавӑн пекех тӑшманӑн 30 салтакӗпе офицерӗ таран пӗтернӗ[1].
1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче демобилизациленнӗ те Тӗмене таврӑннӑ. Горторгра механик, ҫавӑн пекех патшалӑх ҫыхӑнӑвӗнче водитель тата электрик пулса ӗҫленӗ[1].[2]
1957 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Тӗменри Парфёново (Заречный) ҫӑвинче пытарнӑ, вилтӑпри ҫинче палӑк лартнӑ[1][3].
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн генералӗсене, офицерӗсене, сержантӗсене тата рядовойӗсене Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне парасси ҫинчен» Указӗпе «нимӗҫ-фашистсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» ӑна 2136-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе тата Ленин орденӗпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ят панӑ[1][4].
Ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1944 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче)[5], «Хастарлӑхшӑн» медальпе (1944 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче)[5][6] тата унсӑр пуҫне те тепӗр темиҫе медальпе чысланӑ.
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6
Бугаев Виктор Елисеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Бугаев Виктор Елисеевич. Солдаты Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ В Тюмени благоустроили могилу Героя Советского Союза Виктора Бугаева. Администрация города Тюмени. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Наградной лист. Бугаев Виктор Елисеевич. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Бесстрашный Виктор Бугаев. Тюменская правда (29 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Улица Виктора Бугаева. Тюмень. Справочник улиц. Ginfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Улица Виктора Бугаева (Тюмень). Город Т. Gorod-T.info. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Герои земли Тюменской. 2-е изд., доп. — Свердловск, 1975.
- Е. Владимирова Танкист Виктор Бугаев — Герой Советского Союза // Красное знамя [Тюмень]. 1944. 16 апр.