Григорьев Иван Геннадьевич

Григорьев Иван Геннадьевич (ҫур. 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет саманин ирӗклӗ стильпе кӗрешӳҫи, Европа чемпионачӗн призёрӗ, СССР чемпионачӗсен призёрӗ, тӗнче шайӗнчи СССР спорт мастерӗ[1].

Спорт карьери

Ирӗклӗ кӗрешӳпе 6-мӗш класра вӗреннӗ чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ, Канашри вакун юсакан савутӑн культура керменӗнче Г. Н. Смирнов тренер ертсе пыракан тренировкӑсенче хатӗрленнӗ. Шкултан вӗренсе тухсан Шупашкара вӗренме кӗнӗ, спорта пӑрахман. 1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра вӑл СССР чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ пулса тӑнӑ. 1980 ҫулта ӑна ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче шайӗнчи СССР спорт мастерӗ ятпа тивӗҫтернӗ. 1982 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Орджоникидзере иртнӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех 1982 ҫулта вӑл Болгарире, Италире тата Францире тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. 1983 ҫулта Будапештра иртнӗ Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. 1984 ҫулта вӑл РСФСР чемпионӗ пулса тӑнӑ. 1986 ҫулта Григорьев спорт карьерине вӗҫленӗ те Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн профкомӗ ҫумӗнчи ача-пӑча спорт шкулне тренер ӗҫне куҫнӑ[1].

1989 ҫултанпа республикӑра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Григорьев призне ҫӗнсе илессишӗн уҫӑ турнир иртереҫҫӗ. Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командисен тӗп тренерӗ шутланать.

Спорт кӑтартӑвӗсем

  • 1979 ҫулхи СССР ирӗклӗ кӗрешӳ чемпионачӗ — 2;
  • 1982 ҫулхи СССР ирӗклӗ кӗрешӳ чемпионачӗ — 3;
  • 1983 ҫулхи Европа чемпионачӗ — 2;
  • 1983 ҫулхи РСФСР чемпионачӗ — 1;

Харпӑр пурнӑҫӗ

Наградисем

Иван Геннадьевич ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[2]:

  • ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче шайӗнчи СССР спорт мастерӗ (1980);
  • Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министерствин Хисеп хучӗ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑпа спорт патшалӑх комитечӗн Хисеп хучӗ;
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ (2009);

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Н.Г. Скородумов. Григорьев Иван Геннадьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  2. ^ Ивану Григорьеву- 67 лет! (выр.). Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного образования «Спортивная школа олимпийского резерва № 5 имени В.Н. Кочкова» (8 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Скородумов, Н. Г. Григорьев Иван Геннадьевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2007. — С. 79.
  • Скородумов, Н. Г. Григорьев Иван Геннадьевич / Н. Г. Скородумов // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 139.

Каҫӑсем