Лёнкин Александр Николаевич
Лёнкин Александр Николаевич (1916 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Карагуж, Пукрав вулӑсӗ, Бийск уесӗ, Томск кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1964 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Куславкка, Чӑваш АССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1][2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1916 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫей Империйӗн Томск кӗпӗрнин Бийск уесӗнчи Пукрав вулӑсӗн Карагуж ялӗнче (каярах Алтай крайӗн Старобардин (халӗ — Красногорск) районне кӗрет), хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс[3].
1924 ҫулта шкула кайнӑ. 1927 ҫулта Лёнкинсен ҫемйи Туҫи-Алтайск хулине пурӑнма куҫнӑ, унта Саша 1932 ҫулта Ойрот-Тура вӑтам шкулӗнче 7 класс вӗренсе пӗтерет те сӗт-ҫу промышленноҫӗн техникумӗнче малалла вӗренет.
1933—1935 ҫулсенче ылтӑн кӑларакан приискра ӗҫленӗ. Унтан Ойрот-Тура ялне таврӑннӑ, вырӑнти райвӑрманхуҫалӑхӗн бухгалтерӗ пулнӑ.
1937—1939 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ҫар хӗсметне рядовой боец, кайран кавалери эскадронӗнче сержант пулса иртнӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине утлӑ ҫарта пуҫланӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чернигов таврашӗнче Лёнкин боецсен ушкӑнӗпе пӗрле унка лекнӗ. Юпа уйӑхӗнче фронт линийӗ еннелле кайнӑ май, Рыльск ҫывӑхӗнчи Спадщан вӑрманӗнче С. А. Ковпак ертсе пыракан Путивль отрячӗн партизанӗсемпе тӗл пулнӑ, ӑна отряда разведчик-юланутҫӑ пулса илнӗ. Кунта вӑл Брянск вӑрманӗсене, Сылтӑм ҫыранри Украинӑна, Карпат тӑвӗсем ҫине, Польшӑна, Чехословакие рейдсемпе ҫӳренӗ. 1945 ҫултанпа ВКП (б) /КПСС пайташӗ.
1947 ҫулта саппаса кӑларнӑ. Мускаври вӑрман промышленноҫӗн ӗҫченӗсен квалификацине ӳстерекен института вӗренме кӗнӗ, 1952 ҫулта вӗренсе тухнӑ[3].
1954—1957 ҫулсенче Мари АССРӗн Медведев вӑрманпромхуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.
1961—1964 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Куславкка хулинчи Куславккари ҫурт-йӗр тӑвакан савутӑн директорӗнче ӗҫленӗ.
1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вар-хырӑм ракӗпе вилнӗ. Куславкка хулинче пытарнӑ.
Ҫемье
Куславккара унӑн арӑмӗ — Клавдия Порфирьевна, хӗрӗ Татьяна, Юрий тата Дмитрий ывӑлӗсем юлнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Указӗпе Александр Николаевич Лёнкина нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне (4328 №) тивӗҫнӗ.
- Ленин орденӗ,
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
- медальсем, ҫав шутра
- «Паттӑрлӑхшӑн» медаль,
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑваш Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль,
- «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин партизанне» медалӗн 1-мӗш степенӗ.
Астӑвӑм
- Куславккари тата Туҫи-Алтайскри урамӗсене Паттӑр ятне панӑ[4].
- А. Н. Лёнкин ячӗпе 1974—1991 ҫулсенче Новосибирск хулинчи 41-мӗш вӑтам шкулӑн пионер дружини хисепленнӗ. Ҫак шкулта паян та Александр Лёнкин ячӗллӗ Ҫӗпӗр партизанӗсен ҫар мухтавӗн музейӗ ӗҫлет.
- Путивль (Сумы облаҫӗ) хули патӗнчи Спадщан вӑрманӗнче Паттӑрсен аллейинче А. Н. Лёнкин бюстне вырнаҫтарнӑ[5].
- Чӑваш Республикин Куславкка хулинчи Культура ҫурчӗ ҫумӗнче А. Н. Лёнкин бюстне вырнаҫтарнӑ. Маларах вӑл Александр Николаевич ӗҫленӗ «Хисеп Палли» орденлӗ Куславкка автофургонсен комбиначӗн (унчченхи ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат) территорийӗнче пулнӑ[6].
- Александр Лёнкин Леонид Коробов ҫыравҫӑн «Малая земля» кӗнекин тӗп геройӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ, партизансен чапа тухнӑ командирӗ С. А. Ковпак та «Путивильрен Карпата ҫити» кӗнекинче ун ҫинчен ырӑ сӑмахсем каланӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Петр Вершигора «Люди с чистой совестью» кӗнекинче, ҫавӑн пекехх Давид Бакрадзе «Кровью героев» кӗнекинче, Иван Бережный «Записки разведчика» аса илӗвӗнче А. Н. Лёнкин пирки сахал мар ҫырнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Наши земляки - Герои Советского Союза / Сост.: Н. М. Мурышкин, М. В. Румянцев, П. Т. Трофимов. — Чувашкнигоиздат, 1964. — 302 с. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ ЧЭ. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Герои Советского Союза : Краткий биографический словарь в двух томах / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 / Абаев — Любичев. — С. 862. — 911 с., с портр. с.
- ^ В их честь названы улицы — Александр Николаевич Ленкин , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ Бюст в Спадщанском лесу , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ.
- ^ Состоялось открытие памятника Герою Советского Союза А.Н.Ленкину (06.05.2010). 2014 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- И. Бережной. Путь через войну.
- Ленкин Александр Николаевич (1916—1964).
- Атлашкина, Т. Герой ячӗ вилӗмсӗр / Т. Атлашкина // Ялав (Куславкка районӗ). — 2017. — 12 ҫу/май. — С. 2.
- Васильева, Л. Таса чун-чӗреллӗ ҫын : [Совет Союзӗн Геройӗ Александр Ленкин ҫинчен] / Л. Васильева // Ялав (Куславкка районӗ). — 2017. — 13 кӑрлач. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Хӑюллӑ герой, легендарлӑ разведчик : [Совет Союзӗн Геройӗ Александр Ленкин ҫинчен] // Ялав (Куславкка районӗ). — 2016. — 20 раштав. — С. 1.
- Бочкарева, Г. Герои не умирают / Г. Бочкарева // Молодой коммунист. — 1965. — 4 авг.
- Гордость козловчан // Знамя (Козлов. р-н). — 2010. — 7 мая. — С. 4, 5.
- Ксенофонтов, Г. Н. Лёнкин Александр Николаевич / Г. Н. Ксенофонтов // Энциклопедия Козловского района. — Чебоксары, 2014. — С. 245-246.
- Михайлов, В. М. Лёнкин Александр Николаевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 434.
- Мужественный Герой и легендарный разведчик // Знамя (Козлов. р-н). — 2016. — 24 дек. — С. 3 : фот.
- Николаева, Н. Нам памятны свои герои / Н. Николаева ; фот. В. Константинова // Знамя (Козл. р-н). — 2010. — 7 мая. — С. 1 : фот.
- Стуриков, Н. Партизанская тетрадь / Н. Стуриков // Молодой коммунист. — 1978. — 4, 6, 9 мая.
- Тихонова, Н. Александр Николаевич Ленкин : [о Герое Советского Союза] / Н. Тихонова // Знамя (Козлов. р-н). — 2020. — 13 марта (№ 10). — С. 3 : фот.
- Тутченко, С. Мост / С. Тутченко // Молодой коммунист. — 1965. — 25, 27 окт.
Каҫӑсем
- Наследие Чувашии
- Герои страны
- Чувашская энциклопедия
- https://yalav.ru/gazeta/1979-aleksandr-nikolaevich-lenkin?ysclid=m53tjnxf6k880444162
- http://www.gasi.archives21.ru/Press-centr/2021/12/25/Putj_razvedchika
- https://www.musey-anohina.ru/index.php/yubilei/item/486-100-let-so-dnya-rozhdeniya-geroya-sovetskogo-soyuza-a-n-lenkina?ysclid=m53tmlfukc810642761