Михейкин Николай Яковлевич

Михейкин Николай Яковлевич (1915 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Кульцав, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1]1998 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозӑн строительсен тата уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950)[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчеХусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Кульцав ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ҫуралнӑ.

Ир амӑшӗсӗр тарса юлнӑ, ашшӗпе пӗрле, унӑн пулӑшаканӗ пулса, таврари ялсенче ҫурт-хуралтӑ туса ҫӳренӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, виҫӗ хутчен аманнӑ.

Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван ене таврӑнсан Сталин ячӗллӗ колхозӑн строительсен бригадин бригадирне лартнӑ.

Колхозри пуранмалли ҫуртсене, 20 метр ҫӳллӗшӗллӗ шыв башниллӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексне, чӑх-чӗп фермин тата тырӑ упрамалли складсен кирпӗч ҫурчӗсене йӑлтах Михейкин ертсе пынӑ бригада тунӑ.

Колхозра уй-хир бригадин звеньевойӗ, унтан бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе 1949 ҫулта тулӑпа ыраш тырпулсене пысӑк тухӑҫлӑхпа, 25,4 гектар ҫинчен кашни гектартан 30,2 центнер ыраш пухса илнӗшӗн пысӑк хисепе — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята — тивӗҫнӗ [3].

Н. Я. Михейкин пичке-катка ӑсти те пулнӑ, 50 витре шыв кӗмелӗх ӑсталанӑ пичкесемпе пушара хирӗҫ кӗрешме тата фермари кормокухньӑра усӑ курнӑ.

undefined

Кульцав ялӗнче пурӑннӑ. 1998 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вилнӗ. Кульцавра пытарнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Мадебейкин, И. Н. Михейкин Николай Яковлевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 114.
  • Михейкин Николай Яковлевич // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 372.
  • Степашин, И. Самая мирная профессия : [о Герое Соц. Труда Н. Я. Михейкине] / И. Степашин // Наши земляки — Герои Социалистического Труда : [сб. очерков]. — Чебоксары, 1971. — С. 101-103 : фот.
  • Степашин, И. Живет в Кольцовке коммунист… : [о Герое Соц. Труда Н. Я. Михейкине] / И. Степашин // Советская Чувашия. — 1962. — 25 нояб.