Галкина Елена Николаевна
Галкина Елена Николаевна (ҫур. 1953 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ, Аслă Чемен, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей опера юрăçи (меццо-сопрано)[1]. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2006)[1][2].
Пурнăçĕ
1953 çулхи чӳк уйӑхӗн 10-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче çуралнă[1].
1975 çулта Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне (И. В. Калентьев класĕ) вĕренсе пĕтернĕ[1].
1975 çултанпа — хор артисчĕ, 1993 çултанпа — Чăваш патшалăх оперӑпа балет театрĕн солистки[2]. 1998–2004 çулсенче муниципаллă «Классика» юрă капеллинче ĕçленĕ[1].
«Евгений Онегин» оперăри Ольга партине Мари патшалӑх театрĕнче юрланă[3].
Пултарулăх ĕçĕсем
Юрăçăн репертуарĕнче — ют ҫӗршыв тата вырăс композиторĕсен оперисенчи тĕп партисем:
- Азучена, Маддалена, Флора, Эмилия («Трубадур», «Риголетто», «Травиата» Дж. Верди);
- Марцелина («Свадьба Фигаро» В. А. Моцарт);
- Берта («Севильский цирюльник» Дж. Россини);
- Ольга, Полина, Няня, графиня («Евгений Онегин», «Пиковая дама», «Иоланта» П. И. Чайковский);
- Кончаковна («Князь Игорь» А. П. Бородин);
- Дуняша («Царская невеста» Н. А. Римский-Корсаков);
- Шинкарка («Борис Годунов» М. П. Мусоргский);
- Зибель («Фауст» Ш. Гуно);
- Ульрика («Бал-маскарад» Дж. Верди) тата ыттисем.
Хальхи композиторсен оперисенче: пуян хӗрарӑм («Портрет» В. Г. Пигузов)[1].
Классика опереттисенче: Чипра («Цыганский барон» И. Штраус), чикан хĕрĕ («Марица» И. Кальман), Милица («Весёлая вдова» Ф. Легар)[1].
Чăваш композиторĕсен оперисемпе музыка комедийĕсенче: евчӗ («Нарспи» Г. Я. Хирбю), Чакак, Феланья Аркадьевна («Шывармань», «Анаткасра» Ф. С. Васильев)[1].
Ача-пăча музыка спектаклĕсенче нумай ăнăçлă тăрăшать. Рольсем хушшинче: Усал патша майри («Белоснежка и семь гномов» Э. С. Колмановский), Атаманша («Бременские музыканты» Г. И. Гладков)[1].
Концерт репертуарĕнче — А. А. Варламов, М. И. Глинка, П. И. Чайковский хайлавĕсем[1].
Хисепĕсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1991);
- Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2006);
- Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучӗ;
- Раççей Федерацийӗн Культура министерствин Хисеп хучӗ;
- Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хучӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Галкина Елена Николаевна. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Галкина Елена Николаевна. Чăваш Енĕн культура еткерĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чăваш Енĕн халăх артисчĕ Елена Галкинойăн юбилейĕ. Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен союзĕ (8 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Заломнов П.Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены. Ч., 2002.
- Галкина, Е. Н. Елена Галкина: «Ҫуркунне – тĕнче илемĕ» / Е. Н. Галкина ; К. Киргизова калаçнă // Тăван Атăл. – 2009. – № 3. – С. 149-153.
- Краснова, Т. Сцена çинче – 30 çул ытла / Т. Краснова // Хыпар. – 2008. – 18 чӳк. – С. 2.
- Галкина Елена Николаевна // Батыревская энциклопедия. – Шупашкар, 2005. – С. 58.
- Говорова, Н. А голос так дивно звучит / Н. Говорова // Республика. – 2005. – 2 марта (№ 8). – С. 6.
- Данилова, И. В. Галкина Елена Николаевна / И. В. Данилова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 397–398.
- Данилова, И. Сцена отвечает ей взаимностью / И. Данилова // Совет. Чувашия. – 2005. – 1 марта.
- Заломнов, П. Д. Галкина Елена Николаевна // Заломнов, П. Д. Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Шупашкар, 1992. – С. 34.
- Заломнов, П. Д. Галкина Елена Николаевна // Заломнов, П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Шупашкар, 2002. – С. 80.