Глазова Анна Саркисовна
Глазова Анна Саркисовна (ҫур. 1973 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ, Дубна, Мускав облаҫӗ) — Раҫҫей поэтесси, куҫаруҫи.
Пурнӑҫӗ
1973 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи Дубнӑра ҫуралнӑ[1].
Амӑшӗ — инженер, ашшӗ — физик-ядерщик. МАРХИ-ре вӗреннӗ, кайран — Берлинти техника университечӗн архитектура факультетӗнче. Ҫурҫӗр-Анӑҫ университетӗнче(выр.)чăв. (Эванстон, АПШ) «Counter-Quotation: The Defiance of Poetic Tradition in Paul Celan and Osip Mandelstam» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ. Корнелл университетӗнче, Джонс Хопкинс университетӗнче, Ратгер университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, танлаштаруллӑ литература тӗпчевӗ енӗпе ӗҫлет[1].
2013 ҫулта Андрей Белый тата «Русская премия» премисен лауреачӗ пулса тӑнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Анна Саркисовна Кафка, Роберт Вальзер, Рильке, Уники Цюрн, П. Целан, Э. Яндля, Ф. Майрёккер, Э. Елинек тата ытти сӑвӑҫсен ӗҫӗсене куҫарнипе паллӑ. Вӑл Мандельштам, Целан поэтики, хальхи нимӗҫ тата Раҫҫей поэчӗсем ҫинчен ҫырнӑ статьясен авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Воздух» журналта, «Черновик», «Вавилонра» альманахсенче пичетленнӗ[1].
Унӑн сӑввисене акӑлчан, француз, итальян, поляк, пӑлхар, украин, серб тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ[2].
Кĕнекисем
- Пусть и вода. — М.: ОГИ, 2003. — 108 с. — (Поэтическая серия клуба «Проект О.Г.И.»). Андрей Белый премийӗн шорт-лисчӗ.
- Петля. Невполовину. — М.: Новое литературное обозрение, 2008. — 152 с. — (Поэзия русской диаспоры). Андрей Белый премийӗн шорт-лисчӗ.
- Для землеройки / Послесл. Е. Сусловой. — М.: Новое литературное обозрение, 2013. — 144 с. — (Новая поэзия). Андрей Белый премине тивӗҫнӗ.
- Опыт сна. — New York: Ailuros Publishing, 2014. — 100 с.
- Земля лежит на земле: Стихи. — СПб.: MRP; Скифия-принт, 2017. — 98 с.
- Лицевое счисление. -- М.: Центрифуга, 2020. -- 82с.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Премия Андрея Белого | ГЛАЗОВА Анна Саркисовна (англ.). belyprize.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ Об авторе – Авторский сайт Анны Глазовой(паллӑ мар). oblako.hopto.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Глазова Анна Саркисовна «Новая карта русской литературы» сайтра.
- Глазова Анна Саркисовна «Журнал залĕнче».
- На сайте Лица русской литературы.
— Глазова Анна Саркисовна Livejournal-ра.