Чхаттисгарх
Чхаттисгарх (хинди छत्तीसगढ़, акăл. Chhattisgarh, выр. Чхаттисгарх) — Индин варринче вырнаҫнӑ штат. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадеш штат йышӗнчен 16 района уйӑрса кӑларса йӗркеленӗ. Мадхья-Прадеш, Махараштра, Андхра-Прадеш, Орисса, Джаркханд, Уттар-Прадеш штатсемпе чикӗленче тӑрать. Лаптӑкӗ — 136 034 км², халӑхӗ — 25 540 196 ҫын. (2011). Тӗп хули — Райпур. Ытти пысӑк хуласем — Бхилаи, Биласпур, Корба.
Тавралӑхӗ
Штатӑн ҫурҫӗр пайӗ Индпа Ганг айлӑмӗн хӗрринче вырнаҫнӑ, штатӑн тӗп пайӗнче Маханади юханшывӑн пулӑхлӑ айлӑмӗ — штатра рис туса илекен тӗп районӗ — сарӑлса выртать; штатӑн кӑнтӑр пайӗ Декан тӳремсӑртлӑхӗнче, Годавари юханшывӗн бассейнӗнче вырнаҫнӑ. Вӑрманлӑх виҫи 40 % танлашать.
Штат кун-ҫулӗ
Чхаттисгархри Ситабенг ҫӗр хӑвӑлӗсем, Индири театр архитектурин чи малтанхи тӗслӗхӗсенчен пӗри шутланать, ӑна пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрте Маурьев династийӗ влаҫра тӑнӑ тапхӑрта туса лартнӑ. VI ӗмӗртен пуҫласа XII ӗмӗрччен ку тӑрӑха тӗрлӗ династисем пӗр-пӗрин хушшинче пайланӑ, IX ӗмӗрте унӑн пӗр пайӗ нумай май вӑхӑт хушши XI Чол династийӗ аллинче пулнӑ. Юлашкинчен Чхаттисгархӑн пысӑк пайне Хайхайяванси патшалӑх ярса илнӗ те, унӑн влаҫӗ 700 ҫула тӑсӑлнӑ, 1740 ҫулта кӑна вӑл Маратхсен сюзеренитет аллине куҫнӑ. 1758 ҫулта Нагпурти Бхонсле Чхаттисгарха Нагпур патшалӑхӗ шутне кӗртнӗ те 1845 ҫулта региона Ост-Инди компанийӗ аннексиличчен кунта хуҫаланнӑ. Кайран 1947 ҫулччен Британи Индине пӑхӑннӑ, Тӗп провинцисен Чхаттисгарх округӗ пулнӑ.
Хальхи Чхаттисгарх штачӗ шутне кӗрекен хӑшпӗр лаптӑксем маларах кнеҫлӗхсем пулнӑ, вӗсене каярахпа Мадхья-Прадеш йышне кӗртнӗ. 1956 ҫулта штатсене реорганизацилесси ҫинчен калакан саккуна кӑларнӑ хыҫҫӑн Чхаттисгарх Мадхья-Прадеш йышне кӗртнӗ, 44 ҫул хушши вӑл ҫак штат йышӗнче пулнӑ.
Штата йӗркелениччен 1950-мӗш ҫулсенче Совет Союзӗн ӑстисем Бхилаи металлурги савутне туса лартнӑ.
2010 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне штатра маоистсен юхӑмӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатман-ха, вӑл правительствӑпа тата йӗркене хураллакан вӑйсемпе алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешет. XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ҫак ушкӑнӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫыннисем вырӑнти халӑха хӗсӗрленинчен хӳтӗлетпӗр тесе кӗрешеҫҫӗ, фермерсен ҫӗрӗсене туртса илессине хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Правительствӑпа кӗрешме маоистсем террористла меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май вӗсене полици те, ахаль халӑх та час-часах хур курать.
Политика
Администраципе территориллӗ пайланӑвӗ
Штат шутне 27 округ кӗрет:
- Балод — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Балодапасар — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Балрампур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Бастар
- Беметара — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Биджапур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
- Биласпур
- Гариябад — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Дантевада — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Джанджгир-Чампа — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Джашпур — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Дург
- Дхамтари — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кабирдхам — 1998 ҫулта йӗркеленӗ, маларах Кавардха ятлӑ пулнӑ
- Канкер — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кондагаон — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Корба — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Кория — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Махасамунд — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
- Мунгели — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Нараянпур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
- Раджнандгаон — 1972 ҫулта йӗркеленӗ
- Райгарх
- Райпур
- Сукма — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Сураджпур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
- Сургуджа
Халӑх йышӗ
| Халӑх йышӗ | ||
|---|---|---|
| Ҫул | Халӑх йышӗ | %± |
| 1901 | 4181554 | |
| 1911 | 5191583 | |
| 1921 | 5264976 | |
| 1931 | 6028778 | |
| 1941 | 6814886 | |
| 1951 | 7457000 | |
| 1961 | 9154000 | |
| 1971 | 11637000 | |
| 1981 | 14010000 | |
| 1991 | 17615000 | |
| 2001 | 20834000 | |
| 2011 | 25540198 | |
Чхаттисгархра хулара пурӑнакан халӑх йышӗ 23,4% шутланать. 2011 ҫулта ку виҫе 5,1 миллион ҫынпа танлашнӑ.
Инди правительстви пӗлтернӗ отчёт тӑрӑх мӗнпур халӑхӑн 30% — регистрациленӗ йӑхсем шутланаҫҫӗ, 12% — регистрациленӗ кастӑсем, 45,5% ытла пайӗ официаллӑ палӑртнӑ ытти классем шутне кӗреҫҫӗ.
Тӳрем вырӑнсенче Тели, Сатнами тата Ядав кастӑсем сарӑлнӑ, вӑрманлӑ тӑрӑхсенче вара Гонд, Халба, Камар/Буджи тата Ораон ятлӑ йӑхсем пурӑнаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне пӗтӗмӗшле халӑх йышӗ пӗчӗк мар, вӗсен шутне раджпутсем, брахмансем, курмисем, баньясем тата ыттисем кӗреҫҫӗ.
Штатра пурӑнакан бенгалисен йышӗ хуласенче Британи хуҫаланнӑ вӑхӑтранпах тымар янӑ, вӗсен пурнӑҫӗ ытларах енӗпе вӗренӳ, промышленность тата пулӑшу сферипе ҫыхӑннӑ.
Чӗлхе
Штатӑн тӗп чӗлхисем: чхаттисгархи тата хальхи стандартлӑ хинди. Чхаттисгархи хиндине пит ҫывӑх чӗлхе. Чхаттисгархи чӗлхине штатри халӑхӑн ытларах пайӗ пӗлет, унпа уса курать. Чхаттисгархи чӗлхи Чхаттисгарх тӳремлӗхӗнче пуҫ пулса тӑракан чӗлхе шутланать. Вырӑнти халӑх ку чӗлхене кхалтахи тет, одиа чӗлхере вара вӑл лария ятлӑ.
Чхаттисгархи чӗлхи нумай вырӑнти калаҫусем ҫине пайланать, вӗсенчен чи палли Сургуджа тӑрӑхри сургуджиа ятли шутланать. Ку вырӑнти калаҫӑва хӑшпӗр чухне уйрӑм чӗлхе пек те палӑртаҫҫӗ. Уттар-Прадеш ҫумӗнчи тӑрӑхра вӑл бходжпури калаҫупа ҫывӑхланать, Мадхья-Прадеш ҫывӑхӗнче — багель калаҫӑвӗпе.
Сӑртлӑ-туллӑ районӗсенче дравид чӗлхисем сарӑлнӑ: телугу, мариа, пардхан, парджи, нагардхал, курух. Чхаттисгархӑн кӑнтӑр пайӗнче ытларах гонди чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ, вӑл кунта тӗп чӗлхе шутланать. Унӑн та диалектсем пит нумай: муриа, койя тата ыттисем те.
Экономика
Штат промышленноҫӗн никӗсӗ — энергетика, хура тата тӗслӗ металлурги. Тӗслӗхрен, Бхилаире Индири чи пысӑк металлурги комбиначӗсенчен пӗри (СССР пулӑшнипе туса лартнӑ) вырнаҫнӑ. Корбӑра ӗҫлекенсем ТЭС-сем — ҫӗршыври чи пысӑккисенчен пӗрисем. Ҫавӑн пекех цемент тата хими промышленноҫӗ (минераллӑ удобренисем туса кӑларасси) аталаннӑ. Ял хуҫалӑх никӗсӗ — рис, ҫавӑн пекех тулӑпа кукуруза ӳстереҫҫӗ.
Чхаттисгарх — Индин чи хӑвӑрт аталанакан штачӗсенчен пӗри[2]. Унӑн пӗтӗмӗшле туса кӑларакан продукт виҫи (ВРП) 5,09 триллион рупипе (60 миллиард АПШ долларӗ) танлашать (2023–2024 ҫулсенчи даннӑйсем). Пӗр ҫын пуҫне ВРП виҫи 152 348 рупипе (1800 АПШ долларӗ) танлашать (2023–2024 ҫулсенчи даннӑйсем)[3].
Ӑнлантарусем
- ^ List of Chief Ministers of Chhattisgarh (англ.). bankbazaar.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Chhattisgarh Steel. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Chhattisgarh Budget Analysis 2023-24(паллӑ мар). PRS Legislative Research. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.