Мадхья-Прадеш

Мадхья-Прадеш (хинди मध्य प्रदेश, «Тӗп регион»; акăл. Madhya Pradesh) — Индири штат, ҫӗршыв варринче вырнаҫнӑ. Халӑх йышӗ — 72 597 565 ҫын (ҫӗршывра 6-мӗш вырӑн йышӑнать). Тӗп хули — Бхопал.

Ытти пысӑк хулисем — Гвалиор, Индаур, Джабалпур. Тӗп чӗлхе — хинди.

Географи

undefined

Штат лаптӑкӗ — 308 000 км² (ҫӗршывра ку тӗлӗшпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать), 2000 ҫулта штат ҫӗрӗ ҫинче Чхаттисгарх штата йӗркеличчен вӑл ҫӗршывра лаптӑкӗпе чи пысӑк штат шутланнӑ. Анӑҫра Гуджарат, ҫурҫӗр-анӑҫра Раджастхан, ҫурҫӗр-тухӑҫра Уттар-Прадеш, тухӑҫра Чхаттисгарх, кӑнтӑрта Махараштра штатсемпе чикӗленсе тӑрать.

Штат Бенгали кӳлмекӗпе Арави тинӗсӗн шыв чиккинче вырнаҫнӑ. Пӗрремӗшӗн бассейнне Ганг, Маханади тата Годавари, иккӗмӗшӗн шутне Нармада тата Тапти юханшывсен юпписем кӗреҫҫӗ. Вӑрманлӑх виҫи 31 % танлашать.

Ҫанталӑк

Регион климачӗ тропиклӑ шутланать, ҫу вӑхӑчӗ кунта шӑрӑх та типӗ (ака — ҫӗртме), муссонсен тапхӑрӗ пур (утӑ — авӑн), хӗл вӑхӑтӗнче сулхӑн та типӗ ҫанталӑк тӑрать. Ҫулталӑк хушшинче ҫӑвакан юр-ҫумӑрӑн вӑтам виҫи 1370 мм яхӑн, тухӑҫран анӑҫ еннелле чакса пырать. Ҫапла вара кӑнтӑр-тухӑҫ енӗн чи хӗрринче ку кӑтарту 2150 мм ҫитет, ҫурҫӗр-анӑҫ енче вара 1000 мм сахалрах та пулма пултарать.

Тӑпра

Патшалӑхра тӗл пулакан тӗп тӑпра тӗсӗсем:

  • Хура тӑпра, ытларах Малва тӑрӑхӗнче, Махакошальте тата Бунделхандӑн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ;
  • Хӗрлӗ те сарӑ тӑпра, Багельханд тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ;
  • Аллювиаллӑ тӑпра, Ҫурҫӗр Мадхья-Прадешра тӗл пулать;
  • Латеритлӑ тӑпра, сӑртлӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ;
  • Хутӑш тӑпра, Гвалиор Чамбал регионӗн хӑш-пӗр пайӗсенче пур.

Флорӑпа фауна

undefined

Штатри вӑрмансем унӑн лаптӑкӗн 31 % яхӑн ҫӗрне йышӑнаҫҫӗ, флорӑн тӗп тӗсӗсен шутне тик, сал, инди лаурӗ (томентоза), хутаҫлӑ птерокарпус, галдина, босвелли, эмблика филлантусӗ, кӗпҫӗллӗ касси, катеху акацийӗ, улӑпла дендракаламус (бамбук тӗсӗ) тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Фаунӑна илес пулсан, кунта ҫак тӗссем пур: инди тигрӗ, гаур, аксис, инди замбарӗ, нильгау, инди ту качаки, мунтжак, барасинга, гиена, леопард, хӗрлӗ кашкӑр, тӑватӑ мӑйракаллӑ антилопа тата ыттисем те.

Штатра 9 наци паркӗ тата 25 заповедник пур, вӗсем пӗтӗмӗшле 10 862 км² лаптӑка йышӑнаҫҫӗ, ку вара Мадхья-Прадеш вӑрманӗсен лаптӑкӗнчен 11,4 % е штатӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗнчен 3,52 % пулать.

Наци паркӗсем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Канха: 940 км²
  • Бандхавгарх: 437 км²
  • Мадхав: 354 км²
  • Санджай: 467 км²
  • Ван Вихар: 4,45 км²
  • Панна: 543 км²
  • Сатпура: 524 км²
  • Пенч: 293 км²
  • Фоссил: 0,27 км²

Экологи

2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче штатри 1,5 миллион волонтер 12 сехет хушшинче Нармада юханшывӗ хӗрринче 66 миллион йывӑҫ лартнӑ.

Штат историйӗ

Нармада айлӑмӗн варринче, Хошангабадран 40 ҫухрӑмра, Нармада ятлӑ вырӑн пур, унта Homo erectus[1] (Narmada Skull Cap, вӑл Homo helmei евӗрлӗ те[2]) пуҫ купташки тупнӑ.

undefined

Сон юханшывӗн айлӑмӗнчи Дхаб (Dhaba locality) вырӑнӗнче 79,6 ± 3,2 пин ҫул каярахран пуҫласа 65,2 ± 3,1 пин ҫул каярах таран, ~74 пин ҫул каярахпа пулса иртнӗ Тоба вулкан вут-хӗм сирпӗтнӗ хыҫҫӑн та, Леваллуа чул индустрийӗ ним улшӑнмасӑр юлнӑ. Дхабӑри чул индустрийӗ Африкӑри чул хатӗрӗсен комплексӗсене, Аравинчисене, ҫавӑн пекех Австралин чи малтанхи артефакчӗсене аса илтерет. Леваллуа технологийӗ Дхабӑн 47,5 ± 2,0 пин ҫул каярахри вӑхӑтӑн E сийӗнчен ҫӳлерех тӗл пулмасть. 48 пин ҫул каярах вӑхӑтра Дхабӑра микролитлӑ технологипе усӑ курма тытӑннӑ. Дхабӑн 2-мӗшпе 3-мӗш лаптӑкӗсене ҫын тӗппипех йышӑннӑ тапхӑр 37 пин ҫул каялла пулса иртнӗ[3].

Пирӗн эрӑччен 321 ҫултанпа пирӗн эрӑччен 185 ҫулчен штатӑн хальхи территорийӗ Чандрагупта йӗркеленӗ Маурья импери шутне кӗнӗ. Штатӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче вырнаҫнӑ Удджайн хули империн пӗлтерӗшлӗ хулисенчен пӗри пулнӑ.

Пирӗн эрӑри IV—V ӗмӗрсенче ҫурҫӗр Индине ҫӗнӗрен пӗрлештернӗ — хальхинче Гуптсен влаҫӗ йӗркеленнӗ. XIIIXIV ӗмӗрсенче штатӑн ҫурҫӗр пайӗ хӑватлӑ Дели султанлӑхӗн аллинче пулнӑ пулин те, малалли тапхӑрта кунта феодаллӑ пайлану вӑхӑчӗ иртнӗ. XV ӗмӗр варринелле штатӑн хальхи территорийӗн ытларах пайӗ Малва султанлӑхӗн шутне кӗнӗ.

undefined

XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне штатӑн ытларах пайӗ гвалиор махараджипе гуджарат султанӗн аллинче пулнӑ. XVI ӗмӗр варринче ҫак ҫерсем Аслӑ Моголсен империн (Аслӑ Акбар вӑхӑтӗнче) йышне кӗнӗ. 1707 ҫулта Аурангзеб император вилнӗ хыҫҫӑн Моголсен витӗмӗ хавшама пуҫланӑ, вара штат маратха йӑхӗсен (хальхи Махараштра штачӗн тӗп халӑхӗ) аллине лекнӗ. Анчах та акӑлчансемпе маратхӑсен хушшинче иртнӗ виҫӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн влаҫ британсене куҫнӑ — штатӑн тӗп пайӗ Британи Индине кнеҫлӗх пек кӗнӗ.

1861 ҫулта штатӑн кӑнтӑр пайӗ Британи Индин Тӗп провинцисен шутне кӗнӗ.

Штат лаптӑкӗ Инди никама пӑхӑнми пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Аслӑ Британин Тӗп провинцийӗсен тата вырӑнти халӑхсен Макраипе Чхаттисгарх кнеҫлӗхӗсен ҫӗрӗсенчен йӗркеленӗ; штатӑн тӗп хули Нагпур пулса тӑнӑ. 1956 ҫулта, штатсене реорганизацилесси пирки калакан Актпа килӗшӳллӗн, Бхопал, Мадхья-Бхарат тата Виндхья-Прадеш штатсене Мадхья-Прадеш штат шутне кӗртнӗ, унӑн ҫӗнӗ тӗп хули Бхопал пулса тӑнӑ; ҫакӑнпа пӗрлех Нагпур тӗп хулаллӑ, маратха чӗлхиллӗ Видарбха региона Мадхья-Прадешран Бомбей штатне куҫарнӑ. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадешран Чхаттисгарх штата уйӑрса кӑларнӑ.

Административлӑ-территориллӗ пайланӑвӗ

Штат шутне 55 округ кӗрет:

  • Алираджпур (2008 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Ануппур (2002 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Ашокнагар (2008 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Балагхат
  • Барвани (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Бетул
  • Бурханпур (2003 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Бхинд
  • Бхопал (1973 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Видиша
  • Гвалиор
  • Гуна
  • Дамох (1950-мӗш ҫулсенче йӗркеленӗ)
  • Датия
  • Девас
  • Джабалпур
  • Джхабуа
  • Диндори (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Дхар
  • Индор
  • Катни (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Кхандва
  • Кхаргон
  • Мандла
  • Мандсаур
  • Морена
  • Нарсингхпур (1950-мӗш ҫулсенче йӗркеленӗ)
  • Нимуч (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Панна
  • Раджгарх
  • Райсен
  • Ратлам
  • Рева
  • Сагар
  • Сатна
  • Сеони (1950-мӗш ҫулсенче йӗркеленӗ)
  • Сехор
  • Сидхи
  • Синграули (2008 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Тикамгарх
  • Удджайн
  • Умария (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Харда (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Хошангабад
  • Чхатарпур
  • Чхиндвара
  • Шаджапур
  • Шахдол
  • Шеопур (1998 ҫулта йӗркеленӗ)
  • Шивпури


Халӑх йышӗ

undefined

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх штатра 72 597 565 ҫын пурӑнать.

Этникӑлла картинӑна байга, бхади, бхила, гонда, каул, корка, малто, мари, сахари йышши нумай тӗрлӗ йӑхсем йӗркелеҫҫӗ. Мӗнпур халӑхӑн 87,32 % яхӑн ҫын хинди чӗлхипе калаҫать; 4,93 % — бхили; 2,1 % — маратхи чӗлхипе; 1,97 % — урду; 1,53 % — гонди чӗлхипе.

2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн Мадхья-Прадешри хутла пӗлекенсен шайӗ 63,74 % шутланнӑ.

Халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1951 — 18 615 000 ҫын.
  • 1961 — 23 218 000 ҫын.
  • 1971 — 30 017 000 ҫын.
  • 1981 — 38 169 000 ҫын.
  • 1991 — 48 566 000 ҫын.
  • 2001 — 60 348 000 ҫын.
  • 2011 — 72 598 000 ҫын.

Пысӑк хуласем:

  • Индаур: 1 597 441 ҫын.
  • Бхопал: 1 433 875 ҫын.
  • Джабалпур: 951 469 ҫын.
  • Гвалиор: 826 919 ҫын.
  • Удджайн: 429 933 ҫын.
  • Сагар: 232 321 ҫын.


Тӗн

2000 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн халӑхӑн 91,1 % индуизм тӗнне тытса пырать; 6,4 % — ислам; 0,9 % — джайнизм; 0,3 % — христианлӑх; 0,3 % — буддизм. 2011 ҫулхи даннӑйсем ҫапла: халӑхӑн 90,9 % индуизм тӗнне тытса пырать; 6,6 % — ислам; 0,8 % — джайнизм; 0,3 % — христианлӑх; 0,3 % — буддизм, 0,2% — сикхсем.

Мадхья-Прадешра турра кӗлтумалли темиҫе вырӑн пур, вӗсен шутне Нармада ҫӑлкуҫӗ вырнаҫнӑ Амаркантак тата Омкарешвар гхати (ҫавӑн пекех Нармада хӗрринче вырнаҫнӑ) кӗреҫҫӗ. Храмсем мӗнпур штачӗпех вырнаҫнӑ. Буддизмпа джайнизм тахҫан штатра паллӑ вырӑн йышӑннӑ, уйрӑмах Райсенпа Бхопал ҫывӑхӗнчи вӑтам платора. Малвӑра халӗ те джайнсен пысӑк пайӗ пурӑнать. Джайнсем ытларах енӗпе Малва облаҫӗнчи хула центрӗсенче пурӑнаҫӗ.

Ислам XIV ӗмӗрте влаҫа алла мӑсӑльмансем илнӗ хыҫҫӑн сарӑлнӑ, анчах унӑн витӗмӗ малтан та халӗ те пысӑк хула центрӗсенче ҫеҫ сарӑлнӑ. Ислам Бхопалпа Бурханпурта тӗп тӗн шутланать.

Хальхи вӑхӑтра буддизм тӗнӗпе ытларах енӗпе кӑнтӑрти маратхӑсем пурӑнаҫҫӗ.

Ыйтӑма хутшӑннӑ ҫынсенчен ытти тӗнсене палӑртнисенчен нумайӑшӗ хӑйсене адиваси тӗнӗпе пурӑнакансем тесе хуравланӑ, сӑмахран, гондсен Коя Пунемӗ[4].

Политика

Мадхья-Прадеш штачӗн саккун хатӗрлекен пуху 230 вырӑнтан тӑрать. Штатран ҫавӑн пекех 40 ҫынна Инди парламентне суйласа яраҫҫӗ: ҫирӗм тӑххӑрӑшне аялти палатӑна, вунпӗрӗшне — ҫӳлти палатӑна.

Конституципе штат пуҫлӑхӗ кӗпӗрнаттӑр шутланать. Ӗҫ тӑвакан влаҫа тӗп министр пурнӑҫлать, вӑл ҫавӑн пекех штатӑн саккун хатӗрлекен пухӑвӗн ертӳҫин вырӑнне те йышӑнать.

2003 ҫултанпа влаҫа хӑйӗн аллинче Бхарати Джаната Парти тытса тӑрать, ун чухне, ассамблейӑна черетлӗ суйлав иртнӗ вӑхӑтра Ума Бхарти ертсе пынипе вӑл ҫӗнтерме пултарнӑ. Апла пулин те, каярахпа, темиҫе скандал пулса иртнӗ хыҫҫӑн тата партири кӗрешӗве пула, малтан Бхарти штатӑн тӗп министрӗн пуканне пушатнӑ, каярахпа ӑна БДП ретӗнчен те кӑларнӑ.

Хальхи вӑхӑтри кӗпӗрнаттӑр вырӑнне Мангубай Чагганбхай Патель йышӑнать, тӗп министр вырӑнне — Бхарати Джаната Партири Мохан Ядав.

Штат губернаторӗсен ят-йышӗ:

  • 1956—1957: Паттабхи Ситарамайя
  • 1957—1965: Харивинаяк Патаскар
  • 1965—1966: К. Ч. Редди
  • 1966: П. В. Диксит
  • 1966—1971: К. Ч. Редди
  • 1971—1977: С. Н. Синха
  • 1977—1978: Н. Н. Ванчу
  • 1978—1980: Ч. М. Пунача
  • 1980—1981: Б. Д. Шарма
  • 1981: Г. П. Сингх
  • 1981—1983: Б. Д. Шарма
  • 1983: Г. П. Сингх
  • 1983—1984: Б. Д. Шарма
  • 1984—1987: К. М. Чанди
  • 1987: Н. Д. Оджха
  • 1987—1989: К. М. Чанди
  • 1989—1990: Сарла Гревал
  • 1990—1993: М. А. Хан
  • 1993—1998: Мохаммад Сафи Куреши
  • 1998—2003: Бхай Махавир
  • 2003—2004: Рам Пракаш Гупта
  • 2004: К. М. Сетх
  • 2004—2009: Балрам Джакхар
  • 2009—2011: Рамешвар Тхакур
  • 2011–2016: Рам Нареш Ядав
  • 2016–2018: Ом Пракаш Кохли
  • 2018–2019: Анандибен Патель
  • 2019–2020: Лалджи Тандон
  • 2020–2021: Анандибен Патель
  • 2021 ҫултан: Мангубхай Чагганбхай Патель


Мадхья-Прадеш штатра ӗне вӗлернишӗн ҫичӗ ҫула ҫити тӗрмене хупма май паракан саккун пур[5].

2018 ҫулхи парламент суйлавӗнче ИНК ҫӗнтернӗ.

Экономика

Промышленность

Промышленноҫӑн тӗп отраслӗ — пир-авӑр продукцине туса кӑларасси. Ҫавӑн пекех машинӑсем туса кӑларасси тата металл хатӗрлесси, стройматериалсем туса кӑларасси аталаннӑ. Бхопалта вырнаҫнӑ минерал удобренийӗ туса кӑларакан савут 1983 ҫулта япӑх ят илнӗ: наркӑмӑшлӑ газ сӑрхӑнса тухнине пула ун чухне хулара пурӑнакан 3 пине яхӑн ҫын вилнӗ.

Штатӑн тухӑҫ енче рис ӳстереҫҫӗ, тӗп пайӗнче — тулӑ, анӑҫ енче — вир. Ҫавӑн пекех мамӑк тата ҫу йывӑҫҫисен культурисене ҫитӗнтереҫҫӗ. Пурҫӑн туса кӑларакан отрасль пур.

Туризм

Штат влаҫӗсем туризма аталантарас енӗпе вӑй хураҫҫӗ. Асӑннӑ регионта ют ҫӗршывран килнӗ туристсем пӗрре мар вӑрӑ-хуравхсенчен шар курнӑ[6]. 2013 ҫулта Швейцарирен килнӗ туристкӑна мӑшкӑланӑ хыҫҫӑн[7] пӗтӗм тӗнчере шӑв-шав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн штатӑн тӗп министрӗ туризм полицине йӗркелесси пирки пӗлтернӗ[8].

2016 ҫулта штат лаптӑкӗнче тӗнчери пӗрремӗш шурӑ тигрсен сафари-паркӗ уҫӑлнӑ, унӑн лаптӑкӗ — 25 гектар[9].

Культура

undefined

Штат территоринче ЮНЕСКО хӳтлӗхне кӗртнӗ темиҫе ҫурт-йӗр пур — Кхаджурахо храмӗсем, будда палӑкӗсем — Санчи ступи тата Бхимбетка чул хӑвӑлӗсем. Гвалиор, Индаур, Бхопал, Удджайн та туристсене илӗртекен пысӑк центрсем шутланаҫҫӗ.

Калакари кинофестиваль ирттереҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Нармада череп — Narmada Skull Cap (выр.). antropogenez.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Homo helmei Dreyer, 1935 эволюци тата таксономи аспекчӗсем (выр.). antropogenez.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  3. ^ Chris Clarkson et al. Human occupation of northern India spans the Toba super-eruption ~74,000 years ago. www.nature.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  4. ^ Percentage of Hindus, Sikhs in MP declines, of Muslims rises (акăлч.), Hindustan Times (1 January 2016). 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  5. ^ В индийском штате вступил в силу закон, по которому за убийство «священной» коровы полагается 7 лет тюрьмы. glavred.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  6. ^ Neeraj Santoshi. MP, heart of India, is tourists nightmare (англ.). www.hindustantimes.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  7. ^ Шесть человек обвинены в Индии в изнасиловании туристки из Швейцарии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  8. ^ Madhya Pradesh CM promises tourist police (англ.). www.hindustantimes.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.
  9. ^ Первый в мире сафари-парк белых тигров открылся в центральной Индии (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ.