Камай
Камай — XVI ĕмĕрте пурăннă чăваш мăрси. В.Д.Дмитриев профессор çырнă тăрăх, Камай хальхи Кайри Шăнарпуç е Кĕçĕн Камай (Малое Камаево). Камай мăрса ăçта тата хăçан вилни халлĕхе паллă мар.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
Камай малтан Хусан ханĕн чи шанчăклă çынни пулнă. Вырăс чăнлавĕсенче (ПОРЛ тулли пуçтарăвĕ) XIII тата XX томĕсенче камай мăрса çинчен питĕ нумай çырнине тупма пулать. Унта ăна вырăсла Камай Усеинов тенĕ. Вырăссем чăвашсемпе тата çармăссемпе пĕрле Иван ĕмпӳ Камая тата юлташĕсене парнесем валеçет. Кайран вара, хулашăн юлашки хут карманăн чуллă хӳтлĕхне кĕрешес умĕн, Камай мăрса, Иван ĕмпӳ хушнипе, чăвашсемпе çармăссен ятлă-сумлă çыннисемпе пĕрле хан патне кайса ăна парăнма ӳкĕтлет. Анчах ханĕ килĕшмест.
Хусана Шемейпе Купиш пыраççĕ, хăйсем ун хӳттине тăрасшăн пулнине пĕтереççĕ. Хаяр Иван вĕсене çăмăллăх парать:
"...ясаки на них велел имать прямые, как было при Магододиме царе, и приказал боярину своему Александру Борисовичу Горбатому, а велел их к шерти привести",
çырнă чăнлавĕсен пуçтарăвĕнче (ПСРЛ, т.13, с.221, "Наука", 1965).
А.Липинский 1886 çулта Санкт-Петербургра пичетленсе тухнă "Материалы для географии и статистики России. Симбирская губерния" кĕнекере Мускав патши ăна нумай çĕр тата урăх япаласем парнелени пирки çырать. Камай мăрса Хусана илнĕ хыççăн та вырăссем майлă пулса вăрçа çĕкленнĕ чăвашсене хирĕç çапăçнă. Вăл Тукай мăрсана хирĕç вăрçнă. Хусан ханлăхĕнче чăвашсем шучĕпе 80-85 % таран пулнă май, вĕсем хăйсен ĕлĕххи патшалăхне чун-чĕрере упраса пурăннă, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе-çĕклентерсе ярас ĕмĕтпе пурăннă. Камай та çакна кайран ăнланса илнĕ, вара кĕрешӳ элемне улăштарнă, чăваш кĕрешӳçĕсен ретне тăнă.
Вуламалли
- М.Худяков, "Очерки по истории Казанского ханства".
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", Шупашкар, 1996.