Гарифуллина Аида Эмилевна
Пурнӑҫӗ
Аида Гарифуллина 1987 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хусанта ҫуралнӑ[4]. Ашшӗ, Эмиль Дамирович — предприниматель (ландшафт дизайнерӗ). Амӑшӗ, Ляйля Ильдаровна — хор дирижерӗ, София Губайдулина ячӗллӗ хальхи музыка центрӗн директорӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ. Аидăн Рэм ятлӑ кӗҫӗн пиччӗшӗ пур[5].
Пӗрремӗш хут сцена ҫине 5 ҫулта Мускавра иртнӗ вокал конкурсӗнче тухнӑ[6]. 11 ҫулта Аида П. И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври концерт залӗнче Тутарстан Республикин патшалăх симфони оркестрӗпе пӗрле «Тутарстанӑн пултаруллă ачисем» программипе юрланă. Кайран Ф. И. Шаляпин ячӗллӗ фондӑн «Ҫулталӑкӑн чи лайӑх сасси» стипендиачӗ пулса тӑнӑ[4].
2005 ҫулта Гарифуллина Хусан хулин грантне илсе Германие вӗренме кайнӑ, Нюрнбергӑн аслӑ музыка шкулне Зигфрид Ерузалем профессор класне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫултах вӑл Хусан 1000 ҫул тултарнине халалланӑ уявра ҫав тери хастар хутшӑннӑ.
2007 ҫулта Венӑри музыкӑпа ӳнер университетӗнче(выр.)чăв. Клаудия Виски профессор класӗнче малалла пӗлӳ илме тытӑннӑ.
2009 ҫулта Гарифуллина Вена университетӗнче лартнӑ Моцартӑн «Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ» оперинче Деспина партине пӗрремӗш хут юрланӑ. 2010 ҫулта Мускавра иртнӗ Муслим Магомаев ячӗллӗ вокалистсен пӗрремӗш тӗнче конкурсӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Карьера
2011 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Универсиада элчи пулса Шэньчжэнь хулинче иртнӗ XXVI Тӗнче студенчӗсен вӑййисене хупнӑ чухне юрланӑ[7]. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Хусанта София Губайдулина ячӗллӗ хальхи музыка центрӗнче София Губайдулина 80 ҫул тултарнине халалланӑ концертра Гарифуллина авторӗ хӑй пулнӑ чухне унӑн «Фацелия» ирхи вокал циклне шӑрантарнӑ[8]. Кайран Хусанта итал тенорӗ Алессандро Сафинӑпа(выр.)чăв. пӗрле концерт панӑ[6].
2012 ҫулта Гарифуллина Италири «Арена ди Верона» сцена ҫинче юрланӑ, унта вӑл Пласидо Домингопа пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Вӑл Ш. Гунон «Ромео тата Джульетта» оперинчен «Je veux vivre» арине юрласа панӑ. Ҫав ҫултах Лондонри XXX ҫуллахи Олимп вӑййисенче Раҫҫей ҫуртне уҫнӑ чухне вӑл Санкт-Петербургри Мариин театрӗн ӳнер ертӳҫипе Валерий Гергиевпа паллашнӑ. 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Гергиев йыхравланипе Гарифуллина Мариин театрӗн сцени ҫинче Моцартӑн «Фигаро туйӗ» оперинче Сюзанна ролӗнче пӗрремӗш хут тухса юрланӑ. Кайран Гарифуллина репертуарне Джильда («Риголетто») тата Адина («Юрату эрехӗ») рольсем кӗнӗ[9].
2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Универсиада элчи пулса Хусанта иртнӗ XXVII Тӗнче ҫуллахи Универсиадӑна уҫнӑ церемонийӗнче пӗрремӗш юрра шӑрантарнӑ[7]. Ҫавӑн пекех вӑл «Культура Универсиадине» хупнӑ чухне Валерий Гергиев ертсе пыракан Мариин театрӗн оркестрӗпе пӗрле юрланӑ[10].
«Опералия-2013» тата малти карьера
2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Гарифуллина «Арена ди Верона» сцени ҫинче Пласидо Домингон «Опералия-2013» тӗнчери оперăри юрăçсен конкурсӗн пӗрремӗш премине тивӗҫнӗ[11][12]. Конкурсра вӑл Наннетта («Фальстаф»), Юрпике («Юрпике»), Сюзанна («Фигаро туйӗ»), Джульетта («Монтекки тата Капулетти») арисене юрласа панӑ. «Опералири» ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Пекинра Пласидо Домингопа пӗрле концерт панӑ.
Ҫав ҫултах Гарифуллинӑна «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа, ҫавӑн пекех Тутарстан Республикин Президенчӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ[2].
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейри Мӑн театрта Хосе Каррераспа Пласидо Доминго ирттернӗ ыркӑмӑллӑх концертӗнче юрланӑ, Лауретта арине тата Домингопа пӗрле Жермонпа Виолетта дуэтне шӑрантарнӑ. Ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Торонтора иртнӗ «Дэвид Фостерпа Тусӗсем» ыркӑмӑллӑх гала-концертӗнче Андреа Бочелли итал тенорӗпе пӗрле дуэтпа юрланӑ[13].
2013—2016 ҫулсенче Аида Гарифуллина Вена патшалӑх оперинче(выр.)чăв. йыхравланӑ солист пулнӑ[14].
2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Дмитрий Хворостовский йыхравланипе «Хворостовскийпе тусӗсем» циклӗнчи икӗ концертра юрланӑ[15][16].
2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хусанта Пласидо Домингопа пӗрле «Татнефть Аренӑра» концерт панӑ[17][18]. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сеулта «Ариранг» концертра юрланӑ[19].
Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мариин театрӗн(выр.)чăв. сцени ҫинче Сергей Прокофьев композиторӑн «Вӑрҫӑ тата тӗнче» оперин премьеринче Наташа Ростова ролӗнче пӗрремӗш хут тухса юрланӑ. 1943—1945 ҫулсенче ӑна Л. Н. Толстойӑн пӗрешкел ятлӑ романӗ тӑрӑх Грэм Вик британ режиссёрӗ лартнӑ пулнӑ[20]. Валерий Гергиев ертсе пынипе спектакльпе Европа кинотеатрӗсенче паллаштарнӑ[21].
2015 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Вена оперин юбилейлӑ балӗ уҫӑлнӑ чухне юрланӑ[22].
2016 ҫулта Стивен Фрирз британ режиссёрӗн «Флоренс Фостер Дженкинс» биографилле фильмӗнче Лили Понс ролне вылянӑ[23].
2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Гарифуллина Австри гражданки пулса тӑнӑ.
2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре иртнӗ футбол тӗнче чемпионатне уҫнӑ тата хупнӑ церемонисенче юрланӑ[24][25].
2020 ҫулта Аида Гарифуллина Мӑн театрта Н. Римский-Корсаковӑн «Садко» оперин премьеринче Волхова партине пӗрремӗш хут юрласа панӑ. Ҫав ҫултах юрăç Ватиканра «Кончерто ди Натале» ыркӑмӑллӑх концертӗнче юрланӑ, унта вӑл Папа Римскийпе тӗл пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ла Скала» театрӗнче Раштав концертӗнче юрланӑ, унта вӑл В. А. Моцартӑн «Exsultate, jubilate» мотетне шӑрантарнӑ.
2021 ҫулта GQ журнал Гарифуллинӑна культура облаҫӗнче «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» тесе палӑртнӑ[4].
2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Мускав консерваторийӗн Мӑн залӗнче Аида Гарифуллинӑн соло концерчӗ иртнӗ. Концерта Александр Соловьев ертсе пыракан Мускав патшалӑх академи симфони оркестрӗ, ҫавӑн пекех Иван Гынгазов (тенор) тата Максим Лисин (баритон) хутшӑннӑ[26].
Юрӑҫ тӗнчери опера театрӗсенче, сӑмахран, Парижри наци оперинче(выр.)чăв., Берлинти патшалăх оперинче, Лисеу театрӗнче(выр.)чăв. (Барселона), Ковент-Гарден патшалăх театрӗнче, Метрополитен-оперӑра тата ыттисенче юрланӑ. Зальцбург фестивальне, «Би-Би-Си Промс» фестивале хутшӑннӑ.
Бастилине илнӗ куна халалланӑ гала-концертра, Шанхайри тата Пекинри (Deutsche Grammophon фирма 120 ҫул тултарнине халалланӑ концерт) гала-концертсенче юрланӑ, Китайра Alibaba Singles Day шоура, Дрезденра Фрауэнкирхери Раштав умӗнхи концертра тата «Ла Скала» театрӗн Раштав концертӗнче (Милан) юрланӑ.
2026 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче юрăç Мӑн театрӑн историллӗ сцени ҫинче иртнӗ «BraVo» VIII тӗнчери профессионаллӑ музыка премийӗн гала-концертӗнче ятарлӑ хӑна пулса юрланӑ[27][28].
Телевиденири проектсене хутшӑнни
2011 ҫулта Аида Гарифуллина Дима Биланпа пӗрле «Опера мӗлки» программӑн саккӑрмӗш кӑларӑмӗнче дуэтпа юрланӑ. 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Мӑн опера» проектӑн гала-концертӗнче ятарлӑ хӑна тата ертсе пыракан пулнӑ, ӑна «Раҫҫей-Культура» телеканалпа кӑтартнӑ[29].
2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Гарифуллина НТВ телеканалти «Аватар» музыка шоувӗн жюри йышне кӗнӗ[30].
2025 ҫулта Аида Гарифуллина «Голос. Дети» ачасен телешоувӗн жюри йышӗнче пулнӑ, ҫавӑн пекех хӑйӗн упӑшкипе Алексей Воробьевпа пӗрле «Интервидени» музыка конкурсӗн ертсе пыраканӗ пулса тӑнӑ[31][32].
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Пӗрремӗш канал» ҫинче «Вспомнить все» программӑра опера юрӑҫи пирки фильм тухнӑ[33].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Репертуарӗ
- В. А. Моцарт — C — Moll Messe
- Дж. Пуччини — «Богема», Мюзетта
- Дж. Верди — «Бал-маскарад», Оскар
- Дж. Верди — «Риголетто», Джильда
- Дж. Верди — «Фальстаф», Наннетта
- Дж. Верди — «Травиата», Виолетта
- Г. Доницетти — «Дон Паскуале», Норина
- Г. Доницетти — «Любовный напиток», Адина
- В. А. Моцарт — «Волшебная флейта», Памина
- В. А. Моцарт — «Так поступают все», Деспина
- В. А. Моцарт — «Свадьба Фигаро», Сюзанна
- В. А. Моцарт — «Дон Жуан», Церлина
- Дж. Россини — «Итальянка в Алжире», Эльвира
- Ф. Галеви — «Иудейка», Евдоксия принцесса
- С. С. Прокофьев — «Война и мир», Наташа Ростова
- С. С. Прокофьев — «Обручение в монастыре», Луиза
- Н. А. Римский-Корсаков — «Золотой петушок», Шемахан патши
- Н. А. Римский-Корсаков — «Снегурочка», Юрпике
- Н. А. Римский-Корсаков — «Садко», Волхова
- П. Этвёш — «Три сестры», Ирина
- Ш. Гуно — «Ромео и Джульетта», Джульетта
Мӑн театрти репертуар:
- Волхова (Н. Римский-Корсаковӑн «Садко»)
- Мюзетта (Дж. Пуччинин «Богема»)
- Виолетта (Дж. Вердин «Травиата»)
Дискографи
Студи альбомӗсем
| Ҫул | Ячӗ | Лейбл | Ӑнлантарни |
|---|---|---|---|
| 2017 | AIDA | Decca Records | Дебютлӑ соло альбомӗ, вӑл ECHO Klassik премие тивӗҫнӗ. Ун йышне вырӑсла опера репертуарӗ, юрӑсем тата сӑпка юрри кӗнӗ. |
| 2018 | MIDNIGHT IN MOSCOW | Decca Records | |
| 2019 | Orff: Carmina Burana (Live from the Forbidden City) | Deutsche Grammophon | Deutsche Grammophon лейбл 120 ҫулхине палӑртнӑ май Хупӑ хулара (Пекин, Китай) иртнӗ концертра ҫырса илни. |
Пӗрлехи проектсене хутшӑнни
| Ҫул | Альбом | Артист | Ӑнлантарнисем |
|---|---|---|---|
| 2016 | Florence Foster Jenkins (саундтрек) | Стивен Фрирз режиссёрӑн кинофильмӗ валли музыка ҫырни. | |
| 2018 | Sì | Андреа Бочелли | Альбомра хӑна пек хутшӑнни, вӑл АПШ тата Аслӑ Британи чарчӗсенче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. |
Ырă кăмăллăх ӗҫӗ
Гарифуллина темиҫе ыркăмăллăх фончӗпе тата проектпа пӗрле ӗҫлет, вӗсен шутӗнче Хусанти «Анжела Вавилова» ачасен хосписӗ (2018 ҫулта 400 пин тенкӗ парнеленӗ), «Маяклӑ ҫурт» ачасен хосписӗ, «Пурнӑҫ парнеле»(выр.)чăв. фонд тата Константин Хабенскийӗн ыркӑмӑллӑх фончӗ, вӑл «Туссен фончӗн» попечительсен канашӗнче тăрать[38]. Юрăç тӗрлӗ ыркăмăллăх фончӗсене пулӑшма концертсенче юрлать, вӗсен шутӗнче Дэвид Фостер, Андреа Бочелли тата Мохаммед фончӗсем тата ыттисем те[39].
2020 ҫулта юрăç Ватиканра ҫулсерен иртекен «Concerto di Natale» ыркӑмӑллӑх концертне хутшӑннă, унта пухнӑ укҫана Африкӑри ачасене пулӑшма янӑ. Ку концертра тухса юрличчен вӑл Франциск рим паппипе уйрӑм тӗл пулнă. 2021 ҫулта Аида Гарифуллина Ятарлӑ Олимпиадӑн Хӗллехи тӗнче вӑйӑн элчин статусне илнӗ[40].
Хисепӗсем
- Ф. И. Шаляпин ячӗллӗ фондӑн «Ҫулталӑкӑн чи лайӑх сасси» преми стипендиачӗ (2001);
- Муслим Магомаев ячӗллӗ вокалистсен конкурсӗн лауреачӗ (2010);
- Пласидо Доминго «Опералия-2013» тӗнчери опера юрӑҫисен конкурсӗн пӗрремӗш премийӗ;
- Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗ);
- Тутарстан Республикин Президенчӗн Тав ҫырӑвӗ (2013);
- «Хусанта иртнӗ тӗнче шайӗнчи XXVII ҫуллахи Универсиада» астӑвӑм медалӗ (2013);
- «Виктория» Раҫҫейри наци музыка премийӗ(выр.)чăв. (2015);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ);
- тӗнчери VIII «BraVo» профессионаллӑ музыка премийӗн лауреачӗ (2026).
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 11 марта 2020 года № 177 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Аида Гарифуллина получила звание «Заслуженный артист РТ». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина. Мăн театр. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Aidagarifullina — Aida Garifullina Official Website (выр.). onlyaida.com. Аида Гарифуллинăн официаллă сайчĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Мама Аиды Гарифуллиной: как воспитать будущую знаменитость? (выр.). magarif-uku.ru. Мәгариф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Ксения Ильченко. 9 интересных фактов об Аиде Гарифуллиной, тайно сыгравшей свадьбу с Алексеем Воробьёвым. www.novochag.ru. Новый очаг. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В Сети появилась песня, которая откроет Универсиаду (2013-06-24). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина: Пока мне хочется оставаться Джульеттой, Адиной, Джильдой | Музыкальная жизнь (2017-03-01). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Валерий Гергиев нашел Сюзанну и Джильду в Казани. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Закрытие культурной Универсиады: мэр Казани в директорской ложе, японская миллиардерша и два дирижера на сцене(паллӑ мар). Бизнес Online (18 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ 1tv.ru «Восходящая звезда Аида Гарифуллина победила на самом престижном на планете конкурсе оперных артистов». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ «Пласидо Доминго держал в руках статуэтку и смотрел на меня…» Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ К «Друзьям» присоединилась Аида Гарифуллина - Friends (2018-11-08). 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Thicknesse R. Heavenly Aida(акăлч.) // Opera Now : magazine. — London: Rhinegold Publishing, January 2015. — .
- ^ В Москве состоялся концерт из цикла «Хворостовский и друзья». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Арина Шаркова, Андрей Жухевич. Хворостовский в Петербурге пообещал новую мировую звезду (выр.). Piter.tv (18 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Пласидо Доминго выступил в Казани. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Концерт Пласидо Доминго в Казани прошел при полном аншлаге. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Концерт «Ариранг» в Сеуле (выр.). m.vk.com. Страница Аиды Гарифуллиной в ВКонтакте (2 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Нора Потапова. Война и мир в Мариинском (выр.). musicseasons.org (9 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Мариинский театр завершает сезон премьерой оперы "Война и мир" (2014-07-15). 2025 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина покорила главный оперный бал Европы голосом и платьем. Бизнес Online. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина: биография, роли, награды, звания, фото (выр.). novat.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ Робби Уильямс и Аида Гарифуллина выступят на церемонии открытия ЧМ-2018. worldcup2018.tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина и DJ Smash выступят на церемонии закрытия ЧМ-2018. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Афиша 10 декабря 2025 г. - Аида Гарифуллина. Московская консерватория. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина выступила на гала-концерте VIII премии «BraVo». InterMedia. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Две примы на одной сцене: Светлана Захарова и Аида Гарифуллина — специальные гости гала-концерта VIII премии BraVo в Большом театре. Radio Monte Carlo. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Big Opera, Moscow 2019 – TV opera show and competition. Opera on Video. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина стала членом жюри шоу Аватар. РИА Новости (24 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина стала наставником нового сезона шоу «Голос. Дети» (выр.). Бизнес Онлайн (12 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Организаторы Интервидения раскрыли имена ведущих конкурса (выр.). РИА Новости (12 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина. Вспомнить все. Выпуск от 11.10.2025 (выр.). www.1tv.ru (11 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Личная жизнь Аиды Гарифуллиной до Алексея Воробьева: роман с Сафиным и тайная дочь. Woman.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Tatler, 30 сентября 2020. Алексей Тарханов. Аида Гарифуллина — о главных страстях своей жизни. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Forbes, 20 февраля 2017. Мария Ганиянц. Певица Аида Гарифуллина: «Гонорар в €5000 за спектакль — не основной заработок». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Wday.ru, 7 ноября 2017. Аида Гарифуллина впервые показала дочь. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ К «Друзьям» присоединилась Аида Гарифуллина - Friends (2018-11-08). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина пожертвовала 400 тысяч казанскому детскому хоспису. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Аида Гарифуллина — посол Специальной Олимпиады. Tatler. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.