Ирхи Георгий Иванович
Ирхи Георгий Иванович (паспортри хушамачӗ Порфирьев; 1949 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Самуккасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2010 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, журналист, куҫаруҫӑ. А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ. Чӑваш Енӗн Музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Раҫҫей Журналистсен союзӗн (1987 ҫултанпа) тата Раҫҫей Ҫыравҫисен союзӗн (1994 ҫултанпа) пайташӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1949 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарти энергетика техникумӗнче вӗреннӗ. 1975 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе пӗтернӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче слесарь, электрик, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн актёрӗ пулса ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш»), «Республика», «Хыпар» хаҫатсен редакцийӗсенче литература ӗҫтешӗ пулнӑ.
1975–1998 ҫулсенче Чӑваш телерадиокомпанийӗн литература тата драма кӑларӑмӗсен редакторӗ тата аслӑ редакторӗ пулса тӑрӑшнӑ[2]. Чӑваш Енӗн наци тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑсемпе нумай статья, эссе, телекурав очеркӗсем ҫырнӑ.
2010 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.
Пултарулӑхӗ
Сӑвӑсемпе поэмӑсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе 50 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсен хушшинче чи паллисем: «Юрларӗ шӑпчӑк» (А. Асламас кӗвви), «Чечекӗм, кӗл чечек» (Н. Эриванов кӗвви), «Ҫырмари хӗвел» (И. Степанов кӗвви), «Савнӑ пулӗ эсӗ...» (Ю. Кудаков кӗвви) тата ыттисем те[3].
Вырӑсларан чӑвашла А. Перевозчиков, Л. Кутяков, С. Комбу, Л. Исаева ӗҫӗсене куҫарнӑ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:
- «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ» (1987);
- «Ҫырмари хӗвел» (1990);
- «Тасалу» (1991);
- «Вӑтанчӑк аслати» (1993);
- «Межсезонье» пуххинче «Тайнопись годов…» вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен ҫаврӑмӗ (1999).
Хисепӗсем
- Чӑваш Енӗн Музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ;
- А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ирхи, Георгий Иванович (поэт; 01.02.1949–26.06.2010). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Станьял В. П. Ирхи Георгий Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Единый день писателя: Г. И. Ирхи. Центральная библиотека Чебоксарского муниципального округа (1 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Айдаш, Ю. Хӑйне шыракан поэт / Юрий Айдаш // Тӑван Атӑл. — 1991. — № 1. — С. 50.
- Владимирова, E. Поэзи «картинче» — 30 ҫул / E. Владимирова // Хыпар. — 1997. — 13 ака.
- Ирхи, Г. Ҫырмара хӗвел курнӑ сӑвӑҫ / Г. Ирхи // Тантӑш. — 1999. — 4 нарӑс (№ 6). — С. 4.
- Сӑвӑра — сӑнарлӑхпа тасалӑх... // Ялав. — 1999. — № 3–4. — С. 59.
- Тимаков, В. Кашни тӗпренчӗкре — ӑнкӑрайми тӗнче / В. Тимаков // Чӑваш ен. — 1999. — 13–20 нарӑс (№ 6). — С. 5.
- Чермаков, И. Именчӗк шурӑ шӑплӑхра ҫуралнӑ юрӑ... / Иван Чермаков // Илем. — 1994. — 10 нарӑс. — С. 7.
- Колесниченко, О. Поющая поэзия Ирхи / О. Колесниченко // Чебоксарские новости. — 1996. — 12 апр.