Каргин Николай Васильевич
Николай Васильевич Каргин (1932 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ) — 2014 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) — ял хуҫалӑх производствин передовикӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).
Пурнӑҫӗ
1932 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ[1][2]. Ашшӗ, Василий Михайлович, уй-хир ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫламӑшӗнче ӑна колхоз председателӗ пулма суйланӑ, ҫавӑнпа вӑл броньпе ҫара каясран хӑтӑлса юлнӑ. 1942 ҫулта хӑй ирӗкӗпе фронта кайсан ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ; аманнӑ хыҫҫӑн тыткӑна лекнӗ, вара 1943 ҫул вӗҫӗнче Славута хулинчи (Хмельницкий облаҫӗ) тыткӑнри ҫар ҫыннисен лагерӗнче вилнӗ[3]. Фронта каяс умӗн ашшӗ юлашки укҫи-тенкине — 25 пин тенкӗ — «Комсомолец Чувашии» ҫапӑҫу самолечӗсен эскадрильине тума панӑ[3].
Николай ҫемьери виҫӗ хӗрача хушшинче пӗртен-пӗр арҫын ача пулнӑ. Тӑваттӑмӗш класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗк пулнӑран шкула пӑрахма тивнӗ. 10–13 ҫулта вӑл Пӑвапа Канаш чукун ҫул станцийӗсене тырӑ турттарнӑ, Улатӑр вӑрманӗсенче йывӑҫ хатӗрленӗ, Шӑмӑршӑ вӑрманӗсене вутӑ-шанкӑ илме ҫӳренӗ. Ҫӗрле ҫӑпата хатӗрленӗ, вӗсене амӑшӗ Патӑрьел пасарӗнче сутнӑ[3].
1952–1960 ҫулсенче — выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканӗ, выльӑх самӑртакан скотник, 1960–1979 ҫулсенче — «Гвардеец» колхозри сысна пӑхакан-механизатор, 1979–1982 ҫулсенче — Патӑрьел районӗнчи хуҫалӑхсем хушшинчи «Южное» предприятин сысна самӑртакан цехӗн операторӗ, 1982 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухиччен — «Гвардеец» колхозӑн колхозникӗ[1][2][4].
Республикӑра малтанхисенчен пӗри пулса самӑртма хупнӑ 500 сыснана пӑхма тытӑннӑ. Каярахпа самӑртакан сыснасен шутне 600 таран ҫитернӗ. Унччен республикӑра пӗр ҫын пӗр харӑс ҫакӑн чухлӗ сысна самӑртнӑ тӗслӗх пулман. Вӑтамран талӑкра 500–600 г хушӑннӑ[1][2][4][5].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1966 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнчи Указӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, ҫӗнӗлле ӗҫшӗн тата сысна ашне туса илессинче ҫӳллӗ кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн Н. В. Каргин Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ[1][2][4].
КПССӑн XXIII съезчӗн делегатне суйланнӑ (1966)[1][5].
Ҫемйи: арӑмӗ Елена Макаровна, икӗ ывӑлӗпе икӗ хӗрӗ[1].
2014 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче пурнӑҫӗн 83-мӗш ҫулӗнче вилнӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Каргин Николай Васильевич (выр.). Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Каргин Николай Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Николай Каргин: «В 10 лет я стал помощником матери...» (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Светлой памяти Каргина Николая Васильевича (выр.). Советская Чувашия (26 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Каргин Николай Васильевич (выр.). Батыревская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
Каргин Николай Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Краткая чувашская энциклопедия. Алексей Александрович Трофимов, Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Чувашское книжное изд-во, 2001 — Всего страниц: 525