Кивĕ Тимушкел (Чĕмпĕр облаçĕ)

Кивĕ Тимушкел - (выр. Старотимошкино, тут. Зөябаш) Чӗмпӗр облаҫӗн Барыш районĕнчи пурăнакан вырăн. Хула евĕрлĕ поççолăк шутланать. Поççолăкăн тутарла ячĕ чăвашла "Сĕвепуç" тесе куçать.

Тавралăхĕ

Кĕçĕн Сĕве шывĕн икĕ çыранĕпе вырнаçнă.

Халăх йышĕ, поççолăк тытăмĕ

Кивĕ Тимушкел хула тăрăхне Кивĕ Тимушкелсĕр хăйĕнсĕр пуçне тата Калда, Заречное, Смольково ялĕсем кĕреççĕ. Малтан асăннинче тутарсем, тепĕр иккĕшенче вырăссем пурăнаççĕ.

Кунçул

Кивĕ Тимушкел — Чĕмпĕр облаçенчи тутарсем пурăнакан вырăнсенчен чи паллисенчен пĕри. Анчах та ăна чăвашсем никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Çакăнпа тутарсем хăйсем те килĕшеççĕ. Ку тĕлĕшпе тутар Википедийĕн хальхи (23.04.2017) версийĕнче çапла çырнă:

<Куçару: Кивĕ Тимушкеле 1660-мĕш çулсенче никĕсленĕ. Малтан Кĕçĕн Сĕвен сулахай çыранне чăвашсем килсе тĕпленнĕ. Пурăна киле сулахай çырана тутарсем те килсе вырнаçнă. Ял ÿссе пынă май çĕр çитми пулать. Тутарсен пĕр пайĕ "Кăрмăш" текен вырăна куçса ларать. Çавна май Поливаноа улпутăн Акшуат ялĕнчи вырăссемпе хирĕçÿ сиксе тухать.>

Çак тутар ялĕн чăвашла ячĕ чăнах та Тимушкел иккенне çирĕплетекенĕ — ку вырăнсенче пулса курнă Петĕр Ялкир (1922-2006) сăвăç. Кунта пулнă чăвашсен малашнехи шăпи паллă мар.

Паллă çынсем

  • Акчуринсем
  • Зөһрә Акчурина, тутарсенчен тухнă пĕрремĕш хĕрарăм-журналист..
  • Габдрахман Мангушев (1887-1919), "Сәйяр" труппа артисчĕ.
  • Бәкер Белоусов (2.5.1897-13.6.1920) – 1-мĕш Татбригада çар комиссарĕ.
  • Богданов Хамзя Салимович (1904-83) - Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
  • Али Абдрезаков (1912-92)
  • Абдулхак Умеркин (1917-82)
  • Камил Мангушев, Ишимбайра нехтă ачучы тупнă ăçлавçă.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.

Асăрхавсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем