Крешшĕнсем

Крешшĕнсем (тут. керәшеннәр, керәшен татарлары, выр. кряшены) — Атăлпа Урал хушшинчи тутарсен йышĕнчи тĕнпе, çавна май йăла-йĕркепе те, уйрăлса тăракан этноконфесси ушкăнĕ, православие тытса пыраççĕ, ытларах Тутарстанра, кăштах Удмурти Республикинче, Пушкӑрт Республикинче тата Челепи облаҫӗнче пысăк ушкăнсемпе пурăнаççĕ.

Асăрхаттару: анлăрах пĕлтерĕшпе чăваш чĕлхинче крешшĕн тесе тĕне кĕнĕ хуть те мĕнле çынсене те калаççĕ.

Нагайбаксем те хăйсене крешшĕнсем теççĕ[5].

Крешшĕнсем епле пулса кайни

undefined
undefined

Йышĕ тата вырнаçни

2002 çулхи Раççейри халăх çыравĕпе 24668 кряшен шутланнă. Вĕсенчен чылайрахăшĕ (18760 çын) Тутарстанра пурăннă. Кряшенсем çаплах нумай йышпа Пушкăрт Республикинче (4510 çын) тата Удмурт Республикинче (650 çын) вырнаçнă.

Тапăл 1. Тутарстанри кряшен халăх йышĕ, Пĕтĕм Раççейри 2002 çулхи халăх çыравĕпе
Хула/район Йышĕ, çын Хула/район халăх йышĕн пайĕ, %
Хусан çумĕнчи ялсемпе 2123 0,2
Азнакай 4 0,0
Элмет çумĕнчи ялсемпе 185 0,1
Павлă 1 0,0
Пĕкĕлме 8 0,0
Пăва 3 0,0
Алапӳ 1197 1,7
г. Зай çумĕнчи ялсем 91 0,2
Ешĕл Улăх 26 0,0
Лениногорск 2 0,0
Чаллă çумĕнчи ялсемпе 3439 0,8
Нижнекамск 3277 1,5
Нурлат -
Чистай 258 0,4
Агрыз районĕ 8 0,0
Азнакай районĕ 1 0,0
Аксу районĕ -
Актанăш районĕ -
Алекееевский район 47 0,2
Алькеевский районĕ -
Элмет районĕ 523 1,4
Апаст районĕ -
Арча районĕ 7 0,0
Атна районĕ 6 0,0
Павлă районĕ -
Балтасинский район 161 0,5
Пĕкĕлме районĕ -
Пăва районĕ -
Верхнеуслонекий район 16 0,1
Высокогорский район 17 0,0
Çĕпрел районĕ -
Алапӳ районĕ 262 2,4
Зай районĕ 86 0,5
Ешĕл Улăх районĕ 43 0,1
Кайпăч районĕ 5 0,0
Кама-Устье районĕ 2 0,0
Кукмăр районĕ 1087 2,0
Лайăш районĕ 21 0,1
Лениногорск районĕ 111 0,5
Маматăш районĕ 1891 3,9
Менделеев районĕ 652 2,1
Мензели районĕ 56 0,2
Муслюм районĕ 3 0,0
Анат Кама районĕ 954 2,5
Çĕнĕ Шĕшме районĕ 6 0,0
Нурлат районĕ 69 0,2
Пестречинский район 283 1,0
Рыбно-Слободский район 113 0,4
Сабин районĕ 26 0,1
Сарман районĕ 343 0,9
Сăпас районĕ 1 0,0
Теччĕ районĕ -
Тукай районĕ 658 2,2
Тюлячинский район 15 0,1
Çарăмсан районĕ -
Чистай районĕ 151 0,7
Ютазинский район 12 0,1

Кряшенсен антропологи тĕсĕсем

Чĕлхе тата алфавит

Чĕлхепе кряшенсене тăватă ушкăна уйăраççĕ:

  1. Анат Камаçум кряшен пуплевĕ;
  2. хусан лешьен кряшен пуплевĕ;
  3. чистай кряшен пуплевĕ;
  4. молькей кряшен пуплевĕ.

Пичетпе литература

Хаçатсем

  • «Сугыш хабарляре» (Военные известия; 1915—1917. Редактор — П. П. Глезденев)
  • «Дус» (Друг; нарăс, 1916—1918. Редактор — С. М. Матвеев)
  • «Кряшен газеты» (Кряшенская газета; кăрлач, 1917 — утă, 1918. Редактор — Н. Н. Егоров)
  • «Алга таба» (Вперёд; кăрлач—ака, 1919. Редактор — М. И. Зубков)
  • «Кызыл алям» (Хĕрлĕ ялав; юпа, 1919 — кăрлач, 1921)
  • «Киняш» (Совет; авăн, 1922 — раштав, 1929)[6].

Журналсем

  • «Иген игуче» («Хлебороб») (çĕртме-утă 1918).
  • «Белемнек» («Знание») (авăн, 1921 — кăрлач, 1922).
  • «Туганайлар» («Братья»).

Илемлĕ литература

XIX ӗмӗрти чи паллă сăвăçĕ — Яков Емельянов, халăхра ăна «Якку юрăç» тенĕ. Сăвă хайлама вăл Хусанти тĕп кряшен-тутар шкулĕнче вĕреннĕ чухнех пуçланă. Поэт икĕ сăвă пуххине хатĕрленĕ, вĕсене «Стихи на крещёно-татарском языке. Дьякон Я. Емельянов стихлары» ятпа 1879 çулта пичетленĕ. Çаплах Давид Григорьев (Саврушевский), Дарҗия Аппакова, Н. Филиппов, А. Григорьев, В. Чернов, Гаврила Беляев çыравçăсем пулнă.

Культура

Этнографсем палăртнипе, чĕлхе тата этеплĕх йалипе пиллек этнографи ушкăна уйăраççĕ:

Çавăн пекех