Килти ӗҫ

Килти ӗҫ (выр. Домашнее задание) — преподаватель класс тулашӗнчи занятисене хӑй тӗллӗн пурнӑҫлама вӗренекенсене паракан задани. Ҫакӑн пек вӗреннӗ материала ҫирӗплетме, тишкернӗ темӑна ӑса хывнине тӗрӗслеме тата аса илтерме усӑ кураҫҫӗ[1][2].

Истори

Килти ӗҫӗн пӗрремӗш формисемпе авалхи тӗнчерех усӑ курнӑ: Авалхи Египетра, Авалхи Грецире тата Рим империйӗнче пӗлӳ парас ӗҫре шкулти уроксене киле панӑ заданисемпе ҫыхӑнтарнӑ[1].

XVIII ӗмӗрте Сӑваплӑ Рим империйӗн «халӑх шкулӗсенче» тата ҫирӗпрех урок тытӑмӗ сарӑлнӑ, унта хӑй тӗллӗн ӗҫлемелли заданисем кӗртнӗ; ҫак модель кайран Европӑра сарӑлнӑ, Раҫҫейре те йышӑннӑ. Анӑҫ тӗпчевҫисем шутланӑ тӑрӑх, килти ӗҫӗн хальхи формине американ реформаторӗ Хорас Манн(выр.)чăв. сарнӑ: вӑл пуҫарнипе XIX ӗмӗр варринче АПШра шкул ачисем килте ӗҫлеме заданисем илме тытӑннӑ[1][2].

XX ӗмӗрте килти ӗҫ тавлашу ҫуратнӑ: АПШри педагогсем ачасене уроксем тулашӗнчи ӗҫсем пани сывлӑхшӑн сиенлӗ тесе шутланӑ, ҫавна пула хӑш-пӗр штатсенче кӗҫӗн классенче вӗренекенсене килти ӗҫ вӑхӑтлӑха пама чарнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн американ шкул ачисен килти ӗҫ калӑпӑшӗ экономикӑри йывӑрлӑхсемпе политика пӑлханӑвӗсене пула е пысӑкланнӑ, е килти ӗҫ ачасен пултарулӑхне пусарать тесе шутлакан общество ҫине тӑнипе пӗчӗкленнӗ. Критикӑна пӑхмасӑр, XXI ӗмӗрте АПШра вӗренекенсен килти ӗҫе пурнӑҫлани 1990-мӗш ҫулсенчисемпе танлаштарсан икӗ хут нумайрах (4,5 сехет тӗлнелле) вӑхӑт йышӑнать[3]; заданисен калӑпӑшӗ штата кура тӗрлӗ калӑпӑшлӑ пулма пултарать, хӑш-пӗр шкулсенче вара килти ӗҫ памаҫҫӗ[4][5].

Финляндире тата скандинави ҫӗршывӗсен ытларахӑшӗнче килти ӗҫсен калӑпӑшӗ пӗчӗк, ытларах уроксен пахалӑхне тата критикӑлла шухӑшлав аталантарассине акцент тӑваҫҫӗ; ачасем занятисенче проектсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Японире нагрузка виҫеллӗ, анчах ӑна хӑй тӗллӗнлӗхпе практика хӑнӑхӑвӗсене аталантармалла йӗркеленӗ. Итали, Ирланди, Польша тата Испани ҫӗршывӗсенче килти ӗҫ пурнӑҫласси эрнере 6 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен йышӑнать. Китайра та ҫавӑн чухлех — унта шкул ачисем килти ӗҫсӗр пуҫне репетиторсемпе вӗренеҫҫӗ[4][5].

Раҫҫейре

Килти ӗҫ ҫинчен чи малтан асӑннисем XVII ӗмӗр тӗлне, Раҫҫейре училищӗсем(выр.)чăв. йӗркеленме тытӑнсан тӗлпулаҫҫӗ. «Раҫҫей империӗнчи халӑх училищисен уставне» (1786) кӗртнӗ май Фёдор Янкович(выр.)чăв. класпа урок вӗренӳ тытӑмне ҫирӗплетнӗ: килти ӗҫ вӗренӳ ӗҫӗн обязательнӑй компоненчӗ пулса тӑнӑ, анчах вӑл ытларах пӑхмасӑр вӗренни пулнӑ. Ҫакнашкал меслет XX ӗмӗр пуҫламӑшӗччен упранса юлнӑ, ун чухне методистсем уроксен содержанине урӑхлатма тытӑннӑ; килти ӗҫсем майӗпен пӑхмасар калама вӗренни кӑна мар, илнӗ пӗлӳпе усӑ курмалли хатӗр пулса тӑнӑ[6].

Постсовет саманинче килти ӗҫ шкулӑн уйрӑлми пайӗ пулса юлнӑ. XI ӗмӗрӗн чиккинче ӑна материала ҫирӗплетмелли тата экзаменсене хатӗрленмелли мел пек йышӑннӑ; электронлӑ дневниксемпе(выр.)чăв. онлайн платформӑсем тухни унӑн формине улӑштарнӑ. Пӗр вӑхӑтрах нагрузка та ӳсет: пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш классра вӗренекенсем час-часах темиҫе предметпа килти ӗҫе икӗ-виҫӗ сехетшер пурнӑҫлаҫҫӗ, аслӑ классенче вӗренекенсем — тата нумайрах[4][7].

2020-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне каллех килти ӗҫе тӗллевлӗ тӑвасси пирки сӑмах хускатнӑ. Учительсемпе общество ӗҫченӗсем хальхи технологисем заданисене текстӑн генераторӗсемпе усӑ курса ячӗшӗн пурнӑҫлама май панине палӑртнӑ. Патшалӑх думин председателӗ Вячеслав Володин(выр.)чăв. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче килти ӗҫсене «ытлашши нагрузкӑшӑн» пӑрахӑҫламалла тенӗ, мӗншӗн тесен искусствӑлла интеллект аталанса пынипе вӗсем час-часах «ячӗшӗн вӑхӑт ирттерни» пулса тӑраҫҫӗ тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл тӗпчевпе пултарулӑх заданийӗсем критикӑлла шухӑшлав йӗркеленине палӑртнӑ, ҫавӑнпа ыйтӑва сӳтсе явмалла[8].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерствин(выр.)чăв. вӗренӳ нагрузкине чакаракан тата тӗрлӗ ӳсӗмри шкул ачисен килти ӗҫе пурнӑҫламалли вӑхӑта палӑртакан 704-мӗш хушӑвӗ вӑя кӗнӗ. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш классенче вӗренекенсемпе 2-3-мӗш классенче вӗренекенсене килти ӗҫ пурнӑҫлама 1 сехетчен, 4-5-мӗш классенче вӗренекенсене — икӗ сехетчен, 6-8-мӗш классенче вӗренекенсен — 2,5 сехетчен, 9-11-мӗш классенче вӗренекенсене — 3,5 сехетчен тӑкаклама сӗнеҫҫӗ. Документа Роспотребнадзорпа(выр.)чăв. пӗрле хатӗрленӗ[9].

Тӗллевсем

Педагогика методикисемпе килӗшӳллӗн, килти ӗҫсен тӗп тӗллевӗ — урокра мӗн алла илнине ҫирӗплетесси, тепӗр хут аса илтересси тата ӑнланман самантсене пӗтересси. Ҫакӑн пек ӗҫ вӗренекенсене ӑнлану шайне тӗрӗслеме , асра хӑварма май парать, ҫӗнӗ темӑсене хатӗрленме пулӑшать. Вӑл вӗрентекене ача материала мӗн тери лайӑх ӑса хывнине хаклама, малашнехи ӗҫе планлама та пулӑшать[1][10].

Ытти лайӑх енсен шутӗнче — тимлӗхе, дисциплинӑна тата темӑна тӗпчеме пӗлнине аталантарасси: шкул ачин вӑхӑта хӑй тӗллӗн йӗркелессине тата хӑй тӗллӗн вӗренессине хӑнӑхать[2]. Критикӑлла тата творчествӑлла шухӑшлав, педагогсен шучӗпе, тӗпчев проекчӗсем пурнӑҫланӑ тата литературӑна хӑй тӗллӗн вуланӑ май аталанать[9]. Хальхи технологисене пула шкул ачисем меллӗ формат (вулав, видеоразбор) суйлама пултараҫҫӗ, ҫакӑ информацие ӑса хывмалли тӗрлӗ меле шута илме пулӑшать. Хӑй тӗллӗн ӗҫлени тата хӑйне хӑй пӗлме пулӑшать: ҫул ҫитмен ачасем хӑйсен интересӗсене лайӑхрах ӑнланаҫҫӗ, малашлӑха планлама вӗренеҫҫӗ[1]. Килти ӗҫе пурнӑҫлама ачана аслисем — ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗшӗсем, аппӑшӗсем — пулӑшма, ӑнлантарма пултараҫҫӗ. Шкулта килти ӗҫе пурнӑҫланипе пурнӑҫламаннине предмет вӗрентекенӗсӗр пуҫне класс ертӳҫи тӗрӗслеме пултарать.

Патшалӑх думин Ҫутӗҫ комитечӗн ертӳҫи Ирина Белыхӑн(выр.)чăв. шухӑшӗпе хӑш-пӗр предметсене, сӑмахран, литературӑна, класс урокӗ шайӗнче кӑна туллин алла илме ҫук — ачасен пултарулӑхне аталантаракан калӑпӑшлӑ хайлавсене вулани те килти ӗҫ пулмалла[9].

Критика

Америка психологӗн Харрис Куперӑн 2000-мӗш ҫулсен варринче ирттернӗ тӗпчевӗсем килти ӗҫӗн калӑпӑшӗпе ача вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрсе пыни хушшинчи ҫыхӑну питӗ пӗчӗк пулнине, килти ӗҫсем лайӑх усӑ пани ытларах аслӑ классенче сӑнанине палӑртнӑ[11]. Аслӑ классенче вӗренекен 18 пин ачана тӗпченӗ тӑрӑх, килти ӗҫсен пысӑк калӑпӑшлӑ пулнин тӗп сӑлтавсем — шкул программи анлӑ пулни тата вӗренекенсене йывӑр материала хӑйсем тӗллӗн тишкерме кирли, ҫакӑ час-часах вӗренес килни чакни патне илсе ҫитерет. 4,3 пин вӗренекен хутшӑннӑ тепӗр тӗпчев ҫакна палӑртнӑ: килти ӗҫ ҫине нумай вӑхӑт тӑкаклакан ачасем уроксенче хастартарах, анчах стресспа(выр.)чăв. сывлӑх тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ытлашши заданисем сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасен ҫитӗнӗвӗсене япӑхлатаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене вӗренме пулӑшакан тата условисем ҫитмеҫҫӗ, материала чухламан ашшӗ-амӑшӗн пулӑшӑвӗ вара сиен кӳме пултарать[12][13].

Раҫҫей вӗрентекенӗсем килти ӗҫ калӑпӑшне вӗрентӳ программисемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. «Учитель» профсоюз пайташӗ Анна Штернберг каланӑ тӑрӑх, йышӑннӑ нормӑсем вӗренекене «питӗ пысӑк информаци калӑпӑшне» алла илме хистеҫҫӗ, ӑна килти ӗҫсӗр алла илме май килмест. Педагог шухӑшӗпе, кӑсӑкланакан ҫынсен хушшинче анлӑ дискусси ирттерсе вӗрентӳ программине улӑштармалла. Ҫутӗҫ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗн председателӗ Дмитрий Лутовинов килти ӗҫӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ «чӑнах та пысӑк» пулнине, ҫакӑ килти ӗҫ калӑпӑшӗ пирки регламент ҫуккипе ҫыхӑннине йышӑннӑ. «Учитель» профсоюз председателӗ Дмитрий Казаков Ҫутӗҫ министерствин 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йышӑннӑ 704-мӗш хушӑвне сӳтсе явнӑ май ҫӗнӗ нормативсене рекомендаци пек кӑна пӑхмалла тесе пӗлтернӗ, кашни шкул ачин килти ӗҫсене пурнӑҫлама мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлине объективлӑ майпа тӗп-тӗрӗс палӑртма май ҫуккине палӑртнӑ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Что такое ДЗ (домашнее задание): надо ли делать, обязательно ли, зачем выполнять и для чего (2024-09-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Кто придумал домашнее задание и зачем(паллӑ мар). SportZania. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ Pinsker, Joe. The Cult of Homework. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Домашние задания в школе: история, международный опыт, плюсы и минусы, влияние на детей и перспективы отмены в России (выр.). obr.so. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Домашнее задание: есть ли в нем необходимость? — Центр развития интеллекта «Пифагорка»(паллӑ мар). Центр развития интеллекта «Пифагорка». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  6. ^ Бакулина Е. А., 2010, с. 156—157.
  7. ^ Педсовет. Домашнее задание вызывает стресс (2008-04-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Володин предложил обсудить отмену домашнего задания для школьников. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2, 3, 4 Депутаты подготовили единые требования к домашним заданиям в школах. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Нужна ли домашняя работа в школе?. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ Стресс, конфликты, переутомление, недосып: почему школам пора отказаться от домашних заданий. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Слепухина, Ирина. Учеба без передышки: почему домашние задания могут вредить школьникам. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  13. ^ Cooper H., Robinson J. C., Patall E. A., 2006.

Вуламалли

  • Cooper H., Robinson J. C., Patall E. A. Does Homework Improve Academic Achievement? A Synthesis of Research, 1987–2003 (англ.) // Review of Educational Research. — American Educational Research Association, 2006. — Т. 76, вып. 1. — doi:10.3102/00346543076001001;
  • Бакулина Е. А. Перспективы использования домашнего задания в обучении математике (рус.). — Проблемы и перспективы развития образования в России, 2010. — С. 156—159.