Урок

Урокшкулта вӗрентӗве йӗркелемелли форма, вӗрентекен палӑртнӑ вӑхӑт хушшинче вӗренӳпе пӗлӳлӗх ӗҫне ертсе пырать. Ҫак форматпа занятисене чылай вӗренӳ учрежденийӗнче (шкулсенче, лицейсенче, гимназисенче, колледжсенче) ирттереҫҫӗ[1].

Термин кун-ҫулӗ

1374 ҫулта Цволле хулинчи пуҫламӑш шкул ректорӗ Джон Сил ачасене малашне класпа урок тытӑмӗ теме пуҫланӑ урока тӗпе хурса вӗрентессине йӗркеленӗ. Вӑл вӗренекенсене классем ҫине пайлассине тата тепӗр класа куҫармалли пӗрлӗхлӗ йӗркене кӗртнӗ. Ачасене тӑван чӗлхепе вӗрентес ӗҫе йӗркеленӗ, XIV ӗмӗрте ку ҫӗнӗлӗх пулнӑ, ун чухне вӗрентӗве латин чӗлхипе ирттернӗ.

1537—1582 ҫулсенче Страсбургри нимӗҫ-француз протестант гимназийӗн ректорӗ Иоганнес Штурм(выр.)чăв. ҫак тытӑма малалла аталантарнӑ. 1567—1581 ҫулсенче гимназирен академи туса хунӑ. Унта 600 яхӑн гимназист вӗреннӗ. Штурм классене вӗренӳ ҫулӗ ҫине пайланӑ, малтан 7 ҫул, кайран вӗрентӳ срокне 8 ҫул таран ӳстернӗ. Классра вӗренекенсем нумай пулсан, класс аслӑ вӗренекен ертсе пыракан 10-шар ҫынлӑ (ку вӑл XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче – XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче саралнӑ белл-ланкастер тытӑмӗ евӗр пулнӑ) хушма ушкӑнсем ҫине пайланнӑ. Штурм вӗренӳ предмечӗсене уйӑрнӑ, пӗр урокра пӗр предмета вӗреннӗ. Вӑл пуҫласа тӗплӗн хатӗрленӗ пӗрлехи вӗренӳ планӗпе усӑ курнӑ[2].

XVII ӗмӗр, Ян Амос Коменский(выр.)чăв. — чех педагог-гуманисчӗ, хальхи класпа урок тытӑмне тӑваканӗ. Коменскиччен ачасем аслисемпе пӗрле вӗреннӗ, вӗренӳ процесӗ йӗркене пӑхӑнман пулнӑ. Коменский пӗр тытӑм йӗркеленӗ: уроксем расписанипе иртме пуҫланӑ, учительсене ятарлӑ пӗлӳ парса хатӗрленӗ[3]. Тӗп принципӗсем:

  • класра пӗр ӳсӗмри ачасене вӗрентесси, ҫакӑ вӗрентекенсене вӗренӳ процесне ачасен аталанӑвӗн уйрӑмлӑхӗсене шута илсе ӗркелеме май панӑ;
  • вӗренӳ процесне палӑртса уйӑрнӑ, уроксене расписани тӑрӑх ирттереҫҫӗ, ку вӑхӑтпа тухӑҫлӑ усӑ курма тата вӗренекенсене пӗр тан майсемпе тивӗҫтерме май панӑ;
  • учительсене ятарласа хатӗрлени, вӗсем вӗренсе тухса алла диплом илни пахалӑхлӑ вӗрентме май панӑ.

Каярахпа Раҫҫей шкулӗ нимӗҫ вӗрентӳ йӑли-йӗркисен витӗмӗпе йӗркеленнӗ. Шкулсенчи «урок» вырӑнне ют чӗлхери «экзерсис» (хӑнӑхтару) сӑмахпа усӑ курнӑ, «урок» педагогика терминӗ вырӑс чӗлхине XIX ӗмӗрте кӗнӗ[4].

Урок тытӑмӗ

Кашни урок палӑртнӑ элементсенчен тӑрать. Вӗсем пӗрешкел йӗркепе пулмасса пултараҫҫӗ, пӗр-пӗрин хушшинчи ҫыхӑнусене ӑнланмалли тытӑма палӑртса тӗрлӗ енлӗ пулма пултараҫҫӗ. Ансат та кӑткӑс пулма пултарать, ку урокӑн вӗренӳ материалӗн содержанийӗнчен, вӗренекенсен ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсенчен тата ытти уйрӑмлӑхӗсенчен килет.

Урока ҫӗнӗ темӑна — тӳркӗтеслӗ параллелепипед калӑпӑшӗ — ӑнлантарса панӑ тӗслӗхпе планлани:

Урок планӗ
Урок пайӗ Вӑхӑт Тӗллев Вӗрентекен ӗҫӗ Вӗренекен ӗҫӗ
Йӗркелӳ саманчӗ 3 мин Кам пурри-ҫуккине тӗрӗслени, ум пайӗ Учитель е класс ертӳҫи пурне те ятран асӑнса тухать Вӗренекенсем хуравлаҫҫӗ, ҫуккисем ҫинчен класс журналне ҫырса хураҫҫӗ
Килти ӗҫе тӗрӗслени 2 мин Килти ӗҫе (цилиндр лаптӑкне тупасси) тӗрӗслени, е тетрадьсенче, е ыйтса Учитель килти ӗҫ пурнӑҫланине ыйтать, паллӑсем лартать Вӗренекенсем килте пурнӑҫланӗ ӗҫӗсене кӑтартаҫҫӗ
Пӗлӗве актуализацилени[5] 5 мин Урокӑн вӗренекенсем ҫӗнӗ темӑна ӑша хывма пулӑшакан опытпа пӗлӗве аса илмелли тапхӑрӗ Учитель ӑнлавсем пирки ыйтусем парать Ачасем ыйтусене хуравлаҫҫӗ
Урок темипе тӗллевне палӑртни 10 мин Параллелипипед калӑпӑшне мӗнле шутласа кӑлармалла Учитель калӑпӑш ӑнлав пирки, мӗнле геометри объекчӗсем калӑпӑшлӑ пулнине ыйтать Вӗренкенсем хуравлаҫҫӗ, нумай кӗтеслӗ, тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑнма пултаракан фигурӑсем (цилиндр, конус, ҫавра) калӑпӑшлӑ пулаҫҫӗ
Ачасем ҫӗнӗ материала ӑнланни тата ӑша хывни 10 мин Учебника конспектлани Учитель калапӑш пирки каласа ӑнлантарать, хӑш-пӗр ӑнлавсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тарать Ачасем текста конспектлаҫҫӗ, вӗрентекене итлеҫҫӗ, тетраде калӑпӑш ӑнлавӗ пирки тӗп шухӑшсене ҫыраҫҫӗ
Ӑнланнине ҫирӗплетни[6] 5 мин Ансат задачӑсене шутлани Ачасем тӳркӗтеслӗ параллелипипедӑн калӑпӑшне шутласа тупаҫҫӗ. V=abc=3*4*5. Кам шутласа кӑларать, ҫав аллине ҫӗклет
Задачӑсем шутлани 5 мин Доска умӗнче задачӑсем шутлани сӑмахран, параллелипипед калӑпӑшне диагональ виҫипе шутласа тупасси) Учитель учебникран илсе задача шутлама парать, шайӗ — вӑтаран кӑшт йывӑртарах Вӗренекен е вӗренекенсем ӑна доска умӗнче шутлаҫҫӗ. Ыттисем ҫав вӑхӑтра ӑна тетрадьре шутлаҫҫӗ
Урок пӗтӗмлетӗвӗ 2 мин Паллӑсем лартни Учитель тетраде (конспектшӑн е задача шутланӑшӑн) е класс журналне паллӑсем лартать Ачасем тетрачӗсене тӗрӗслеме пухса параҫҫӗ
Килти ӗҫ 2 мин Учебникран киле ӗҫ задачӑсем парать (тӗпрен илсен, вӑтам шайрисене)
Рефлекси[7] 1 мин Ачасем урока тишкерни Учитель ачасенчен урок пирки ыйтать Вӗренекенсем урока хаклаҫҫӗ, задачӑсем ансат е йывӑр, материал ӑнланнӑ е ҫук

Урок тӗсӗсем

1. Уроксене дидактика тӗллевӗсем тӑрӑх классификацилени:

  • комбинациленӗ урок;
  • ҫӗнӗ материал памалли урок;
  • вӗреннӗ материала ҫирӗплетсе практика ӑсталӑхӗпе хӑнӑхӑвӗсене аталантармалли урок;
  • хӑй тӗллӗн ӗҫлемелли урок;
  • урок-конференци тата урок-семинар[8];
  • вӗреннӗ материала тепӗр хут аса илмелли, пӗтӗмлетмелли, систематизацилемелли урок;
  • пӗлӳпе ӑсталӑха тата хӑнӑхусене тӗрӗслемелли тата хакламалли урок; тӗрӗслев тата хӑй тӗллӗн ӗҫӗсене ирттерни;
  • интеграциленӗ урок;
  • интерактивлӑ урок. Вӗренекенӗн электронлӑ учебникӗпе(выр.)чăв., вӗрентекенӗн электронлӑ учебникӗпе тата интерактивлӑ хӑмапа(выр.)чăв. усӑ курса иртет. Пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлемелли принцип — электронлӑ вӗренӳ кӗнекине вӗренекенӗн планшетне(выр.)чăв. вырнаҫтарнӑ. Кашни вӗренекенӗн планшечӗ интерактивлӑ хӑмапа тата учителӗн планшечӗпе пӗрлехи тетеле ҫыхӑннӑ. Электронлӑ вӗренӳ кӗнекисене кӗртнӗ энциклопедисемпе гиперссылкӑсемпе ҫыхнӑ, кросс-каҫӑсемпе кӗнекери ытти уйрӑмсене куҫма пулать. Кун пек кӗнекере аудио- тата видеоматериалсемпе, графикӑсемпе усӑ курма пулать, вӗсем вӗренекенсене вӗренекен материала лайӑхрах ӑша хывма май параҫҫӗ[9].

2. Уроксене хӑнӑхтарӑва йӗркелемелли тапхӑрсем тӑрӑх классификацилени:

  • кӳртӗм урокӗ;
  • тренировка урокӗ;
  • пӗтӗмлетӳ урокӗ.

3. Уроксене усӑ куракан пӗлӳлӗх ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх классификацилени:

  • практикум урокӗ;
  • семинар урокӗ;
  • лекци урокӗ;
  • зачёт урокӗ;
  • вӑйӑ-урок;
  • конференци-урок;
  • экскурси урокӗ.

4. Уроксене вӗренӳпе воспитани процесне хутшӑнакансен хутшӑнӑвне йӗркеленӗ тӑрӑх классификацилени:

  • динамикӑллӑ мӑшӑрсемпе е улшӑнакан мӑшӑрсемпе ирттермелли урок;
  • статистикӑлла мӑшӑрсемпе е пӗрмайхи йышри мӑшӑрсемпе йӗркелемелли урок;
  • пӗчӗк ушкӑнсемпе ӗҫлемелли урок;
  • коллективпа ирттермелли урок;
  • дистанциллӗ вӗрентӳ(выр.)чăв. тӗсӗ. Раҫҫейре дистанци вӗрентӗвӗн официаллӑ пуҫламӑшӗ тесе 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшне калама пулать, ун чухне Раҫҫейре вӗрентӳ сферинче дистанци вӗрентӗвӗн экспериментне ирттерме май паракан Вӗренӳ министерствин 1050-мӗш хушӑвне ала пуснӑ. 2020 ҫулта COVID-19 пандеми тӗнчипе шкулсен пысӑк йышне вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Чылай шкул вӑл вӑхӑтра Zoom(выр.)чăв., Cisco Webex, Google Classroom, Microsoft Teams, D2L тата Edgenuity, Skype платформӑсемпе усӑ курса дистанци онлайн-вӗрентӗвӗ ҫине куҫнӑ[10][11].

5. Уроксене приоритетлӑ усӑ куракан вӗрентӳ меслечӗпе классификацилени:

  • пӗлтерӳ урокӗ;
  • проблема урокӗ;
  • тӗпчев урокӗ;
  • ҫӗнӗлӗх урокӗ.

6. Уроксене предметсен хушшинчи ҫыхӑнусем тӑрӑх классификацилени:

  • интеграциленӗ урок;
  • вулавӑш урокӗ;
  • клуб урокӗ;
  • медиаурок[12].

7. Ҫавӑн пекех уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи занятисем пулаҫҫӗ, вӗсене ытларах чухне класс ертӳҫи ирттерет. Тӗслӗхрен, 2022 ҫултанпа Раҫҫейре кашни тунтикун Раҫҫейри пур шкулта та пӗрремӗш занятипе «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» уҫӑ урок ирттереҫҫӗ. Тӗп темӑсем хальхи Раҫҫейри ҫын пурнӑҫӗн тӗп аспекчӗсемпе ҫыхӑннӑ.

Владимир Путин Тӑван Ҫӗршывӑн Паттӑрӗсен ячӗллӗ 20-мӗш шкулта «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» уҫӑ урок вӑхӑтӗнче (Тыва Республики, Кызыл, 2024 ҫул)

Урок тӑршшӗ

Ян Амос Коменский тытӑмӗпе класпа темиҫе сехет тӑтӑш (тӗпрен илсен 4 сехетчен) учитель ӗҫленӗ, вӑл пӗр-пӗр задачӑпа мӗн чухлӗ ӗҫлессине палӑртнӑ. Кайран аслӑрах ҫулхи вӗренекенсем пӑхса тарса шкул ачисем тата 4 сехет таран хӑйсем тӗллӗн ӗҫлемелле пулнӑ.

Мускаври Академипе университет гимназийӗн регламенчӗ тӑрӑх, уроксен вӑрӑмӑшӗ 2 сехет пулнӑ, ҫулталӑкри расписанипе усӑ курнӑ. Уроксене килтисем тата шкултисем ҫине уйӑрнӑ, вӗсене тата приватлӑ (вӗрентекенпе) тата пӗтӗмӗшле (тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем, преподавательсем тата администраци хутшӑннипе) уроксем ҫине пайланӑ. Ҫавӑн пекех малтанхи (хатӗрлев) уроксем пулнӑ, унта аслӑ класра вӗренекен (аудитор) ачасен хатӗрленӗвне тӗрӗсленӗ, хакласа ҫырса хунӑ. 1828 ҫулта гимнази урокӗ 90 минута тӑсӑлнӑ[13], 1865 ҫулта — 60 минут[14].

Катя Лычёва урокра

XX ӗмӗр варри тӗлне «урок» термин вӗренӳ занятийӗсен вӑхӑтне, вӗсем вӑрӑмӑшне пӗлтерме пуҫланӑ. XXI ӗмӗрте тӗрлӗ ҫӗршывсенче уроксен тӑршшӗ тӗрлӗрен:

  • АПШ — 45-рен пуҫласа 90 минут таран (урок тӑршшӗне кашни шкул хӑй палӑртать);
  • Франци — 55 минутран пуҫласа 2 сехетчен (вӑрӑмлӑхӗ вӗренӳ предметӗнчен килет);
  • Канада — 75 минут;
  • Израиль — 90 минут (2х45);
  • Инди — 35 минут;
  • Китай — 40 минут;
  • Германи — 90 минут (вӗрентекен урока 45 минутран та вӗҫлеме пултарать);
  • Япони — 45—50 минут;
  • Финлянди — учитель урок вӑрӑмӑшне хӑй палӑртать;
  • Раҫҫей — 40—45 минут, пуҫламӑш шкулта 30—35 минут[4]. Уяв умӗнхи кунсенче урок вӑхӑтне вӗренӳ заведенийӗн администрацийӗн йышӑнӑвӗпе чакарма пултараҫҫӗ. Эрне хушшинче уроксем палӑртнӑ вӑхӑтра пуҫланаҫҫӗ[3].

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ Сластенин В.А. Педагогика: Учеб. пособие для студ. высш. пед. учеб. заведений / В. А. Сластенин, И. Ф. Исаев, Е. Н. Шиянов; Под ред. В.А. Сластенина. — Издательский центр «Академия», 2000. — 576 с.
  2. ^ Классно-урочное обучение: предшественники Я.А. Коменского - История педагогики и образования - Сидоров С.В. Сайт педагога-исследователя. si-sv.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Кто придумал учить уроки. Ян Амос Коменский: Человек, который подарил нам уроки (2024-08-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Владимирович, Могилев Александр. Очевидное-невероятное: что такое школьный урок (2017-10-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Актуализация знаний, как этап современного урока. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ Этап - первичное закрепление. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Рефлексия как этап урока: виды, приемы, примеры. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  8. ^ Кусем урок тӗсӗсем мар, формисем шутланаҫҫӗ. Семинара ҫӗнӗ темӑна ҫирӗплетмелли урокра та, пӗлӗве тӗрӗслемелли урокра та ирттерме пулать, ҫавӑн пекех конференцие те
  9. ^ Об электронном учебнике / Департамент образования Москвы. — 2015. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ
  10. ^ Hood, Micaela. Virtual learning gets mixed reviews from Pocono parents. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ Как в других странах школы перешли на онлайн-обучение (выр.). Российская газета (12 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Методическое пособие по созданию современного урока по ФГОС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Ку аслӑ шкулсенче сарӑлнӑ вӑхӑт, ӑна мӑшӑр (пара) теҫҫӗ
  14. ^ Саввина О.А., Марушкина И.А. Урок математики в дореволюционной средней школе.. — М.: Инфра-М, 2013. — С. 18. — 80 с. — ISBN 978-5-16-006909-8.

Вуламалли

  • Жеребило Т. В. Словарь лингвистических терминов. — Назрань: Пилигрим, 2010. — 485 с.
  • Саввина О. А., Марушкина И. А. Урок математики в дореволюционной средней школе. — М.: Инфра-М, 2013. — 80 с. — ISBN 978-5-16-006909-8.

Каҫӑсем