Махачев Ислам Рамазанович

Махачев Ислам Рамазанович (ҫур. 1991 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ, Махачкала, Дагестан Автономиллӗ Созиализмлӑ Совет Республики[d]) — UFC тытӑмӗнче ӑмӑртакан хутӑш ҫапӑҫу тӗсӗсен ҫӑмӑл виҫеллӗ Раҫҫей ҫапӑҫуҫи[2]. Ҫӑмӑл виҫере UFC чемпионӗ пулнӑ. Ҫапӑҫу самбовӗ енӗпе икӗ хутчен Раҫҫей чемпионӗ (2014, 2016), тӗнче чемпионӗ (2016) пулнӑ. UFC чи лайӑх боецсен официаллӑ рейтингӗнче виҫе категорине пӑхмасӑр 1 йӗркине йышӑнать[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Ислам Махачев 1991 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Махачкалара ҫуралнӑ[4].

Ача чухне тхэквондо тата ушу-саньда кӗрешӳ мелӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Унпа пӗрле ушу-саньда секцийӗнче Шамиль Завуров(выр.)чăв., Абубакар тата Хабиб Нурмагомедовсем(выр.)чăв. тренировка ирттернӗ. Тӑватӑ ҫул ушу-саньдапа айланнӑ. Ҫак тапхӑрта любительсен ӑмӑртӑвӗсене выляса илнӗ. Ҫемье Ҫӗнӗ Хушета(выр.)чăв. куҫнӑ хыҫҫӑн спортӑн ҫак тӗсне хӑварма тивнӗ. Унтан икӗ ҫул футболла вылянӑ, ял командисен хушшинче республика первенствине хутшӑннӑ. Малалла ҫулталӑк ирӗклӗ кӗрешӳпе айланнӑ.

Хулари 38-мӗш шкулта Абубакар Нурмагомедовпа(выр.)чăв. пӗр класра вӗреннӗ. 2023 ҫулта Махачев Г. В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университечӗн(выр.)чăв. Пятигорскри филиалӗн магистранчӗ шутланнӑ.

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче американ стриминг сервисӗ Netflix(выр.)чăв. Ислам Махачев пирки документлӑ фильм ӳкересси ҫинчен пӗлтернӗ[5].

Карьера

Ҫапӑҫу самбовӗ

Ислам Махачев Дагестанӑн виҫӗ хут чемпионӗ тата икӗ хутчен Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ. 2014 ҫулта тӗнче чемпионатне(выр.)чăв. каймалла пулнӑ, анчах чӗрипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула хутшӑнайман. 2016 ҫулта тӗнче чемпионатне(выр.)чăв. выляса илнӗ[6]. Софияра иртнӗ ӑмӑртура Ислама тивӗҫлӗ керешӳҫӗ тупӑнман — унпа ӑмӑртакансем пӗр балл та илеймен. Финалта Махачев Болгаришен ӑмӑртакан Валентина Бенишева 7:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Ислам тӗнче чемпионатне UFC тытӑмне пӗлтермесӗр вӑрттӑн хутшӑннӑ[7]. Турнирта ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен Нью-Йорка Хабиб Нурмагомедов ҫапӑҫӑвне вӗҫсе кайнӑ.

Хутӑш ҫапӑҫу енӗпе тунӑ карьера

М-1 Global

M-1 Global тытӑмӗнче пуҫласа Махачев 2011 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Тенгиз Кучуа хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, пӗрремӗш раундра нокаутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш хут Махачев Францирен килнӗ Мансур Барнауипе (Mansour Barnaoui) 2013 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче M-1 Challenge(выр.)чăв. 38 ӑмӑртӑвӗнче ҫапӑҫӑва тухнӑ. Вӑл тӳресен пӗр саслӑ йышӑнӑвӗпе выляса илнӗ. Малалла Махачев Бразили боецӗпе, вӑл джиу-джитсу(выр.)чăв. енӗпе хура пиҫиххиллӗ(выр.)чăв. Рандер Джуниорпа 2013 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче M-1 Challenge 41 ӑмӑртура тӗл пулнӑ, тӳресен пӗр саслӑ йышӑнӑвӗпе ҫӗнтернӗ. Ингуш Республикинчи Таргимра M-1 Challenge 49 турнирта Ислам Юрий Ивлева(выр.)чăв. ыраттармалли приём туса ҫапӑҫӑва выляса илнӗ. Контракт тӑрӑх юлашки ҫапӑҫура Санкт-Петербургри M-1 Challenge 52 турнирта Ислам Махачев Хорватири опытлӑ боецпа Иван Трушчекпа тӗл пулнӑ. Ислам ҫапӑҫура пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, тупӑшакана виҫҫӗмӗш раундра пӑвса приём туса парӑнтарнӑ.

Ultimate Fighting Championship

2014 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Махачев UFC тытӑмӗпе тӑватӑ ҫапӑҫу валли контракт алӑ пуснӑ. 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Махачев Лео Кунца UFC 187 турнирта иккӗмӗш раундра пӑвса приём туса ҫӗнтернӗ.

undefined

2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче UFC 192 (Cormier vs Gustafson) турнирӗнче Махачев Адриана Мартинспа тӗл пулнӑ. Пӗрремӗш раундӑн иккӗмӗш минутӗнче Мартинс сылтӑм аллипе Махачева янах шӑмминчен ҫапнӑ та ӑна нокаута янӑ. Ҫапла вара, Махачев хӑйӗн карьеринче пӗрремӗш хут тата халлӗхе пӗртен-пӗрре выляса янӑ.

2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче допингпа(выр.)чăв. усӑ курнӑшӑн ӑмӑртусене хутшӑнассинчен сирнӗ. Ҫав ҫулах утӑ уйӑхӗнче Америкӑри антидопинг агентстви (USADA) палӑртнӑ тӑрӑх, Махачев чӗре аритмине сипленӗ вӑхӑтра кӗске вӑхӑт хушши мельдонийпе(выр.)чăв. усӑ курнӑ[8].

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Крис Уэйда тӳресен пӗр шухӑшлӑ йышӑнӑвӗпе ҫӗнтернӗ.

2019 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче Ислам тӳресен пӗр саслӑ йышӑнӑвӗпе ентешне Арман Царукяна ҫӗнтернӗ.

2019 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче UFC 242 турнирта (тӗп ҫапӑҫу Хабиб — Порье пулнӑ) Махачев Дави Рамуса тӳресен пӗр саслӑ йышӑнӑвӗпе ҫӗнтернӗ.

2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче спортсмен UFC президенчӗ Дэйна Уайт(выр.)чăв. шӑнкӑравласа UFC титулӗшӗн ҫӑмӑл виҫепе ҫапӑҫма ирӗк пама шантарни пирки пӗлтернӗ[9].

Каярах Конор Макгрегорпа(выр.)чăв. ҫапӑҫма пултарасси пирки шухӑшне пӗлтернӗ, Макгрегора ҫӑмӑл виҫе таран чакма йывӑр пулать тенӗ[10].

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче UFC 280 турнирӗнче Махачев ҫӑмӑл виҫепе UFC чемпионӗн пиҫиххине ҫӗнсе илнӗ[11].

2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Дагестан пуҫлӑхӗ Сергей Меликов(выр.)чăв. Махачева «Дагестанӑн Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа(выр.)чăв. чысланӑ[12].

2022 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче UFC 280 турнирта Чарльз Оливейрӑпа тытӑҫура ҫӑмӑл виҫере UFC чемпионӗн вакантлӑ титулне ҫӗнсе илнӗ.

undefined

2023 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче 284 UFC турнирӗнче Австралири Перт(выр.)чăв. хулинче Александр Волкановские(выр.)чăв. тӳресен пӗр шухӑшлӑ йышӑнӑвӗпе ҫӗнтерсе хӑйӗн титулне пӗрремӗш хут хӳтӗленӗ. Ислам хаяр тытӑҫура пурӑнса ҫӗнтернӗ[13].

2023 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче Махачев каллех Волкановскине Абу-Даби(выр.)чăв. хулинче иртнӗ UFC 294 турнирӗнче ҫӗнтернӗ[14].

2024 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Махачев Ньюаркри(выр.)чăв. (Нью-Джерси штачӗ) UFC 302 турнирӗн тӗп ҫапӑҫӑвӗнче Дастин Порье(выр.)чăв. американа ҫӗнтерcе ҫӑмӑл виҫеллӗ чемпион титулне хӳтӗленӗ. Ҫак ҫӗнтерӳ Махачевшӑн UFC-ра 14-мӗш пулса тӑнӑ (Хабиб Нурмагомедовӑн рекордне ҫапса ҫӗнетнӗ)[15][16].

2024 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Ислам Махачевпа Арман Царукянӑн(выр.)чăв. реванш пуласси пирки пӗлтернӗ[17]. Ҫак тытӑҫу 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче иртмелли UFC 311 турнирта тӗп вырӑнта пулмалла пулнӑ. 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче UFC пуҫлӑхӗ Дэйн Уайт Арман Царукян сусӑрланнине пула Ислам Махачева хирӗҫ тытӑҫма пултарайманине пӗлтернӗ. Раҫҫей ҫыннин ҫӗнӗ тупӑшуҫи Ренату Мойкану бразилец пулса тӑнӑ[18]. Махачев пӑвса приём туса ҫӗнтернӗ, ҫӑмӑл виҫеллӗ чемпион титулне умлӑн-хыҫлӑн хӳтӗлес енӗпе UFC рекордне ҫӗнетнӗ[19].

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Махачев ҫӑмӑл виҫери чемпион пиҫиххине тавӑрса панӑ, ҫурма вӑтам дивизиона куҫнӑ[20]. Дивизион улшӑннине пула утӑ уйӑхӗнче Махачев лигӑри чи лайӑх боецсен рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑнтан аяларах аннӑ[21].

UFC пуҫлӑхӗ Дэйна Уайт Ислам ҫак виҫере Джек Делла Маддаленӑпа(выр.)чăв. чемпион пиҫиххишӗн кӗрешессине пӗлтернӗ[22]. Махачевпа Маддалена тытӑҫӑвӗ 2025 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчен 16-мӗшне ҫӗрле UFC 322 турнирта иртнӗ[23]. Пилӗк раунд хушшинче Ислам тейкдаунсене ӑнӑҫлӑ ирттернӗ, партерта лайӑхрах пулнӑ те тӳресен пӗр саслӑ йышӑнӑвӗпе ҫӗнтернӗ. Махачев историре UFC-ра икӗ виҫе категорийӗнче пиҫиххисем ҫӗнсе илме май килнӗ пӗрремӗш Раҫҫей ҫынни пулса тӑнӑ[24]. Ҫакӑн хыҫҫӑн спортсмен лигӑн рейтингӗн пӗрремӗш йӗркине, виҫе категорийӗсене пӑхмасӑр, тепӗр хут йышӑннӑ. Тепӗр тытӑҫӑва Ислам 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ[25]. Ӑна хирӗҫ Камара Усман пулмалла[26].

undefined

Ҫапӑҫу стилӗ

Махачев стилӗ ҫапӑҫу самбовӗ тата грэпплинг ҫинче никӗсленӗ. Спортсмен позици тытать, умлӑ-хыҫлӑ тапӑнать тата хытӑ прессинглать. Вӑл тейкдаунсене мар, эффективлӑха мала хурса, трипсемпе тата кӗлеткене ҫавӑрса илнипе усӑ курать. Партерта Ислам ӑмӑртуҫа ҫиелти прессингпа тата позициллӗ тапӑнупа майӗпен вӑйран ярса пырать. Ҫавӑн пекех тапас-ҫапас техникӑна тухӑҫлӑ тытса тӑрать, клинч е тейкдаун валли май тупиччен дистанцие тытса тӑма сулахай урипе час-часах финтсемпе лоу-киксемпе(выр.)чăв. усӑ курать. Унӑн стилӗн уйрӑмлӑхӗсем час-часах оппонентсене чылай хушӑ хӳтӗлев позицийӗсене йышӑнма хистеҫҫӗ, вӗсене тапӑнма чӑрмантараҫҫӗ. Ыраттаракан тӗрлӗ приёмсемпе усӑ курать: виҫкӗтеслӗх, RNC, армбар, брабо тата кимура[27][28].

Хисепӗсем

Титулсемпе ҫитӗнӳсем

Хутӑш тытӑҫу

Ultimate Fighting Championship
  • UFC ҫурма вӑтам виҫери чемпионӗ (2025 ҫултан пуҫласа);
  • UFC ҫӑмӑл виҫери чемпионӗ (2022—2025);
  • UFC рейтингӗн, виҫе категорийӗсене пӑхмасӑр, 1-мӗш йӗрки (2023—2025);
  • Ҫӑмӑл виҫере чи нумай ҫӗнтерӳ (14);
  • «Чи лайӑх ҫапӑҫу» преми (виҫӗ хут);
  • Титулӑн тӑватӑ ӑнӑҫлӑ хӳтӗлевӗ (рекорд) — Александр Волкановскине (икӗ хут), Дастин Порьене тата Ренато Мойканона хирӗҫ;
  • Ҫулталӑкри чи лайӑх сабмишн (ҫӑмӑл виҫере UFC титулӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура Чарльз Оливейра бразилеца питӗ хӑвӑрт ҫӗнтернӗшӗн) (2023)[34].
ESPY Award
  • «UFC чи лайӑх боецӗ» номинаци (2023)[35].

Самбо

Раҫҫей ҫапӑҫу самбо федерацийӗ

  • Раҫҫей икӗ хут чемпионӗ (2014, 2016);
  • Дагестанӑн виҫӗ хут чемпионӗ.

Тӗнчери ҫапӑҫу самбо федерацийӗ

  • Тӗнче чемпионӗ (2016).

Хутӑш ҫапӑҫу енӗпе статистики

Пӗтӗмлетӳ Рекорд Хирӗҫ тӑракан Мел Турнир Кун Раунд Вӑхӑт Вырӑн Ӑнлантарни
Австрали Джек Делла Маддалена UFC 322 15 чӳкӗн 2025 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Нью-Йорк
Ҫӗнтерӳ 27-1 Бразили Ренато Мойкано Приёмпа UFC 311 18 кӑрлачӑн 2025 1 4:05 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Инглунд, Лос-Анджелес, АПШ Ҫӑмӑл виҫере чемпион титулне (4-мӗш хут) хӳтӗленӗ
Ҫӗнтерӳ 26-1 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Дастин Порье Приёмпа UFC 302 2 ҫӗртмен 2024 5 2:42 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Ньюарк, АПШ Ҫӑмӑл виҫере чемпион титулне (3-мӗш хут) хӳтӗленӗ
Ҫӗнтерӳ 25-1 Австрали Александр Волкановски Приёмпа UFC 294 21 юпан 2023 1 3:06 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ПАЭ Ҫӑмӑл виҫере чемпион титулне (2-мӗш хут) хӳтӗленӗ
Ҫӗнтерӳ 24-1 Австрали Александр Волкановски Йышӑну UFC 284 11 нарӑсӑн 2023 5 5:00 Австрали Перт, Австрали Ҫӑмӑл виҫере чемпион титулне хӳтӗленӗ
Ҫӗнтерӳ 23-1 Бразили Чарльз Оливейра Приёмпа UFC 280 22 юпан 2022 2 3:16 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ОАЭ Ҫӑмӑл виҫере вакантлӑ чемпион титулне выляса илнӗ
Ҫӗнтерӳ 22-1 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Бобби Грин Приёмпа UFC Fight Night: Махачев vs. Грин 26 нарӑсӑн 2022 1 3:23 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ
Ҫӗнтерӳ 21-1 Çĕнĕ Зеланди Дэн Хукер Приёмпа UFC 267 30 юпан 2021 1 2:25 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ПАЭ
Ҫӗнтерӳ 20-1 Бразили Тиагу Мойзес Приёмпа UFC Fight Night: Makhachev vs. Moises 18 утӑн 2021 4 2:38 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ
Ҫӗнтерӳ 19-1 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Дрю Добер Приёмпа UFC 259 7 пушӑн 2021 3 1:37 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ
Ҫӗнтерӳ 18-1 Бразили Дави Рамус Йышӑну UFC 242 7 анӑнӑн 2019 3 5:00 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ПАЭ
Ҫӗнтерӳ 17-1 Раççей Федерацин ялавĕ Арман Царукян Йышӑну UFC Fight Night 149 — Overeem vs. Oleynik 20 акан 2019 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Санкт-Петербург, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 16-1 Канада Кайан Джонсон Приёмпа UFC on Fox 30 — Alvarez vs. Poirier 2 28 утӑн 2018 1 4:43 Канада Калгари, Канада
Ҫӗнтерӳ 15-1 Бразили Глейсон Тибау Нокаут UFC 220 — Miocic vs. Ngannou 20 кӑрлачӑн 2018 1 0:57 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Бостон, АПШ
Ҫӗнтерӳ 14-1 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Ник Ленц Йышӑну UFC 208 — Holm vs. De Randamie 11 нарӑсӑн 2017 3 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Бруклин, АПШ
Ҫӗнтерӳ 13-1 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Крис Уэйд Йышӑну UFC Fight Night 94 — Poirier vs. Johnson 17 анӑнӑн 2016 3 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Идальго, АПШ
Выляса янӑ 12-1 Бразили Адриану Мартинс Нокаут UFC 192 — Cormier vs. Gustafsson 3 юпан 2015 1 1:46 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Хьюстон, АПШ
Ҫӗнтерӳ 12-0 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лео Кунц Приёмпа UFC 187 — Johnson vs. Cormier 23 ҫавӑн 2015 2 2:38 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ UFC тытӑмӗнчи дебют
Ҫӗнтерӳ 11-0 Хорвати Ивица Трушчек Приёмпа M-1 Challenge 51 — Fightspirit 7 анӑнӑн 2014 3 4:45 Раҫҫей Федерацийӗ Санкт-Петербург, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 10-0 Раççей Федерацин ялавĕ Юрий Ивлев Приёмпа M-1 Challenge 49 — Battle in the Mountains 7 ҫӗртмен 2014 1 3:10 Раҫҫей Федерацийӗ Таргим, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 9-0 Бразили Рандер Джунио Йышӑну M-1 Global — M-1 Challenge 41 21 ҫурлан 2013 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Санкт-Петербург, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 8-0 Тунис Мансур Берну Йышӑну M-1 Challenge 38 — Spring Battle 9 акан 2013 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Санкт-Петербург, Раҫҫей M-1 Global тытӑмӗнчи дебют
Ҫӗнтерӳ 7-0 Раççей Федерацин ялавĕ Анатолий Кормилкин Приёмпа Lion’s Fights 2 — Battle of Two Capitals 2 анӑнӑн 2012 1 3:17 Раҫҫей Федерацийӗ Санкт-Петербург, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 6-0 Раççей Федерацин ялавĕ Mигель Григорян Приёмпа SFC — Siberian Fighting Championship 1 15 раштавӑн 2011 1 4:25 Раҫҫей Федерацийӗ Томск, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 5-0 Раççей Федерацин ялавĕ Владимир Егоян Йышӑну ProFC — Union Nation Cup Final 2 утӑн 2011 2 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Ростов-на-Дону, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 4-0 Раççей Федерацин ялавĕ Магомед Ибрагимов Приёмпа TFC 5 — Tsumada Fighting Championship 1 утӑн 2011 2 3:15 Раҫҫей Федерацийӗ Агвали, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 3-0 Армени Mартирос Грегорян Нокаут ProFC — Union Nation Cup 15 6 ҫавӑн 2011 1 2:52 Украина Симферополь
Ҫӗнтерӳ 2-0 Украина Teнгиз Кучу Нокаут M-1 Selection Ukraine 2010 — The Finals 12 нарӑсӑн 2011 1 0:30 Украина Киев, Украина
Ҫӗнтерӳ 1-0 Азербайджан Магомед Бикбулатов Йышӑну TFC 4 — Tsumada Fighting Championship 1 ҫурлан 2010 2 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Агвали, Раҫҫей

Харпӑр пурнӑҫ

Ҫемье

Ислам Махачев наци енӗпе лак. Ашшӗ — Рамазан Махачев, Лак районӗнчи Бурши(выр.)чăв. ялӗнче ҫуралнӑ, водитель пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех ҫемьере пысӑках мар бизнес — парникӗсенче пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерсе сутасси[36].

Амӑшӗ — Зейнаб, кил хуҫи арӑмӗ. Вӑл Лак районӗнчи Хулисма ялӗнче ҫуралнӑ[37], пӗр вӑхӑт кафере ӗҫленӗ[38].

Аслӑ пиччӗшне Курбанисмаил тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Дагестан патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ[39]. 2020 ҫулта Хулисма ялӗнчен муниципаллӑ округӑн депутатсен пухӑвӗн депутатне суйланнӑ[40].

Ислампа пиччӗшӗн хушаматне тепӗр чух Махачов тесе ҫырни те тӗлпулкалать[41].

2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Махачкалари пӗр ресторанра Исламӑн туйӗ пулнӑ[42]. Ҫемьере виҫӗ ача ҫитӗнет — хӗрача тата икӗ ывӑл, кӗҫӗнни 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ[43].

Тӗн

Ислам Махачев — мӑсӑльман.

2023 ҫулхи ҫуркунне Мускавра православи тӗнне ӗненекенсем валли сӑваплӑ вырӑнта мечӗт тӑвасси пирки тавлашуллӑ лару-тӑру сиксе тухнӑ. MMA ҫапӑҫуҫи Максим Дивнич(выр.)чăв. мечӗт тӑвассине хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ. Ислам Махачев строительство идейине питӗ хиврен каланӑ. Вӑл урамра кӗлӗ тӑвакан мӑсӑльмансен сӑнӳкерчӗкне пичетлесе кӑларнӑ: «Тӗрлӗ Дивничисемпе ун йышшисем мечӗтсем тӑвассине мӗн чухлӗ чӑрмав кӳрсен те мечӗтсемпе мӑсӑльмансен шучӗ ӳссех пырӗ![44]» Юлашкинчен мечӗте урӑх ҫӗрте тума йышӑннӑ[45]. Ҫавӑн пекех вӑл Палестинӑпа Газа Секторӗ майлӑ та калани паллӑ[46].

Тупӑш, гонорар тата пурлӑх

2022 ҫултан пуҫласа Махачев гонорарӗсем майӗпен ӳссе пынӑ. Бобби Гринпа ҫапӑҫнӑшӑн вӑл 200 пин доллар илнӗ, ытти тытӑҫусенчи гонорарсен виҫи: Чарльз Оливейра — 1 млн, Александр Волкановски — 1,5 млн, Дастин Порье — 1,8 млн, Ренато Мойкано — 3,64 млн[47].

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче спортсмен Ultimate Fighting Championship кун-ҫулӗнчи чи пысӑк тӳлевлӗ боецсен списокӗнче 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. GiveMeSport кӑларӑм ун пӗтӗмӗшле тупӑшне 8,8 млн доллар тесе шутланӑ[48].

Кӗрешӳҫӗн харпӑр коллекцинче темиҫе автомобиль пур (Mercedes-AMG G 63, Mercedes-Benz GLS, Land Rover Range Rover Evoque, Toyota Land Cruiser 200 Shikari)[49] тата Harley-Davidson мотоцикл[50].

Ыр кӑмӑллӑх

Махачев ыркӑмӑллахӑн пысӑк пӗлтерӗшне палӑртать, ун пирки тӗрлӗ интервью темиҫе хут та каланӑ[51]. .

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ, онкологи чирӗсемлӗ ачасем патне ҫитсе вӗсене асӑнмалӑх парнесем панӑ[52].

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Дубайра Махачев Зубайра Тухуговпа тата Мовсар Евлоевпа пӗрле Tooba платформа тата World Padel Academy йӗркеленӗ падел-теннис енӗпе ыркӑмӑллӑх турнирне хутшӑннӑ. Ҫавна пула ырӑ ӗҫ тума икӗ миллион тенкӗ пухӑннӑ[53].

Чап

Махачевӑн социалла тетелсенчи харпӑр страницисене вулакансем йышлӑ, вӗсене ҫырӑнакансен пӗтӗмӗшле шучӗ 11 миллионран та иртет. 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ислам соцсетьсенче ҫырӑнакансен шучӗпе UFC вӑйра тӑракан чемпионсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ[54].

Интернетра Даниэл Кормье журналиста панӑ интервьюри Махачев сӑмахӗсем вируслӑ пулса тӑнӑ: «Ывӑлна Дагестана 2-3 ҫуллӑха яр та манса кай. Ун патне ҫур ҫулта пӗрре шӑнкӑравлама пултаратӑн»[55][56]. 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ислама ҫак сӑмахсене ҫырнӑ ҫӗҫӗ ӑсталаса парнеленӗ[57].

Махачев персонажӗ EA Sports UFC 4[58] тата EA Sports UFC 5[59] компьютер вӑййисенче пур.

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче американ стриминг сервисӗ Netflix Махачев пурнӑҫне тата карьерине халалланӑ документлӑ фильм ӳкерни паллӑ пулнӑ[60]. Чӳк уйӑхӗнче боец хӑй те ӳкерӗннӗ[61].

2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Хабиб Нурмагомедов пуҫарӑвӗпе Дагестанри Сильди ялӗнчи пӗр урама Махачев ятне панӑ[62].

Кӑсӑк фактсем

Махачев пушӑ вӑхӑтра эндуро(выр.)чăв. мотоциклсемпе ярӑнма[63], пулла ҫӳреме кӑмӑллать[64][65].

Ҫавӑн пекех вӑл час-часах тусем ҫине хӑпарать[66], унта чӑтӑмлӑх шайне ӳстерме тренировкӑсем ирттерет[67]. Дагестанӑн Лакка районӗнчи Пабаку (3997 метр) тӑвӗ 17 ҫул тултарсан пӑхӑннӑ пӗрремӗш ту пулса тӑнӑ.

Исламӑн тепӗр кӑсӑкланӑвӗ — лашапа ҫӳресси. Тӗрлӗ ҫулсенче ӑна темиҫе лаша парнеленӗ[68]. Вара вӑл хӑйӗн витине йӗркеленӗ[69], хӑй юланутпа(выр.)чăв. ҫӳренине социаллӑ тетелсенче пӗрре мар фото тата видео кӑларса хунӑ[70].

2020 ҫулта карантин вӑхӑтӗнче кӑшӑлвирус пандемине пула компьютер вӑййисемпе, ҫав шутраан PUBG, кӑсӑкланса кайнӑ. Кайран ҫакна пӑрахнӑ, вӑйӑсем ӑна пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсенчен пӑрса янипе ӑнлантарнӑ[71].

Ислам спорт диетине тытса пырать, ҫӑкӑр, пылак ҫимест[72], газланӑ шӗвекпе эрех-сӑра ӗҫмест, пирус туртмасть[73], аш-какай виҫеллӗ ҫиет.

Махачева спорт гражданствине улӑштарса Пӗрлешӗннӗ Араб Эмирачӗсемшӗн(выр.)чăв. ӑмӑртма сӗннӗ, анчах та вӑл килӗшмен[74].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Islam Makhachev | UFC. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
  2. ^ Rankings. UFC. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ UFC Fighter Rankings (англ.). ufc.com. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ «Википедия врет». Интервью Махачева перед боем — про разницу в весе с Хабибом и поступки Оливейры (2022-10-05).
  5. ^ Netflix выпустит документальный фильм об Исламе Махачеве(паллӑ мар). Forbes.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ Алхасов, Махачов и Мохнаткин завоевали золото чемпионата мира в боевом самбо (2016-11-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ Ислам Махачев втайне от UFC выиграл чемпионат мира по боевому самбо.
  8. ^ Отстранённый за допинг боец из Дагестана добился справедливости. islamnews.ru (28 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  9. ^ Ислам Махачев: «Дэйна Уайт позвонил Хабибу и пообещал, что я буду драться за титул». Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Махачев высказался о Макгрегоре (выр.). Lenta.RU. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
  11. ^ У России новый чемпион UFC! Махачев разнес Оливейру и вернул пояс Хабиба. РИА Новости (22 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  12. ^ Сергей Меликов вручил Исламу Махачеву орден «За заслуги перед Республикой Дагестан»
  13. ^ Махачев — лучший боец планеты! Ислам выжил в лютой схватке и победил
  14. ^ Махачев нокаутировал Волкановски, Чимаев одолел Усмана решением судей на UFC 294. Спортбокс.ру (21 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  15. ^ Махачев победил Порье в чемпионском бою UFC и побил рекорд Хабиба. РБК (2 ҫӗртмен 2024).
  16. ^ Давид Хачатрян. Махачев: «Еще одна победа в списке. Увидимся на следующей». Спорт-Экспресс (6 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  17. ^ UFC объявил о реванше между Исламом Махачевым и Арманом Царукяном. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  18. ^ Царукян из-за травмы снялся с боя против чемпиона UFC Махачева. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  19. ^ Махачев побил рекорд UFC по защитам чемпионского титула в лёгком весе (2025-01-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  20. ^ Махачева лишили титула чемпиона UFC (2025-05-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  21. ^ Махачев лишился первого места в рейтинге лучших бойцов UFC. РИА Новости Спорт (1 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  22. ^ Гаврильченко, Евгений. Дана Уайт объявил о поединке Ислама Махачева и Делла Маддалены за титул в полусреднем весе. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  23. ^ Боец UFC Махачев проведёт поединок с Деллой Маддаленой в середине ноября (2025-08-29). 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  24. ^ Махачев победил Делла Маддалену единогласным решением судей в главном бою на UFC 322. Championat.com (16 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  25. ^ Махачев планирует провести следующий бой в июле (2025-11-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  26. ^ Камару Усман станет следующим соперником чемпиона UFC Махачева (2025-11-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  27. ^ Денис Акинин. «Хабиб 2.0»: Ислам Махачев — копия и главный преемник Нурмагомедова без чемпионского гонора. Комсомольская правда (28 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  28. ^ Иван Ефимов. Махачев победил Волкановски! Его суперспособности — лучшая борьба в UFC, недооцененная стойка и комбо из приёмов. Sports.ru (12 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  29. ^ Приказ «О присвоении спортивного звания „Мастер спорта России“» от 28.11.2012 г. № 50-нг. msrfinfo.ru. Статистика и аналитика развития спорта в России (28 чӳкӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  30. ^ Приказ «О присвоении спортивного звания „Мастер спорта России международного класса“» от 06.03.2017 г. № 30-нг. msrfinfo.ru. Статистика и аналитика развития спорта в России (6 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  31. ^ Указ Главы Республики Дагестан «О награждении орденом „За заслуги перед Республикой Дагестан“ Махачова И. Р.» от 31 октября 2022 № 201. pravo.e-dag.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  32. ^ Махачеву вручили высшую награду Минспорта Дагестана и именные часы главы региона. tass.ru. ТАСС (16 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  33. ^ Указ Главы Республики Дагестан «О награждении государственными наградами Республики Дагестан Махачова И. Р. и Амирасланова М. А.» от 3 ноября 2023 года № 203. publication.pravo.gov.ru (3 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  34. ^ Махачев получил награду от UFC за лучший сабмишн года. РБК (11 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  35. ^ Ксения Курашкина. Махачева номинировали на звание лучшего бойца года (выр.). lenta.ru (22 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  36. ^ Евгений Нарижный. Ислам Махачев, все этапы жизни: детство и знакомство с Хабибом, семья и свадьба, пояс UFC. Спорт-Экспресс (8 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  37. ^ Торжество в честь чемпиона UFC в легком весе Ислама Махачева прошло в с. Хулисма Лакского района. Заря-онлайн (13 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  38. ^ Махачев признался, что исполнил мечту, обеспечив своих родителей до конца жизни. RT (22 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  39. ^ Махачов Курбанисмаил Рамазанович. izbirkom.ru (13 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  40. ^ Махачов Курбанисмаил Рамазанович. Единая Россия (2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  41. ^ МахАчев или МАхачев – как правильно ставить ударение? Однажды его записали даже Махачовым. Sports.ru (6 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  42. ^ Асрян, Ася Жена Ислама Махачева — как зовут, биография, как прошла свадьба, фото и видео. stav.kp.ru (9 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  43. ^ Романчук, Владислав Ислам Махачев сообщил о рождении третьего ребёнка. championat.com (8 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  44. ^ Карен Бадалян. А вот это уже серьёзно. Чемпион UFC Ислам Махачев отреагировал на слова бойца о мечети в Москве на месте православной святыни. Sports.ru (4 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  45. ^ Собянин решил перенести место строительства мечети от Святого озера (выр.). РБК. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  46. ^ Максим Лесовой. В UFC вырезали слова Махачева в поддержку Палестины. Championat.com (22 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  47. ^ Сергей Сорокин. Махачев — в «космосе», Делла Маддалена повышает аппетиты. Всё о гонорарах звёзд UFC 322. Сhampionat.com (8 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  48. ^ Махачев и Нурмагомедов попали в топ самых высокооплачиваемых бойцов в истории UFC. Sport24 (19 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  49. ^ Алексей Першин. На чем ездят чемпионы UFC? Машина за 200 тысяч рублей и суперкары О’Мэлли. Кик (18 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  50. ^ Иван Ефимов. «В Дагестане не привыкли к мотоциклистам – мой Harley-Davidson стоит в гараже». Ислам Махачев, которого вы не знали. Sports.ru (29 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  51. ^ Ислам Махачев: «Дагестан — это одна большая семья, и мы не должны делиться на нации!» Дагестанская правда (27 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  52. ^ Чемпион UFC Ислам Махачев исполнил заветную мечту детей участников СВО и онкологически больных. Дагестан (4 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  53. ^ Ислам Махачев, Зубайра Тухугов, Мовсар Евлоев приняли участие в благотворительном состязании по паделу в Дубае. РИА Дагестан (7 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  54. ^ Махачев стал самым популярным чемпионом UFC в соцсетях. Sport24 (29 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  55. ^ Иван Ефимов. Махачев — главный российский мем в UFC. Sports.ru (9 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  56. ^ «Отправь его в Дагестан»: фраза Махачева запустила новый тренд в TikTok. Московский комсомолец (26 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  57. ^ Махачеву изготовили нож с его коронной фразой про Дагестан. Sport24 (9 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  58. ^ Владислав Романчук. Ислам Махачев стал шестым бойцом с наивысшим рейтингом в EA UFC 4. Championat.com (29 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  59. ^ EA Sports назвала лучших борцов игры UFC 5: Махачев занял 4-е место, Хабиб — 5-е. Sport24 (30 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  60. ^ Екатерина Зайцева. Netflix выпустит документальный фильм об Исламе Махачеве. Forbes.ru (22 авӑнӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  61. ^ Об Исламе Махачеве снимают документальный фильм в Дагестане. Sports.ru (7 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  62. ^ Евгений Нарижный. В Дагестане назвали улицу именем Ислама Махачева. Он стал пятым бойцом из зала Хабиба, кто удостоился такой чести. Спорт-Экспресс (6 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  63. ^ Сергей Сорокин. У Махачева есть опасное увлечение. Почему в UFC не запрещают экстрим? Championat.com (22 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  64. ^ Виталий Весёлый. «Ужин». Ислам Махачев показал большую рыбу, пойманную на рыбалке. Championat.com (9 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  65. ^ Анастасия Яковлева. Ислам Махачев отправился на рыбалку накануне поединка за титул. МК Спорт (10 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  66. ^ Никита Карин. Махачев показал, как проводит свободное время в горах. Metaratings (26 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  67. ^ Махачев прибыл на сборы к горе Эверест: «Нужно запастись кислородом на пять раундов». Sport24 (7 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  68. ^ Арина Ершова. «Мне бы хоть ослика». Исламу Махачеву подарили коня, Омари Ахмедов отреагировал. Championat.com (22 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  69. ^ Илья Егоров. Махачев обожает лошадей. Он тратит на них десятки тысяч, построил конюшню и катает Хабиба. Gol.ru (6 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  70. ^ Махачев верхом на лошади устроил гонку с квадроциклом. Sport24 (27 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  71. ^ Дмитрий Некрасов. Чемпион UFC Ислам Махачев: «Первый день Рамадана я провёл за PUBG. После этого у меня нет компьютера». Sports.ru (30 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  72. ^ Никита Горшенин. Ислам Махачев: «Перестал пить колу, есть сладости. Мясо стараюсь один-два раза в неделю не есть». Спорт-Экспресс (27 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  73. ^ Ислам Бабаджанов. Махачев: «Что нужно знать обо мне? Хороший парень, который не курит и не пьет». Спорт-Экспресс (14 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  74. ^ Вадим Тихомиров. Ислам Махачев рассказал о предложении выступать за Объединенные Арабские Эмираты. Матч ТВ (17 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.

Каҫӑсем