Кеосаян Тигран Эдмондович
Тигра́н Эдмо́ндович Кеосая́н (эрм. Տիգրան Քյոսայան; 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ, Мускав — 2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ, Мускав) — Раççей кинорежиссёрĕ, актёрĕ, сценарисчĕ тата телеертӳçи, эрмен кăкĕнчен тухнăскер. 2009 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа «Пăрăç» телеканалăн ĕç тăвакан директорĕ[1].
Кун-ҫулӗ
Тигран Кеосаян 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Мускавра, кинематографистсен ҫемйинче ҫуралнӑ[2]. Ашшӗ — Эдмонд Кеосаян (1936—1994) кинорежиссёр, амӑшӗ — Лаура Геворкян (1939 ҫ.ҫ.) актриса. Наци тӗлӗшӗнчен — эрмен.
1983 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ та «Мосфильм» киностудие ӗҫе вырнаҫнӑ[2].
1984 ҫулта Пӗтӗм Союзри кинематографи патшалӑх институчӗн (ВГИКа) режиссёр факультетне вӗренме кӗнӗ, Игорь Васильевич Таланкин профессор ӑсталӑх лаҫҫинче пӗлӳ пухнӑ[2]. Кӑштахран Совет ҫарӗн ретне тӑрса васкавлӑ ҫар хӗсметне кайнӑ[2]. Ҫартан таврӑнсан вузра малалла вӗренме пуҫланӑ[2]. Унпа пӗр курсра Александр Баширов, Фёдор Бондарчук, Рената Литвинова тата Иван Охлобыстин вӗреннӗ.
1987 ҫултанпа кинори эпизодсенче ӳкерӗннӗ.
1992 ҫулта хӑйӗн пӗрремӗш «Катькӑпа Шиз» тулли метражлӑ фильмне ӳкернӗ.
1993 ҫулта Тигран Кеосаян Давид пиччӗшӗпе пӗрле «Gold Visional» студи йӗркеленӗ, унта вӑл хӑйӗн тусӗпе, институтра пӗрле вӗреннӗ Фёдор Бондарчукпа пӗрле юрӑ-кӗвӗ видеоклипӗсемпе реклама роликӗсем хатӗрленӗ[3]. Раҫҫей шоу-бизнесӗнче самай палӑрнӑ Ирина Аллегровӑпа, Михаил Шуфутинскийпе, Игорь Сарухановпа, Наталья Ветлицкаяпа пӗрле ӗҫленӗ. Пурӑна киле клипсем ӳкерессинчен пӑрӑнса ытларах та ытларах кино режиссёрӗн ӗҫне куҫнӑ[4].
1998 ҫулта[5] С. А. Герасимов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографи патшалӑх институчӗн (ВГИК) режиссёр факультетӗнчен ( Юрий Николаевич Озеров СССР халӑх артисчӗн курсӗ) вӗренсе тухнӑ. ВГИКра вӗреннӗ чухне Тигран вунсакӑр минут тӑсӑлакан хӑйӗн пӗрремӗш «Хӗвеллӗ ҫыран» илемлӗ фильмне хатӗрленӗ. Драма «дедовщинӑна» чӑтаймасӑр ҫартан тарнӑ салтак пирки каласа кӑтартать. Ҫак картинӑра Фёдор Бондарчук ӳкерӗннӗ[2].
Кеосаяна «Мӑнтарӑн Саша» (1997) Ҫӗнӗ ҫулхи лирикӑллӑ камита режиссёр пек хатӗрленӗ хыҫҫӑн пӗлме пуҫланӑ, ку фильмра тӗп сӑнарсене Александр Збруевпа Вера Глаголева вылянӑ[6]. Ҫавӑн пекех «Арҫын ӗҫӗ» (2001) приключениллӗ телесериал хыҫҫӑн унӑн ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ку телесериал ГРУ ятарлӑ вӑйӗсен Чечняри ӗҫӗ пирки каласа парать[7][8].
2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче «Gold Vision» «Видео Интернешнл» продюсер центрӗпе пӗрлешнӗ[9], ҫапла «Студия 2В» йӗркеленнӗ[10]. Пӗртӑвансем Кеосаянсем асӑннӑ компанипе пӗрле ӗҫленӗ, 2004 ҫулхи ҫуркуннечченех тӗрлӗ сериалсемпе фильмсем ӳкернӗ.
2003 тата 2004 ҫулсенче Кеосаян «Россия» телеканалӑн «Халӑх артисчӗ» телекураври юрӑ-кӗвӗ проекчӗн жюри членӗ пулнӑ.
2007 ҫултанпа телеертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ. 2007 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен[11] — «РЕН ТВ» ҫинче «Тигран Кеосаянпа ирттернӗ каҫ»[12] (каярах — «Тигран Кеосаянпа…») автор ток-шоуне ертсе пынӑ. 2007 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫав каналтах «Кутӑнла Ҫӗнӗ ҫул» ятлӑ ҫӗнӗ ҫул шоуне Эвелина Блёданспа пӗрле ертсе пынӑ[13]. «РЕН ТВ» кӑларӑмӗсен концепцине ылмаштарма йышӑннӑ май «Наци Меди Группи» (НМГ) холдинг Коесаянпа пӗрле ӗҫленине пӑрахӑҫланӑ[14].
2009–2010 ҫулсенче хӑйӗн пӗрремӗш мӑшӑрӗпе Алёна Хмельницкаяпа пӗрле «Россия» телеканал ҫинче ҫӑлтӑрсен ҫемье пурнӑҫӗнчи вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен «Эсӗ тата эпӗ» телешоу ертсе пынӑ[15].
2009 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗччен — «ДТВ» телеканалӑн ӗҫ тӑвакан продюсерӗ[16]. 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫак каналта «Тигран Кеосаянпа ирттернӗ хӗрӳ каҫ» автор ток-шоуне ертсе пынӑ[17]. Кеосаян вӑхӑтӗнче телеканалта «Разрушители пословиц», «Департамент собственной безопасности»[18], «Дорожные войны»[19] тата «Улётное видео по-русски», ҫавӑн пекех «Пӗррехинче милицире» тата «Куҫа курӑнманнисем» ятлӑ сериалсем тухнӑ[20].
2011 ҫулта вӑхӑтлӑха «РЕН ТВ» телеканала таврӑннӑ. 2011 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 23-мӗшӗччен — «Ҫитӗ шӑп ларма!» ток-шоуна ертсе пынӑ[21]. Ку программӑна хупнӑ хыҫҫӑн тепӗр тӑватӑ ҫул хушшинче Кеосаян экран ҫине телеертӳҫӗ пек курӑнман[22], пӗтӗм вӑйне кино бизнесне панӑ[23] — вӑл хӑйӗн малтанхи активне, «Голд Вижн» студине, ҫӗнӗрен йӗркеленӗ.
2014 ҫулхи юпан 3-мӗшпе 4-мӗшӗсенче «Каренина. Чӗрӗ кӑларӑм» театрализациленӗ онлайн вулава хутшӑннӑ[24].
2016 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа — «НТВ» телеканал ҫинчи «Пӗтӗм тӗнчери пилорама» каҫхи вӑйӑ-сатирӑллӑ шоуна ертсе пынӑ; программа тӗнчери политикӑри пулӑмсене кулӑшла каласа парас енӗпе ӗҫленӗ[25][26][27].
Тигран Кеосаян икӗ хут миокард инфарктне тӳссе ирттернӗ — 2008[28] тата 2010 ҫулсенче.
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче клиникӑллӑ вилӗме тӳссе ирттернӗ, тӑна кӗмесӗр выртнӑ[29].
2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче вилсе кайнӑ[30].
Ҫемье тата харпӑр пурнӑҫӗ
Ашшӗ — Эдмонд Кеосаян (1936, юпа, 9 — 1994, ака, 21), кинорежиссёр, сценарист. Амӑшӗ — Лаура Геворкян (Кеосаян) (ҫур. 1939, кӑрлач, 28), театрпа кино актриси.
Пиччӗшӗ — Давид Кеосаян (1961, ака, 10 — 2022, юпа, 19), киноактёр, кинорежиссёр, сценарист тата продюсер.
Тӑван йӑмӑкӗ — Лаура Кеосаян (1982, нарӑс, 8), театрпа кино актриси.
Наталья Ветлицкаяпа савнилле ҫӳренӗ, ҫав вӑхӑтра Фёдор Бондарчукпа пӗрле ун валли «Куҫран пӑх-ха» юрӑ валли клип ӳкернӗ[31].
Пӗрремӗш арӑмӗ (1993 ҫултанпа 2014 ҫулччен) — Алёна Хмельницкая (ҫур. 1971, кӑрлач, 12), театрпа кино актриси, телеертӳҫӗ. 1993 ҫулта мӑшӑрланнӑ[15]. Ҫирӗм пӗр ҫула тӑсӑлнӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ хушшинче икӗ хӗр ҫуралнӑ: Александра (1994 ҫ.ҫ.) тата Ксени (2010 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ)[32]. Мӑшӑр официаллӑ майпа 2014 ҫулта уйрӑлнӑ[33][34].
Иккӗмӗш арӑмӗ (2022 ҫултанпа) — Маргарита Симоньян (ҫур. 1980, ака, 6), журналист, «RT» телеканалӑн тата МИА «Россия сегодня» тӗп редакторӗ. Тӗрӗссипе 2012 ҫултанпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑрӑн виҫӗ ача[34]: Марьяна хӗрача (2013 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ)[35], Баграт ывӑл (2014 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ)[33], Маро хӗрача (2019 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ)[36].
Санкцисем
2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Тигран Кеосаяна Европа Пӗрлӗхӗн (ЕС) санкци списокӗсене кӗртнӗ[37][38]. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Швейцарин санкци списокне кӗрет[39]. 2022 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче Аслӑ Британин санкци списокне кӗртнӗ[40][41]. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Австралин Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен тата суту-илӳ министерстви Тигран Кеосаян тӗлӗшпе автономиллӗ санкцисем йӗркеленӗ[42]. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Казахстанри Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви Тигран Кеосаяна Казахстан Республикинче йышӑнма кӑмӑл туман ҫынсен списокне кӗртес шухӑшлӑ пулнине пӗлтернӗ. Темиҫе кун маларах хӑйӗн YouTube-каналӗнче Кеосаян Казахстан влаҫӗсем 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республикӑра Ҫӗнтерӳ парадне ирттерес тӗлӗшпе йышӑну туни тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ, «тӑванлӑ ҫӗршывсен Раҫҫей АПШ-па тата НАТО-па хирӗҫне вӑхӑтра хӑйсен вырӑнне, кама майлӑ пулнине палӑртмалла, Мускавӑн вара — кам унпа, кам хирӗҫҫине тимлӗн сӑнаса тӑмалла» тенӗ[43]. 2022 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Казахстанӑн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви Тигран Кеосаяна «йышӑнма кӑмӑл ҫук ҫынсен» списокне кӗртнӗ[44][45]. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канадӑн тӗнчери ӗҫсен министерстви ӑна санкци списокне кӗртнӗ[46]. 2022 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Украинӑн санкци списокне лекнӗ.
Хисепсем
Пултарулӑхӗ
Режиссёр ĕçĕсем
Фильмсем
- 1992 — Катька и Шиз
- 1996 — Дела смешные, дела семейные
- 1997 — Бедная Саша[50]
- 1999 — Президент и его внучка
- 1999 — Директория смерти
- 2000 — Ландыш серебристый
- 2001 — Мужская работа
- 2002 — Мужская работа 2
- 2005 — Ландыш серебристый 2 (телесериал)
- 2006 — Заяц над бездной
- 2008 — Мираж
- 2012 — Ялта-45 (телесериал)
- 2012 — Три товарища
- 2014 — Море. Горы. Керамзит[51][52]
Урăх ĕçсем
- Клип «Скрип колеса» (Игорь Саруханов)
- 2000 — «Новый», спектакль
- 2003 — «12 стульев», мюзикл
Актёр ĕçĕсем
- 1989 — Сталинград — эпизод
- 1991 — Джокер — Ашир
- 2000 — Ландыш серебристый — клуба килнĕскер
- 2002 — Главные роли
- 2005 — Ландыш серебристый (серия «Дочка») — Ким
- 2005 — Любовница (телефильм) — Сергей
- 2006 — Жара — продавец цветов
- 2007 — Трюкачи — камео
- 2010 — Счастливы вместе — режиссёр сериала «Любовная любовь»
Телепроектсене хутшӑнни
- 1998 ҫулта Алёна Хмельницкаяпа пӗрле «НТВ» телеканалти «Пепке сӑмахланипе» телевӑййа хутшӑннӑ.
- 2002 ҫулта (эфира 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче тухнӑ) «Пӗрремӗш каналта» Ҫӗнӗ ҫул фильмӗсен ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннипе иртнӗ «Вӑйсӑр звено» телевӑййӑн ятарлӑ кӑларӑмӗнче ҫӗнтернӗ. Выляса илнӗ 307 пин тенкӗ киноактёрсен гильдине усӑ курма куҫарнӑ.
- 2006 ҫулта «СТС» телеканалти «Слаба Богу, ты пришёл!» шоури 9-мӗш тата 15-мӗш кӑларӑмсене хутшӑннӑ.
- 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнче мӑшӑрӗпе Алёна Хмельницкяпа тата Александра хӗрӗпе пӗрле «Пӗрремӗш канал» ҫинчи «Стенка на стенку» спорт шоун 4-мӗш кӑларӑмне вылякан пулса хутшӑннӑ.
- 2009 ҫулта ӑна «Пӗрремӗш канал» ҫинчи «Прожекторперисхилтон» шоуна хӑна евӗр йыхравланӑ.
- 2010 ҫулта «Видеотытӑҫу» жюрийӗнче пулнӑ.
- 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Алёна Хмельницкая мӑшӑрӗпе пӗрле «Раҫҫей» телеканалти «Вунӑ миллион» шоуна вылякан пек йыхравланӑ.
- 2014 ҫулта «Империя иллюзий. Братья Сафроновы» шоу ӳкернӗ, жюри членӗ пек чылай хут Тигран Кеосаянпа Дмитрий Шепелев пулнӑ, шоу чи малтанхи хут 2015 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «СТС» телеканалпа тухнӑ.
- 2016 ҫулта «Раҫҫей-1» телеканалти «Одна в один!» шоун тӑваттӑмӗш сезонне жюри членӗ пек хутшӑннӑ[53].
- 2016 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче «НТВ» телеканалта «Своя игра» программан Ҫӗнӗ ҫулхи кӑларӑмӗ тухнӑ, Кеосаян унта канал ертӳҫи пулса хутшӑннӑ та Сергей Малозёмовпа («Чудо техники» тата «Чӗрӗ тата вилӗ апат-ҫимӗҫ» программӑсен ертӳҫи) Джон Уоррена («Поедем, поедим!» программа ертӳҫи) ҫӗнтернӗ[54].
«НТВ» телеканал телепроекчӗсем
- 2015 — «Кофе с молоком»[55].
- 2015 — «Пропаганда» (Елена Милинчичпа).
- 2016 — х. в. — «Тӗнче пилорами»
- 2019 — х. в. — «Харпӑр тӗрӗслӗх» (Роман Бабаянпа).
Ӑнлантарусем
- ^ CTC Mediа назначила Кеосаяна генпродюсером ДТВ. Взгляд (3 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Тигран Кеосаян. Биография и фильмография. Сетевое издание «Государственный интернет-канал «Россия» // russia.tv. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Андрей Вульф. ТИГРАН КЕОСАЯН: РАВНЫЙ СРЕДИ ЛУЧШИХ ИЛИ ЛУЧШИЙ СРЕДИ РАВНЫХ? «Музыкальная правда» хаҫат (29 раштавӑн 1995). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Юрий Геворкян. Топ-10: клипмейкеры, ставшие режиссёрами. — В этом году «Социальная сеть» Дэвида Финчера числится в основных фаворитах «Оскара». Газета «Аргументы и факты» // aif.ru (27 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Кеосаян Тигран Эдмондович. Биография, фильмография, фотографии актёра и режиссёра. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ // ruskino.ru
- ^ Антон Чаркин. ТВ-6 покажет «Бедную Сашу». «Коммерсантъ» (24 раштавӑн 1997). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Тигран Кеосаян сдерживает вулканический темперамент. «Аргументы и факты» хаҫат// aif.ru (17 утӑн 2001). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Тигран Кеосаян в сладком плену госзаказа. «Аргументы и факты» хаҫат// aif.ru (21 кӑрлачӑн 2002). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Фабрика грез "Видео Интернэшнл". «Коммерсантъ» (31 ҫӑвӑн 2000). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
- ^ В «Студии 2В» все отечественное. «Труд» хаҫат (1 ҫӗртмен 2000).
- ^ Тигран Кеосаян сменил «РЕН ТВ» на «ДТВ». «Акадо» // tv.akado.ru (11 чӳкӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Михаил Шабашов. Тигран Кеосаян: «Иду на Вы!». — «Являясь микроскопической частичкой населения страны, я выражаю чувства и эмоции, возникающие у народа в связи с какими-то событиями…» «Взгляд» хаҫат// vzglyad.ru (27 ҫӑвӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Телевизор на закуску. С кем встречать Новый год, когда от Башмета до Моисеева - расстояние в несколько кнопок? «Аргументы и факты» хаҫат // aif.ru (26 раштавӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Арина Бородина, Сергей Соболев. «РЕН-ТВ» и «СТС» обменялись кадрами. — С 1 декабря новым исполнительным продюсером телеканала «ДТВ» (входит в холдинг «СТС Медиа») станет известный режиссёр и телеведущий Тигран Кеосаян. «Коммерсантъ» (11 чӳкӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Елена Самойлова. Тигран Кеосаян и Алёна Хмельницкая: «Семейная жизнь — не война, чтобы друг друга завоёвывать». «Труд» хаҫат (1 юпан 2009). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ «CTC Media» назначила Кеосаяна генпродюсером «ДТВ». «Взгляд» хаҫат// vz.ru (3 раштавӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
- ^ Арина Бородина. Телевидение в день теракта в Москве. «Коммерсантъ (31 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
- ^ Есть и честные милиционеры. Комсомольская правда (17 ҫӑвӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ ДТВ запустит «Дорожные войны». Акадо (16 ҫӗртмен 2010). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ «Мы можем всё. Но не всё сразу»: Тигран Кеосаян — о преобразованиях на канале ДТВ. Российская газета (16 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
- ^ Надежда Шульга. Тигран Кеосаян призывает: «Хватит молчать!» — С 7 ноября по будням на «РЕН ТВ» стартует новое ток-шоу. Молдовӑри «Комсомольская правда» хаҫат // kp.md (28 юпан 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Александр Мельман. «Ты не поцеловал девушку!» — Теленеделя с Александром Мельманом. «Московский комсомолец» хаҫат// mk.ru (8 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Тигран Кеосаян: «Если бы я боялся сравнений с «Тегераном-43», назвал бы свой фильм по-другому». Режиссёр и ведущий рассказал о своей новой картине «Ялта-45» и объяснил, почему больше не появляется на телеэкране. Комсомольская правда (2 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
- ^ «Каренина. Живое издание»: 700 человек в прямом онлайн-эфире прочитали роман Толстого (выр.). Официальный сайт Государственного музея Л. Н. Толстого (ГМТ) // tolstoymuseum.ru (4 юпан 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ О проекте. Продолжая успешно смешивать политику и юмор, «НТВ» запускает новый сатирический проект «Международная пилорама». — Ведущий вечернего развлекательного шоу — известный кинорежиссёр, актёр и сценарист Тигран Кеосаян. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи акан 9-мӗшӗнчи копийӗ Телекомпания «НТВ» // ntv.ru (3 сентября 2016 года)
- ^ Анна Афанасьева. «Мы никуда не денемся от следователей, полицейских, бандитов». — Гендиректор «НТВ» Алексей Земский об обновлении канала , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ // «Коммерсантъ», 14 сентября 2016
- ^ «За вас с нами и за хер с ними!» Российское шоу «Международная пилорама» взбесило иностранцев. Почему его невозможно смотреть? Lenta.ru (6 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Тигран Кеосаян попал в больницу с инфарктом. — Режиссёру и телеведущему срочно сделали операцию. «Комсомольская правда» хаҫат // nnov.kp.ru (16 кӑрлачӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ Симоньян сообщила о клинической смерти своего мужа Тиграна Кеосаяна (09.01.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Умер Тигран Кеосаян (2025-09-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ «У меня были отношения с Наташей»: Кеосаян объяснил, почему они с Бондарчуком сняли клип Ветлицкой | STARHIT. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ У Тиграна Кеосаяна и Алёны Хмельницкой родилась вторая дочь. «РИА Новости» // ria.ru (7 утӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Елена Лаптева. Тигран Кеосаян и Маргарита Симоньян назвали сына Багратом. — Режиссёр и редактор снова стали родителями. «Комсомольская правда» хаҫат (27 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Милена Жарова. Алёна Хмельницкая, Тигран Кеосаян и его новая жена Маргарита Симоньян устроили переполох в Ницце. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 15-мӗшӗнчи копийӗ Российская электронная газета «Дни.ру» // dni.ru (14 сентября 2016 года)
- ^ Сусанна Альперина. «Марьяна Today». — Маргарита Симоньян родила дочь. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнчи копийӗ «Российская газета» // rg.ru (12 августа 2013 года)
- ^ У Кеосаяна и Симоньян родилась дочь Маро. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ // vesti.ru (19 октября 2019 года)
- ^ ЕС ввёл санкции против Прилепина и Кеосаяна. , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнчи копийӗ РИА «Новости» // ria.ru (28 февраля 2022 года). Дата обращения: 8 июня 2022.
- ^ Евросоюз включил в санкционные списки Скабееву, Кеосаяна и Прилепина (выр.). // lenta.ru (28 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ State Secretariat for Economic Affairs SECO. Sanctions / Embargos (англ.). www.seco.admin.ch. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Великобритания ввела санкции против российских журналистов (выр.). Lenta.RU. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Лица кремлевской пропаганды: Маргарита Симоньян. U.S. Department of State (31 ҫурлан 2022).
- ^ Австралия ввела санкции против 22 российских журналистов и сотрудников СМИ. — В частности, ограничения ввели в отношении Маргариты Симоньян, Тиграна Кеосаяна, Ольги Скабеевой. Информационное агентство России «ТАСС» // tass.ru (25 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 4-мӗшӗ.
- ^ МИД Казахстана пригрозил Кеосаяну запретом на въезд (выр.). РИА «Новости» // ria.ru (27 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Пропагандист Тигран Кеосаян включен в Казахстане в один список с террористами, https://tobolinfo.kz (2022-07-03).
- ^ Тигран Кеосаян в Казахстане оказался в одном списке с террористами, esquire.kz (2022-07-03).
- ^ Канада ввела санкции против патриарха Кирилла и главы Роскомнадзора (8 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Путин присвоил почетные звания Акаеву, Кеосаяну и Соловьеву (2025-01-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 24 января 2025 года № 40 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 12.04.2024 № 257 "О награждении государственными наградами Российской Федерации". Официальное опубликование правовых актов (12 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
- ^ ТВ-6 покажет "Бедную Сашу". Коммерсантъ (24 раштавӑн 1997).
- ^ Премьера на Первом: сериал о буднях олимпийской стройки в Сочи "Море. Горы. Керамзит". Первый канал (16 ҫӗртмен 2014).
- ^ Почем керамзит для народа от Тиграна Кеосаяна? Вокруг ТВ (20 ҫӗртмен 2014).
- ^ «Один в один!»: Стоцкая растрогала Стоянова ягодичными имплантами Рианны. Телепрограмма (11 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Программа «Своя игра», специальный новогодний выпуск — 31.12.2016: Сергей Малозёмов — Тигран Кеосаян — Джон Уоррен. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнчи копийӗ // svoya-igra.org
- ^ «Нет, Россия, не сегодня»: О заимствовании идей, унижении в юморе и переизобретении журналистики. Клуб «33Литра» (5 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.