Иваново облаçĕн Палех районĕ
Палех районĕ — Иваново облаçĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă район. Администраци пуçлăхĕ - Рыбаков Сергей Александрович. Телефон кочĕ +7 49334.
Географи
Район лаптăкĕ — 853 км².
Истори
Демографи
Халăх йышĕ 11 622 [2] çын.
Çутçанталăк ресурĕсем
Палех районĕ вăрмансемпе тата кӳлĕсемпе пуян. Район тăрăх Люлех, Палешка, Куромза, Матня, Леска, Печуга, Ламешка, Скиверска, Люлешка, Люлих тата ытти пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ. Кӳлĕсем:(Левинское — 9 га, Медвежское — 3,1 га, Немцово — 8,5 га, Коровино — 44,4 га), тата Пановопа Григорово патĕнче икĕ пĕчĕк шывуправĕ пур. Палех районĕнче тĕрлĕ чĕрчунсем пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче пăши, хир сысни, тилĕ, мулкач, кашкăр, енот евĕр йытă, пурăш, ахаль хăнтăр, ондатра, йăпăр, çӳлевĕç, пакша, сăсар. Вĕçен кайăксем: кăвакал-хăй, юханшыв кăвакалĕсем, карăпчак, ахаль карăк, ăсан. Хурсем, хир чăххисем район урлă вĕçсе каяççĕ.
Административла пайлану
2005-мĕш çулта района 10 пурăну тăрăхĕ çине пайланă, вĕсенчен 1 хула тăрăхĕ 9 ял тăрăхĕ:
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ https://web.archive.org/web/20090828062338/http://www.gks.ru/wps/PA_1_0_S5/Documents/jsp/Detail_default.jsp?category=1112178611292&elementId=1140096199984 - Численность населения Российской Федерации по городам, поселкам городского типа и районам на 1 января 2010 года
Каçăсем
- Палех районĕн информаци порталĕ 2011 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Информаци Палех çинчен( ӗҫлемен каҫӑ)
- Ивановостат 2007 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.