Елен Нарпи

Елен Нарпи (паспортра Чекушкина Елена Петровна, ҫур. 1969 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш çыравçи, литература тӗпчевҫи[1]. Филологи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ (2010).

Пурнăçĕ

1969 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчӗк районӗнчи Вырăскасси ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă.

Çуткӳлти сакăр çул вĕренмелли тата Курнавăшри шкулсенче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче пӗлӳ илнӗ. Вĕренсе тухсан ăна чăваш университетĕнчех ĕçлеме хăварнă. Вăл студентсене чăваш литературине вĕрентет.

Елен Нарпи час-часах шкул ачисемпе тата вулакансемпе тӗл пулать. 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ май ҫиччӗмӗш класра вӗренекенсем Елен Нарпин «Чӳрече куҫӗ» хайлавӗ тӑрӑх инсценировка лартнӑ[2].

Ĕçĕсем

Малтанхи статйисемпе калавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Çил çунат» журналта пичетленĕ. Унăн калавĕсемпе повеçĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» «Пике», «Çил çунат» журналсенче кун çути курнă.

Пурӗ 4 илемлӗ хайлав кӗнеки кӑларнӑ: «Ҫумламан йӑран» (2007), «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» (2012), «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» (2015), «Хӗл лариччен» (2019)[3].

Пултарулăх ĕçĕсем

  1. «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», повеç;
  2. «Чечексем çеçке тăксан» повеç;
  3. "Хĕл лариччен" повеç;
  4. «Сетреслу ĕмĕрĕ»,
  5. «Çурçĕр хыççăнхи çул çӳрев»,
  6. "Çӳпçе тĕпĕнчи çылăх",
  7. "Шантал çинчи çурта çути",
  8. "Çур çĕр хыççăнхи çул çӳрев",
  9. "Троллейбус майри" тата ытти калавсем.

Ӑслӑлӑх ĕçĕсем

  1. Общетюркские художественные традиции в чувашской словесности: Дисс. … канд. филол. наук / Елена Петровна Чекушкина. – Чебоксары, 2004. – 24 с.
  2. Некоторые сходства и особенности духовной культуры булгаро-сувар периода III-VIII вв. и чувашская словесность / Е.П. Чекушкина // Сб. научн. Статей докторантов, аспирантов и соискателей. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2005. – С. 20-23.
  3. Г. Юмарт поэзийĕнчи авалхи чăваш тĕнчи / Е.П. Чекушкина // Тăван Атăл. — 2007. – 1 №.
  4. Общетюркские традиции в чувашской словесности: учеб. пособие / Е.П Чекушкина. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2006. – 8,5 п.л.
  5. Г.Юмарт поэзийĕнчи авалхи чă ваш тĕнчи // Ашмаринские чтения V: Материалы Всероссийской научной конференции / Сост. науч. ред. А.М. Иванова. — Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та. – 2007. – 0,2 п.л.
  6. Современное литературоведение и критика: есть ли они. // Тăван Атă л. – 2007. – 9№. – 0, 2 п.л. 1. Образ солнца в поэме «Нарспи»// Тăван Атăл. — 2008. — № 2. — 0,25 п. л.
  7. Своеобразное представление концепта солнца в поэме «Нарспи»// Современная Нарспиана: итоги и перспективы: Материалы межрегион. научно-практ. конф./ Сост.и науч. ред. А.Ф. Мышкина. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. – С. 179-185.- 0,25 п.л.
  8. «Мужчина в черном» и другие // Хыпар. – 2008. – 32-33. – 0.1 п.л.
  9. Общетюркские культовые образы и поэма Нарспи // Аспекты филологических, журналистских исследований: межвузовский сборник научных трудов. – Чебоксары: «Новое время», 2009. – С.13-19.
  10. Çамрăксем – шыравра // Тăван Атăл. – 5 №. – 2009. – С. 8-12.
  11. Отображение национальных особенностей в литературе народов Поволжья (на примере повести З. Башири) // Проблемы сравнительного и сопоставительного литературоведения Поволжья: сборник научных статей/ сост. и науч. ред. А.Ф. Мышкина. – Чебоксары: «Новое время», 2010. – С. 112-115.
  12. Общетюркские культовые образы и чувашская словесность// Проблемы филологии народов Поволжья: материалы Всероссийской научно-практической конференции (1-2 апреля 2010г.) / отв. ред. А.Т. Сибгатуллина. – Вып. 4. – М.-Ярославль, 2010. – С. 269-273.
  13. Особенности отображения чувашского мира в повести З.Башири «Чувашская девушка Аниса»// Актуальные проблемы изучения и преподавания литературы в вузе и школе: материалы VIII Всероссийской научно-практической конференции 9-10 ноября 2009г./ Мар. гос. ун-т; отв. ред. Н.Н. Старыгина. — Йошкар-Ола. – 2010.- С. 126-129.
  14. «Нарспи» поэмăра хĕвел сăнарне ӳкернин хăй евĕрлĕхĕ // Тайна поэмы «Нарспи» и чувашская культура ХХ века: сборник мат-лов конф. / сост. В.А.Ендеров. – Чебоксары: ЧГИГН, 2010. – С. 89-94.
  15. Вĕрентекен – Турă панă професси // Ульяновец. – 2010. — № 29-30. – Акан 22-мĕшĕ
  16. Намăс куçа кĕрет-и? // Самант – 2010. — №1. – С.9.
  17. Тип тытни мĕн тума кирлĕ? // Самант – 2010. — №2. – С.11.
  18. Ан айăплăр… // Самант – 2010. — №4. – С.11
  19. Телейлĕ пулма пире мĕн кансĕрлет? // Самант – 2010. — №5. – С.11
  20. Асран кайми атте-анне е мĕн вăл ювеналлă юстици? // Самант – 2010. — №6. – С.11
  21. Паха та çутă уяв // Самант – 2010. — №7. – С.11
  22. Тĕнчере усал пур-и? // Самант. – 2010. — №8. – С.11.
  23. «Çакă вăл манран пулнă» // Самант. – 2010. — №9. – С.11.
  24. Кулянса ӳкнипе хуйхăран тараймăн // Самант. – 2010. — №10. – С.9.
  25. Каçарма пĕлетпĕр-и эпир? // Самант. – 2010. – №11. – С.9.
  26. Асамат кĕперĕ – ĕмĕрлĕх халал // Самант. – 2010. — №12. – С.9.
  27. Отображение национальных традиций и мотивов в литературе народов Поволжья// Проблемы филологии народов Поволжья: материалы Всероссийской научно-практической конференции (7-9 апреля 2011г.). Выпуск 5. (Отв. редактор А.Т. Сигбатуллина). – М.-Ярославль: Ремдер, 2011. – С. 292-297.

Хисепӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем

  • «Литаратурлӑ Чӑваш Ен: чи нумай вулакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2007 ҫулта «Ҫумламан йӑран» кӗнекешӗн тивӗҫнӗ; 2015 ҫулта — «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнекешӗн)[3];
  • Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн Хисеп хучӗ (2013, 2023);

Ӑнлантарусем

  1. ^ ЧПУ сайтĕнче
  2. ^ Елен Нарпи çыравçăпа тěл пулу иртрě. Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики" (17 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Перепелкина, Елена Петровна (литературовед; 26.06.1969) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.

Каçăсем