Сикким

Сикким (непал सिक्किम; бхути འབྲས་ལྗོངས་ Bras Ljongs; дзонг-кэ སིཁིམ; акăл. Sikkim) — Гемалайра вырнаҫнӑ ҫурҫӗр-тухӑҫри Инди штачӗ.

Сикким Индин мӗнпур штатне илес пулсан халӑх чи сахал пурӑнакан вырӑн[5].

Официаллӑ чӗлхесем — непали, лепча тата бхути (1977 ҫултанпа), лимбу (1981 ҫултанпа), невар, рай, гурунг, шерп тата таманг (1995 ҫултанпа), сунвар (1996 ҫултанпа)[6]. Непалисӗр пуҫне ытти чӗлхесен официаллӑ чӗлхе статусӗпе чи малтан вырӑнти культурӑпа йӑла-йӗркене сыхласа хӑварма усӑ кураҫҫӗ.

Тӗп тӗнсем — индуизм тата ваджраян буддизм турачӗ.

Штатӑн чи пысӑк хули тата тӗп хули Гангток шутланать[7].

1861 ҫулчен Сикким Намгьял династи тытса тӑракак ирӗклӗ кнеҫлӗх пулнӑ. 1861 ҫултанпа — Британи протекторачӗ. 1975 ҫултанпа Инди йышне кӗрет.

Сиккима хӑш чухне, кунти ҫӳллӗ тусен илемлӗхне пула тата кунта ҫитме йывӑррине кура, Шангри-Лан Гималайри юлашки вырӑнӗ[8] теҫҫӗ.

Ят мӗнле пулнӑ

«Сикким» ят пулса кайнин чи анлӑ сарӑлнӑ версийӗ — лимбу чӗлхинчи икӗ сӑмах ҫыхӑнса йӗркеленни (су «ҫӗнӗ» тата кхйим «кермен, ҫурт» сӑмах кунта Сиккимӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ Пунцог Намгьял тунӑ кермен пирки пырать). Тибет чӗлхинче Сикким «Денджонг» (тиб. འབྲས་ལྗོངས Denjong, Denzong) ятлӑ, ку вӑл «рис тӗнчи» е «рис айлӑмне» пӗлтерет; ҫавӑн пекех «Демоджонг» (тиб. འབྲས་མོ་ལྗོངས་ Demojong)[9] ятпа та калаҫҫӗ. Лепчалла, Сиккимӑн тӗп халӑхӗн чӗлхипе, ҫӗршыв «Най-ма-эль» (Nye-mae-el, «ҫӑтмах») ятлӑ, сикким чӗлхипе вара — «Беймул демазонг» (акăл. Beymul Demazong) ятлӑ, ку вӑл «пытаннӑ рис айлӑмӗ» тенине пӗлтерет[10].

Географи

undefined

Штат анӑҫра Непалпа, ҫурҫӗрте тата тухӑҫра Китай Халӑх Республикипе, кӑнтӑр-тухӑҫра Бутанпа, кӑнтӑрта Анӑҫри Бенгали Инди штачӗпе чикӗленет. Инди штачӗсемпе территорийӗсен хушшинче вӑл лаптӑкӗпе 28-мӗш (35-рен), Сиккимӑн лаптӑкӗ 7096 км² танлашать[11].

Сикким ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 114 ҫухрӑма тӑсӑлать, анӑҫран тухӑҫалла — 64 ҫухрӑма. Сиккимӑн чи аялта выртакан вырӑнӗ 280 м ҫӳллӗшӗнче, чи ҫӳлли — Канченджанга тӑвӗ — 8585 м ҫӳллӗшӗнче. Сикким лаптӑкӗн виҫҫӗмӗш пайӗ патнелле вӑрманлӑ[12].

Ҫынсем пурӑнакан лаптӑк штатӑн кӑнтӑр енче, Гималай ту юпписенче вырнаҫнӑ. Сиккимра 21 пӑрлӑх пур. Пӑрланнӑ вырӑнсен тӗп облаҫӗсем штатӑн ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнче, Канченджанга ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех ҫурҫӗр-тухӑҫ енче те пур. Сиккимра ҫӳллӗ сӑртсенче вырнаҫнӑ 227 кӳлӗ тата ҫӗр ытла юханшыв шутласа тухнӑ. Сикким юханшывӗсем пӑрлӑхсем ирӗлнӗ шывпа тулаҫҫӗ, штатӑн ҫурҫӗр тата тухӑҫ енче пуҫланса вӗсем анӑҫ тата кӑнтӑр енчи анлӑ айлӑмсене юхса тухаҫҫӗ. Тиста, час-часах ӑна «Сикким артерийӗ» теҫҫӗ, пӗтӗм штат урлӑ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла юхса иртет. Сикким территоринче унӑн тӑршшӗ 105 ҫм танлашать[13]. Сакӑр ту урлӑ каҫмалли вырӑн Сиккима Тибетпа, Непалпа тата Бутанпа ҫыхӑнтарать[14].

Геологи

Сиккимӑн сӑрчӗсем, тӗпрен илсен, гнейссемпе сланецсенчен тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинче хулӑм мар вӑйсӑр тӑпрасем йӗркеленеҫҫӗ. Тӑпрара минералсемпе органикӑллӑ тутлӑхлӑ япаласем пит сахал.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑх шутне пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк кӗреҫҫӗ[15][16].

Сикким ҫӗр чӗтренӗвӗн хӑрушлӑхӗпе паллӑ. Ҫӗр чӗтренӗвӗсем штатра тӑтӑш пулса иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2006 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 5,7 магнитудӑллӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, ӑна пула ҫуртсем, ҫав шутра ӗлӗкхисем те, арканнӑ[17].

Климат

undefined

Сиккимӑн пысӑках мар территорийӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула кунта климат вӑйлӑ улшӑннине сӑнама май пур: кӑнтӑрта вӑл субтропиклӑ, ҫурҫӗрте, ҫӳллӗ тусенче, сӑртлӑ-туллӑ (тундра климат зони). Ҫынсем пурӑнакан лаптӑкӑн ытларах пайӗ вӑтам климатра вырнаҫнӑ, ҫулла чи пысӑк температура 28 ° C ҫитет, хӗлле чи пӗчӗк температура 0 °C яхӑн. Ҫулталӑкри вӑтам температура 18 °C. Гималайри юр выртакан тӑрӑх 6000 метра яхӑн ҫӳллӗшре иртет[18].

Муссон вӑхӑтӗнче шалкӑм ҫумӑра пула ҫӗр ҫийӗ шуса анни час-часах тӗл пулать. Хӗлле тата муссонсем вӑхӑтӗнче те тавралӑха час-часах тӗтре карса илет, ҫакӑ транспорта ҫӳреме чылай кансӗрлет[14].

Флора

undefined

Сикким Гималай тӑвӗ пуҫланнӑ ҫӗртре вырнаҫнӑ, ӑна официаллӑ майпа Инди экорегионӗсенчен пӗрин шутне кӗртнӗ. Штатӑн ытларах пайӗ вӑрманлӑ, ҫакна пула кунти фауна та, флора та калама ҫук питӗ пуян. Штат лаптӑкӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула тӗрлӗ климат тӑрӑхӗсем пулни кунта ӳсентӑрансен нумай тӗсне ҫитӗнме май парать.

Рододендрон Сиккимӑн символӗ шутланать, субтропикран пуҫласа ҫӳллӗ ту климат зони таран рододендронӑн 35 тӗсне тӗл пулма пулать. Ытла пысӑках мар ҫӳллӗшри лаптӑксенче субтропикри ӳсентӑранӗсем ӳсеҫҫӗ. 1 500 метр ҫӳллӗшӗнче ҫулҫӑллӑ вӑрмансем пуҫланаҫҫӗ. 3 500 тата 5 000 ҫӳллӗшре лӑсӑллӑ вӑрмансем тӗл пулаҫҫӗ. Тата ҫӳллӗрех вырӑнсенче альп тундринче ӳсекен ӳсентӑрансем вырнаҫнӑ. Сиккимра 5 000 яхӑн чечек кӑларакан ӳсентӑран ҫитӗнет, ҫав шутра 523 сайра тӗл пулакан орхидея тӗсӗ[19], первоцветӑн 60 тӗсӗ, юманӑн 11 тӗсӗ, бамбукӑн 23 тӗсӗ, ҫавӑн пекех лӑсӑллӑ ӳсентӑранӑн 16 тӗсӗ, упасаррин 362 тӗсӗ (вӗсенчен саккӑрӑшӗ — йывӑҫ евӗрлисем) пур.

Фауна

undefined

Сӗтпе ӳсекен чӗрчунсенчен юр барсӗ, кабарга, тар, пӗчӗк панда тӗл пулаҫҫӗ. Пӗртен-пӗр эндемиклӑ сӗтпе ӳсекен чӗрчун — тухӑҫ-гималай тарӗ (Hemitragus jemhalicus schaeferi)[20].

Сиккимре кайӑк-кӗшӗкӗн 550 тӗсне регистрациленӗ, вӗсенчен 26-шне сайра тӗл пулакан тата ҫухалакан шутне кӗртнӗ[14][21].

Инди субконтинентӗнче тупса палӑртнӑ лӗпӗшсен 1 438 тӗсӗнчен[22] 695-шне Сиккимра тӗл путма пулать[23].

Сыхланакан ҫутҫанталӑк торриторисем

Лаптӑкӗпе пысӑках мар пулин те Сикким территоринче федераци шайӗнчи ултӑ сыхлакан ҫутҫанталӑк тӑрӑхӗ вырнаҫнӑ: пӗр наци паркӗ тата пилӗк ҫутҫанталӑк заповедникӗ (акăл. wildlife sanctuaries). Вӗсене пурне те гималай ландшафтне хӳтӗлеме йӗркеленӗ. Сиккимри ҫутҫанталӑка сыхлама йӗркеленӗ чи ӗлӗкхи тӑрӑх Канченджанга наци паркӗ шутланать, ӑна 1977 ҫулта никӗсленӗ, вӑл 1784 км² лаптӑк йышӑнать. Малашне тата пилӗк сыхлав лаптӑкне йӗркелеме палӑртса хунӑ, ҫав шутра Кьонгносиа наци паркӗ те пур[24].

Штат кун-ҫулӗ

Сиккима ҫыру ҫӑлкуҫӗнче пӗрремӗш хут асӑнни VIII ӗмӗрте ку тӑрӑха ҫитнӗ тибет буддизмне никӗслекен Гуру Ринпоче будда тӗнӗн сӑваплӑ ҫыннин ҫулҫӳревӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫӗршыва пилленӗ, унта буддизм тӗнне сарнӑ, темиҫе ҫӗр ҫултан монархи йӗркелесси пирки малтанах каласа хунӑ. XIV ӗмӗрте тухӑҫ Тибетри (Кхам) Кье Бумса принц кӑнтӑралла ҫула тухнӑ, унӑн тӑхӑмӗсем каярах Сиккимӑн патшисем (чогьялӗсем) пулса тӑнӑ. 1642 ҫулта Кье Бумсӑн тӑхӑмне, Пунцог Намгьяла, Юксома ҫурҫӗртен, анӑҫран тата тухӑҫран килнӗ виҫӗ аслӑ лама Юксомра (Юксумра) Сиккимӑн пӗрремӗш патши тесе пӗлтернӗ, ҫакна вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр тунӑ[25]. Юксом Сиккимӑн пӗрремӗш тӗп хули пулса тӑнӑ.

undefined

1700 ҫулта Сикким ҫине чогьял йӑмӑкӗ (унччен малтан ӑна патшана лартма килӗшмен) пулӑшса тӑракан Бутан тапӑннӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан бутансене хӑваласа ятса тибетсем патша влаҫне тавӑрнӑ. 1717 ҫултан пуҫласа 1733 ҫулччен Сикким ҫине пӗрмаях анӑҫран непалсем (пӗррехинче тӗп хулана вӗсем тӗппипех аркатнӑ) тапӑннӑ, тухӑҫран — бутансем. Ҫавна пула Сикким хӑйӗн лаптӑкӗн пысӑк пайне ҫухатнӑ[26].

1791 ҫулта Китайри Цин династийӗ Сиккима хӑй аллине илнӗ. Кӳршӗри Индие Британи ярса илнӗ хыҫҫӑн Сикким Непалпа кӳрешме акӑлчансемпе килӗшӳ йӗркелеме хӑтланнӑ. Непал Сикким ҫине черетлӗ хут тапӑнсан ку хирӗҫӗве Британин Ост-Инди компанийӗ хутшӑннӑ. 1814–1816 ҫулсенчи акӑлчансемпе непал хушшинчи вӑрҫӑ Непал ярса илнӗ лаптӑка Сиккима тавӑрса панипе вӗҫленнӗ.

1850 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Британи Сиккима хирӗҫ карательсен ушкӑнне янӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Дарджилингпа Моранг Инди шутне кӗнӗ.

undefined

1947 ҫулта Инди никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Сиккимра референдум ирттернӗ, вӗсем Инди йышне кӗме сӗннине йышӑнман, ҫапла вара Инди премьер-министрӗ Джавахарлал Неру Инди Сиккима хӑйӗн хӳтӗлевне илни пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ.

1955 ҫулчен Сиккимра монархи пулнӑ, кайран конституци правительствине йӗркелеме Патшалӑх канашне туса хунӑ.

1975 ҫулта чогьяла оппозицире тӑракан Кази Лхендуп Дорджи Кхангсарпа премьер-министр Инди парламентне Сиккимран Инди штатне туса хума ыйтнӑ. Ака уйӑхӗнче Ннди ҫарӗсем Сиккима оккупациленӗ, Гангтока ярса илнӗ те керменри хурала хӗҫпӑшалсӑрлантарнӑ. Референдум ирттернӗ, унта сасӑлакансен 97,5 % (пӗтӗмпе 59 % ҫын хутшӑннӑ[27]) Индипе пӗрлешессишӗн сасӑланӑ. 1975 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сикким официаллӑ майпа Инди шутне кӗнӗ, ҫапла май кунта монархи тытӑмӗ вӗҫленнӗ[28].

Халӑх йышӗ

undefined

Хальхи Сиккимра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — XVIII—XIX ӗмӗрсенче Сиккима куҫса килнӗ непалсен тӑхӑмӗсем[13]. Вӗсем индоевропа чӗлхисен шутне кӗрекен непал чӗлхипе калаҫаҫҫӗ. Сиккимӑн тӗп халӑхӗ — XIV ӗмӗрте Тибетран килнӗ бхутия тата Сикким лаптӑкӗнче мӗн ӗлӗк-авалтан пурӑннакан лепчасем; вӗсем сино-тибет чӗлхисемпе калаҫаҫҫӗ, штатри вӗсен йышӗ пысӑках мар. Сиккимӑн монархӗсем, чогьялсем, бхутия шутне кӗнӗ пулнӑ. Сиккимӑн ҫурҫӗр тата тухӑҫ енче тибетсем пурӑнаҫҫӗ. Индин ытти облаҫӗсенчен куҫса килнисен хушшинче ытларах раджастхансем (тӗпрен илсен, Сиккиме 1975 ҫул хыҫҫӑн куҫса килнӗ, ытларах Мирвари облаҫӗнчен), пысӑк шалуллӑ должноҫсенче ӗҫлекен бихарсем, тата бенгалисем пурӑнаҫҫӗ, раджастхансем Кӑнтӑр Сиккимри тата Гангтокри суту-илӳ предприятийӗсене тытса тӑраҫҫӗ. Сиккимра ҫавӑн пекех Тибетран тарса килнӗ темиҫе пин ҫын пурӑнать.

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Сиккимри халӑхӑн ытларах пайӗ (60,9 %) индуизм тӗн йӗркипе пурӑнать, 28,1 % — буддизм йӗркипе, 6,6 % — христиансем[29]. Юлашкинчен палӑртни ушкӑнри ытларах пайӗ — британ миссионерӗсем XIX ӗмӗрте христиан тӗнне кӗртнӗ лепча тӑхӑмӗсем. Ытти лепчасем, ҫавӑн пекех бхутия тата непалсем шутне кӗрекен шерпсемпе тамангӑсем — пурте буддистсем, ытти непалсем — индуистсем. Ислам тӗнне халӑхӑн 1,4 % тытса пурӑнать, Гангтокпа Манганра мечӗтсем пур. Сиккимра нихӑҫан та тӗнпе ҫыхӑннӑ хирӗҫӳсем пулса иртмен.

Штатра тӑватӑ официаллӑ чӗлхе: непал, лепча, сикким (бхутия), лимбу. Ҫак чӗлхесене шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫак чӗлхесемсӗр пуҫне темиҫе вырӑнти калаҫупа йышлӑ усӑ кураҫҫӗ: раи, таманг, гурунг, магар, невар тата ыттисемпе. Непал чӗлхипе Сиккимри пӗр-пӗринпе хутшӑнмашкӑн усӑ кураҫҫӗ[30]. Унсӑр пуҫне халӑхӑн пысӑк пайӗ акӑлчанла тата хинди чӗлхине пӗлет.

Ҫурҫӗр Сиккимра бхутисем хӑйсен ӗлӗк-авалтан пыракан «дзумсаа» (Zumsha) право йӗркине сыхласа хӑварнӑ, унӑн официаллӑ статусӗ те пур[30]. Сиккимӑн ытти пайӗсенче те, Индин ытти штачӗсенчи пекех, панчаяти радж право системи ӗҫлет — вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ялти е хулари пилӗк чи ватӑ та хисеплӗ шурсухал ертсе пырать.

Сикким — пурӑнакан халӑх йышӗпе Индире чи пӗчӗкки; 2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗнчи кӑтартупа килӗшӳллӗн унта 610 577 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 323 070 арҫын тата 287 507 хӗрарӑм[31]. Халӑхӑн йышлӑхӗ — тӑваткал ҫухрӑм ҫине 76 ҫын — Индире чи пӗчӗккисенчен пӗри. Вунӑ ҫул хушшинче, 1991 ҫултан пуҫласа 2001 ҫулччен, халӑх йышӗ 32,98 % ӳснӗ. Халӑх ытларах ялсенче тӗпленнӗ, хуласенче халӑхӑн 11,06 % пурӑнать. Кунти ялсем ытларах енӗпе сӑртсен тайлӑмӗсенче сапаланса ларакан уйрӑм ҫуртсем пек вырнаҫнӑ. Пысӑк хуласем ҫук, Сиккимӑн чи пысӑк тата пӗртен-пӗр пысӑк хули, Гангток, кунта 50 000 яхӑн ҫын пурӑнать. Гангток хула статусне 1951 ҫулта ҫеҫ илнӗ, унччен Сиккимра хула таврашӗ пачах пулман. Пӗр ҫын пуҫне пырса тивекен тупӑш 2005 ҫулта 29 808 инди рупийӗпе танлашнӑ, ку вӑл ҫӗршыври чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри шутланать[13][32]. Мӗнпур халӑхӑн 19,2 % чухӑнсен шутне кӗрет. Сиккимри преступленисен виҫи Инди штачӗсен хушшинче чи пӗчӗкки. 2005 ҫулта кунта мӗнпурӗ те 552 пуҫиле ӗҫ кӑна уҫнӑ[33].

Администраципе территори пайланӑвӗ

Сикким тӑватӑ округа пайланнӑ, вӗсене кашнине штатӑн тӗп правительстви лартакан район инспекторӗ (акăл. district collector) ертсе пырать. Унӑн тивӗҫӗ шутне граждан администрацийӗ тӗрӗслесе тӑракан округ пайне тытса тӑрасси кӗрет. Сикким чикӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ штат пулнӑран унӑн пӗр пайне Индин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, ҫак лаптӑка лекме ирӗк ыйтса илмелле

Тухӑҫри Сикким, Анӑҫри Сикким, Ҫурҫӗр Сикким тата Кӑнтӑр Сикким округсен центрӗсем (йӗркипе пӑхсан) Гангток, Гейзинг, Манган тата Намчи шутланаҫҫӗ[7]. Кашни округ пӗчӗкрех административлӑ виҫе ҫине пайланнӑ: Гангток, Пакйонгпа Ронгли (Тухӑҫри Сикким), Намчипе Равангла (Кӑнтӑр Сикким), Манганпа Чунгтханг (Ҫурҫӗр Сикким), ҫавӑн пекех Гейзингпа Соренг (Анӑҫри Сикким)[34].

Патшалӑх тытӑмӗ

undefined

Индин ытти штачӗсенчи пекех, Сикким штачӗн пуҫлӑхӗ Индин тӗп правительстви лартакан кӗпӗрнаттӑр шутланать. Унӑн тивӗҫӗ, тӗпрен илсен, церемонисем валли кӑна кирлӗ, тӗп функцийӗ вара — Тӗп министра тупа тума пулӑшасси. Лешӗн аллинче вара пӗтӗм ӗҫ тӑвакан влаҫ пур, вӑл — парламента суйланӑ чухне чи нумай пухнӑ парти е коалици пуҫлӑхӗ, Кӗпӗрнаттӑр ҫавӑн пекех Тӗп министр тӑратнӑ ытти министрсене палӑртать. Сиккимӑн саккун тӑвакан влаҫӗ пӗр палатӑран тӑракан парламентран (Патшалӑх пухӑвӗнчен) тӑрать. Инди парламенчӗн икӗ палатинче кашнинче, Лок Сабхара тата Раджья Сабхара штатӑн пӗр элчи пур. Сикким ассамблейинче 32 вырӑн, вӗсенчен пӗрине Самгха буддистсен общини валли уйӑрса панӑ. Сиккимӑн аслӑ сучӗ — Индире чи пӗчӗкки, вӑл мӗнпурӗ те виҫӗ тӳререн кӑна тӑрать[35].

Сикким монархине пӗтерсе вӑл Инди шутне кӗнӗ хыҫҫӑн 1979 ҫулта Нар Бахадур Бхандари правительствине, Сикким Джаната Паришада парти ертӳҫине тупа тыттарнӑ. Бхандари 1984 тата 1989 ҫулсенчи суйлав хыҫҫӑн та влаҫра юлнӑ, ҫав вӑхӑтрах 1989 ҫулхи суйлавра вӑл Саккун кӑларакан пухура пӗтӗм 32 вырӑна ҫӗнсе илнӗ. 1994 ҫулхи суйлавра влаҫ Сиккимри демократиллӗ фронт партине лекнӗ, унӑн лидерӗ Паван Кумар Чамлинг Тӗп министр пулса тӑнӑ. Парти 1999, 2004, 2009 тата 2014 ҫулсенчи суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх влаҫа хӑйӗн аллинче сыхласа хӑварнӑ[36].

Сиккимӑн пӗтӗм историйӗнче пурӗ ултӑ ҫын тӗп министр вырӑнне йышӑннӑ:

Сиккимра темиҫе теҫетке политика партийӗ пур, вӗсенчен ытларахӑшӗ штат шайӗнче кӑна ӗҫлет, пӗтӗм Инди шайӗнче тӑрмашакан политика партисен вырӑнти уйрӑмӗсем шутланмаҫҫӗ. Сиккимӑн чи пысӑк партийӗ — 1993 ҫулта йӗркеленӗ Сиккимри демократиллӗ фронт, вӑл вырӑнти непалсен интересӗсене хӳтӗлет. Хальхи вӑхӑтра ҫак парти влаҫа тытса тӑраканни шутланать, 2004 ҫулхи суйлавра вӑл Саккунсем кӑларакан пухӑвӗн мӗнпурӗ 32 вырӑнтан 31 вырӑна суйланнӑ[37]. Сиккимсен наци конгресне 1961 ҫулта йӗркеленӗ, вӑл вырӑнти халӑхӑн мӗнпур сий интересӗсене хӳтиӗлекен Сиккимӑн пӗрремӗш политика партийӗ пулса тӑнӑ. Ӑна йӗркелениччен партисем вӑл е ку халӑх интересӗсене кӑна хӳтӗленӗ. Парти Сиккимра пӗрремӗш хут иртнӗ 1974 ҫулхи суйлавра ҫӗнтернӗ, Сикким Инди шутне кӗнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм Инди шайӗнчи Инди наци конгресӗпе пӗрлешнӗ. Сикким Джаната Паришад парти, 1979 ҫулхи суйлавра ҫӗнтернӗскер, 1981 ҫулта ҫавӑн пекех Инди наци конгресӗпе пӗрлешнӗ, апла пулин те 1984 ҫулта унӑн малтанхи ертӳҫи тата Сиккимӑн тӗп министрӗ Нар Бахадур Бхандари, партирен тухса Сикким Санграм Паришад ҫӗнӗ парти йӗркеленӗ. 1989 ҫулта ҫак парти парламентри мӗнпур вырӑна суйланнӑ, анчах тепӗр суйлавра ҫӗнтереймен, унӑн вырӑнне политика сцени ҫине Сиккимри демократиллӗ фронт мала тухнӑ. 2008 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Нар Бахадур Бхандарине коррупцишӗн ултӑ уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ[38].

Сиккимӑн патшалӑх символӗсем[7]: чӗрчун — пӗчӗк панда, кайӑк — хӗрлӗ фазан, йывӑҫ — рододендрон, чечек — пархатарлӑ орхидея (Cymbidium goeringii).

Экономика

Экономика ытларах ял хуҫалӑх ҫине таянать, йӑлана кӗнӗ меслетпе ӗҫлеҫҫӗ. Штатран тиесе тухакан тӗп культурӑсен шутне кардамон, импӗр, апельсин, панулми, чей тата орхидея кӗреҫҫӗ. Гималайӑн кӑнтӑр тайлӑмӗсенчи террассӑсенче рис ӳстереҫҫӗ. Вырӑнта усӑ курмашкӑн ҫавӑн пекех ҫӗр улми, купӑста, куккурус, пӑрҫа, тулӑ, урпа, вир, импӗр тата ытти культурӑсем ӳстереҫҫӗ. Кардамона туса илес тӗлӗшпе — калӑпӑшӗпе те, ӑна туса илекен лаптӑкпа та — Индире тӗп вырӑн йышӑнать[7][18]. Килти выльӑх-чӗрлӗх шутӗнче буйволсене, яксене, сурӑхсене, качакасене, сыснасене, мулсене, килти кайӑк-кӗшӗке тытаҫҫӗ[13].

Ҫӗр пичӗ кунта сӑртлӑ-туллӑ пулнӑран тата вырӑнти инфраструктура ҫителӗксӗр пулнипе штатра пысӑк промышленность аталанман. Вак-тӗвек промышленноҫ шутне сӑра вӗретесси, спирт юхтарасси, сӑрӑ кӑларасси тата сехет ӑсталасси кӗрет. Мӗнпур промышленность предприятийӗсем Сиккимӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Штат экономики ҫулталӑкра 8,3 % ӳсет, Инди территорийӗсем хушшинче Дели хыҫҫӑн ку вӑл иккӗмӗш кӑтарту[39].

undefined

Нумаях пулмасть Сикким правительстви туризма аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма пуҫланӑ. Сиккимӑн хӑвачӗ туризм тӗлӗшпе пысӑк, ют ҫӗршыв ҫыннисен Сиккима лекме ятарлӑ ирӗк илмелле пулин те туризм аталанни штат хыснине витӗм кӳнӗ те ӗнтӗ. Пурӑна киле туризм Сикким экономикин тӗп отраслӗ пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Туристсен хушшинче уйрӑмах нумай куна тӑсӑлакан туризм похочӗсем, альпинизм, рафтинг тата сӑрт-ту велоспорчӗ анлӑ сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне Сиккима туристсем йышлӑ килни ҫыхӑннӑ отрасльсене те аталанма май пунӑ, тӗслӗхрен ювелир ӗҫне, тибет ҫӑм кавирӗсем туса кӑларассине, туристсем валли тавар тӑвакан ал ӗҫне. Ҫавӑн пекех астармӑш вӑйӑсем те аталанма пуҫланӑ. «Playwin» онлайн-лотерея тупӑш енчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ та халӗ вӑл пӗтӗм Индине сарӑлнӑ[40].

Сиккимра ҫӗр айӗнчи тӗрлӗ пуянлӑха кӑлараҫҫӗ, вӗсен шутӗнче: пӑхӑр тӑпри, доломит, акшар чулӗ, графит, слюда, тимӗр тӑпри тата кӑмрӑк[15].

2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Нату-Ла ту каҫҫинче Индипе Китай хушшинче чикӗ урлӑ каҫӑ уҫни Сикким экономикине вӑйлӑ аталантарса яма пултарӗ, анчах та ҫак аталану хӑвӑрт пулса иртмест-тӗр[41].

Транспорт

2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Сиккимра аэропорт ӗҫлеме пуҫланӑ. Аэропортӑн вӗҫсе хӑпармалли ҫулӗ 1,75 км тӑршшӗ, унӑн икӗ вӗҫӗнче те тарӑн айлӑмсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Унта икӗ перронпа терминал ҫурчӗ пур, вӑл пӗр вӑхӑтрах 100 яхӑн пассажира ҫула кӑларма пултарать. Вӗҫсе хӑпармалли ҫула ӑсталанӑ Punj Lloyd Инди компанийӗн пресс-секретарӗ каланӑ тӑрӑх, кӑткӑс ҫӗр пичӗпе йывӑр ҫанталӑк ҫак тӑхӑр ҫулхи проект «ҫав тери кӑткӑс та чуна тыткӑнлакан» пулса тухнӑ.

Инженерсем палӑртнӑ тӑрӑх, чи йывӑр ӗҫ шутне площадкӑра кӑткӑс ҫӗр ӗҫӗсене ирттересси кӗнӗ. Сиккимри ҫанталӑк — ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ҫӑвакан муссонлӑ ҫумӑрсем, ҫакӑ ӗҫе самай йывӑрлатнӑ. Сӑртлӑ ландшафтпа час-часах пулса иртекен ҫӗр чӗтренӗвӗсем те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ, чуллӑ тӑвайккисенче ӗҫлекен инженерсем вӗсене татса пама тивнӗ. Пӗтӗм аэропорта, ҫав шутрах вӗҫсе хӑпармалли ҫула та, ҫыран хӗрринчи стена пек ӑсталанӑ. Пандж Ллойд каланӑ тӑрӑх, ку тӗнчери чи ҫӳллӗ «арматурӑланӑ» стенасенчен пӗри.

Гангтокри вертолёт площадки штатра пӗртен-пӗри шутланать. Ҫывӑхри чукун ҫул чарӑнӑвӗ — Нью-ДжалпайгуриСилигуринчен 16 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

31A наци автоҫулӗ Силигурипе Гангтока ҫыхӑнтарать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑршшӗпех Тиста шывӗ хӗррипе иртет, Сикким чикки урлӑ Рангпо патӗнче каҫать. Ҫулпа аэропортпа тата чукун ҫул станципе, Силигурипе Гангтока ҫыхӑнтаракан линисем ҫинче ӗҫлекен общество тата уйрӑм автобус компанийӗсем, ҫавӑн пекех микроавтобуссемпе турттаракансем чылай усӑ кураҫҫӗ. Меллире вырнаҫнӑ пӑрӑнакан ҫул Анӑҫри Сиккиме илсе каять. Кӑнтӑрти тата анӑҫри Сикким хулисем Анӑҫри Бенгалин ҫурҫӗр енчи ҫӳлӗсемпе ҫыхӑннӑ, сӑмахран, Калимпонгпа тата Дарджилингпа. Штат ҫулӗсен пахалӑхӗ ытларах енӗпе япӑх, ҫавӑнпа та час-часах тулли приводлӑ автомобильсемпе усӑ кураҫҫӗ. Гангтокпа округсен центрӗсене пӗчӗк ялсемпе микроавтобус маршручӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ. 2004 ҫулта Сикким правительствин 66 маршрутпа ҫӳрекен 124 автобус пулнӑ[7].

Инфраструктура

Сикким ҫулӗсем час-часах ҫӗр ишӗлнипе тата шыв илнипе шар кураҫҫӗ, анчах Индин ытти штачӗсенчи ҫавӑн пек пӗлтерӗшлӗ ҫулсене илес пулсан вӗсем вӑтамран лайӑхрах. Ҫулсен пахалӑхне тытса тӑрас енӗпе Border Roads Organisation (BRO) ӗҫлет, вӑл Индин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пайӗ, чикӗ ҫумӗнчи лаптӑксенчи ҫулсене пӑхса тӑрать. Кӑнтӑр Сикким ҫулӗсем лайӑх темелле, ҫӗр ишӗлсе анни сайра пулать. BRO тытса тӑман ҫулсен шутне кӗрекен 1857,35 ҫухрӑм штат правительстви пӑхса тӑрать[42]. Манганран ҫурҫӗререх хытӑ ҫулсем ҫук. Миангран ҫурҫӗререх вара ҫулсем пач ҫук.

Сиккимра темиҫе электроэлектростанци ӗҫлет, вӗсем электроэнергипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ шутланаҫҫӗ. Пӗр ҫын тӑкаклакан электроэнерги виҫи — 182 киловатт-сехет, пӗтӗм Индири вӑтам вӑтам кӑтарту вара 631-пе танлашать[43]. Хуҫалӑхсен 73,2 % таса ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ[42]. Юханшывсем нумай, ҫавна май Сиккимра типӗ ҫанталӑк пулмасть.

Культура

undefined

Сикким халӑхӗ индуистсен уявӗсене те (Дивали, Дасара), буддистсенне те (Лосар, Сага Дава, Лхаб Дучен, Друпка Теши тата Бхумчу) паллӑ тӑвать. Лосар вӑхӑтӗнче — Тибет ҫӗнӗ ҫулӗнче — правительство учрежденийӗсенчен чылайӑшӗ пӗр эрнелӗхе хупӑнать[44].

Сиккимӑн пӗлтерӗшлӗ те уйрӑлми пайӗ буддистсен храмӗсемпе мӑнастирӗсем шутланаҫҫӗ[45].

Сикким культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ халӑх ташши шутланать. Сикким лаптӑкӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ташшисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Час-часах вӗсем буддистсен е индуистсен хӑш-пӗр уявӗсемпе ҫыхӑннӑ[46].

Сиккимра анӑҫ стильлӗ рок-мусӑк анлӑ сарӑлнӑ. Халӑх хушшинче ҫавӑн пекех инди поп-кӗвви, ҫавӑн пекех анӑҫ рок-мусӑкӗн витӗмӗпе йӗркеленнӗ, непал чӗлхиллӗ текстсемпе усӑ куракан непал рокӗ анлӑ сарӑлнӑ.

Болливудри паллӑ актёр Денни Дензонгпа — Сиккимра ҫӳралса ӳснӗскер, унӑн чӑн ячӗ Церинг Пинтцог[47].

Футболпа крикет — Сиккимри чи анлӑ сарӑлнӑ икӗ спорт тӗсӗ. Канченджанга тата ытти ту тӑррисем альпинистсене илӗртеҫҫӗ.

Сикким апат-ҫимӗҫӗ вырӑнти халӑхсен — непалсен, бхутисен тата лепчасен — йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ. Тибет апачӗпе ҫыхӑну пур, сӑмахран, унта лапшапа хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ нумай, тӗслӗхрен, тхукпа (лапшапе пӗҫернӗ яшка), чоумеин, тхантхук, фактху тата гьятхук. Алкогольсӗр ӗҫмеллисем шутне мохи (ытлах йӳҫмен сӗт) тата дахи (сӗтрен тунӑ ӗҫме) кӗреҫҫӗ. Алкогольлӗ ӗҫмесем — сӑрана аса илтерекен джаанр, ӑна тӗрлӗ тырӑран хатӗрлеҫҫӗ, ҫав шутра рисран та, тата ракси ятлӑ эрех. Сиккимри эрех-сӑра ӗҫессин шайӗ Индин мӗнпур штачӗ хушшинче чи пысӑкки[48].

Сиккимӑн айлӑмӗсемпе тӳрем ҫӗрӗсенчм ҫуртсене ытларах енӗпе бамбукран тунӑ, кизякпа хупласа тухнӑ, ҫакӑ ӑшша лайӑх упрать. Тусем ҫинче ҫуртсене йывӑҫран тӑваҫҫӗ.

Сывлӑх сыхлавӗ

Индипе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн сывлӑх сыхлавӗ хӑвӑрт аталанни Сиккимӑн социаллӑ аталанӑвӗн чи витӗмлӗ факторӗсенчен пӗри шутланать. Сӑмахран, 1989 ҫулта ача ҫуралассипе вилеслӗх виҫи пин ҫын шутне 31,4 тата 9,1 (ял хутлӑхӗнче 32,8 тата 10,1; хуласенче 24,5 тата 4,3) пулнӑ. Ку цифрӑсем, уйрӑмах хуласенчи вилеслӗх, Индири вӑтам цифрӑсене илсен самай ҫӳллӗрех. Ача-пӑча вилесси ҫуралнӑ пин ача ҫине 32-пе (2005 ҫул) танлашать[32]. 1965 ҫулта вырӑнти хӑй тытӑмлӑха (панчаяти радж) йӗркеленӗ, социаллӑ тивӗҫтерӳ системине вӑл хӑй ҫине илнӗ[49].

Штат правительстви палӑртнӑ нормӑпа килӗшӳллӗн 3000 ҫын пуҫне пӗр тухтӑр, 20 000 ҫын ҫине пӗр поликлиника (акăл. Primary health center), 80 000 ҫын ҫине пӗр пысӑк пульница (акăл. Community health center) пулмалла. Пӗтӗмӗшле илсен, уйрӑм районсене илес пулсан хӑш-чухне виҫерен иртет пулин те, пульницӑсен шучӗ нормӑран кӑшт сахалрах[50].

Вӗренӳ

Хут пӗлнин шайӗ 69,68 % танлашать, арҫынсем хушшинче ку виҫе 76,73 % танлашать, хӗрарӑмсем хушшинче — 61,46 %. Правительство хут пӗлекенсен шайне 2015 ҫул тӗлне 100 % ҫитерме тӗллев лартнӑ[33]. Штатра 1545 патшалӑх тата тӗрлӗ шайри 18 уйрӑм шкул ӗҫлет[42]. Пуҫламӑш тата вӑтам пӗлӳ тӳлевсӗр[13]. Чылай шкулта тӑван чӗлхепе вӗренессине пӑхса хӑварнӑ пулин те, правительство вӗренӳ кӗнекисене кӑларма укҫа-тенкӗ енчен пулӑшса тӑрать пулсан та, шкулсенчи вӗренӳ акӑлчанла ирттет. Сиккимра ҫавӑн пекех аслӑ пӗлӳ паракан 12 учреждени пур. Вӗсенчен чи пысӑкки — инженери дисциплинисемпе, медицинӑпа тата менеджментпа ӗҫлекен специалистсене хатӗрлекен Сикким Манипал техника университечӗ. Ҫавӑн пекех унта куҫӑмсӑр майпа та пӗлӳ илме май пур[51]. 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сикким университечӗ йӗркеленме пуҫланӑ, унӑн ректорӗ — Сиккима кӗпӗрнетӗрӗ[52]. Хальхи вӑхӑтра ку университетӑн хӑйӗн кампусӗ ҫук, ӑна Сингтамран 28 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Янгангра хӑпартма шутлаҫҫӗ. Чылай студент аслӑ пӗлӗве штат тулашӗнче илме кӑмӑллать.

Пресса тата ҫыхӑну

Сикким хулисенче акӑлчанла, хинди тата непал чӗлхисемпе хаҫатсем тухса тӑраҫҫӗ. Непал тата акӑлчан чӗлхиллӗ хаҫатсен пӗр пайне тӳрремӗнех штатра пичетлеҫҫӗ, хинди тата акӑлчанла тепӗр пая — Силигуринче. Чи пӗлтерӗшлӗ хаҫатсем — «Samay Dainik», «Sikkim Expresss», «Sikkim Now» (виҫҫӗшӗ те акӑлчанла) тата «Himalibela» (непал чӗлхипе). Сиккимра ҫавӑн пекех Индире тухакан хаҫатсен вырӑнти кӑларӑмӗсем тухаҫҫӗ, сӑмахран «The Statesman», «The Telegraph» (Силигуринче пичетленеҫҫӗ), «The Hindu» тата «The Times of India» (Калькуттӑра пичетленеҫҫӗ, Сиккима пӗр кун кая юлса ҫитереҫҫӗ). Силигури кӑларакан «Himalaya Darpan» хаҫат Индин ҫурҫӗр-тухӑҫ енче непал чӗлхиллӗ чи анлӑ сарӑлнӑ кӑларӑм шутланать. «Sikkim Herald» — Сикким правительстви эрнесерен хатӗрлекен официаллӑ кӑларӑмӗ. Непал чӗлхипе тухнӑ пӗрремӗш хаҫат — «Himgiri», унӑн онлайн-версийӗ те пур. Халӗ унӑн акӑлчанла онлайн-версийӗ те тухать[53]. Ҫавӑн пекех Индире пӗрремӗш хут непал чӗлхипе тухма тытӑннӑ «Tistarangit» онлайн-журнал пур[54].

Округсен тӗп хулисенче интернет-кафесем анлӑ сарӑлнӑ, апла пулин те анлӑ полосаллӑ интернет япӑх аталаннӑ. Ял тӑрӑхӗнче интернет ҫыхӑну ҫуккипе пӗрех. Чылай кил-ҫурт спутник антеннисен пулӑшӑвӗпе инҫекурав программисене йышӑнма пултарать. Тӗп провайдерсем Dish TV, Doordarshan тата Nayuma шутланаҫҫӗ. Сиккимри мобильлӗ телефон ҫыхӑнӑвӗн тӑватӑ тӗп провайдер пур — BSNL, Vodafone, Reliance Infocomm тата Airtel, апла пулин те BSNL кӑна штатӑн пӗтӗм лаптӑкӗнче мобильлӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерет. Сиккимри пӗртен-пӗр радиостанци — пӗтӗм Инди лаптӑкне ярса илекен All India Radio[55].

Паллӑ вырӑнсем

Аяларах Сиккимӑн хӑш-пӗр паллӑ вырӑнӗсене ҫеҫ асӑнса тухнӑ[56].

undefined
  • Румтек мӑнастирӗ, Сиккимра чи пысӑкки, кунта кармапа резиденцийӗ вырнаҫнӑ. 1730 ҫулта никӗсленӗ, каярах ҫунса кайнӑ, ун хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗрен туса лартнӑ.
  • Юксомри Дубди Гомпа мӑнастӑрӗ, вӑл Сиккимра чи авалхи шутланать.
  • Гьяльшинг ҫывӑхӗнчи Пемаянгсте мӑнастирӗ, Ньингма йӑлин чи пӗлтерӗшлӗ мӑнастӑрӗ, XVII ӗмӗрте никӗсленӗ.
  • Сиккимӑн пӗрремӗш чогьялне (Юксомра) патшана лартнӑ трон.
  • Намгьял тибетологи институчӗ. 1958 ҫулта никӗсленӗ, тибет стилӗпе туса лартнӑ. Кунта сайра тӗл пулакан будда кӗнекисен, кӳлепесен, таноксен, сӑваплӑ объектсен пуян коллекцийӗ упранать.
  • Рабденце ишӗлчӗкӗсем, 1814 ҫулта Сиккимӑн иккӗмӗш тӗп хулине непалсем ишсе тӑкнӑ.
  • Кхечеопалри кӳлӗ, Пеллингран 27 ҫухрӑмра, Гьяльшингпа Юксом хушшинче, тинӗс шайӗнчен 2 ҫухрӑма яхӑн ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Буддистсем те, индуистсем те сӑваплӑ вырӑн тесе шутлаҫҫӗ.
  • Гангтокпа Натула ту каҫӑвне ҫыхӑнтаракан ҫул хӗрринчи Чангу сӑрт-тура вырнаҫнӑ таса кӳлӗ. Чикӗ патӗнче вырнаҫнӑран унта ҫитмешкӗн ирӗк ыйтса илмелле.
  • 135 ҫухрӑм тӑршшӗллӗ Юмтанг айлӑм, вӑл хӑйӗн альп евӗрлӗ сӑнсемпе чапа тухнӑ.

Сиккима туристсене илӗртекен тӗп шухӑшсем — буддистсен храмӗсемпе мӑнастирӗсем тата ҫутҫанталӑкӑн паллӑ вырӑнӗсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 http://www.censusindia.gov.in/pca/DDW_PCA0000_2011_Indiastatedist.xlsx
  2. ^ https://www.webcitation.org/612SZW597?url=http://www.sikkimipr.org/physical_feature.htm
  3. ^ 2020 (значения)
  4. ^ 1, 2 2011 census of India
  5. ^ District Census Handbook: Sikkim(паллӑ мар). — Government of India, 2011. — С. v. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  6. ^ Sonam Wangdi. Nepali Language in the Eighth Schedule of Constitution. «Darjeeling Times», 13 октября 2009 г. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4, 5 General Information. Sikkiminfo.net. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  8. ^ Seema Sengupta. Revisiting Sikkim — the Last Shangrila. Korean Times. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  9. ^ Sarat Chandra Das. Tibetan-English Dictionary. — Motilal Banarsidass Publ., 2004. — С. 928. — 1353 с. — ISBN 8120817133. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  10. ^ General information about Sikkim. Sikkim Tourism, Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  11. ^ Physical Feature and Ecosystem (англ.)(недоступная ссылка — история). The Department of Information and Public Relations (2003). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  12. ^ «Luxuriant forests cover 36 % of the land» — Flora and Fauna. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  13. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Encyclopaedia Britannica.
  14. ^ 1, 2, 3 Physical Features of Sikkim. Department of Information and Public Relations, Government of Sikkim (29 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  15. ^ 1, 2 Sikkim's Economy. National Informatics Centre (29 ҫурлан 2002). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  16. ^ Resources. Envis Centre Sikkim on Ecotourism. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  17. ^ Sikkim Earthquake of 14 February 2006. National Information Center of Earthquake Engineering, IIT Kanpur (2005). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Climatic zones in Sikkim. Meteorological Center, Gangtok. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  19. ^ Lucksom, S Z. Orchids of Sikkim and North East Himalaya(акăлч.). — Vedamsbooks, 2007. — ISBN 81-7525-863-1. Аннотаци , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи копийӗ
  20. ^ Rare and threatened mammal species. Envis Centre Sikkim on Ecotourism. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2005 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  21. ^ Threatend birds of Sikkim. Envis Centre Sikkim on Ecotourism. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2005 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ.
  22. ^ Evans,W.H. (1932) The Identification of Indian Butterflies, (2/e) pp 23
  23. ^ Haribal, Meena (1994) Butterflies of Sikkim, pg 9.
  24. ^ Existing and Proposed Areas in Sikkim for Bio-diversity Conservation. Envis Centre Sikkim on Ecotourism. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2005 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
  25. ^ Government of Sikkim — About Sikkim. Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  26. ^ History of Sikkim. Department of Information and Public Relations, Government of Sikkim (29 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  27. ^ Opinions 24x7: The Story of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  28. ^ Elections after the merger. Sikkiminfo.net. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  29. ^ census of india, 2001. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  30. ^ 1, 2 Bareh, Hamlet. Encyclopaedia of North-East India: Sikkim(акăлч.). — Mittal Publications, 2001. — ISBN 81-7099-794-1. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  31. ^ Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  32. ^ 1, 2 Facts and figures about Sikkim. Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ.
  33. ^ 1, 2 Interview with Chief Minister Pawan Chamling. Frontline. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
  34. ^ Saurabh Gupta, Syed Taha Owais. Top-down approach for generating spatial database at cadastral level — A Sikkim Himalayan experience. GIS Development. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2002 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
  35. ^ Judge strengths in High Courts increased. Ministry of Law & Justice (30 юпан 2003). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  36. ^ SDF wins all seats in Sikkim Assembly. The Hindu. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  37. ^ Sikkim Legislative Assembly. Headlines India. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  38. ^ Former Sikkim CM sentenced to six months jail. zeenews.com, India edition (25 юпан 2008). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  39. ^ Economy of Sikkim. Department of Information and Public Relations, Government of Sikkim (29 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  40. ^ Playwin lottery. Interplay Multimedia Pty. Ltd. (20 ҫурлан 2006). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  41. ^ Nathu-la trade gets wider. Telegraph India. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  42. ^ 1, 2, 3 Sikkim at a glance. Department of Information and Public Relations, Government of Sikkim (29 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  43. ^ Per capita power consumption in India(недоступная ссылка — история). INRnews (20 ҫурлан 2007). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  44. ^ Culture and Festivals of Sikkim. Department of Information and Public Relations, Government of Sikkim (29 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  45. ^ Monasteries in Sikkim. SikkimInfo. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  46. ^ Folk dances. SikkimInfo. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  47. ^ Sikkim Trivia(недоступная ссылка — история). NAMCHANGKORPA. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  48. ^ Sikkim Human Development Report 2001. Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  49. ^ Jeta Sankrutyayana. Development without shocks: A Himalayan experience, в книге: Sikkim, ed. by Mahendra P. Lama(акăлч.). — Indus publishing company, 1994. — P. 208—221. — ISBN 8173870136.
  50. ^ Status of primary health infrastructure(недоступная ссылка — история). Government of Sikkim. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  51. ^ Sikkim Manipal University. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  52. ^ Central University in Sikkim(недоступная ссылка — история). Darjeeling Times (4 ҫӗртмен 2007). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  53. ^ Himgiri. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  54. ^ Tistarangit. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  55. ^ Entertainment in Sikkim. Sikkiminfo.net. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  56. ^ Places of Tourist interest in Sikkim. Envis Centre Sikkim on Ecotourism. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.

Вуламалли

  • H H Risley. Gazetteer Of Sikkim. — Br Rhythms, 2005. — ISBN 8176465208.
  • S. K. Sharma, Usha Sharma (editors). Documents on Sikkim and Bhutan. — Anmol Publications PVT. LTD, 1998. — ISBN 8174885463.
  • Nirmalananda Sengupta. State Government and Politics, Sikkim. — Sterling, 1985.
  • C. De Beauvoir Stocks. Sikkim: Customs and Folklore. — Cosmo Publications, 1975.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Сикким статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Категорисем