Ҫамрӑк чух Мускав консерваторийӗ ҫумӗнчи Тӗп музыка шкулӗнче виолончель калама вӗреннӗ. Вӑл хӑйӗн паллӑ хушаматӗнчен именмен, мӗншӗн тесен ҫав шкулах вӑл вӑхӑтри нумай паллӑ ҫын ачи ҫӳренӗ. Шкулта вӗреннӗ чух пулас актриса француз чӗлхине вӗренессипе ҫитӗнӳсем тунӑ[6]. Анчах та хӑйӗн амӑшӗ Морис Торез ячӗллӗ ют чӗлхесен институтне вӗренме кӗме тата хӑйӗн пуласлӑхне тӑлмач профессийӗпе ҫыхӑнтарма ҫине тӑрсах сӗннӗ пулин те, Людмила сценӑна суйласа илнӗ те актёр ӑсталӑхне вӗренме шут тытнӑ[3][7][8].
1957 ҫулта шкултан вӗренсе тухсан Б. В. Щукин ячӗллӗ театр училищине вӗренме кӗнӗ, унта Владимир Этуш курсӗнче вӗреннӗ. Аслӑ шкулта вӗреннӗ тапхӑрта студентсен каҫӗсенчен пӗринче пулас актриса Владимир Высоцкипе паллашнӑ, унпа вӑл виличченех туслӑ пулнӑ. Студентлӑхӑн малтанхи ҫулӗсенче Людмила вӗренес тесе питех тӑрӑшман, ҫавна пула ӑна пӗртен-пӗрскере практика иртме театра йышӑнман. Йывӑр самантра ӑна амӑшӗ пулӑшнӑ, репетиторпа хушма занятисем ирттерме сӗннӗ. Ҫапах та Людмила Щукин училищинче вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, «Мещанин во дворянстве» диплом спектаклӗнче пӗр роле калӑпланӑ, ун хыҫҫӑн ӑна Е. Б. Вахтангов ячӗллӗ Патшалӑх академи театрӗн труппине илнӗ[3][7][9][10].
Вахтангов театрӗн труппине кӗртнӗ хыҫҫӑнах ҫамрӑк актрисӑна икӗ спектакльте рольсем панӑ. Вахтангов сцени ҫинче унӑн пӗрремӗш ӗҫӗсем «Стряпуха замужем» тата «Живой труп» постановкӑсенче рольсем пулса тӑнӑ. 1963 ҫулта Людмила Максаковӑна Евгений ВахтанговӑнРубен Симонов режиссёр юсаса ҫӗнетнӗ «Принцесса Турандот» легендарлӑ спектаклӗнче тутар кнеҫӗн Адельма рольне шаннӑ. Хӗвелтухӑҫ пикин сӑнарне ҫак постановкӑра питӗ ӑнӑҫлӑ калӑпланӑ хыҫҫӑн актрисӑн Мускаври театралсем хушшинче ырӑ ят сарӑлнӑ[6][10].
Пӗтӗм пултарулӑх карьеринче, ку вара 50 ҫул ытла, Максакова Вахтангов ячӗллӗ театрта кӑна ӗҫленӗ. Ҫак искусствӑсен храмӗнче ӑна питӗ нумай тӗрлӗ роль выляма май килнӗ. Актриса классикӑра та, хальхи репертуарта та ӑнӑҫлӑ вылянӑ. Вӗсен шутӗнче «На всякого мудреца довольно простоты», «Мещанин во дворянстве», «Господа Глембаи», «Ричард III», «Лето в Ноане», «Вечер старинных русских водевилей», «Стакан воды», «Анна Каренина», «Дама без камелий», «Соборянея» «Я тебя больше не знаю, милый», «Ревизор», «Без вины виноватые», «Воскрешение, или Чудо святого Антония», «Дядя Ваня», «Евгений Онегин», «Пиковая дама», «Пристань»[3][7][9][10].
Кинора пуҫласа Людмила Максакова 1964 ҫулта ӳкерӗннӗ, ӑна Григорий Чухрайӑн «Жили-были старик со старухой» фильмра ӳкерӗнме чӗннӗ[6]. 1967 ҫулта вара ҫӗршыври киноэкрансенче актриса хутшӑннӑ харӑсах тӑватӑ картина кӑтартнӑ: «Твой современник», «Татьянин деньги», «Путь в «Сатурн» тата «Конец «Сатурна»[8].
Людмила Васильевна кинопа сериалсенче чылай роль калапланӑ. Унӑн ӗҫӗсен списокӗнче, сӑмахран, «Неподсуден», «Поезд в завтрашний день», «Антрацит», «Пропажа свидетеля», «Плохой хороший человек», «Прикосновение», «Летучая мышь», «Отец Сергий», «Сегодня и всегда», «Прохиндиада, или бег на месте», «Перед самим собой», «По главной улице с оркестром», «Там, где нас нет», «Десять негритят», «Претендент», «Дни человека», «Му-му», «Идеальная пара», «Анна Каренинара», «Крест в круге», «Индус», «Слепое счастье», «Кухня», «Доктор смерть», «Наследие», «Притяжение», «ВМаяковский», «Номинация»[8].
Людмила Васильевна хӑйӗн чи юратнӑ ролӗ тесе татӑклӑ та ҫирӗп шӑнӑрлӑ, ҫавӑнпа пӗрлех ытарайми Таня Огнева (историри прототипӗ — Лиза Пылаева) сӑнарӗ тесе шутлать, ун сӑнарне вӑл «Татьянин день» фильмра калӑплама пултарнӑ[11].
Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫитмӗлмӗш ҫулӗсенче Людмила Васильевна педагог пулса тӑнӑ, халӗ те Борис Щукин ячӗллӗ театр институтӗнче вӗрентет. Вӑл актёр ӑсталӑхӗн кафедрин профессорӗ шутланать[12].
Ашшӗ — Александр Александрович Волков, Пысӑк театрӑн баритонӗ, унӑн шӑпи, паллах, кӗтмен ҫӗртен йӗркеленнӗ: 1941 ҫулта вӑл Хӗрлӗ Ҫар боецӗсем умӗнче фронт линийӗ патӗнчех концерт панӑ, ӑнсӑртран нимӗҫсен фашистла ҫарӗсем тытса илнӗ территорие лекнӗ. Каярах Волков АПШ-на эмиграциленӗ, унта драма тата опера ӳнерӗн шкулне уҫнӑ[15]. Людмилан ашшӗ ятне амӑшӗн тусӗ, патшалӑх хӑрушсӑрлӑх органӗсен сотрудникӗ Василий Новиков панӑ[3][8][16].
Амӑшӗ — Мария Петровна Максакова (1902—1974), опера юрӑҫи, Пысӑк театр солистки; СССР халӑх артистки (1971), виҫӗ хутчен I степеньлӗ Сталин премийӗн лауреачӗ (1946, 1949, 1951)[17][18].
Кукашшӗ — Пётр Васильевич Сидоров (1862—1906), служащи, Сарӑту мещенӗ[17][18].
Кукамӑшӗ — Людмила Борисовна Сидорова (вилтапри палӑкӗ ҫинче — Людмила Сергеевна Сидорова), Аҫтӑрхан мещенӗ[17][18].
Пӗрремӗш упӑшки (1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ — 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ) — Феликс-Лев Збарский (1931—2016), совет тата американ ӳнерҫи, Ленина бальзамланӑ паллӑ, гениллӗ биохимик Борис Ильич Збарский ывӑлӗ[8].
Эльдар Рязанов режиссёрӑн «Вокзал для двоих» фильмӗн сценарийӗнче чӑн пурнӑҫра пулса иртнӗ лару-тӑрупа усӑ курнӑ-мӗн. Сӑмах ХХ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче Людмила Максаковӑпа тата Микаэл Таривердиев композиторпа пулса иртнӗ истори ҫинчен пырать, вӗсен роман пулнӑ, виҫӗ ҫул пӗрле пулнӑ[21]. Каҫхи Мускав тӑрӑх Максаковапа Таривердиев ларса пыракан машина Ленинград проспектӗнчи ҫынна вилмеллех пырса тӑрӑнтарнӑ. Ҫав пулӑмӑн пӗр версийӗ тӑрӑх машина рульне Максакова тытса пынӑ-мӗн, анчах та Таривердиев ӗҫ-пуҫ вырӑнне килсе ҫитнӗ право хуралӗн органӗсен сотрудникӗсене, руль умӗнче вӑл пулнӑ тесе йышӑннӑ. Суд композитора икӗ ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ, анчах ӑна амнистиленӗ[22]. Людмила Максаковӑн ку трагеди пирки урӑх верси: вӑл каланӑ тӑрӑх автомобиле чӑнах та Таривердиев тытса пынӑ, вӑл ҫуран ҫын ҫине пырса тӑрӑннӑ та[23].
1994 — Таня — «Полонез Огинского», Н. Коляда пьесипе, реж. Роман Виктюк / Театр Романа Виктюка
2001 — Элизабет — «Сон», С. Далагер пьесипе, реж. Сергей Арцибашев / Театр на Покровке
2003 — Раневская — «Вишнёвый сад», А. П. Чехов пьесипе, реж. Э. Някрошюс / Фонд Станиславского (Москва) & «Мено Фортас» (Вильнюс), — пресса — пресса
2006 — Грасиела — «Как жаль», Г. Гарсия Маркесӑн «Любовная отповедь сидящему в кресле мужчине» пьесипе, реж. Пётр Фоменко / Мастерская Петра Фоменко
2012 — Настасья Ивановна — тётушка Иван Васильевича — «Театральный роман (Записки покойника)», М. А. Булгаков пьесипе, реж. П. Фоменко, К. Пирогов / Мастерская Петра Фоменко[6][26]
^Выпуски 1960-х(паллӑ мар). Официальный сайт Театрального института имени Бориса Щукина. Пӑхнӑ кун: 15 Авӑн уйӑхӗн 2023. оригиналтан архивланӑ 4 Нарӑс уйӑхӗн 2012 ҫул.