Класс ертӳҫи

Класс ертӳҫи (выр. Классный руководитель) — шкулта е училищӗре конкретлӑ класра вӗренекенсене пурне те вӗренӳпе класс тулашӗнчи ӗҫ-хӗл енӗпе координацилекен педагог. Раҫҫейре пуҫламӑш классенче класс ертӳҫин тивӗҫӗсене автоматла майпа класа ертсе пыракан учителе, вӑтам тата аслӑ классенче тата училищӗсенче — вӗренӳ заведенийӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫак класра ӗҫлекен учитель-предметниксенчен пӗрне шанса параҫҫӗ. Педагогсен йышӗнчен класс ертӳҫине уйӑрса лартассине нумай ҫӗршыври вӗрентӳ тытӑмӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Истори

Раҫҫейри класс ертӳлӗхӗн институчӗ XIX ӗмӗрте никӗсленсе кайнӑ, ун чухне вӗренӳ заведенийӗсенче пӳлӗм надзирателӗн должнӑҫне кӗртнӗ. Халӑх ҫутӗҫ министерстви(выр.)чăв. 1813 ҫулта институт пансионӗсенче пӳлӗм надзирателӗсем ҫирӗплетмелли йышӑну кӑларнӑ, вӗсен тӗп тивӗҫӗ вӗренекен ачасене кӑмӑл-сипет енчен пӑхса тӑрса Тӑван Ҫӗршыва усӑллӑ ывӑлсем ӳстерме пулӑшасси пулнӑ. Пӳлӗм надзирателӗсен шайӗ пысӑк пулмалла пулнӑ — вӗсен ачасене кӑмӑл-сипет енчен тӗслӗх кӑтартмалла, ют чӗлхесене пӗлмелле пулнӑ. Пӳлӗм надзирателӗсем воспитанниксемпе пӗрле апатланнӑ, воспитанниксем ҫывӑракан пӳлӗмсенче черетпе ҫӗр каҫнӑ, классенче занятисене ҫӳренӗ, уроксем тӑвас енӗпе пулӑшнӑ, тасалӑха сӑнанӑ. Воспитатанниксене сӑнанин тӗллев ӗҫре тата калаҫура тӑвакан йӑнӑшсене тӳрлетесси пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗренекенсем тыткаларӑшӗпе вырӑс дворянинӗн нормисемпе килӗшсе тӑмалла пулнӑ.

Класс ертӳлӗхӗн институчӗн малалли улшӑнӑвне 1864 ҫулхи устав палӑртнӑ, вӑл — класс вӗрентӳҫисен, хӗрарӑмсен гимназисенче класс майрисен институтне кӗртнӗ. Класс вӗрентекенӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ сӑнасси мар (ку функци класс наставникӗн пулӑшуҫине куҫнӑ), воспитани парасси пулса тӑнӑ[1].

undefined

1930 ҫулта Совет Союзӗнче класс ушкӑнҫин должноҫне кӗртнӗ. Унччен ушкӑнсенче воспитани ӗҫне учительсем пурнӑҫланӑ. Совет Союзӗнче Правительство йышӑнӑвӗпе класс ертӳҫин должнӑҫне 1934 ҫулта кӗртнӗ. Класс ертӳҫине кӗртесси ҫинчен тепӗр хутчен Правительство йышӑннӑ документ 1960 ҫултан вӑя кӗнӗ. Малалла Вӗренӳ министерствин класс ертӳлӗхӗпе ҫыхӑннӑ докуменчӗсене 1975 ҫулхи методика ҫырӑвӗнче, унтан 2001 ҫулти документра курма пулать. 1990-мӗш ҫулсенче пионерипе(выр.)чăв. комсомол организацийӗсене пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн класс ертӳҫин функционалне чылай чухне ҫухатнӑ. Хальхи Раҫҫейре класс ертӳҫи ачасемпе предметниксене, шкулпа ашшӗ-амӑшне, ачапа таврари пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫыхӑнтаракан шутланать[2].

Европӑри ҫӗршывсенче класс ертӳлӗхӗн институчӗ ҫакӑн евӗрлех аталаннӑ. Германире (ним. Klassenlehrer), Францире (фр. professeur principal), Скандинави ҫӗршывӗсенче (шв. Klasslärare) класс ертӳҫисем нумай чухне Раҫҫейри пек функцисенех пурнӑҫлаҫҫӗ. АПШра класс ертӳҫисем (акăл. homeroom teacher) пуҫламӑш шкулта кӑна пур, малалла класс ертӳҫин тивӗҫӗсене кашни вӗренекене ҫирӗплетнӗ кураторсем хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Вӗсем вӗренекенсене предметсене суйлассипе, расписанипе, профориентаципе, аслӑ шкулсене кӗрессипе рекомендаци параҫҫӗ[3]. Аслӑ Британире кашни вӗренекен ҫумне вӗрентӳре, спортра тата шкул пурнӑҫӗнчи ытти вырӑнсенче унӑн ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса тӑракан учитель (акăл. tutor) лартнӑ[4].

Тивӗҫӗсем

Коджаспирова Г. М. тата Коджаспиров А. Ю. редакцийӗпе тухнӑ педагогика словарӗнче класс ертӳҫи (воспитатель) — педагогика ӗҫченӗ, унӑн должнӑҫри тивӗҫӗсене ача-пӑчана уйрӑм аталанма тата харпӑр хӑй евӗрлӗхне йӗркелеме лайӑх условисем туса пама пулӑшасси, ӑна пӑхса ӳстермелли тытӑма кирлӗ тӳрлетӳсем кӗртесси, татса пама пулӑшасси, пӗр-пӗринпе, вӗрентекенсемпе, ашшӗ-амӑшӗпе, класс коллективӗпе хутшӑннӑ чухне ачасен сиксе тухакан йывӑрлӑхӗсене татса парасси, воспитани парасси кӗрет[5].

Рожков М. И. хатӗрленӗ «Класс ертӳҫине» пособире ҫакӑн пек ӑнлантарни илсе кӑтартнӑ: класс ертӳҫи — шкул педагогӗ, ача-пӑча пурнӑҫне йӗркелекенӗн, ҫынсен хушшинчи хутшӑнусен корректорӗн тата шкул пурнӑҫӗнчи йывӑр ӗҫлӗ тата психологи коллизийӗсенче хӑйӗн класӗн воспитанникӗсене хӳтӗлекенӗн функцийӗсене пурнӑҫлать[6].

Класс ертӳҫин тивӗҫӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Класс коллективне йӗркелесси тата аталантарасси;
  • Харкамлӑха аталантарма, кашни вӗренекене хӑй тӗллӗн ҫирӗплетме, хӑйнеевӗрлӗхне сыхласа хӑварма тата унӑн вӑй-хӑватне уҫса пама лайӑх психологипе педагогика условийӗсем туса парасси;
  • Сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси;
  • Класс коллективӗн воспитани паракан ӗҫ-хӗлӗн тӗрлӗ енлӗ формисем урлӑ хутшӑнусен тытӑмне йӗркелесси;
  • Вӗренекенсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлесси;
  • Вӗренекенсемпе системӑлла ӗҫ-хӗл йӗркелесси;
  • Вӗренекенсем, вӗренекенсемпе ытти педагогсем хушшинчи хутшӑнусене гуманизацилесси;
  • Вӗренекенсенче кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата чунлӑх ориентирӗсене йӗркелесси;
  • Вӗренекенсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх ӗҫне йӗркелесси[7].
undefined

Тӗп ӗҫӗсем

Класс ертӳҫин конкретлӑ ӗҫӗсен шутне ҫаксем кӗртеҫҫӗ:

  • Вӗренекенсем ӗлкӗрсе пынине, вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине, ҫӳренине сӑнасси тата тишкересси;
  • Ашшӗ-амӑшӗсемпе хутшӑнасси — ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсене ирттересси;
  • Хирӗҫӳсене татса пама пулӑшасси, ҫак хирӗҫӳсене профилактика тӑвасси, ҫав шутра, психологсене, социаллӑ ӗҫченсене тата право хуралӗн органӗсене явӑҫтарса;
  • Класс сехечӗсем ирттересси, унта актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явасси, официаллӑ информаци ҫитересси, класс тулашӗнчи хастарлӑха палӑртасси;
  • Шкул тулашӗнчи мероприятисене ирттерме пулӑшасси — класпа экскурсисене, музейсене, театрсене ҫӳресси тата ытти те;
  • Документацие тытса пырасси, ку список педагог ӗҫлекен шкула кура уйрӑлса тӑма пултарать[8].

Раҫҫейре

Раҫҫей педагогӗсене класс ертӳҫинче ӗҫленӗшӗн уйӑхсерен тӳлеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин(выр.)чăв. йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2024 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 100 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсенче 10 пин тенкӗ, 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче — 5 пин тенкӗ[9].

undefined

2020 ҫултанпа ҫулсерен класс ертӳҫисен Пӗтӗм Раҫҫейри форумӗ иртет. Мероприятие Раҫҫей Федерацийӗн Ҫутӗҫ министерстви(выр.)чăв. Владимир Путин Президент хушнипе йӗркелет. Форум программине вӗрентӳ, дискусси тата культура пайӗсем кӗреҫҫӗ. Спикерсемпе экспертсем пулса паллӑ специалистсем хутшӑнаҫҫӗ. Педагогсене ку форум професси опычӗпе ылмашӑнма май парать[10].

Форум меморандумне, сӑмахран, ҫакӑн пек аспектсем кӗртнӗ:

  • Цифра пӗлӗвӗ — хальхи педагога кирлӗ компетенци;
  • Вӗрентӳ интернет-уҫлӑх тӗнчинчи ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ;
  • Хӑватлӑ воспитани — урок тулашӗнчи ӗҫ-хӗл резервӗ;
  • Класс сехечӗ — класс ертӳҫипе вӗренекенсен хутшӑнӑвӗн актуаллӑ форми;
  • Класс ертӳҫипе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвӗ — ачасене воспитани парас ӗҫӗн гаранчӗ[11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Е. В. Корябкина. Становление и развитие института классного руководства в России. cyberleninka.ru (2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ Матвиевская Т.Н. История института классного руководства (русский) // Восьмое измерение : газета. — 2021. — 1 октябрь (№ 35). — .
  3. ^ Система школьного образования в США. www.iqconsultancy.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ Роль тьютора в организации воспитательного процесса в школах Великобритании. 2konferentsia.ucoz.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Коджаспирова Г. М., Коджаспиров А.Ю. [https://irina-bateneva.ucoz.ru/books/kodzhaspirovy-pedagogicheskij_slovar.doc А.Ю. Педагогический словарь: Для студ. высш. и сред. пед. учеб. заведений.]. — Издательский центр «Академия», 2000. — С. 38 с.. — 176 с. с.
  6. ^ Классный руководитель (выр.). sh-vadinskaya-r66.gosweb.gosuslugi.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Об утверждении методических рекомендаций об осуществлении функций классного руководителя педагогическими работниками государственных общеобразовательных учреждений субъектов Российской Федерации и муниципальных ... (не нуждается в госрегистрации) от 03 февраля 2006 - docs.cntd.ru. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Классный руководитель в школе: кто это, зачем нужен, обязанности и права, роль в образовательном процессе. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ Правительство утвердило постановления об увеличении размера выплат за классное руководство и кураторство (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Стартует прием заявок на V Форум классных руководителей (выр.). Минпросвещения России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ Форум классных руководителей(паллӑ мар). Форум классных руководителей. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Классному руководителю: учеб.-метод. пособие / ред. М. И. Рожков. — Москва: Владос, 1999. — 280 с. — ISBN 5-691-00370-4.