Жирнов Николай Трофимович
Николай Трофимович Жирнов (ҫур. 1954 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Йĕпреç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики ҫуралнӑ) — Раҫҫейӗн чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ тата таврапӗлӳҫи. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1995). А. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ (2000). Чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 15 кӗнекере ытла авторӗ.
Пурнӑҫӗ
Николай Трофимович Жирнов 1954 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРти (хальхи — Чӑваш Республики) Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ рабочи поселокӗнче ҫуралнӑ[1].
Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакансен техникумне тата И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш АССР Журналистсен пӗрлӗхӗ ҫумӗнчи общество корреспонденчӗсен виҫӗ ҫуллӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ[1].
Ӗҫлеме ҫурт-йӗр тӑвакан пулса тытӑннӑ. Каярахпа районти тата нумай тиражлӑ хаҫатсен редакцийӗсенче литература ӗҫтешӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2000 ҫулта «Путевой лист» регионсем хушшинчи хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫ вырӑнне йышӑннӑ[1].
Йӗпреҫ ентешлӗхне йӗркелекенсенчен пӗри тата унӑн хастар пайташӗ пулнӑ. Кире спорчӗпе судья ятне илнӗ[1].
Пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ
Н. Т. Жирновӑн «Чебоксарский кремль» ятлӑ пӗрремӗш очеркӗ «Молодой коммунист» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Малалла унӑн калавӗсемпе статйисем «Тракторостроитель», «Вучах», «Хыпар», «Клип», «Илем», «Чебоксарские новости» хаҫатсенче, ҫавӑн пекех «Тӑван Атӑл», «Ялав» тата «Капкӑн» журналсенче пичетленнӗ[1].
1992 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Чемоданное настроение» калавсен пуххи — тухнӑ[1]. Н. Т. Жирнов чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ нумай кӗнеке авторӗ, ҫав шутра: «Ылханлӑ ылтӑн», «Йӗпреҫ Тарзанӗ», «Жизнь», «Ҫимӗк», «Любовь», «Анне килӗ», «Деньги пахнут», «Тӑвансем», «Клад раздора», «Коварство золота», «Первое чувство», «Встречи на стадионе»[1].
Илемлӗ прозӑпа пӗрлех вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗпе те аппаланнӑ. В. Н. Жирновпа пӗрле паллӑ ентешӗсем пирки ҫырнӑ «Ибресинский район» биографи статйисен пуххине кӑларнӑ[1]. Ҫавӑн пекех «Набор высоты» сӑвӑ пуххин авторӗ шутланать. «Краткая энциклопедия Ибресинского района» (2011) авторсен коллективӗн йышне кӗнӗ.
2019 ҫулта Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗн 25 ҫулне тата хӑйӗн 65 ҫулхи юбилейне халалланӑ вулакансемпе ирттернӗ тӗлпулӑвӗ пулнӑ[2].
Библиографи
Суйласа илнӗ кӗнекисем
- Жирнов, Н. Т. Чемоданное настроение: Рассказ. — 1992. — 7 с.
- Жирнов, Н. Т. Ылханлӑ ылтӑн: калавсем. — 1999. — 79 с.
- Жирнов, Н. Т. Йӗпреҫ Тарзанӗ: калавсем. — 1999. — 127 с.
- Жирнов, Н. Т. Жизнь: повесть и рассказы. — 2003. — 111 с.
- Жирнов, Н. Т. Ҫимӗк: калавсем. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2005. — 192 с.
- Жирнов, Н. Т. Любовь: рассказы. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2006. — 263 с.
- Жирнов, Н. Т. Анне килӗ: повеҫсем. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с.
- Жирнов, Н. Т. Баня: рассказы, повесть. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 172 с.
- Жирнов, Н. Т. Деньги пахнут: рассказы. — ИП Волков И. А., 2008. — 354 с.
- Жирнов, Н. Т. Тӑвансем: калавсем. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2009. — 239 с.
- Жирнов, Н. Т. Клад раздора: рассказы. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2010. — 177 с.
- Жирнов, Н. Т. Вӑйӑран вӑкӑр: калавсем. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2011. — 74 с.
- Жирнов, Н. Т. Встречи на стадионе: воспоминания, рассказы. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2011. — 255 с.
- Жирнов, Н. Т. Парне ҫӗрӗ: калавсем. — 2013. — 287 с.
- Жирнов, Н. Т. Первое чувство: рассказы. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2014. — 246 с.
- Жирнов, Н. Т. Коварство золота: роман. — Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2015. — 383 с.
Тӑван ен тӗпчев кӑларӑмӗсем
- Жирнов, Н. Т., Жирнов, В. Н. Ибресинский район: сборник биографической информации об известных людях района. — ЧПУ изд-ви, 2004. — 211 с.
- Матвеев, Г. Б. тата ыт. те. Ибресинский район: краткая энциклопедия. — Чӑваш кӗнеке издательстви, 2011. — 429 с. — 2000 экз. (пӗрле ҫырнӑ)
Хисепӗсем
- А. Талвир ячӗллӗ преми (2000)[1].
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2004).
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- Николай Жирновӑн «Кольцо в подарок» ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ Чӑваш Республикин Наци библиотекин сайтӗнче
- «Жизнь» кӗнекен презентацийӗ пирки информаци Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче (Йӗпреҫ районӗ)