Гидроэнергетика музейӗ (Ҫӗнӗ Шупашкар)

Гидроэнергетика музейӗ Шупашкар ГЭСӗнче вырнаҫнӑ, ӑна 2008 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче уҫнӑ[1]. Музея Атӑл ҫинчи чи пысӑк электростанцин историне халалланӑ, ҫаван пекех вӑл ҫӗршывӑн гидроэнергетика отраслӗн аталанӑвӗ ҫинчен каласа парать. ГЭС «Шупашкар ГЭСӗ» ятпа ҫӳрет пулин те, чӑнласа кӳршӗллӗ хулара — Ҫӗнӗ Шупашкарта — вырнаҫнӑ. Музей Шупашкар ГЭСӗн ҫуртӗнче шалта вырнаҫнӑ.

Гидроэлектростанци Атӑл ҫинчи каскадӑн юлашки картлашки шутланать, ӑна Раҫҫейри ытти мӗнпур пысӑк ГЭСсенчен каярах хӑпартнӑ. Станцие 1967 ҫулта тума пуҫланӑ, ҫапах та шухӑшӗ чылай маларах — 1930-мӗш ҫулсенче Каспи, Хура, Балтика тата Шурӑ тинӗсӗсем хушшинче пӗрлӗхлӗ тарӑн ҫула проектланӑ чухне — ҫуралнӑ[2].

Экспозици

Музейра Раҫҫейре тата чикӗ леш енче вырнаҫнӑ станцисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен материалсем вырнаҫтарнӑ. Экспонатсен хушшинче алӑпа тытса пӑхма май пур япаласем те сахал мар: сӑнӳкерчӗксем, архив докуменчӗсем, техника тата ӗҫ хатӗрӗсем. Музейӑн пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхӗ — интерактивлӑ модельсемпе ӗҫлекен экспозицисем нумаййи: турбина макечӗ, электроэнерги хатӗрлемелли тренажёр, ӗҫлекен гидроагрегатпа шыв пӗви моделӗ, мультимеди контенчӗ.

Хальхи технологисемпе усӑ курни ГЭС оборудованийӗсене шала кӗрсе курма май парать. Ятарлӑ маркера пысӑк экран патне илсе пырса гидроэлектростанци хатӗрне шалтан виҫӗ виҫеллӗ иллюстрацисем пек курма пулать.

Пӗрремӗш зал паллӑ ГОЭЛРО(выр.)чăв. планӗнчен пуҫласа Раҫҫейри электроэнергетика тытӑмӗ йӗркеленни ҫинчен каласа парать. Кунта Раҫҫейӗн гидроэнергоресурссен ертсе пыракан операторӗ — «ГидроОГК» УАО — пирки тӗплӗ информаци тӑратнӑ. Гидроагрегатсемпе пӗвесен макечӗсем курма килекенсене уйрӑмах килӗшеҫҫӗ.

Иккӗмӗш залра Шупашкар ГЭСне туни тата Пӗтӗм Союзри ҫамрӑк стройкӑна хутшӑнни, гидроэнергетика аталанӑвне хӑйсен профессийӗ туса суйласа илнӗ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ. Станцин социаллӑ пурнӑҫпа экологи вырӑнӗ пирки, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинчи чи ҫамрӑк хулан — Ҫӗнӗ Шупашкарӑн — аталанӑвӗн историйӗ пирки материалсем чылай[1].

Музея кӗмелли йӗрке

Музея кӗмешкӗн сахалтан та пӗр эрне маларах ыйтса ҫырмалла. Хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслесе ирӗк панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ кӗме пулать. Экскурсисене тӳлевсӗр ирттереҫҫӗ, ӗҫ кунӗсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 17 сехетчен. Ушкӑнсем валли станци управленийӗн тӗп пультне тата Атӑл ҫийӗн вырнаҫнӑ хӑйнеевӗрлӗ машина залне курмалла ятарлӑ программа палӑртнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 В Новочебоксарске (Чувашия) появился музей гидроэнергетики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 ҫӗртмен 2008). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  2. ^ Музей Чебоксарской ГЭС (выр.). https://visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.