Каҫал ен
Каҫал ен — Чӑваш Республикин Комсомольски муниципаллӑ округӗнче эрнере пӗрре тухса тӑракан обществӑпа политика хаҫачӗ.
Учредителӗсем:
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви,
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Комсомольски районӗн «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ» хӑй тытӑмлӑ учрежденийӗ.
Редакци адресӗ: 429140, Чӑваш Республики, Комсомольски ялӗ, Завод урамӗ, 66-мӗш ҫурт[1]. Тӗп редакторӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан — Мамуткина Татьяна Валериевна. Регистрациленӗ хучӗ: ПИ № ТУ21-00242, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ.
Хаҫат кунҫулӗ
1927 ҫулхи юпан 1-2-мӗшӗсенче иртнӗ рабочисемпе хресчен депутачӗсен 1-мӗш съездӗнче Элӗк районне йӗркелес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. 1932 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара «Колхоз хаҫачӗ» («Колхоз хаҫачӗ») ятпа хаҫат тухма пуҫланӑ[2]. Унӑн пӗрремӗш редакторӗ КПСС Элӗк райкомӗн культурӑпа пропаганда пайӗн заведующийӗ Золотов Тимофей Яковлевич (Синер ялӗнчен) пулнӑ. Хаҫата пӗчӗк форматпа эрнере виҫӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Редакци штатӗнче икӗ ӗҫлекен пулнӑ – редактор тата И. Тихонов яваплӑ секретарь. Пӗрремӗш редактор хаҫата пӗр ҫул хушши кӑларнӑ. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тенири 8 ҫул вӗренмелли тата Йӑлкӑшри 8 ҫул вӗренмелли шкулсенче директор пулса вӑй хунӑ. 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ[3].
Йӗркеленӳ ҫулӗсем
Ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ ҫулсенче тӗп темӑсем колхозсем йӗркелесси, ял пурнӑҫне ҫутатасси пулнӑ. Колхоз юхӑмӗн тӑшманӗсене палӑртса вырӑнсенчен ҫивӗч заметкӑсемпе корреспонденцисем час-часах пичетлененӗ, унта пичет активисчӗсене хӑратни ҫинчен те пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та ялкорсем хӑйсен заметкисене час-часах псевдонимсемпе алӑ пуснӑ: Пӑрӑҫ, Шӑши, Йӗкехӳре, Йӗп тата ытти те.
30-мӗш ҫулсенчи синкерлӗ пулӑмсем пирки те каласа хӑвармалла. Массӑллӑ репрессисем вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи парти тата совет органӗсенче вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ, журналистсем, колхоз ертӳҫисем шар курнӑ. Репресси арманӗ айне «Колхоз хаҫачӗн» яваплӑ секретарӗ Ф. Е. Ванин та лекнӗ. Унӑн айӑпӗ — райӗҫтӑвкомра ӗҫлекенсем ҫинчен ҫырнӑ фельетон хаҫатра пичетлени. Ӑна ӗҫрен кӑларнӑ, хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ, фашистсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, анчах репресси саламачӗ унта та ҫитнӗ — 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче персе пӑрахнӑ[4].
Репрессиленнисен йышӗнче Золотов Аркадий Иванович та пур — хӑйӗн таланчӗпе тата йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗпе чӑваш журналистикине йӗркелессине пысӑк витӗм кӳнӗскер. Вӑл республикӑра паллӑ ҫын пулнӑ: журналист, ВКП (б) обкомӗн пай заведующийӗ, «Канаш» хаҫат редакторӗ, Чӑваш писателӗсен союзӗн пӗрремӗш председателӗ, ЧАССР Совнарком ҫумӗнчи ӳнер ӗҫӗсен управленийӗн пуҫлӑхӗ. 1937 ҫулта ӑна аресленӗ, 1942 ҫулта тӗрме камеринче вилнӗ. Ҫак ҫулсенчех журналиста тата ҫыравҫа, Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗн вӗрентекенне Н. Колюшкина арестленӗ.
Хаҫатӑн малтанхи виҫӗ номерӗ сыхланса юлман. 1932 ҫулта «Колхоз хаҫачӗн» вунултӑ номер тухнӑ, 1933 ҫулта — утмӑл ҫичӗ номер. Ун чухне Элӗкре полиграфи бази пулман. Хаҫата Вӑрнарти типографире пичетленӗ. Унта пичете хатӗрленӗ материалсене лавпа илсе кайнӑ, каялла пичетленӗ тираж турттарса килнӗ. Ҫапла ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ. Унтан Чӑвашгиз дирекцийӗн приказӗпе килӗшӳллӗн Элӗкре типографи йӗркеленӗ[5].
Элӗк типографийӗ
Элӗк район типографине йӗркеленӗ официаллӑ кун 1933 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ шутланать. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Н. Зубровский пулнӑ. Каярахпа вӑл Вӑрнар район типографийӗнче ӗҫленӗ. «Колхоз хаҫачӗсӗр» пуҫне Элӗк типографийӗнче районти организацисен ӗҫлӗ хучӗсене пичетленӗ. 1933 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вара МТС политпайӗн заказӗпе «Колхозник сасси» хаҫат пичетлеме тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1 пин экземпляр тиражпа тухнӑ. Республикӑри Кӗнеке палатинче ҫак хаҫатӑн ҫирӗм виҫӗ номерӗ сыхланса юлнӑ. Вӗсенчен малтанхи вунӑ номерне Н. Захаров редакциленӗ, ыттисене – Ф. Ефимов.
Пуҫламӑш тапхӑрта типографире ӗҫсене алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ. Текстсене касса саспаллийӗсемпе пухнӑ. Пӗрремӗш наборщик Я. Петров пулнӑ. Тепӗр уйӑхран типографие П. Козловпа Н. Николаев килнӗ. Каярах кунти ӗҫе механизациленӗ, линотип машинисем, пичет машинисем, йӗркесем шӑратмалли ҫурмаавтомат тата ытти те вырнаҫтарнӑ. 1993 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа Элӗк типографийӗ хӑй тӗллӗн полиграфи предприятийӗ пулса тӑнӑ. Кунта тӗрлӗ продукци кӑларнӑ, кӗнеке кӑларас ӗҫе те алла илнӗ[6].
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче «Колхоз хаҫачӗ» тыл ӗҫченӗсен кӗрешӳ органӗ пулса тӑрать. Хаҫат ҫар валли укҫа-тенкӗ, ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсем, ӑшӑ тумтир пухасси-пухни пирки тӑтӑшах пӗлтернӗ. Ҫӗршывӑн Хӳтӗлев фондне пуянлатакан ӗҫ коллективӗсене хастар пулӑшса пынӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех парти райкомӗн аппарачӗн ӗҫченӗсем тата Элӗк вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ уйӑхри пӗр ӗҫ кунӗн укҫине хӳтӗлев фондне уйӑхсерен уйӑрса пыма пуҫару туни ҫинчен пӗлтернӗ. Элӗкри МТС коллективӗ тӳрех Хӳтӗлев фондне 700 тенкӗ, сельпо ӗҫченӗсем 1919 тенкӗ куҫарнӑ. Районти комсомолецсемпе ҫамрӑксем воскресниксене хутшӑнса оборона фондне 5187 тенкӗ укҫа тата 7628 ӗҫкунӗ куҫарнӑ. Хаҫат халӑха ӗҫ коллективӗсем «Комсомол Чувашии» бронепуйӑс, «Пионер Чувашии» танк, «Осоавиахим Чувашии» самолётсен звени, «Комсомол Чувашии» авиаэскадрилья тума укҫа уйӑрни ҫинчен тӑтӑшах пӗлтерсе тӑнӑ. Пӗр номерте «Халӑх учителӗ» танк колонни тума районти халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн ертӳҫи П. Петрикова 1015 тенкӗ укҫа хывнине, унӑн упӑшки Хӳтӗлев фондне 25 пӑт ыраш тата 21 кг пыл панине пӗлтернӗ. Информбюрон тӑтӑшах пичетленекен хыпарсемпе пӗрле фронтовиксен ҫырӑвӗсене пичетленӗ. Райхаҫат страницисенче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ чухне паттӑрлӑх кӑтартакан элӗксем ҫинчен материалсем тӑтӑшах кун ҫути курнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине журналистсемпе пичет ӗҫченӗсем те хастар хутшӑннӑ: М. Г. Григорьев (Ястран), Ф. Филиппов, В. Быков, хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ Т. Я. Золотов, А. Г. Кустиков, М. Г. Кустиков... Элӗк райхаҫатӗнче 1970—1980 ҫулсенче Германире Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илнӗ паллӑ журналистсем Н. Пахомовпа (Етӗрне районӗнчен) Г. Пласкин (Патӑрьел районӗнчен) ӗҫленӗ[7].
Ҫӗнӗрен чӗртсе
Района пӗтернӗ май 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Колхоз хаҫачӗн» юлашки номер тухнӑ. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ районта хаҫат 1965 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Ленин ҫулӗпе» ятпа тухма тытӑннӑ. Редактор пулма А. Кустикова лартнӑ. Татӑлнӑ ӗҫе пуҫӑнма ҫӑмӑл килмен: редакци ҫурчӗ те, типографи те, чи кирли – пултарулӑх коллективӗ те — пулман.
1996 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Элӗк район хаҫачӗ ҫӗнӗ ят илет — «Пурнӑҫ ҫулӗпе».
Тӗп редакторсем[8]
- Комаров Иван Тимофеевич (хаçатăн пирвайхи номерĕсене вăл алă пусса кăларнă, редактор тивĕçĕсене пурнăçлама ăна райком бюровĕн решенийĕпе 1930 çулхи юпан 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Вăл çав çулхине ВКП(б) Вăрнар райкомĕн культурăпа пропаганда пайĕн заведующийĕ пулнă);
- Яндушкин (редактора 1932 çулхи кӑрлачра 7-мĕш партконференцире çирĕплетнĕ, шутлă уйăхсем кăна ĕçленĕ);
- Обофоров Денис Алексеевич (редакторта икĕ ăстрăмпа ларнă (1932–1933, 1936 çулхи кӑрлач – 1937 çулхи ака);
- Алендеев Григорий Алексеевич (1933–1934 çç. Ахăртнех, Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ Василий Степанович Алендей писательпе Григорий Тимофеевич Алендеев журналистăн тăванĕ);
- Ефимов Ф.Е. (райком бюровĕн 1934 çулхи ҫӑвăн 10-мĕшĕнчи йышанӑвĕпе виçĕ уйăх ытларах ĕçленӗ);
- Павлов Иван Павлович (Пинер) (1934 çулхи авӑн – 1936 çулхи кӑрлач. Райком бюровĕн ҫурлан 20-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗпе çирĕплетнĕ, вăл Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче 1903 çулта çуралнă, ытларах çутĕçпе, культурăпа çыхăннă);
- Афанасьев Пимен Кириллович (1937 çулхи акаран çичĕ уйăха яхăн ĕçленĕ (райком бюровĕн акан 20-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ). 1908 çулта Трак районĕнчи Çĕньялта хресчен çемйинче çуралнă);
- Сергеев Семен Сергеевич (1937 çулхи чӳк – 1939 çулхи ака (райком пленумĕн 1938 çулхи ҫӑвăн 20-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ). 1903 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă);
- Филиппов Ф. Ф. (1939–1940);
- Воробьев Е. Д. (1940). Иккĕшĕ те питĕ кĕске вăхăт ĕçленĕ. Евсей Дмитриевич Вăрнар районӗнчи Пуканкассинче 1901 çулхи юпан 30-мĕшĕнче çуралнă. Вăл ертсе пынă «Гвардеец» колхоз республикипех кĕрленӗ. Нурӑс райхаçачĕн редакторĕ те пулнă);
- Волков Ефим Никифорович (редакторта виçĕ ăстрăмпа ĕçленĕ: 1939 çулхи ҫурла – 1940 çулхи пуш (райком пленумĕн авӑнӑн 23-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ), 1942 çулхи юпа – 1944 çулхи юпа (райком пленумĕн чӳкӗн 1-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ), 1949 çулхи ака – 1958 çулхи чӳк (райком пленумĕн акан 21-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ). Ефим Никифорович Вӑрнар районӗнчи Пăваялĕнче 1912 çулта çуралнă. Унчченхи редакторсемпе танлаштарсан, журналиста ятарласа вĕреннĕ хаçатçă);
- Цыпленков Валериан Петрович (пуш, 1940 – пуш, 1942. Райком пленумĕн 1940 çулхи пушăн 2-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗпе çирĕплетнĕ. Хаçатра кайран та чылай ӗçленĕ. 1914 çулта Анаткас Уравăшра çуралнă);
- Шахалов Вениамин Порфирьевич (1944–1946, 1921 çулта Вӑрнар районӗнчи Малти Ишекре çуралнă);
- Павлов Арсентий Павлович (1946 çулхи нарӑс – 1948 çулхи авӑн. Райком пленумĕн 1946 çулхи нарӑсӑн 5-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗпе çирĕплетнĕ. 1903 çулта Вӑрнар районӗнчи Малти Ишекре çуралнă);
- Тихонов Петр Алексеевич (Петӗр Ялкир) (1958 çулхи чӳк – 1965 çулхи пуш (райком пленумĕн чӳкӗн 23-мĕшĕнчи йышӑнӑвӗ). Пётр Алексеевич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче 1922 çулхи нарӑсӑн 19-мĕшĕнче çуралнă. 34 çул Вăрнар районĕшĕн ĕçленӗ. Вăрнарта халь Петӗр Ялкир музейĕ пур, ун ячĕпе Вăрнарта урам хисепленет);
- Толмасов Анатолий Спиридонович (район хаçатĕнче малтан — 1963 çултан — çырусен пайĕн заведующийĕ, 1965–1966 çулсенче — теп редактор. Муркаш район хаçачĕн редакторĕ пулнă. Красноармейски район хаçачĕн пай пуçлăхĕ пулнă. 1932 çулта Çĕрпелте çуралнă, паллă капкăнçă-сатирикăн Çĕпритун Шăпчăкăн ывăлĕ);
- Яковлев Николай Михайлович (1967 çулхи кӑрлач – 1970 çулхи ҫурла);
- Васильев Михаил Алексеевич (хаçатра 1962 çулхи ҫу уйăхĕнчен ĕçле пуçланă, тӗп редакторта: 1970 çулхи авӑн – 1976 çулхи раштав, 1982 çулхи ута – 1991 çулхи юпа.
- Николаев Павел Николаевич (1977 çулхи нарӑс – 1980 çулхи нарӑс, 1934 çулта Ершепуçĕнче çуралнă);
- Степанов Анатолий Игнатьевич (1980 çулхи ака – 1982 çулхи утӑ. Хаçат ĕçне Красноармейски районĕнче çамрăкла тытăннă, икĕ редакцире 30 çул ытла ĕçленĕ хушăра пай заведующийĕ, яваплă секретарь, редактор пулнă. Журналист профессине Хусанти патшалӑх университетӗнче вĕреннӗ. 1934 çулта Елчĕк районĕнчи Тӳскелте çуралнă);
- Тихонов Михаил Федорович (1992 çулхи пуш – 2000 çулхи ҫӗртме. 1955 çулта Вӑрнар районӗнчи Утар ялĕнче çуралнă);
- Фомина Альбина Дмитриевна (2000 çулхи ҫӗртме – 2006 çулхи ҫӗртме. Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялĕнчен);
- Николаев Вячеслав Васильевич (Вăрнар район хаçатне 1971 çулта килнĕ, нумай çул пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Хусан патшалӑх университетне вĕренсе пĕтернĕ. 2006 çулхи ҫурларанпа 2020 ҫулччен – тӗп редактор. Вӑрнар районӗнчи Пăртас ялĕнче çуралнă);
- Чикмякова Светлана Валериевна (2020 ҫултанпа. Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ).
Обществӑлла корреспондентсем
Тӗрлӗ ҫулсенче райхаҫатпа штатра тӑман корреспондентсем хастар ҫыхӑну тытнӑ: К. В. Воронов, Н. Ларионов, А. Мясников, Г. Белов, В. Мальцев, О. Титова, Э. Калинина, Л. Семёнова, Э. Максимова, Е. Петрова, Е. Владимирова, Т. Зайцева, А. Орлов, В. Петров, М. Лисина, Г. Ананьев, А. Ефимов, Л. Ефимов, П. Ефимов, И. Степанов, А. Иванов, Г. Савельев, Г. Терентьев, З. Катеев тата ыттисем те.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти (1982),
- Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн Алексей Милли ячӗллӗ дипломӗ (2022)[9],
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти,
- Чӑвашпотребсоюзӑн Хисеп грамоти,
- Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Дипломӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ http://kasalen.ru/%d0%ba%d0%be%d0%bd%d1%82%d0%b0%d0%ba%d1%82%d1%8b/
- ^ https://cheboksari.bezformata.com/listnews/alikovskaya-rayonnaya-gazeta-purn/108104517/?ysclid=m374lpfvpu746999803
- ^ http://alikovopress.ru/o-gazete.html
- ^ http://alikovopress.ru/o-gazete.html
- ^ http://alikovopress.ru/o-gazete.html
- ^ http://alikovopress.ru/o-gazete.html
- ^ http://alikovopress.ru/o-gazete.html
- ^ https://putpobedy.ru/istoriya-gazety
- ^ https://schk.su/novosti/luchshie-kraevedcheskie-izdanija/
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 198-200. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- В. П. Комиссаров. Городские и районные газеты Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 79—86. — 256 с. — ISBN 978-5-7670-1515-3.