Виноградова Мария Сергеевна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Мария Виноградова
Maria Winogradowa - Ostatni Etap - Film nr 26 - 1947-11-01.JPG
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Мария Сергеевна Виноградова
Ҫуралнӑ 1922 утӑ, 13
Ҫуралнӑ вырӑнӗ Наволоки
Вилнӗ 1995, утӑ, 2
Вилнӗ вырӑнӗ Мускав
Гражданлӑх
Пӗлӳ илни
Професси совет/раççей театр/кино актриси
Карьери 1940 — хальхи вӑхӑт
Наградӑсем РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ — 1987
IMDb ID 0899062
Аниматор.ру ID 131
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Мари́я Серге́евна Виногра́дова (13.7.1922, Наволоки ялĕ, ССРП — 2.7.1995, Мускав, РФ) — совет/раççей театрпа кино актриси. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1987).

Биографи

1922 çулхи утăн 13-мĕшĕнче Наволоки салинче çуралнă.

1943 çулта ПРКИ актёр факультетĕнче (Григорий Рошаль ăста лаççи) вĕренсе тухсан «Союздетфильм» киностудин актриси пулса тăрать, унта вăл 1940 çултанпах ĕçленĕ.

1945—1949 тата 1952—1991 çулсенче — Киноактёр студи театрĕн актриси. 1949-1952 çулсенче — Германири совет çарĕн группин драма театрĕн актриси.

Кинора нумай ĕçленĕ пулин те, 1950-мĕш çулсен варринчен пуçласа ăна майĕпен иккĕмĕш шайри тата эпизодри рольсене пама тытăннă. Çав вăхăтрах «Союзмультфильм» студинче сасă кĕртес ĕçе е дубляжа хутшăннă. Театрти унăн тĕп амплуа травести пулнă, арçын ачасен ролĕсене сасă кĕртнĕ[1].

Инсульта пула [2] 1995 çулхи утăн 2-мĕшĕнче пурнăçăн 73-мĕш çулĕнче Мускавра вилсе кайнă. Хован çăвинче, упăшкин (Сергей Голованов совет актёрĕ (1909—1990)) вилтăприпе юнашар — (çурçĕр енчи территори, пайрăм № 214). Хĕрĕ — Ольга Голованова актриса (26.2.1963 çур.), халĕ амăшĕн ĕçне малалла тăсать, ютçĕр фильмĕсене тата мультфильмĕсене вырăсла калаçтарать[3][4].

Фильмографи

Барбара Фиевскаяпа (сулахайра) «Юлашки этап» фильмра

Мария Виноградова пирки фильмсем

Асăрхавсем

Каҫӑсем