Мукина Ираида Васильевна

Мукина Ираида Васильевна (ҫур. 1957 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — филологи ăслăлӑхӗсен кандидачӗ [1].

Пурнăçĕ

1957 çулхи нарăсăн 6-мӗшӗнче Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.

Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам, Тури Туçари вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă. 19741979 çулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 16 çул хушши республикӑн тӗп чӑваш хаҫатӗнче — «Коммунизм ялавӗнче», каярахпа «Хыпар» хаçатра куçару пайĕнче тăлмачра ӗҫленĕ. Ҫавӑн пекех «Капкӑн» журналта аслӑ корректор пулнӑ.

1994 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетӗнче вӑй хунӑ: аслӑ преподаватель, чӑваш чӗолхипе литературине вӗрентес меслетлӗх кафедрин доценчӗ (2000–2002), чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ (2002–2003), М.Р. Федотов ячӗллӗ чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗпе тухӑҫ пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ (2003–2015), чӑваш филологийӗпе культурин кафедрин доценчӗ (2015 ҫултанпа)[2].

Ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ

Чĕлхе ыйтăвĕсене тишкерет, Ираида Мукина тĕпчевĕсем И.Я.Яковлев еткерĕпе, унăн куçару ӗҫӗсемпе çыхăннă.

Ираида Мукина 40 ытла статья тата «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» («Руссика» издательстви, 1998) монографи авторӗ.

1999 çулта «Библин чăвашла куçарăвĕ чăваш литература чĕлхине йĕркелесе çирĕплетес ĕçри вырăнĕ» темăпа диссертаци хӳтӗленӗ.

Хисепӗсем

Ираида Мукина ҫак наградӑсене тивӗҫнӗ[2]:

  • Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн хисеп хучӗ (2001);
  • Чӗмпӗр хула думин хисеп хучӗ (2006);
  • Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин хисеп хучӗ (2010);
  • тата ыттисем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ 1, 2 Мукина, Ираида Васильевна (языковед; 06.02.1957) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.

Каçăсем