Железнов Пётр Фёдорович

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1939 çулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Элӗк районӗнчи Тавăт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑскер — ҫамрӑклах вилнӗ.

Малтанах Тавӑтри пуçламӑш, Ураскилтри вӑтам шкулта вĕреннĕ, кайран Ленинградри каçхи шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ. 15 ҫулта ФЗО шкулӗнче каменщика вӗренсе тухнӑ.

Совет Ҫарӗнче хӗсметре Камчаткӑра пулнӑ. Ленинград облаҫӗнче, Донбассра, Архангельскра, Прибалтикӑра тӗрлӗ вырӑнта — портра, шахтӑра, кочегаркӑра, вӑрман касса хатӗрленӗ ҫӗрте — вӑй хунӑ[1].

Юлашки çулĕсенче Ленинградра пурăннă. Суту-илӳ портĕнче вăй хунă.

1992 çулта Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Пултарулăхӗ

Ача чухнех сӑвӑсем ҫырнӑ, «Шӑнкӑрчӑ» сӑвви 1955 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Элӗк районӗн хаҫатӗнче — «Колхоз хаҫатӗнче» — пичетленнӗ.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Мой маленький хороший город» (Ман пĕчĕк те лайăх хулам, 1978)
  • Железнов П. Ф. Такие оранжевые мандарины. Рассказы, письма. - Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2018

Çавăн пекех «Çамрăк Ленинград» (Молодой Ленинград) журналĕнче пичетленнĕ. «Туслăх» (Дружба) ятлă темиçе авторсен пуххинче унăн ĕçĕсене пичетленĕ.

Чӑваш ҫыравҫисемпе — Петӗр Эйзинпа, Атнер Хусанкайпа, Борис Чиндыковпа — ҫыхӑну тытнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Личность и творчество. shutkamar.tilda.ws. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ П. Ф. Железнов. Такие оранжевые мандарины. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2018. — 287. — С. 182—278.

Вуламалли

  • Егоров, В. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ çыравçӑ / В. Егоров //Пурнăç çулĕпе. – 2007. – 14 февр. – С. 3.
  • Железнов Петр Федорович // Календарь 2009.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3