Дементьев Алексей Алексеевич
Ҫын пирки | |
Дементьев Алексей Алексеевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 15.3.1921 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 18.3.1990 (69 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Альма-матер | |
Премисемпе чысланисем |
Дементьев Алексей Алексеевич (Комаровка, Куславкка районӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ — пуш, 18, 1990, Мускав) — совет ҫарпуҫӗ, генерал-полковник (1973).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчи Куславкка районӗнчи Комаровка ялӗнче (халӗ — Куславкка хули йышӗнче) ҫуралнӑ.
1939 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Чкаловск хулинче А. А. Дементьева Хӗрлӗ Ҫара илнӗСаратоври танк училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗренсе пӗтернӗ[2]. Прибалтика Уйрӑм ҫар округӗн 28-мӗш танк дивизине хӗсмете янӑ. Вӑрҫӑ пуҫланиччен темиҫе кун маларах чаҫе ҫитнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
взвочӗн командирӗ пулнӑ. Прибалтикӑри чикӗ ҫумӗнчи хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗн чи йывӑр тытӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ, кайран Хӗвеланӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, генералӑн адъютанчӗ пулнӑ, анчах та питӗ хӑвӑрт амантнӑ. Сывалнӑ хыҫҫӑн, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен — 3-мӗш гварди ҫарӗн командующийӗн адъютанчӗ (командующи ҫав вӑхӑтра Д. Д. Лелюшенко пулнӑ). Сталинград ҫапӑҫӑвне тата Ворошиловград тапӑну операцине хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӑн 243-мӗш Краматорск уйрӑм танк полкӗн командирӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Краматорскшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче А. А. Дементьев майор полк танкӗсен ушкӑнне ертсе пынӑ, ҫапӑҫура палӑрнӑ, анчах йывӑр аманнӑ. Краматорск патӗнчи ҫапӑҫусемшӗн пӗрремӗш Александр Невский орденне тивӗҫнӗ1-мӗш Украина фрончӗн 4-мӗш гварди танк ҫарӗн 93-мӗш уйрӑм Житомир танк бригадин командирӗ, Сандомир-Силез тата Тури Силез тапӑну операцийӗсене хутшӑннӑ. Ҫак операцисем вӑхӑтӗнче А. А. Дементьев Милича (1945 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ), Равича (1945 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ), Фейерштадта (1945 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ) ирӗке кӑларнӑ, Пилица, Бубр шывӗсем урлӑ каҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[5]. Бригада 4-мӗш гварди танк ҫарӗн малти отрячӗ пулса тӑнӑ, ҫарӑн тӗп вӑйӗсенчен 100 ҫухрӑма ҫити уйрӑлса тӑшмана тылӗсенчен пырса ҫапнӑ, фашист ҫарне пысӑк сиен кӳнӗ. 1945 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче бригадӑна 2-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗпе чысланӑ, кӗҫех А. А. Дементьев та ҫав ордена тивӗҫнӗ[1].
Нимӗҫсен фашистла захватчикӗсемпе ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑшӑн, паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн тата бригадӑн ҫар задачисене пӗлсе пурнӑҫланӑшӑн, ҫар «гварди» (1945 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ) ятне тивӗҫнӗ, 68-мӗш уйрӑм гварди танк бригади пулса тӑнӑ. 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче А. А. Дементьев подполковника 72-мӗш гварди йывӑр танксен полкӗн командирне лартнӑ[5], Берлинпа Прага тапӑну операцийӗсене хутшӑннӑ[6].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Вӑрҫа хыҫҫӑн, 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара, 4-мӗш гварди танк ҫарӗн 81-мӗш уйрӑм йывӑр танксен полкӗн командирӗн ҫумӗ, 1947 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен вара — 4-мӗш уйрӑм гварди танк дивизийӗн 7-мӗш уйрӑм гварди кадр танк батальонӗн командирӗ, 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна вӗренме янӑ. 1949 ҫулта А. Дементьев Ленинградри аслӑ бронетанк офицер курсӗсене пӗтернӗ. 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен вара 4-мӗш гварди механизациленӗ ҫарӑн 41-мӗш уйрӑм гварди мотоцикл батальонӗн командирӗ. 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен — 5-мӗш гварди механизациленӗ ҫарӑн 51-мӗш уйрӑм гварди мотоцикл батальонӗн командирӗ.
1953 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ. 1953 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен вара — 4-мӗш гварди танк дивизийӗн 163-мӗш уйрӑм йывӑр танксен полкӗн командирӗ, 1954 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — дивизи командирӗн ҫумӗ. 1956 ҫулта М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академийӗ ҫумӗнчи Аслӑ академи курсӗсенче вӗренсе тухнӑ та ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче 25-мӗш йывӑр танксен дивизийӗн командирне ҫирӗплетнӗ. 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тепӗр хут вӗренме яриччен ӑна ертсе пынӑ.
1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп штабӗн ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ, ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 7-мӗш танк ҫарӗн командующин ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. 1962 ҫулта А. А. Дементьева Кубӑри совет ҫарӗсен ушкӑнӗн (ГСВК) командующин ҫумӗ — Кубӑри совет ҫар специалисчӗсен ушкӑнӗн аслиАнадырь операцие (Кариб кризисӗ) хутшӑннӑМускав ҫар округӗн командующийӗн пӗрремӗш ҫумӗ — штаб пуҫлӑхӗ, 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — Тӗп Штабӑн 10-мӗш Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, 1972 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — Варшава Килӗшӗвне хутшӑннӑ ҫӗршывсен Пӗрлешӳллӗ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Главнокомандующийӗн Румыни Халӑх ҫарӗнчи представителӗ. 1976 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Варшава Килӗшӗвне хутшӑннӑ ҫӗршывсен Пӗрлешӳллӗ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ, 1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен Тӗп штабра хӗсметре тӑнӑ. 1981 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — Тӗп штабӑн Ҫар академийӗн кафедра пуҫлӑхӗ, 1982 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — отставкӑра.
Алексей Алексеевич Мускавра 1990 ҫулта вилнӗ[2].
Ҫар хисепӗсем
- лейтенант — 10.06.1940,
- аслӑ лейтенант — 14.12.1941,
- капитан — 20.08.1942,
- майор — 28.02.1943,
- подполковник — 26.02.1945,
- полковник — 22.06.1951,
- танк ҫарӗсен генерал-майорӗ — 18.02.1958,
- танк ҫарӗсен генерал-лейтенанчӗ — 22.02.1963,
- генерал-полковник — 4.11.1973.
Хисепӗсем
- Ленин орденӗ (01.10.1963, «Анадырь» операцие хутшӑннӑшӑн);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (07. 10. 1942, 04. 09. 1944, … );
- 2-мӗш степеньлӗ Суворов орденӗ (06.04.1945);
- икӗ Александр Невский орденӗ (26.09.1943, 25.05.1945);
- икӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ (20.06.1944, 11.03.1985);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1954);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче Тӑван Ҫӗршывшӑн хӗсметре тӑнӑшӑн» 3-мӗш степеньлӗ орден[1][5][6].
Медальсем:
- «Ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн» медаль (1951);
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (09.06.1945);
- «Прагӑна хӑтарнӑшӑн» медаль (09.06.1945);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.06.1945);
- «Ҫар хастарлӑхӗшӗн. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа» медаль (1970);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул» медаль (1965);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул» медаль (1975);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул» медаль (1985);
- «Совет Ҫарӗпе Флотне 30 ҫул» медаль (1948);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 40 ҫулта» медаль (1958);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 50 ҫулта» медалӗ (1968);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 60 ҫулта» медаль (1978);
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем 70 ҫулта» медаль (1988);
- ытти медальсем
Ют ҫӗршыв наградисем
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (Монгол Халӑх Республики)[9];
- «Эрнесто Че Гевара» I степеньлӗ орден (Куба)[10];
- Чехословаки Ҫар хӗресӗ (1939) (Чехословаки ССР);
- «Хӗҫпӑшаллӑ туслӑха ҫирӗплетнӗшӗн» I степеньлӗ медаль (Чехословаки ССР)[11];
- «Хӗҫпӑшаллӑ пӗртӑванлӑх» I степеньлӗ медаль (ГДР).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Подвиг Народа
- ^ 1 тата 2 Чувашская энциклопедия
- Юго-Западном фронте.
- ^ по другим данным с 25 августа 1944 года или с 29 сентября 1944 года
- ^ 1, 2 тата 3 Вестник Замоскворечья
- ^ 1 тата 2 Орденская книжка
- Каракаев С. В. Участие Ракетных войск стратегического назначения в операции Вооружённых Сил СССР «Анадырь». // Военно-исторический журнал. — 2013. — № 8. — С.39.
- ^ При этом формально оставался в прежней должности.
- ^ ящик № 012 в картотеке иностранных наград . Пӑхнӑ кун: 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ ящик № 009 в картотеке иностранных наград . Пӑхнӑ кун: 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ ящик № 029 в картотеке иностранных наград . Пӑхнӑ кун: 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 7 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 ҫул.
Вуламалли
- Калашников К. А., Додонов И. Ю. Высший командный состав Вооруженных сил СССР в послевоенный период. Справочные материалы (1945—1975 гг.). Командный состав танковых войск. — Усть-Каменогорск: Медиа-Альянс, 2017. — Т. 3. — С. 151—154. — 652 с. — ISBN 978-601-7887-15-5.
- Лелюшенко Д. Д. Москва — Сталинград — Берлин — Прага : Записки командарма. — 4-е изд., испр.. — М.: Наука, 1987. — 408 с. — 50 000 экз.
- Дударенко М. Л., Перечнев Ю. Г., Елисеев В. Т. и др. Освобождение городов: Справочник по освобождению городов в период Великой Отечественной войны 1941—1945 / Под общ. ред. С. П. Иванова. — М.: Воениздат, 1985. — 598 с. — (Справочник). — 50 000 экз.
- Картаполов А. В. Дементьев Алексей Алексеевич // Великая Отечественная. Комбриги. Военный биографический словарь. Командиры танковых и самоходно-артиллерийских бригад. — М.: Рипол-классик, 2019. — Т. 3. — С. 173. — 800 с. — ISBN 978-5-386-13527-0.
- Дементьев А., Петров С. Изменение обстановки и новое решение. // Ҫарпа истори журналӗ. – № 7.
Каҫӑсем
- Общедоступный банк документов «Подвиг народа»
- Биография на сайте газеты «Вестник Замоскворечья»
- Биография на сайте «Кавалеры Ордена Александра Невского»
- Биография на сайте Чувашской энциклопедии
- Биография на сайте сослуживцев ГСВГ-ЗГВ, 10-го отдельного танкового батальона и Берлинской бригады( ӗҫлемен каҫӑ)
- Фотокопия орденской книжки
- Пушӑн 15-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1921 ҫулта ҫуралнисем
- Шупашкар уесӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 18-мӗшӗнче вилнисем
- 1990 ҫулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Александр Невский орденĕн кавалерĕсем (СССР)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Прагăна хăтарнăшăн» медальпе чысланисем
- «Çерем çĕрĕсене пусаланăшăн» медальпе чысланисем
- Комаровкӑра ҫуралнисем
- Куславкка районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш автономи облаҫӗнче ҫуралнисем
- Саратоври ракета ҫарӗсен аслӑ ҫар командӑпа инженери училищинче вӗренсе тухнисем
- М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче вӗренсе тухнисем
- Генеральнӑй штабӑн Ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи бригадӑсен командирӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи полксен командирӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин танкисчӗсем
- Пайӑр ҫынсем: Сивӗ вӑрҫӑ
- КПСС XXIII съезчӗн делегачӗсем
- Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫар пуҫӗсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Генерал-полковниксем