Иванов Алексей Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ)
Алексей Иванович Иванов (1923 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Зелов[d], Бранденбург) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Алексей Иванов 1923 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче[1] Етӗрне уесӗнчи Троицки (халӗ Чӑваш Енри Вӑрнар муниципаллӑ округӗ) ялӗнче[2] хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[3].
1933 ҫулта тӑван ялӗнче пуҫламӑш шкул вӗренсе пӗтернӗ, Ямаш (1935 ҫулччен) тата Туҫи Ҫармӑс (1935 ҫултанпа) ялӗсенчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ, юлашкинчен 1937 ҫулта вӗренсе тухнӑ[3]. 1941 ҫулта Вӑрнарти зооветеринари техникумне вӗренсе пӗтернӗ[4]. Распределенипе 1941–1942 ҫулсенче Шӑхасан районӗнчи (халӗ ҫук) Ҫавалкас ялӗнче зоотехникра ӗҫленӗ[3].
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче[3] Шӑхасан районӗн ҫар комиссариачӗ Иванова Хӗрлӗ Ҫар ретне хӗсмете чӗнсе илнӗ[4]. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Кӑнтӑр-Анӑҫ, Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина, 3-мӗш Украина тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[4][5].
1945 ҫулхи кӑрлач тӗлне Алексей Иванов сержант 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнчи 5-мӗш тапӑнакан ҫарӑн танксене пӗтерекен армейски 507-мӗш артиллерин Кишинёв полкӗн тупӑ тӗллевҫи пулнӑ[3]. Висла-Одер операцийӗн вӑхӑтӗнче палӑрнӑ.
Штурм ушкӑнӗн йышӗнче Польшӑпа Германи территорийӗнчи тӑшманӑн стратеги пункчӗсене ярса илес ӗҫе хутшӑннӑ[4]. Фридеберг (халӗ — Стшельце-Краеньске) хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче унӑн туппи станоклӑ 2 пулемёта расчетпа пӗрле, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑна тата 30 гитлеровеца яхӑн тӗп тунӑ[4]. Ландсберг (халӗ — Гожув-Велькопольски) хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче Иванов тӳррӗн тӗллесе персе тӑшманӑн танксене пӗтерекен туппине расчетпа пӗрле тӗп тунӑ[4]. Тӑшмана хӑваласа, вӑл хӑйӗн туппипе Одер юханшывӗ урлӑ пӗрремӗш каҫнӑ та ҫуран ҫар ҫитиччен расчетпа пӗрле тӑшманӑн 6 контратакине сирсе янӑ, ун чухне хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑпа 2 танка тӗп тунӑ[4].
Ҫак ҫапӑҫура Иванов йывӑр аманнӑ, вӑл Одер юханшывӗ ҫинчи медсанбатра вилнӗ[4]. Ӑна Кюстрин хули (халӗ — Польшӑри Костшин-над-Одрой) патӗнче пытарнӑ[4].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Алексей Иванов сержанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Хастарлӑхшӑн» тата «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальсемпе наградӑланӑ[5][6].
А. И. Иванов ячӗпе Троицки ялӗнче обелиск лартнӑ, Вӑрнарти тата тӑван ялӗнчи урамсене унӑн ятне панӑ[4]. Туҫи Ҫармӑс ялӗнчи вӑл вӗреннӗ шкул ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ По данным сайта «Герои страны». В Чувашской энциклопедии указана дата 14 октября 1923.
- ^ Халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Иванов Алексей Иванович (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 В. М. Михайлов. Иванов Алексей Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Иванов Алексей Иванович (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Иванов Алексей Иванович (выр.). Энциклопедия Вурнарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- П.И.Краснов Край Вурнарский п.Вурнары, - 2002, с.53-53.
- Иванов, А. Вилĕме парăнмасăр / А. Иванов // Тăван Атăл. – 1980. – № 5. – С. 3–6.
- Матросов, И. Вĕсем пирĕншĕн пуç хунă / И. Матросов // Тантăш. – 1995. – 25 пуш.
- Сироткин, И. Паттăр ентеш / И. Сорокин // Хыпар. – 1999. – 23 нарăс.
- Иванов Алексей Иванович (1923–31.01.1945) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы – уроженцы Чувашии : [изоматериал]. – Чебоксары, 2005.
- Иванов Алексей Иванович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 116.
- Михайлов, В. М. Иванов Алексей Иванович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия.– Чебоксары, 2001.– С. 177.
- Рогачев, Я. Подвиг у переправы / Я. Рогачев // Молодой коммунист. – 1985. – 8 янв.
Каҫӑсем
Иванов Алексей Иванович (Совет Союзĕн Паттăрĕ) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн истори-тавракурăм музейĕ
- Культурное наследие Чувашии( ӗҫлемен каҫӑ)
- Туçи Çармăс шкулăн сайчĕнче Иванов А.И. çинчен 2009 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- В.М. Михайлов. Иванов А.И. Чăваш энциклопедийĕ