Бурлаков Иван Семёнович

Ива́н Семёнович Бурлако́в (1918 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Липецк облаҫӗ1945 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ, Польша) — совет ҫар пуҫлӑхӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пулемёт взвочӗн командирӗ, гварди лейтенанчӗ.

Пурнӑҫӗ

И. С. Бурлаков 1918 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Головщино ялӗнче (халӗ Липецк облаҫӗнчи Грязи районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс[1][2].

Липецкри фабрикӑпа савут училищине тата Ленинградри куҫӑмсӑр индустри институтӗнчи икӗ курса вӗренсе пӗтернӗ. Липецк хулинчи юсавпа трактор савутӗнче слесарь, механик пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулта промышленность предприятийӗсене Липецкран эвакуациленӗ хыҫҫӑн Челепи облаҫӗнчи Касли хулинче ҫав савутрах слесарь пулса ӗҫлеме тытӑннӑ[3][4].

Хӗрлӗ Ҫарта — 1942 ҫултанпа. 1943 ҫулта Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн Пӗрлештернӗ офицер курсӗсене вӗренсе пӗтерсе лейтенант ҫар хисепне илнӗ. Ҫапӑҫакан ҫарта — 1943 ҫултанпа. ВКП(б) пайташӗ — 1945 ҫултанпа[1].

1945 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, хӑй ҫуралнӑ кун, 1191-мӗш №-лӗ эвакогоспитальте сурансенчен вилнӗ[2][1]. Малтан Ландсберг хулинчи (халӗ Польшӑри Гожув-Велькопольски) офицерсен масарӗнче пытарнӑ, каярахпа ҫав хуларих ҫар масарӗнчи 300-мӗш №-лӗ тӑванла вилтӑприне куҫарса пытарнӑ[2].

Паттӑрлӑхӗсем

  • 1945 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Врицен хулинчен (Тухӑҫ Германи) вунӑ ҫухрӑм кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Бушхоф фольваркӗн районӗнче пӗрремӗш пулса Альте-Одер юханшыв урлӑ каҫнӑ, юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдарма йышӑннӑ та хӑйӗн батальонне юханшыв урлӑ каҫма пулӑшса ӑна ҫирӗп тытса тӑнӑ[2][1].
  • 1945 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче Берлин урамӗсенчи ҫапӑҫура стрелоксен ротине пулӑшса пырса, унӑн взводӗнчи пулемётчиксем пӗр взводран ытла нациста пӗтернӗ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй тӗллӗн 150 гитлеровецран ытла пӗтернӗ; тӑшманӑн 28 салтакӗпе офицерӗ тыткӑна парӑннӑ. Ку ҫапӑҫура Бурлаков йывӑр аманнӑ[3][4]. Ҫар хирургӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр уйӑх яхӑн кӗрешнӗ[3][4].

Вилес умӗн темиҫе кун маларах Иван Семёнович хӑйне Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ята пани пирки пӗлнӗ. Наградисене (Ленин орденӗпе «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» медале) тыттарман[1][3].

Хисепӗсем

  • 1945 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисепне панӑ, Ленин орденӗпе тата уйрӑмах палӑрнӑшӑн паракан паллӑпа — «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» медальпе — чысланӑ[2][3].
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ[2].

Астӑвӑм

  • Паттӑр ҫуралнӑ тӑрӑхра, Головщино ялӗнче, обелиск лартнӑ[1][3].
  • Липецк хулинчи 9-мӗш Май урамӗнчи ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].
  • Паттӑр ятне панӑ:
    • Липецкри Дачный посёлокӗнчи урама.
    • Липецкри 10-мӗш №-лӗ производство училищине.
    • Липецк облаҫӗнчи Грязи хулинчи урама.
  • Грязи хулинчи Паттӑрсен аллейинче тата Плеханово ял канашӗн администраци ҫуртӗнче асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ[3][5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Бурлаков Иван Семенович. veterani.1tv.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бурлаков, Иван Семёнович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Бурлаков Иван Семенович (1918–1945). Липецкая областная универсальная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Лица Победы. Герой Советского Союза Иван Бурлаков. Новости Каслинского округа (19 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  5. ^ Краеведческий календарь «События и даты Липецкого края». Липецкая областная универсальная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.

Каҫӑсем