М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ
М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ (МПУ) — ертсе пыракан Раҫҫейри пысӑк аслă вӗренӳ шкулĕ, тăван çĕршывăн ӑслӑлӑхпа культура центрĕ, Раççейĕн авалхи университечӗсенчен пĕрри.
Университет паян
2008 çулта МПУ Тĕнчери университетсен академи рейтингĕнче 70-мĕш вырăна хăпарать. Times Higher Education тĕнче рейтингĕпе килĕшӳллĕ, 2009 çулта МПУ тĕнчери университетсен йышĕнче 155-мĕш вырăа йышăнать[1].
Мускав Университечĕ çурални, аталанни
Мускав Университетне 1755 çулта никĕслени
Университета Елизавета патша хушнипе 1775 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче М. В. Ломоносовпа И. И. Шувалов граф тăрăшнипе никĕсленĕ. Татьяна кунӗ (кăрлачăн 25-мĕшĕ) МПУ çуралнă кунĕ шутланать.
Мускав Университечĕ XVIII ĕмĕрте
XVIII çĕрçуллăхра университет йышĕнче виç факультет: философи факультечĕ, медицина факультечĕ тата право факультечĕ пулнă. 1812 çулта университет çумĕнче пулас студентсене хатĕрлеме колледж уçнă. 1779 çулта Михаил Херасков Ырă кăмăл пансиона уçать, ăна 1830 çулта гимнази тăваççĕ. Университет прессине Николай Иванович Новиков 1780-мĕш çулсенче йĕркелет. Университетре Раççей империн халăх чи кăмăллакан хаçат — Московские ведомости пичетленсе тухать.
Мускав Университечĕ XX ĕмĕрте
Университет кампусĕ
МПУ Тĕп çурчĕ
1940 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче университета М. В. Ломоносов ятне панă. Университет уйрăмĕсем Севастопольте, Казахстанра, Пущинăра, Черноголовкăра вырнаçнă. МПУн ăслăлах вулавăшĕ — Раççейри чи пысăк вулавăшсенчен пĕри.
Пĕлӳ илнĕ паллă çынсем
Университетрен вĕренсе тухнă çынсем хушшинче Нобель премийӗ, Филдс парни лауреачĕсем, паллă политиксем, çав шутра патшалăх ертӳçисем пур.
Вĕренсе тухайманнисем
- Бальмонт Константин Дмитриевич (1886 çулта кăларса янă — студентсен хумханăвĕсене хутшăннăшăн).
- Белинский Виссарион Григорьевич (1832 çулта «пултарулăх начаррипе» тата «хавшак сывлăха» пула кăларса янă).
- Буковский Владимир Константинович (1961 çулта коммунистсене хирĕç ĕç-хĕлшĕн).
- Бухарин Николай Иванович (1911 çулта революци ĕç-пуçне хутшăннăшăн).
- Волошин Максимилиан Александрович (исключён за подстрекательство к беспорядкам).
- Королёва Лидия Георгиевна (университетран 1937 çулта тухса кайнă).
- Лебедев Артемий Андреевич (университетран 1992 çулта, икĕ курс вĕренсе çитеймесĕр тухса кайнă)
- Лермонтов Михаил Юрьевич (1832 çулта, икĕ курс вĕренсе пĕтерсен тухса кайнă).
- Островский Александр Николаевич (1843 çулта тухса каять).
Университет çумĕнче ĕçлеççĕ:
- Д. Н. Анучин ячĕллĕ ăслăхпа тĕпчев институчĕ тата антропологи музейĕ
- Çĕр вĕрентĕвĕн ăслăхпа тĕпчев музейĕ
- Зоологи ăслăхĕпе тĕпчев музейĕ
- МПУ историйĕн музейĕ
- Чи ватă Ботаника сачĕ
- МПУ архивĕ
1992 çулта МПУ ректор ĕç вырăнне В. А. Садовничий академик йышăнать.
Факультетсем
- Механикăпа математика факультечĕ.
- Шутлав математикипе кибернетика факультечĕ
- Физика факультечĕ.
- Хими факультечĕ.
- Материалсем çинчен вĕрентекен ăслăлăхсен факультечĕ.
- Биологи факультечĕ.
- Медицина никĕсĕн факультечĕ.
- Биоинженерипе биоинформатика факультечĕ.
- Тăпра пĕлĕвĕн факультечĕ
- Геологи факультечĕ.
- Географи факультечĕ.
- Истори факультечĕ.
- Филологи факультечĕ.
- Аслă пĕлӳ илме хатĕрлекен факультечĕ
- Философи факультечĕ.
- Экономика факультечĕ.
- Юридици факультечĕ.
- Журналистика факультечĕ
- Психологи факультечĕ.
- Азипе Африкăри патшалăхсен институчĕ.
- Социологи факультечĕ.
- Ют çĕршыв чĕлхисен факультечĕ.
- Бизнесăн аслă шкулĕ.
- Мускав экономика шкулĕ
- Тĕнчери мăн улшăнусен факультечĕ.
- Мускав университечĕн Хура Тинĕс хĕрринчи уйрăмĕ. (Севастополь хулинче)
- Мускав университечĕн Казахстанри уйрăмĕ. (Астана хулинче)
- МПУн ятарлă вĕренӳпе ăслăлăх тĕпĕ.
- Тĕнче политикин факультечĕ.
- Пĕлӳ ӳстермелли факультет.
- Тăлмачсен аслă шкулĕ (факультечĕ)
- Патшалăх тытăмĕн факультечĕ.
- Патшалăх ĕçĕсене туса пыма вĕрентекен аслă шкул (факультет)
- Ӳнер факультечĕ.
- Университетăн Черноголовка хулари Мускав тулашĕнчи уйрăмĕ.
- Университетăн Пущино хулари Мускав тулашĕнчи уйрăмĕ.
1946-1951 çулсем хушшинче Мускав тулашĕнчи Долгопрудный хулинче МПУн физикăпа техника факультечĕ ĕçленĕ. Халĕ вăл — Мускаври физикăпа техника институчĕ (Патшалăх Университечĕ) ятлă.
Институтсем
- Д. В. Скобельцын ячĕллĕ ядерлă физика ăслăх-тĕпчев институчĕ 2007 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ăслăх-тĕпчев механика институчĕ
- Государственный астрономический институт им. П. К. Штернберга
- А. Н. Белозерский ячĕллĕ физикăпа хими биологин ăслăх-тĕпчев институчĕ 2010 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Научно-исследовательский вычислительный центр [1]
- H. Н. Боголюбов ячĕллĕ микромирăн теори ыйтăвĕсен институчĕ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăткăс системăсен математика тĕпчев институчĕ
- Ăслăх-тĕпчев институчĕпе Д. Н. Анучин ячĕллĕ антропологи музейĕ
- Экологи тăпра тĕпчев институчĕ
- Институт мировой культуры
- Вырăс-герман ăслăхпа этеплĕх институчĕ
- Хыпар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсен институчĕ
МПУ ректорĕсем
- Логунов Анатолий Алексеевич, — физик-теоретик, академик.
- Садовничий Виктор Антонович, — математик, академик.
Университета вĕренсе пĕтернĕ чăваш çыннисем
- Ильин Виктор Алексеевич, - политик, паллă адвокат
Çав. пекех
- Мускав университечĕн ректорĕсемпе директорĕсем
- М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ тытăмĕ
- Университетский — Татьяна (МПУ 250 çуллăхĕ тĕлне космоса хăпартнă вĕрентӳ спутникĕ)
- Мускав патшалăх М. В. Ломоно́сов ячĕллĕ университечĕн Ташкент филиалĕ
- Чĕмпĕр патшалăх университечĕ (малтан МПУ филиалĕ)
- Иккĕмĕш Мускав патшалăх университечĕ
Вуламалли
А.А.Васькин, М.Г.Гольдштадт. . — Мускав: Спутник +. — 69 с. — ISBN 978-5-93406-770-1.
А.А. Васькин, Ю.И. Назаренко. . — Мускав: Спутник +, 2009. — 236 с. — ISBN 978-5-9973-0900-6.
Ӑнлантарусем
- ^ 2009 World University Rankings 2010 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- МПУ сайчĕ
- МПУ хыпарĕсем
- Канал МГУ на YouTube
- История МГУ XVIII — начала XX веков
(Сообщество МГУ в Живом Журнале)- MSU news — МПУ пирки вики-ресурс
| Ку вĕренӳ шкулĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |