Одиша

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Одиша
ория ଓଡ଼ିଶା
Тема географийӗ Q5535210?
Безграмотное население 15 231 623[1]
Административлӑ пайланать Северный дивизион[d], Центральный дивизион[d] тата Южный дивизион[d]
Усӑ куракан чӗлхе Q3450686?, Q3450469?, Q6873206?, Бондо[d], Q3501920?, Q3504321?, Q3695692?, Q8845881?, Q8841054?, Gorum[d], Q3915562?, Q6314963?, Куви[d], Q6433240?, Q7854914?, Корва (язык)[d], Q6446173?, мундари[d], Q3347070?, Q6583560?, Q6666374?, Kutchi[d], конда[d], телугу[d], Пенго[d], парджи[d], манда[d], Бенгал чĕлхи, Сора (язык)[d], Chenchu[d], Хо[d], чхаттисгархи[d], джуанг[d], Q33474?, Q33471?, курух[d], Гадаба[d], Куи (язык)[d], синдхи[d], Сантали[d], Kumarbhag Paharia[d], Q8841766?, Q12629755?, Eastern Muria[d], Q12953686?, Q12953791?, Q21946879?, Q36264959? тата Q63339998?
Портал открытых данных Open Government Data Portal Odisha[d]
Законодательный орган Odisha Legislative Assembly[d]
Глава правительства Навин Патнаик[d][2]
Мужское население 21 212 136[3]
Городское население 7 003 656[1]
Вырнаҫӑвӗн картти
Женское население 20 762 082[3]
Сӑн
Тема экономики Q5333738?
Ӳкерчĕк:Seal of Odisha.png
Официаллӑ чӗлхе Ори
Должность главы правительства главный министр Ориссы[d]
Официаллӑ сайт odisha.gov.in
Тӗнче пайӗ Ази
Лаптӑкӗ
  • 155 707 квадратный километр
Сельское население 34 970 562[1]
Занимает ту же территорию с Q57156502?
Официаллӑ ят ория ଓଡ଼ିଶା
санскр. उड़ीसा
акăл. Odisha
Халӑх йышӗ
  • 41 974 218 ҫын (2011)[3]
Чикӗленет Западная Бенгалия[d], Джаркханд[d], Чхаттисгарх[d] тата Андхра-Прадеш[d]
Администраципе территори пайӗ Инди
Патшалӑх
Администраци центрӗ Бхубанешвар[d]
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1936 ҫулхи акан 1-мӗшӗ
Грамотное население 26 742 595[1]
Геоданные Data:India/Odisha.map
Глава государства Ganeshi Lal[d]
Одиша на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Одиша (  , ория ଓଡ଼ିଶା, санскр. उड़ीसा, акăл. Odisha), маларах ОриссаИндин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ штачӗ. Тӗп хули тата чи пысӑк хули — Бхубанешвар. Халӑхӗ — 41 947 358 ҫын (штатсем хушшинче 11-мӗш вырӑнта, 2011 ҫулхи даннӑйсем). 2011 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче штат ятне официаллӑ майпа «Ориссаран» «Одиша» ҫине улӑштарнӑ.

Инди океанӗ хӗрринче порт йӗркелеме, Парадипсӑр пуҫне, меллӗ вырӑнсем ҫук. Маханади юханшывӗн ҫыран хӗрри тата унӑн вӑрри питӗ пулӑхлӑ. Ҫумӑрсем тӑтӑш та вӑйлӑ ҫунине пула ҫулталӑкне икӗ хут тыр-пул туса илеҫҫӗ.

Штат картти

Одиша лаптӑкӗ 155 707 км² танлашать (9-мӗш вырӑн). Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсене илсен штата 5 тӗп района пайлама пулать:

  1. Тухӑҫ енчи ҫыран тӳремӗ
  2. Вӑтам тӑрӑхри тӳпемсем
  3. Тӗп плато
  4. Анӑҫ енчи сӑртсем
  5. Тӗп юханшыв айлӑмӗсем

Ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх Бенгали кӳлмекӗн пӗтӗм ҫыранӗ хӗррипе тӑсӑлать, ун шутне регионти пысӑк юханшывсен вӑррисем тата питӗ йышлӑ кӳлӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑтам тӑрӑхри сӑртлӑ-туллӑ лаптӑк штат территорийӗн виҫӗ тӑваттӑмӗш пайне йышӑнать, ытларахӑшӗнче Тухӑҫри Гхат вырнаҫнӑ. Гхат темиҫе айлӑмпа вӗҫленет, регионӑн вӑтам ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 900 м яхӑн. Анӑҫ енчи сӑртлӑхсем платоран кӑшт лутрарах, вӗсен ҫӳллӗшӗ — 153-рен 305 м таран ҫеҫ.

Штатӑн чи пысӑк юханшывӗ — Маханади, Чхаттисгарх штатра пуҫланса Одиша территорипе юхса иртет те Бенгали кӳлмекне юхса кӗрет. Одишан ҫыран хӗрринчи тӳремлӗхӗн кӑнтӑр пайӗнче Чилика тӑварлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ тӗрлӗ вӑхӑтра 906-1165 ҫм² танлашать.

Штат кун-ҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шӑпах ҫак штат авалхи Калинга патшалӑхӗн тӗп пайӗ пулнӑ — Чандрагупта Маурья ҫӗрсене ярса илнӗ вӑхӑтра никама пӑхӑнманлӑха упраса хӑварнӑ Индин йышлах мар регионӗсенчен пӗри. Авалтарахри малтанхи тапхӑр пирки Нандарадж ятлӑ Калинга патшана вӗлерни ҫинчен асӑнакан Слонсен ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫырса хӑварнинче[4] пӗлме пулать. Нандарадж ят Александр Македонскипе ҫапӑҫнӑ Нанда йӑхӗнчи ҫын пирки систерет, ҫакӑн пирки тӗплӗнрех антика ҫӑлкуҫӗсем (сӑмахран, Мегасфенӑн Индики[5] ) пӗлтереҫҫӗ. Ку вӑл аннексилени ҫинчен[6] е йӑхсене пӗрлештерекен мӑшӑрлану урлӑ пуҫлӑха ларнине пӗлтерет. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗ тӗлне вӑл никама пӑхӑнман патшалӑх пулнӑ.

Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ[7] Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те[8]. Ку шӑпах буддизм пулнӑ-и, е джайнизм, е адживика вӗрентӗвӗ, чӑн та халӗ те тавлашаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах шӑп та Ашока вӑхӑтӗнче ҫак маргиналлӑ антибрахма тӗнӗсем Индире чӑннипех те вӑйлӑ сарӑлнӑ[9], вӗсене официаллӑ майпа йышӑнни вара субконтинентра ҫырулӑха та (сӑмах май, джайн библиотекисем Индире чи авалхисем шутланаҫҫӗ[10]), монументлӑ ӳнере те (Маврий ӳнерӗ пӑх) аталанма май панӑ. Пӗтӗмлетсе каласан пӗтӗм ҫак япаласене ҫул уҫса параканни Калинга патшалӑхӗпе Ашока Маурья пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑни пулнӑ.

Калингӑн авалхи картти
Калинга Кхаравела вӑхӑтӗнче

Ашока тӑхӑмӗсен вӑхӑтӗнче вӑл часах хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне тавӑрнӑ. Питӗ паллӑ Кхаравела ятлӑ Калинга патши вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗ) патшалӑх тӗрекленсе кӑна мар, самай хӑватланса ҫитнӗ, вӑл Магадха патшалӑха та вӑхӑтлӑха парӑнтарма пултарнӑ.

Ку тӑрӑха тата унӑн халӑхне «Махабхарата» авалхи инди эпосӗнче асӑннӑ, унта, сӑмахран, вӗсем питӗ авалхи тата йышлӑ пулни пирки каланӑ (Калинга пӑх[11]).

Ҫӗрсене сӑнласа паракан антика ҫӑлкуҫӗсем (тӗслӗхрен Аслӑ Плиний), Индире тӗлӗнмелле халӑха асӑнаҫҫӗ, вӗсем пурӗ те 8 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ имӗш. Пысӑк хуласене асӑннӑ, сӑмахран, Dandagula (Dandaguda) тата Parthalis (Protalis) йышшисене[12].

Гуптсен династийӗ вӑхӑтӗнче Калинга каллех хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне ҫухатнӑ. Аталану ҫуккине пула кунти тӑрӑх юхӑнса юлнӑ, ҫакена Китай ҫутҫанталӑк тӗпчевҫи Сюаньцзан палӑртса хӑварнӑ.

VIII ӗмӗрте ӑна Пала Бенгали династийӗн патшалӑхӗ йышне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа унӑн лаптӑкӗнче тӗп чӗлхе вырӑнӗнче бенгали чӗлхине ҫывӑх ория чӗлхи пулса тӑнӑ. Пурӑна киле регионта пуҫ пулса тӑракан халӑх ячӗпе ку тӑрӑха «Одиша» ятпа калама тытӑннӑ та.

Одиша территорийӗнчи историпе культура процесӗсене акӑлчан чӗлхиллӗ темиҫе питӗ кӑсӑклӑ материалта ҫутатса панӑ[13][14][15].

Архитектури

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи регион хӑйӗн аваллӑхӗ пирки йышлӑ истори палӑкӗсенче упрать.

Хальхи вӑхӑтра штат хӑйӗн храм комплексӗсемпе чапа тухнӑ — чи малтанах Конаракри Хӗвел храмӗпе, Пурири Джаганнатхи храмӗпе тата Бхубанешварти Лингараджа храмӗпе. Ҫавӑн пекех Чаураси ялӗнче вырнаҫнӑ Бхубанешварти Байтал храмӗпе Варахи храмӗ те питӗ паллӑ.

Beauty of LingrajTemple of Monuments
Лингараджа храмӗ

Регионӑн чылай хӑйне евӗрлӗ архитектура йӑли пур[16]. Одишӑри культ ҫурчӗсем валли Deuḷa сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ. Храмсен виҫӗ стилистика тӗсне уйӑраҫҫӗ: Rekha Deula, Pidha Deula — Вишну, Шива тата Сӑр символикипе ҫыхӑннисене, — тата Khakhara Deula, вӗсем Дургипе Чамунда стилистикипе ҫыхӑннӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, индуистсен «Вӑрманпа витӗннӗ тусем» стилистикине тӗпе хурса ӑсталанӑскерсем Калинга храмӗсем этем кӗлеткин анатомине те сӑнласа параҫҫӗ, ҫакӑ планировкӑра та, терминологире те палӑрать. Тӗслӗхрен, тӗп планировка Bāḍa (урасем), Ganḍi (кӗлетке) тата Cuḷa/Mastaka (пуҫ) ҫине пайланать, ҫакӑ калӑпланинче те, ӗненекенсем ҫак пайсене мӗнле пахаланинче те, хӑйсене епле тытассин культуринче те палӑрать.

Калинга патшалӑхӗн ӑстисен культурипе пултарулӑхне авалтанпах шактизм идеологиӗ витӗмленӗ. Регионти типлӑ Deuḷa-сен алӑкӗ ҫинчи тӗп храм оберегӗ (lalatabimba) ытларах чухне лалитасана тыткаларӑш мелӗпе вырнаҫнӑ Гаджа-Лакшмине сӑнлать. Хирадеви майра-патша влаҫра ларнӑ вӑхӑта (IX ӗмӗр) палӑртакан вырӑнти Чаусанти Йогини тантра храмне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ячӗ «ория» этнонимран пулса кайнӑ — ҫак штат тӗп халӑх ятӗнчен[17].

Апла пулин те, Одишӑн авалхи халӑхне — малтан кунта Калинга патшалӑхӗ пулнӑ май — халӗ сахал йышлӑ шутланакан Кхонда[18] тухӑҫ-дравидсен йӑхӗсемпе тата Бондо австронезисемпе (мунда чӗлхисен тӑванла калаҫӑвӗсемпе калаҫаҫҫӗ) ҫыхӑнтарма пулать. Вӗсем те, кусем те Индири кӑк халӑх шутланакан адиваси шутне кӗреҫҫӗ[19].

2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе Одишари халӑх йышӗ 36 706 920 ҫын пулнӑ; 50,89 % арҫынсем, 49,11 % — хӗрарӑмсем. Халӑх йышлӑхӗ — 236 ҫын/ҫм². Ял халӑхӗ — 85,01 %, хула халӑхӗ — 14,99 %. Регионӑн тӗп этнос ушкӑнӗ — ория. Халӑхӑн 83,2 % ория чӗлхипе калаҫать; 2,8 % — хинди чӗлхипе; 2,5 % — куи ҫинче; 2,5 % — санталипе; 1,9 % — телугӑпа; 1,7 % — урдулла; 1,3 % — бенгалилле. Регионта сарӑлнӑ тӗрлӗ австроази тата дравид чӗлхисемпе калаҫакансем те пур, анчах та вӗсен йышӗ питӗ пӗчӗк.

Халӑхӑн 94,4 % индуизм тӗнне тытса пырать, христианлӑха — 2,4 %, ислама — 2,1 %, урӑх тӗнсене — 1,1 %. Халӑхӑн хутла пӗлнин шайӗ 63,61 %; арҫынсен ку виҫе — 75,95 %, хӗрарӑмсен — 50,97 % танлашать. 2000 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, халӑхӑн 47 % ытла пайӗ ытла та чухӑн пурӑнать, Индири вӑтам кӑтартӑвне илсен ку ытла та пысӑк. 1000 ҫын пуҫне 23,2 ҫын ҫуралать; вилекенсен йышӗ — 1000 ҫын ҫине 9,1 ҫын.

Административлӑ пайланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Округ (чӑв.) Округ (акӑл.) Халӑх йышӗ,
ҫын (2001)
Лаптӑкӗ,
км²
Халӑх йышлӑхӗ,
ҫын/км²
1 Ангул Angul 1 139 341 6347 180
2 Боудх Boudh 373 038 4289 87
3 Бхадрак Bhadrak 1 332 249 2788 478
4 Балангир Balangir 1 335 760 6552 204
5 Баргарх Bargarh 1 345 601 5832 231
6 Баласор Balasore 2 023 056 3706 546
7 Катака Cuttack 2 340 686 3915 598
8 Деогарх Debagarh 274 095 2781 99
9 Дхенканал Dhenkanal 1 065 983 4597 232
10 Ганджам Ganjam 3 136 937 8033 391
11 Гаджапати Gajapati 518 448 3056 170
12 Джхарсугуда Jharsuguda 509 056 2202 231
13 Джаджпур Jajpur 1 622 868 2885 563
14 Джагатсингхпур Jagatsinghpur 1 056 556 1759 601
15 Кхурда Khordha 1 874 405 2888 649
16 Кендуджхар Kendujhar 1 561 990 8240 188
17 Калаханди Kalahandi 1 334 372 8197 163
18 Кандхамал Kandhamal 647 912 6004 108
19 Корапут Koraput 1 177 954 8534 138
20 Кендрапара Kendrapara 1 301 856 2546 511
21 Малкангири Malkangiri 480 232 6115 79
22 Маюрбхандж Mayurbhanj 2 221 782 10 418 213
23 Набарангпур Nabarangapur 1 018 171 5135 198
24 Нуапада Nuapada 530 524 3408 156
25 Наягарх Nayagarh 863 934 3954 218
26 Пури Puri 1 498 604 3055 491
27 Раягада Rayagada 823 019 7585 109
28 Самбалпур Sambalpur 928 889 6702 139
29 Субарнапур Subarnapur 540 659 2284 237
30 Сундаргарх Sundargarh 1 829 412 9942 184

Одиша ҫӗр айӗнчи пурлӑхсенче ҫӗр кӑмрӑкӗ, тимӗр тӑпра, боксит, хромит, алюмини чылай упранать. Кунта металлургипе нефтьпе хими отраслӗсем вӑйлӑ аталаннӑ. Штатӑн тинӗс ҫыранӗ анлӑ сарӑлса выртни тата транспорт тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Сӑрт-ту промышленноҫӗпе металлурги отраслӗсене штат инвесторсене йышлӑн хутшӑнтарать. Информаци технологийӗсен отраслӗ те аталаннӑ.

2018 тата 2023 ҫулсенче Одиша штатӗнче ҫерем ҫинче хоккей енӗпе тӗнче чемпионачӗсем иртнӗ. 2023 ҫулта Руркела хулинче 20 пин ытла куракана вырнаҫтарма пултаракан курӑк ҫинчи хоккей валли ҫӗршывӑн чи пысӑк стадионне уҫнӑ[20]. Бирса Мунда ячӗпе хисепленекен хоккей стадионӗ халӑха вырнаҫтарас тӗлӗшпе тӗнчере тӑваттӑмӗш вырӑнта тӑрать[21].

Хӗвел хамӗ (Конарак)

Штат халӑхӗн чылайӑшӗ — индуизм тӗнӗн тӗрлӗ юхӑмӗсене ӗненекенсем. Вӗсенчен чылайӑшӗ — шактистсем, шиваитсем тата вишнуитсем. Вайшнавизмӑн чи чаплӑ сӑваплӑ вырӑнӗсенчен пӗри, Пурири Джаганнатха храмӗ вырнаҫнине пула Вишнуизм (тепӗр ячӗ — вайшнавизм) уйрӑмах Одишара сарӑлнӑ. Одиша вайшнавӗсен ытларах пайӗ вайшнавизмӑн бенгали юхӑмӗн гауди-вайшнавизмӗ шутне кӗрет.

2008 ҫулта штатра христиансене тустарнӑ чухне 50 пин христиан хӑйӗн килӗсене пӑрахса кайнӑ, 81 ҫын вилнӗ, 4677 ҫурта, 236 храма тата 36 мӑнастире аркатса ҫунтарса янӑ[22][23][24].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4 http://www.censusindia.gov.in/pca/DDW_PCA0000_2011_Indiastatedist.xlsx
  2. ^ http://www.newindianexpress.com/states/odisha/2017/oct/16/invincible-at-71-naveen-the-legend-1675173.html
  3. ^ 1, 2, 3 2011 census of India
  4. ^ Epigraphia Indica. — Manager of Publications, 1933. — Т. XX (1929-30). — С. 86—89. Архивировано 3 Пуш уйӑхӗн 2016 года.
  5. ^ Indika (англ.). Пӑхнӑ кун: 8 Ака уйӑхӗн 2020. оригиналтан архивланӑ 10 Раштав уйӑхӗн 2008 ҫул.
  6. ^ Raychaudhuri, H. C.; Mukherjee, B. N. Political History of Ancient India: From the Accession of Parikshit to the Extinction of the Gupta Dynasty. — Oxford University Press, 1996. — С. 204–209; 270–271.. — ISBN 0195637895.
  7. ^ «Императора» палӑртма усӑ куракан санскрит терминӗ. «пурне те алӑра тытакан», «махараджӑсен махаради» пек палӑртма пулать. Махабхарата эпосра ҫак титулшӑн Кауравсемпе Пандавсен кланӗсем кӗрешнӗ.
  8. ^ Guruge, Ananda W. P. Emperor Aśoka and Buddhism: Unresolved Discrepancies between Buddhist Tradition & Aśokan Inscriptions // King Aśoka and Buddhism: Historical and Literary Studies : сборник / Anuradha Seneviratna. — Buddhist Publication Society, 1995. — . — ISBN 978-955-24-0065-0.
  9. ^ Hermann Kulke, Dietmar Rothermund. A History of India. — 4th ed.. — Routledge, 2004. — С. 67. — 432 + XII с. — ISBN 0-203-39126-8. Архивировано 17 Раштав уйӑхӗн 2019 года.
  10. ^ John E. Cort. The Jain Knowledge Warehouses: Traditional Libraries in India // Journal of the American Oriental Society. — 1995-01. — Т. 115, вып. 1. — . — ISSN 0003-0279. — DOI:10.2307/605310. 2023 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Dineschandra Sircar. Studies in the Geography of Ancient and Medieval India. — Motilal Banarsidass, 1971. — С. 168. — ISBN 978-81-208-0690-0.
  12. ^ Плиний Старший. Естественная история. — Т. VI, 21–22. Архивировано 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 года.
  13. ^ Tripathy, Balaram. Early Historic Cultures of Orissa // Orissa Review. — 2007. — . 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Schnepel, Burkhard. Durga and the King: Ethnohistorical Aspects of Politico-Ritual Life in a South Orissan Jungle Kingdom // The Journal of the Royal Anthropological Institute. — March, 1995. — Т. 1, № 1. — . — DOI:10.2307/3034233. 2020 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  15. ^ Sahu, Bhairabi Prasad. Recent Perspectives of the State and Debates in Early Indian History // Indian Historical Review. — 2012. — Т. 39, № 2. — . — DOI:10.1177/0376983612461414.
  16. ^ тӗплӗнрех акӑнчанла ҫырнӑ «Kalinga Temples (Deula)» очеркра паллашӑр
  17. ^ Поспелов E. M. Географические названия мира. Топонимический словарь (около 5000 единиц). / Отв. ред. канд. филол. наук Р. А. Агеева. — М.:Русские словари: Астрель: ACT, 2002. — С. 313
  18. ^ Фотосет традиционных Кхонда пӑх
  19. ^ Индире туса кӑларнӑ «Ашока императорӗ» (2001) историллӗ кинодрамӑра Калинга халӑхне шӑп та шай ҫавӑн пек кӑтартнӑ.
  20. ^ India’s largest hockey stadium planned in Rourkela, to co-host 2023 FIH World Cup (англ.). Olympic Channel. Пӑхнӑ кун: 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 22 Кӑрлач уйӑхӗн 2021 ҫул.
  21. ^ Ansari, Aarish World’s largest field hockey stadium: Lahore’s National Hockey Stadium is No. 1 (англ.). Olympic Channel (2 Кӑрлач уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 5 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 ҫул.
  22. ^ Трагедия христиан в индийском штате Орисса продолжается(недоступная ссылка — история). news.invictory.org (16 Пуш уйӑхӗн 2009). Пӑхнӑ кун: 12 Пуш уйӑхӗн 2010. Архивланӑ 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012 ҫул.
  23. ^ В штате Орисса (Индия) продолжаются погромы христиан. Патриархия.ru (4 Авӑн уйӑхӗн 2008). Пӑхнӑ кун: 12 Пуш уйӑхӗн 2010. Архивланӑ 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012 ҫул.
  24. ^ В Индии арестованы 11 христиан. Православие.ru (12 Пуш уйӑхӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 12 Пуш уйӑхӗн 2010. Архивланӑ 11 Раштав уйӑхӗн 2011 ҫул.