Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Кивьял (выр. Пролей Каша)— Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла Теччĕ – Ульяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Географилле тăрăм
Ял, пур енчен илсен те, çав тери юрăхлă, меллĕ, хăтлă вырăнта вырнаçнă. Çак тĕлте, Атӑл çывăхĕнчи сăртсенчен, Кăнна шывĕпе унăн çÿлти юпписем пуçланса каяççĕ. Эппин, Атăлĕ те аякра мар. Теччĕ-Чĕмпĕр автоçул иртет. Çавна кура ял чечекленмелле те чечекленмелле пек. Чăннипе вара çывăхри Пухтел, Юккел ялĕсем чылай тĕреклĕрех курăнаççĕ.
Истори
1611-мĕш çулта чăвашсем Теччĕ хулинчен 15 çухрăм кăнтăрарах çак яла никĕсленĕ [1]. Ялпа юнашар Теччĕ заска йĕрĕ иртнĕ [2]. 1618-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче, хурал çырсатухăвĕпе килĕшуллĕн, ялта 40 кил пулнине палартнă. Çынсенчен ытларахăшĕ 2 е 3 çул кунта пурăнма ĕлкĕрнĕ ку тĕлте. Таркăн ясак тÿлекен хресченсем ăçтан килни те паллă: 20 кил — Сĕве уесĕнчен, 10 кил — Çĕрпÿ уесĕнчен, 7 кил — Шупашкар уесӗнчен, 2 кил — Кӑрмӑш уесӗнчен, 1 кил — Кадом уесĕнчен. 1619-мĕш çулхи хурал çырсатухăвĕнче чăвашсем тата латышсем пурăнакан ял тенĕ. Ăçтан килсе лекнĕ-ха юлашкинчен асăннисем? Вăрçă-харçăсенче тыткăна лекнĕ латышсене кунта илсе килсе вырнаçтарнă теес пулать.[3]
Паллă çыннисем
- Якушкин Николай Михайлович - экономика ăслăхĕсен докторĕ, Тутарстан республикин ялхуçалăх министăрĕн çумĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Г. Перетяткович. Поволжье в 17 и начале 18 века. 1882 г. 2013 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Казанский край в ХVII в. 2008 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 196.
Каçăсем
- Сувар хаçат Кив Ял çинчен 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- © "Литературная газета", 2002
| Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |