Вӗренӳ ҫулӗ
Ӑнлантарни
«Вӗренӳ ҫулӗ» ӑнлавпа ҫулталӑк тӑсӑлакан вӗренӳ процесне палӑртаҫҫӗ.
Вӗренӳ ҫулне календарьти пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пыракан ҫулсемпе палӑртасси йӑлана кӗнӗ. Сӑмахран, «2025/2026 вӗренӳ ҫулӗ»[2].
Вӗренӳ ҫулӗн тӑсӑмӗ
Вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тата вӗҫленӗвӗ тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тапхӑра ҫӗршыв саккунӗсенче ҫирӗплетнӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вӗренӳ заведенийӗсене вӗренӳ ҫулне пуҫламалли тата занятисене вӗҫленмелли тӗп-тӗрӗс куна хӑй тӗллӗн палӑртма ирӗк панӑ[3].
Европӑри патшалӑхсенче вӗренӳ процесӗ ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче пуҫланать те ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче вӗҫленет. Сӑмахран, ҫурла уйӑхӗн варринче Данире, Финляндире, Швецире, авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче — Австрире, Францире, Испанире, Италире шкулсем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Германипе Швейцарире региона кура вӗренӳ ҫулӗ ҫурла уйӑхӗн варринче те, авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче те пуҫланма пултарать[3][4].
АПШпа Канадӑра пӗр стандарт ҫук. Пуҫламӑшӗпе вӗҫленӗвне штат/провинци саккунӗсемпе палӑртаҫҫӗ, анчах вӗренӳ заведенийӗсенчи занятисем кӗркунне пуҫламӑшӗнче пуҫланса ҫу пуҫламӑшӗнче вӗҫленеҫҫӗ[3].
Латинла Америка ҫӗршывӗсенче пӗрремӗш вӗренӳ кунӗ нарӑс (Аргентина, Бразили, Коста-Рика(выр.)чăв.) пуҫламӑшне тивет. Чилире вӗренӳ ҫулӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать, Кубӑра тата Мексикӑра — авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче.
Австралипе Ҫӗнӗ Зеландире ачасем кӑрлач вӗҫӗнче — нарӑс уйӑхӗнче вӗренме тытӑнаҫҫӗ[3].
Африка патшалӑхӗсенче вӗренӳ календарӗсем тӗрлӗрен. Сӑмахран, ЮАРпа Танзанире вӗренӳ ҫулӗ кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланать, Суданра — пуш уйӑхӗнче, Алжирта, Тунисра, Египетра, Мароккора, Эфиопире, Сомалире(выр.)чăв., Нигерире — авӑн уйӑхӗнче.
Азире те пӗр евӗрлӗх ҫук. Тӗслӗхрен, вӗренӳ процесӗ Китайра, Монголире, Казахстанра, Кӑркӑсстанра, Таджикистанра, Туркменистанра авӑнӑн 1-мӗшӗнче , Сингапурта — кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, Кӑнтӑр Корейӑра(выр.)чăв. — пушӑн пӗрремӗш кунӗсенче, КНДР-та(выр.)чăв. — ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Таиландра — ҫу уйӑхӗнче , Филиппинра — ҫӗртме уйӑхӗнче, Индире, Непалта утӑ уйӑхӗнче пуҫланаҫҫӗ тата ыт[3].
Раҫҫейре
Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе шкулӑн пӗр класӗнче, аслӑ(выр.)чăв. е ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗн(выр.)чăв. пӗр курсӗнче пырать.
Раҫҫейре куҫӑн майпа вӗренмелли вӗренӳ ҫулӗ авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланать, ӑна «Пӗлӳ кунӗ» теҫҫӗ. Анчах та вӗренӳ учрежденийӗн йышӑнӑвӗпе вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарма пултараҫҫӗ, анчах та икӗ уйӑхран ытла мар[5].
Куҫӑн-куҫӑн мар тата куҫӑн мар вӗрентӳ формисен вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине вӗрентӳ организацийӗ палӑртать.
Вӗренӳ ҫулӗ вӗренӳ учрежденийӗ ҫирӗплетекен вӗренӳ планӗпе килӗшӳллӗн вӗҫленет[1]. Шкултан вӗренсе тухакан классенче вӗренӳ процесне пӗтӗмлетӳ аттестацийӗпе вӗҫлеҫҫӗ[6].
Вӗрентӳ тапхӑрӗсем
Шкулсенче
«Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗрентӳ ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн[7] шкулсем вӗрентӳ циклӗсене — чӗрӗксемпе, триместрсемпе е биместрсемпе вӗрентессине — хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултараҫҫӗ[8]. Вӗренӳ ҫулне пайламалли мелсем тӗнчери ытти ҫӗршывсенче те ҫавнашкалах[9].
Чӗрӗксем
Чӗрӗксемлӗ тытӑм вӗренӳ ҫулне тӑватӑ пая пайлать[10]:
- пӗрремӗш чӗрӗк — авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен;
- иккӗмӗш чӗрӗк — чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа раштав вӗҫӗччен;
- виҫҫӗмӗш чӗрӗк — кӑрлачран пуш уйӑхӗ вӗҫлениччен;
- тӑваттӑмӗш чӗрӗк — ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен.
Чӗрӗксемлӗ тытӑмпа усӑ курсан шкул ачисем каникула ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен каяҫҫӗ[8].
Триместрсем
Триместр (модуль) тытӑмӗнче вӗренӳ ҫулӗ модульсем ҫине «5 + 1» принциппа пайланать: пилӗк вӗренӳ эрни хыҫҫӑн каникул эрни пулать[10].
Биместрсем
Вӗренӳ ҫулӗ ҫичшер эрнеллӗ пилӗк вӗренӳ тапхӑрне (биместрсене) пайланать, вӗсен хушшинче — икшер эрнешер каникулӑн пилӗк тапхӑрӗ . Улттӑмӗш биместр — икӗ уйӑха тӑсӑлакан ҫуллахи каникул[8].
Колледжсемпе аслӑ шкулсенче
Ятарлӑ вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренӳ процесне виҫекен единица семестр (француз чӗлхинчен фр. semestre, унта латин чӗлхинчен лат. sēmestris (*secsmestris) кӗнӗ, «ултӑ уйӑхлӑх») шутланать. Пӗтӗмӗшле пӗр семестр вӑл — ҫур ҫул. Вӗренӳ тапхӑрӗ вӗҫленсен экзамен сессине(выр.)чăв. палӑртаҫҫӗ.
Каникул
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Вопрос: Что такое календарный год, что такое учебный год? Корректно ли говорить о "полугодиях" учебного года применительно к временным периодам с сентября по декабрь и с января по август и издавать приказы о выплате стипендий учащимся в соответствии с указанными временными рамками? (ответ службы Правового консалтинга ГАРАНТ, декабрь 2013 г.). base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сфера образования — документация. docs.istina.msu.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 По школьному календарю: когда начинается учебный год в разных странах(паллӑ мар). Forbes.ru (3 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Как устроен учебный год в разных странах мира: где-то начинается в январе, а где-то летние каникулы – всего месяц (2022-08-31). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Учебный год начинается 1 сентября \ 2025-2024-2023 год \ Акты, образцы, формы, договоры \ КонсультантПлюс. www.consultant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Статья 59. Итоговая аттестация \ КонсультантПлюс(паллӑ мар). www.consultant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Статья 28. Компетенция, права, обязанности и ответственность образовательной организации \ КонсультантПлюс(паллӑ мар). www.consultant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Ирина Кочковая. Триместры, четверти, модули, биместры в школе. В чем различие? (2022-08-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Как устроены школы в разных странах мира (2017-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Школьные каникулы 2025/2026. Расписание по четвертям и триместрам (2025-08-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Семестр: что это такое, сколько месяцев длится в учебном году в колледже, ВУЗе | Университет Синергия. synergy.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.