Карзанов Андрей Тимофеевич
Карзанов Андрей Тимофеевич (ҫур. 1990 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей регбисчӗ, «Стрела—Ак Барсс» (Хусан) командӑра тата Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче хӗрринчи четвертной позицийӗнче вылякан[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1990 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ирӗклӗ кӗрешӳпе кӑсӑкланнӑ. Регболла вылянӑ, регбол енӗпе Раҫҫей чемпионӗ (2011) тата темиҫе хутчен призёрӗ пулса тӑнӑ[2].
Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче (специальноҫӗ — «Организаци менеджменчӗ») пӗлӳ илнӗ.
Карьера
Регбие ирӗклӗ кӗрешӳ хыҫҫӑн 20 ҫулта чухне килнӗ. Чӑваш Республикинчи Регби федерацийӗн хальхи президенчӗ ҫав вӑхӑтрах «Молот» РК тӗп тренерӗ ҫӗнӗ талантсем шыраса Андрейпа ҫыхӑннӑ та хӑйне регбире тӗрӗслесе пӑхма чӗннӗ.
7 ҫул хушши (2011—2018) «Молот» (Шупашкар) командӑшӑн вылянӑ, 2018—2019 ҫулсенче — «Дружина» (Бердск) клубра, 2019—2023 ҫулсенче — «Локомотив—Пенза» клубра[3].
2023 ҫултанпа «Стрела—Ак Барс» (Хусан) клубра вылякан шутланать[2].
Пӗрлештернӗ командӑри карьера
2018 ҫулта регби-7 енӗпе пӗрлештернӗ командӑшӑн выляма пуҫланӑ[4][4]. Пӗрремӗш вӑйӑ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Коломьере Токиора 2020 ҫулта иртекен Олимпиадӑна суйламалли турнирта иртнӗ, Испанин пӗрлештернӗ командине хирӗҫ вылянӑ.
2021 ҫулта Грузие хирӗҫ выляма анлӑлатнӑ йыша лекнӗ[5]. 2021 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Грузие хирӗҫ вӑйӑра пӗрлештернӗ командӑра дебют пулнӑ, матч вӗҫӗнче тухнӑ[6].
Спортри ҫитӗнӗвӗсем
- Регби енӗпе Раҫҫей чемпионӗ (2023, 2025);
- Регди енӗпе Раҫҫей Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2023, 2025);
- Регби-7 енӗпе Раҫҫей чемпионӗ-7 (2019, 2022, 2023, 2024);
- Регби енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ (2021, 2022, 2024);
- Регби-7 енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ (2021);
- Регби-7 енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн пӑхӑр призерӗ (2021);
- Регби-7 енӗпе чи вӑйлӑ спортсменсен Спартакиадин ҫӗнтерӳҫи (2022);
- Пляж регби енӗпе Раҫҫей чемпионӗ (2018);
- Раҫҫей Суперкубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2024,2025).
Ӑнлантарусем
- ^ Андрей Карзанов. Федерация регби России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Андрей Карзанов: «Семь лет назад я работал торговым представителем и вообще не задумывался о профессиональном регби» (выр.). Rugger.info (21 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Карзанов Андрей — Локомотив Пенза (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Регби. Назван состав сборной России по регби-7 на отборочный олимпийский турнир (выр.). news.sportbox.ru (11 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Расширенный состав сборной России на матч с Грузией. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Три дебютанта в старте от Лина Джонса. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.