Добронравов Аркадий Павлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Аркадий Добронравов
Dobronravov Arkadiy.JPG
Сăваплă асапланнă Аркадий атте
Тĕнчери ят Аркадий Павлович Добронравов
Çуралнă 1868
Хусан кĕперни
Вилнĕ 20.4.1933
Мордва АССР, тĕрмере
Канонизациленĕ 2007
Сăпат раççейри анчахрах асапланнисем тата çылăх каçарттаракансем
Асăну кунĕ раштав, 27

Аркадий Павлович Добронравов, Аркади атте(Хусан кĕперни — Мордва АССР, тĕрмере асапланса куçне хупнă) — Вырăс чиркĕвĕн протоиерейĕ. Сăваплă Синод ăна Раççейри асап тӳснĕ сăвапли тесе анчахрах сăваплăха кĕнисен тата çылăх каçарттаракансен йышне кĕртнĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Аркадий Добронравов протоиерей 1868 çулта Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕн Çулавăç чиркӳ ялĕнче (халĕ Элĕк районĕ) Павел Добронравов тиек çемйинче çуралнă. Аркадий 1889 çулта Хусанти чун-чĕмлĕх семинарире вĕренсе пĕтерсе Спасски уесĕн Пичкасси чиркӳ ялĕнче Турă ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçе пикĕннĕ.

Çĕнĕ чиркӳ тăвассипе ĕçленĕшĕн вăл 1894 çулта Сăваплă Синодăн пилĕпе хутне тивĕçнĕ.

Вырăс-Яппун вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Хĕрес ĕçне хутшăннăшăн Александрăн икĕ хутлă хăйăвне тивĕçнĕ.

1925 çулта, çĕнĕ епископ килнĕ май, ăна вăхăтлăха ĕçрен хăтарнă. Улатăр епископĕ Герман (Кокель) Аркади аттене Епархи канашне суйласшăн пулнă, ку енĕпе влаçсенчен ирĕк ыйтнă.

Турă Амăшĕн храмĕнче пĕр улшăнмасăр 35 çул вăй хунă Аркади протоиерейе 1931 çулхи Аслă Типĕ вăхăтĕнче кĕлĕ ирттернĕ хыççăн каламалли сăмахсене çырнине туртса илнĕ.

1931 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче ăна совет влаçне хирĕç агитациленĕ тесе айăпланă, 5 çуллăха Мордовири лагере янă.

1931 çулхи çăвăн 8-мĕшĕнче тĕрме тухтăрĕ Аркади аттен сывлăхĕ пирки акт çырнă, Добронравов 64 çултанпа чĕре чирĕпе аптранине палăртнă.

1933 çулхи акан 20-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Чысласа асăнни

2007 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Алексий патриарх ертсе пынă Сăваплă Синодăн ларăвĕнче Аркадий Добронравова Раççейри асап тӳснисен тата çылăх каçарттарнисен йышне кĕртнĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем