Захаров Николай Сергеевич
Захаров Николай Сергеевич (1921 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Автономи облаҫӗ, Совет Раҫҫейӗ — 2001 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Херсон, Украина) — Совет Ҫарӗн гварди полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, лётчик-штурман, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Николай Захаров 1921 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑтам шкултан тата тӑван хулари аэроклубран вӗренсе тухнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Ҫав ҫулах вӑл Свердловскри пилотсен ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Брянск, Воронеж, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Курск ҫапӑҫӑвне, Украинӑпа Молдави ССРӗсене, Румыние, Югославине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ[1].
1945 ҫулхи нарӑс тӗлне 3-мӗш Украина фрончӗн 17-мӗш сывлӑш ҫарӗн 10-мӗш гварди штурмлакан авиаци дивизийӗн 166-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн штурманӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл ҫар техникипе тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне, унӑн пӗлтерӗшлӗ объекчӗсене бомбӑлама тата штурмлама 131 хутчен вӗҫнӗ[1].
1944 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа Югославин Халӑх ирӗклӗх ҫарӗнче вӗҫевпе техника персоналне вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен ҫар хӗсметне малалла тӑснӑ. 1950 ҫулта Сывлӑш-ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. Корея вӑрҫине хутшӑннӑ. 1961 ҫулта полковник званийӗнче саппаса кӑларнӑ. Херсонра пурӑннӑ, проект институтӗнче ӗҫленӗ. 2001 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ, Херсонра пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Указӗпе Николай Захаров гварди аслӑ лейтенанта нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух фронтра паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне (№50257) тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне (№7603) тивӗҫнӗ[1].
- икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (22.07.1943; 31.12.1943),
- икӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (14.09.1944; 11.03.1985),
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (30. 12. 1956)[2],
- Богдан Хмельницкий орденӗн 3 степенӗ (Украина),
- Партизан ҫӑлтӑрӗн орденӗн 2-мӗш степенӗ (Югослави),
- медальсем[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Герои твои, Херсонщина. Симферополь, 1980.
- Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
- Шёл парнишке в ту пору…: герои-комсомольцы в боях за Советскую Украину в годы Великой Отечественной войны 1941–1945 гг. / авт.-сост. В. Н. Немятый и др. — К.: Молодь, 1985. — 367 с.
- Сейдов. И. Советские асы Корейской войны / И. Сейдов. — Москва : Рус. Витязи, 2010. — 452 с.
- Захаров Николай Сергеевич // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Кудявнин, В. Награжден Орденом Югославии / В. Кудявнин // Советская Чувашия. — 1999. — 10 авг.
- Михайлов, В. М. Захаров Николай Сергеевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 168.
- Михайлов, В. М. Захаров Николай Сергеевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 43.
- Мурышкин, Н. Воздушный боец / Н. Мурышкин // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 418-421.