Герасим Пилеш
Пилеш Герасим Дмитриевич (паспортпа: Харлампьев, 1913 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, Мăн Тукташ, Кӑрмӑш уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи чӑваш ҫыравҫи, художникӗ, поэчӗ, графикӗ, скульпторӗ.
Чăваш ССР тава тивĕçлӗ культура ӗҫченӗ. СССР Художниксен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1934). СССР Писательсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1962)[1][2].
Пурнăçĕ
1913 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Кӑрмӑш уесӗнчи Мӑн Тукташ ялĕнче (халӗ — Чăваш Республикин Элӗк муниципаллӑ округне кӗрет) çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Хутарти шкулта, Нурăсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумĕнче вĕреннĕ[1].
Салтака кайнă, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрçине хутшăннă (1942—1945)[2][3].
1934—1942 ҫулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче художник пулса вăй хунă, 1948—1951 ҫулсенче Чăваш патшалӑх ӳнер галерейин ертӳçи пулса ĕçленĕ[1].
1994 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Чăваш литературинче чи малтан вăл кĕске пьесăсемпе, ача-пăча калавĕсемпе палӑрнӑ. Чăваш театрĕсенче драматургăн «Кăмăл уçăлсан», «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр» пьесăсене лартнӑ. «Юрату вилĕмсĕр» драмине Киев хулинче Украинăн патшалăх драма театрĕ лартнă[1].
Герасим Дмитриевич ӳнер куравĕсене хутшăннă, М. Спиридоновпа Н.Сверчков чăваш ăстисем çинчен очерксем çырнă[2]. И. Н. Ивникӑн «Телей çулĕ» (1938), К. В. Ивановӑн «Нарспи» (1947), В. С. Алентейӗн «Пирĕн кил» (1953) тата хӑйӗн хӑш-пӗр кӗнекисене («Тăрна ташши» (1952), «Юрату вилĕмсĕр» (1967), «Илемлĕ ир» (3 кӗнеке, 1961–1970), «На пасеке» (1981)) илемлетнӗ[1].
«Капкăн» журнал валли кулӑшла ӳкерчӗксем тунӑ.
Кӗнекисем
Пурĕ унăн 25 кĕнеке пичетленсе тухнă[2].
- Икӗ пьеса / Г. Харлампьев. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1949. — 30 с. — (Две пьесы).
- Илемлӗ ир : повеҫ / Герасим Харлампьев. — Шупашкар, 1963. — 204 с.
- Иртнӗ ҫулсенче : [калавсем, пьеса] / Герасим Харлампьев. — Шупашкар, 1959. — 79 с.
- Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ : повесть / Г. Д. Харлампьев. — Шупашкар, 1976. — 39 с.
- Моисей Спиридонов / текстне Г. Харлампьев ҫырнӑ. — Шупашкар, 1960. — 37 с.
- Пӗчӗкҫеҫ юмахсем / Г. Харлампьев. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1955. — 20 с. — (Маленькие сказки ).
- Ҫамрӑк художник : харпӑрхӑй тӗллӗн ӳкерме вӗренесси / Г. Д. Харлампьев ; [редакторӗ Н. Иванов]. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 83 с.
- Ҫамрӑк художник : харпӑр [4]хӑй тӗллӗн ӳкерме вӗренесси / Г. Д. Харлампьев. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1948. — 88 с.
- Тӑрна ташши : пӗчӗк калавсем : [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли] / Герасим Харлампьев. — Чебоксары, 2008. — 45, [2] с.
- На пасеке : рассказы / Герасим Харлампьев. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1981. — 33 с.
- тата ыттисем.
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (1985);
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президумӗн Хисеп хучӗ;
- КПСС Чӑваш обкомӗн тата Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Хисеп хучӗ;
- Чăваш ССР тава тивĕçлӗ культура ӗҫченӗ (1991)[1].
Астӑвӑм
Элӗк тӑрӑхӗнче тата Шупашкарта Г. Д. Харлампьева асӑнса мероприятисем ирттереҫҫӗ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 А. Г. Григорьев, А. А. Малинина. Харлампьев Герасим Дмитриевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Харлампьев, Герасим Дмитриевич (художник, писатель; 10.03.1913-14.11.1994) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Г. Д. Харлампьеву — 100 лет (выр.). Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Литературный вечер «Сăмах тата сăрă асти» (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики (26 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Литературный вечер «Сăмах тата сăрă асти» (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики (26 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Аликовская энциклопедия, редакци: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Бурнаевский, В. Халăхпа пĕрле / В. Бурнаевский // Ялав. – 1983. – № 2. – С. 26.
- Дедушкин, Н. Писатель, художник // Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 130–132.
- Желтухин, Г. Ӳнерçĕ те, çыравçă та / Г. Желтухин // Тăван Атăл. – 2003. – № 2. – С. 40–41.
- Малов, А. Пархатарлă пурнăç / А. Малов // Хыпар. – 1993. – 26 февр.
- Степанов, В. Сăмах тата сăрă ăсти / В. Степанов // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 1998. – 26 нарăс.
- Терентьев, Г. Иртнине туллин сăнлаççĕ / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р–нĕ). – 2000. – 15 кăрлач.
- Унтри Якурĕ. Пултарулăх каçалăкĕ / Унтри Якурĕ // Ялав. – 1993. – № 2. – С. 15.
- Афанасьев, П. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 465-466.
- Григорьев, А. Г. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич / А. Г. Григорьев // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 438.
- Григорьев, А. Г. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич / А. Г. Григорьев, А. А. Малинина // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 386.
- Леонтьев, Н. А. Поиски, находки, противоречия // Леотьев, Н. А. Правда жизни и характера / Н. А. Леонтьев. – Чебоксары, 1969. – С. 44–67.
- Петрова, М. Уникальный талант / М. Петрова // Знамя (Козл. р-н). – 2008. – 12 марта. – С. 3.
- Степанова, Н. И. Чувашская детская проза 50–80 годов / Н. И. Степанова // Чăваш чĕлхипе литературин ыйтăвĕсем. – Ш., 2001. – С. 51–56. – Библиогр.: 7 назв.
- Харлампьев Герасим Дмитриевич // Совет. Чувашия. – 1994. – 17 нояб.
- Ялгир, П. Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.
Каçăсем
- Новости Аликовского района
- Национальная библиотека Чувашской Республики 2012 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чувашский государственный художественный музей 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нумай енлĕ пултарулăх, Сувар хаçат 2016 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ӳнерçĕ те, çыравçă та