Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗнчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Ирх ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Шуршӑлти тулли мар вӑтам шкула (1934), Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумне (1939) вӗренсе пӗтернӗ. Киров облаҫӗнчи вӑрманпромхуҫалӑхсенче вӑрман хатӗрлекен ӑста пулса вӑй хунӑ[1].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑра самолёт ҫинчи стрелок-радист пулнӑ. Беларуҫе, Польшӑна, Освенцима тата ытти концлагерьсене хӑтарма хутшӑннӑ. Берлина ҫитнӗ, Рейхстаг ҫине алӑ пусса хӑварнӑ[1].

1946 ҫулта Хӗрлӗ Ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Чӑваш АССРӗн Атӑлҫи вӑрманпромхозӗнче вӑрман хатӗрлекен ӑста тата вӑрман пункчӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Уралти вӑрман институтӗнче вӗреннӗ, вӑрман хатӗрлес енӗпе инженер-технолог специальнӑҫне алла илнӗ. Архангельск тата Вологда облаҫӗсенче вӑрман промышленнӑҫӗнче ӗҫленӗ. 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 1977 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Шупашкар механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗнче, 1977 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1983 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пенсие кайиччен Опытный механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗнче ӗҫленӗ[1].

Хисепӗсем

  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗ;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1980)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Миронов, Михаил Миронович (лесовод; 10.05.1921-24.03.1988) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Миронов Михаил Миронович. 10.05.1921-24.03.1988. История солдата. — Текст : электронный // Бессмертный полк : [официальный сайт движения].
  • Николаев, М. А. Михаил Миронович Миронов / М. А. Николаев // Опытный лесхоз Чувашской Республики : очерки, статьи истории и современности / М. Николаев, А. Фадеев. — Чебоксары, 1998. — С. 136-137.
  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 106—107. — 168 с.

Каҫӑсем