Волков Александр Иванович

Волков Александр Иванович (1946 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ, Мăн Этмен, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР1991 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар) — чăваш ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, журналист. СССР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1989)[1].

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1946 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Мӑн Этмен ялӗнче ҫуралнӑ.

Вăтам шкул хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче, унтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çарта хĕсметре тăнă. Чăваш АССРӗн Йӗпреҫ районӗнчи Хурăнлăх вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1987–1990 тата 1991 ҫулсенче Чăвашрадио тата телевиденийӗн çамрăксен кӑларӑмӗсен редакторĕ пулнă. Çавăн пекех «Молодой коммунист» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта (1979–1984), «Тăван Атăл» журналта (1976—1978, 1990) редакторта ӗҫленӗ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Литературӑра прозаик тата куҫаруҫӑ пек палӑрнӑ. Пӗрремӗш хайлавӗсем XX ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пичетленнӗ. Александр Иванович чӑвашла ҫак кӗнекесене куҫарнӑ: «Снегурочка» (В. Даль), «Обелиск» (В. Быков)[2].

Пичетленсе тухнă кĕнекисем[2]:

  • «Ентешсем» (1984);
  • «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» (1987);
  • «Ахрăм» (1989).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 А. Н. Тимуков. Волков Александр Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Волков, Александр Иванович (писатель; 10.10.1946-16.12.1991) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Александр Волков // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2003. — [Т. 1] : Проза. — С. 468.
  • Виноградов, Ю. Эпӗ пӗлекен Саша Волков / Ю. Виноградов // Тӑван Атӑл. — 2021. — № 10 (юпа/октябрь). — С. 61-63 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • [Волков Александр Иванович] // Ялав. — 2005. — № 11-12. — С. 3.
  • Ишимбай, М. Ухсай «кӗрӳшӗ» / М. Ишимбай // Тӑван Атӑл. — 2015. — № 2. — С. 109-112.
  • Калаҫаттӑмӑр, ӗмӗтленеттӗмӗр / Х. Агивер, Ю. Айдаш // Тӑван Атӑл. — 1996. — № 10. — С. 71-72.
  • Савельев, Г. Ячӗсем ял-йыш асӗнче / Г. Савельев // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2020. — 6 чӳк (№ 85). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Фролов, Ю. Ырӑпа асра юлнӑ / Ю. Фролов // Хресчен сасси. — 2006. — 17 юпа. — С. 4.
  • «Эп пурнӑҫа юрататӑп…» : Александр Волков ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле / П. Ҫӑлкуҫ хатӗрленӗ // Тантӑш. — 2006. — 19 юпа (№ 41). — C. 7.
  • Афанасьев, П. Волков Александр Иванович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 80.
  • Ефимов, Л. А. Волков Александр Иванович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 132.
  • Тимуков, А. Н. Волков Алекандр Иванович / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 344.
  • Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем,Элӗк, 1994. – С. 276.
  • Айдаш, Ю. Саша Волкова, пурӑннине: сӑвӑ /Тӑван Атăл. – 1996. - № 10. –С.71.