Моника Белуччи
Моника Анна Мария Беллуччи (ҫур. 1964 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ, Читта-ди-Кастелло[d], Умбрия) — итал актриси тата моделӗ. «Дракула», «Малена», «Матрица: Перезагрузка» тата «Матрица: Революция», «Страсти Христовы», «Братья Гримм», «007: Спектр», «По млечному путике», «Астерикс и Обеликс: Миссия Клеопатра», «Доберман» тата «Необратимость» фильмсен ҫӑлтӑрӗ.
2016 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗ пулса тӑнӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1964 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Италин Умбрия провинцийӗнчи Итали варринче вырнаҫнӑ Читта-ди-Кастелло хулинче ҫуралнӑ. Моника транспорт компанийӗн сотрудникӗ Паскуале Беллуччи тата Брунелла Бриганти ӳнерҫӗ ҫемьинче пӗртен-пӗр ача пулнӑ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Перуджа университечӗн право факультетне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗшӗн тӳлеме модель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Модель бизнесӗнчи карьера
1987 ҫулта Беллуччи сӑнӗллӗ пӗрремӗш «хуплашкасем» тухнӑ: ҫу уйӑхӗнче унӑн сӑнӳкерчӗкне Amica (Итали) журналӑн пӗрремӗш страницинче, раштав уйӑхӗнче Elle (Франци) хуплашки ҫинче вырнаҫтарнӑ. 1988 ҫулта Моника Милана куҫнӑ, унта Elite Model Management компанипе контракт алӑ пуснӑ. Ҫав тапхӑрта вӑл модель бизнесӗнче чылай ҫитӗнӳсем тунӑ, тӑтӑшах Amica (Итали), Elle (Франци), Grazia (Итали), Moda (Итали), Vogue (Испани) мода журналӗсен хуплашкисенче пичетленнӗ, паллӑ брендсемпе ӗҫленӗ, вӗсен хушшинче: Dolce & Gabbana, Valentino, Prada, Victoria's Secret, Betty Barclay, Naf Naf, Ferretti, Hermes, Kenar, Escada, Revlon тата ытти те. Ӑна Лондонпа Нью-Йорка чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Беллуччи Токиори тата Парижри реклама валли ӳкерӗннӗ. Вӑл вӗренӗве пӑрахӑҫласа мода тӗнчине пуҫӗпех кайма шутланӑ.
1992 ҫулта Моника Беллуччи Изабелла Росселини актрисӑпа тата модельпе пӗрле пӗрремӗш хут Dolce & Gabbana реклама кампанине хутшӑннӑ, ҫак самантран пуҫласа вӑл ҫак кутюрьесен дуэчӗпе чылайччен пӗрле ӗҫленӗ. 1995 ҫулта Моника ҫак бренд валли духи рекламинче ӳкерӗннӗ, видео авторӗ итал режиссёрӗ Джузеппе Торнаторе пулнӑ, вӑл тепӗр пилӗк ҫултан Моникӑна хӑйӗн «Малена» фильмӗнче ӳкернӗ. 1993 ҫулта Хельмут Ньютон фотограф Моника Беллуччи тата Карла Бруни(выр.)чăв. модельсене Анна Молинарин «Блюмарин» реклама кампанийӗнче ӳкернӗ.
1997 ҫулта Беллуччи Cartier ювелир компанин сӑнӗ пулса тӑнӑ. Ювелирсем Моникӑна паллӑ актриса мар чухнех пӗрле ӗҫлеме чӗнме пуҫланӑ. Ҫав ҫулах Ричард Аведон легендарлӑ фотограф Pirelli календарӗ(выр.)чăв. валли Моникӑна ӳкернӗ. Беллуччи Infiore аялти кӗпе-йӗм бренчӗн реклама кампанине хутшӑннӑ, виҫӗ реклама видеоне ӳкернӗ, Infiore Capoалиufficio роликӗсенчен пӗрне Тинто Брасс режиссёр ӳнерленӗ. 1999 ҫулта вӑл Max итал календарӗ валли ҫарамас ӳкерӗннӗ, фотографӗ Фабрицио Ферри пулнӑ, ҫулталӑк иртсен GQ журналӑн итал номерӗн календарӗ валли ӳкерӗннӗ, фотограф — мода фотографин мэтрӗ Джан Паоло Барбьери.
2001 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче американ журналӗ Esquire хуплашки ҫинче хура вӑлчапа витнӗ ҫара Моникӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе кӑларнӑ. Журналта пилӗк туйӑм ҫинчен ҫырнӑ тӑхӑр страницӑллӑ статья, актрисӑн сӑнӳкерчӗкӗсем пур. Мӗнпур сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Фабрицио Ферри. 2003 ҫулта Беллуччи «Матрица» фильма пулӑшса ӳкерӗннӗ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкӗсем «Maxim» журналӑн пӗтӗм тӗнчери кӑларӑмӗсен хуплашкисем ҫинче пулнӑ. 2004 ҫулта актриса Ask Men’s хатӗрленӗ тӗнчери чи илемлӗ ҫӗр хӗрарӑм списокӗнче пӗрремӗш вырӑн йышаннӑ. 2006 ҫулта Беллуччи Диор(выр.)чăв. мода ҫурчӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ, Джон Гальяно дизайнер Туён визажист пӗрле ӑна Rouge Dior писев сӑнӗ туса хунӑ. Темиҫе ҫул хушши Диор сумкисене, аксессуарӗсене тата парфюмерине рекламӑланӑ.
2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Моника Intimissimi компанин элчи пулса тӑнӑ. 2010 ҫулта Hypnotic poison реклама роликӗнче хальхи Ева рольне вылянӑ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Dolce & Gabbana(выр.)чăв. дуэтпа пӗрле йӗркеленӗ Martini Gold реклама роликӗнче ӳкерӗннӗ, ролик режиссёрӗ — Джонас Окерлунд. 2012—2015 ҫулсенче DG брендӑн темиҫе реклама компанине хутшӑннӑ, Dolce & Gabbana косметикин сӑнӗ пулса тӑнӑ. Актрисӑна чысласа тута писев коллекцине — Monica Lipstick Collection ят панӑ.
2010 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Rizzoli компани «Monica Bellucci» кӗнеке кӑларнӑ. Ҫак альбом валли Моника Беллуччи хӑйӗн карьери тӑршшӗпех тӗрлӗ фотографсем тунӑ 150 сӑнӳкерчӗке суйласа илнӗ. Кӗнекене Питер Линдберг, Хельмут Ньютон, Джузеппе Торнатор, Фабрицио Ферри, Ричард Аведон, Паоло Роверси, Эллен фон Унверн, Франческо Эскалара, Джон Нолле, Аликса Малки, Али Махдави, Памела Хансен, Кейт Барри, Фредерик Мейл, Ханс Фойер, Мишель Комте, Рувен Афанадор, Доминики Иссерманн, Дуглас Киркланд, Жан-Батист Мондино, Санте Д’Орацио, Винсент Петерс, Изабель Шнайдер, Оливьеро Тоскани, Альберт Уотсон, Брюс Вебер, Джеймс Уайт, Стивен Мейзел тата ыттисен ӗҫӗсем кӗнӗ. Кӗнеке сутнӑ укҫа-тенкӗн пӗр пайне икӗ ыр кӑмӑллӑх фондне ярса панӑ.
2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Моника Oriflame компанин «Королевский бархат» ҫӗнелнӗ ярӑмӗн сӑнӗ пулса тӑнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Беллуччи Dolce & Gabbana ӗҫӗсене Миланри арҫын модин эрнинче подиум тӑрӑх утса кӑтартнӑ. Моника Беллуччи модель карьерине ҫак агентствӑсем йӗркелесе тӑраҫҫӗ: Нью-Йоркра — «Еlite Model Management», Парижра — «Кarin Models», Миланра — «D’Management Groupt», Лондонра — «Storm Models».
2024 ҫул тӗлне Беллуччи модель карьерине малалла тӑсать. Вӑл темиҫе журнал, ҫав шутра Numéro Magazine тата Испанири Elle журналсен хуплашкисем валли ӳкерӗннӗ.
Кинори карьера
Кинематографри карьерине Моника Беллуччи 1990 ҫулта Дино Ризи режиссёрӑн «Жизнь с детьми» («Взрослая любовь») телефильмӗнче ӳкерӗннипе пуҫланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах икӗ камитле итал фильмӗсенче ӳкерӗннӗ: Франческо Лаудадио режиссёрӑн «Злоупотребление» («Лотерея») фильмӗнче тӗп рольте, ҫавӑн пекех тӗп рольте «Упрямая судьба» фильмра, унта Маринӑпа Анжела йӗкӗрешсен рольне вылянӑ. Кинори пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ ӑна Фрэнсис Форд Коппола режиссёрӑн «Дракула» (1992) фильмӗнчи пӗчӗк роль кӳнӗ, ку ун акӑлчанла пӗрремӗш фильм пулнӑ. Беллуччи Дракула графӑн виҫӗ савнӑ хӗрӗнчен пӗрин рольне вылянӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн фильмсенче ӳкерӗнме Европӑпа Америкӑн тӗрлӗ киностудийӗсем йыхравлама пуҫланӑ. «Банда неудачников», «Бриганти», «Снежок», «Иосиф Прекрасный», «Небо просто голубее» — ҫак фильмсенче Моника 1992 — 1995 ҫулсенче ӳкерӗннӗ. 1995 ҫулта Моника Беллуччи бондианӑри «Ылтӑн куҫ» серийӗнче Джеймс Бонд хӗрӗн рольне вылямалла пулнӑ.
1996 ҫул актрисӑшӑн ҫӗнӗ тапхӑр — франци киновӗнче — пуҫланнине пӗлтернӗ: «Квартира» фильмшӑн Беллуччие «Чи пысӑк шанӑҫ кӳрекен актриса» номинацире «Сезар» парнине номинациленӗ. Тепӗр фильмра, хура камит элеменчӗсемлӗ франци боевикӗнче, «Доберманра» (режиссёр Жан Кунен) Моника хӑлхи илтмен чикан майри рольне вылянӑ. 1997 ҫулта Моника виҫӗ картинӑра ӳкерӗннӗ: «Плохой жанр», «Стрессати» тата «Каким ты меня хочешь». 1998 ҫулта актриса хутшӑннипе тӑватӑ фильм тухнӑ: «Наслаждение», «Дурной тон», кӗске метражлӑ фильм «Компромисс» тата Марко Ризи итал режиссёрӗн фильмӗ «Праздника не будет». 1999 ҫул тӑваттӑ фильмра ӳкерӗннипе палӑрнӑ: «Как рыбка без воды», «Фрэнк Спадоне», «Непокорный» тата Стивен Хопкинсӑн триллерӗ «Под подозрением». Унта вал паллӑ артистсемпе — Джин Хэкменпа тата Морган Фрименпа — пӗрле ӳкерӗннӗ. Премьера 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канн хулинче (конкурс тулашӗнчи программа) кинофестивальте иртнӗ, унта Беллуччи пӗрремӗш хут хӗрлӗ кавир тӑрӑх утнӑ.
2000 ҫулта экрансем ҫине Джузеппе Торнаторе итал режиссёрӗн «Малена» фильмӗ тухнӑ. Ку вӑл Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хӑйӗн ачалӑхне аса илни. Кун хыҫҫӑн Моника кино тӗнчинче чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑнӑ, ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ. 2001 ҫулта Беллуччи упӑшкипе Венсан Кассельпе пӗрле «Братство волка» фильмра ӳкерӗннӗ, Сильвия рольне вылянӑ. Тепӗр роль «Астерикс и Обеликс: Миссия «Клеопатра» фильмри — Ален Шаба режиссёр ӳкернӗ Европӑри 2002 ҫулхи чи хаклӑ фильмӗнче — легендарлӑ Египет патши. Фильм валли ятарласа Умберто Тоцци Моникӑпа пӗрле автор шӑрантарнӑ «Ti amo» юрӑн кавер-версине ҫырнӑ. Ҫак ҫултах Беллуччипе Кассель «Необратимость» франци фильмне ӳкернӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Фильм премьери Каннра пулнӑ, халӑха фильм тискерлӗхӗпе тӗлӗнтернӗ, ҫынсем сеансран хирӗҫленине пӗлтерсе туха-туха кайнӑ.
Хыҫҫӑнхи фильмсем: «Помни обо мне», «Слёзы солнца» (Брюс Уиллиспа пӗрле), «Матрица: Перезагрузка» тата «Матрица: Революция». Пӗр жанр фильмӗсем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр, Моника экшен хыҫҫӑн Мэл Гибсонӑн «Страсти Христовы» фильменче Мария Магдалина ролӗнче те ӳкерӗннӗ. 2003 ҫулта Беллуччи Канн кинофестивалӗн хуҫи пулса тӑнӑ, вӑл кинофорума уҫнӑ тата хупнӑ церемонисене ертсе пынӑ. 2004 ҫулта проката «Тайные агенты», «Она меня ненавидит» тата «Братья Гримм» фильмсем тухнӑ, юлашкинче Моника Тӗкӗрти королева рольне вылянӑ.
2005 ҫулта экрансем ҫине «Сколько ты стоишь?» фильм тухнӑ. Мускаври кинофестивальте Бертран Блие фильм режиссёрӗ журналистсене ҫапла каланӑ: картинӑна пӗр актриса — Моники Беллуччи — валли ӳкернӗ, енчен те вӑл килӗшмен пулсан, фильм пачах та пулмӗччӗ. 2006 ҫулта актрисӑна Канн кинофестивалӗн жюри йышне кӗме йыхравланӑ; жюрие гонгконг кинорежиссёрӗ Вонг Карвай ертсе пынӑ. 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Шайтан» фильмӑн премьери иртнӗ, кайран «Братство камня» тата «Н (я и Наполеон)» фильмсен. 2007 ҫулта проката «Пристрели их» тата «Второе дыхание» фильмсем тухнӑ. Моника Беллуччи Соня Ганди пирки биографи фильмӗнче ӳкерӗнмелле пулнӑ, малтан фильма 2007 ҫулта кӑларма планланӑ, анчах проекта пӑрахӑҫланӑ. 2007 ҫулта Беллуччи ҫаплах Габриеле Муччино режиссёрӑн кӗске метражлӑ фильмӗнче харӑсах темиҫе роль вылянӑ.
Актриса час-часах Роберт Де Ниропа пӗр фильмра ӳкерӗнме ӗмӗтленнине каланӑ. 2011 ҫулта актёрсем пӗрле «Любовь: Инструкция по применению» фильмра ӳкерӗннӗ. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тухнӑ Итали режиссёрӗн Аличе Рорвахерӑн «Чудеса» фильмӗнче Моника эпизодлӑ роле вылянӑ, Канн кинофестивалӗнче вара жюрин пысӑк парнине тивӗҫнӗ. Хупӑну церемонийӗнче Моника хӑй Тимоти Сполла чи лайӑх арҫын ролӗшӗн парне панӑ («Мистер Тёрнер» фильм). 2015 ҫулта Беллуччи бондианӑн 24-мӗш фильмӗнче — «007: Спектр» — ӳкерӗннӗ, унта Люсия Скиарра рольне вылянӑ. 2015 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче экрансем ҫине Канада ҫамрӑк режиссёрӗ Ги Эдуа Монреальти пульница пурнӑҫӗ пирки «Виль-Мари» фильм тухнӑ. Моника ывӑлӗпе хутшӑнусене йӗркелеме хӑтланакан француз актрисин тӗп рольне вылянӑ. Фильма кинокритиксем лайӑх хакланӑ. Фильмӑн Европа премьери Венеци кинофестивалӗнче иртнӗ.
2016 ҫулта Венеци кинофестивалӗнче Эмир Кустурица ҫичӗ ҫул шӑп пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӗнӗ фильмне — «По млечному пути» — кӑтартнӑ. Фильма виҫӗ ҫул ҫурӑ ӳкернӗ. Тӗп рольсене Эмир Кустурица (Коста) режиссёр хӑй тата Моника Беллуччи (ӗп сӑнарӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ, итал тымарӗллӗ эмигрантка) калӑпланӑ. Ку вӑл — Босни вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртекен юрату историйӗ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Амазон компани «Моцарт в джунглях» сериалӑн виҫҫӗмӗш сезонне, Нью-Йоркри симфони оркестрӗн пурнӑҫӗ ҫинчен, кӑларнӑ, унӑн малтанхи икӗ сезонӗ «Ылтӑн глобус» тивӗҫнӗ. Тӗп рольне Гаэль Гарсиа Берналь мексика актёрӗ вылянӑ. Беллуччи пысӑк тӑхтав хыҫҫӑн сцена ҫине таврӑнакан опера юрӑҫин Алессандрӑн сӑнарне калӑпланӑ. Венецире ӳкернӗ. Моника пӗрремӗш пилӗк эпизодра йышӑннӑ. Сериала Роман Коппола клипмейкер (Фрэнсис Форд Копполӑн ывӑлӗ), унӑн тусӗ, ӗҫтешӗ тата тӑванӗ Джейсон Шварцман (Фресис Форд Копполӑн тӑванӗн ывӑлӗ) тата Алекс Тимберс шутласа кӑларнӑ. Entertainment Tonight кӑларӑма панӑ интервьюра Роман Коппола сценарист каланӑ тӑрӑх, вӑл Моника Беллуччисӗр пуҫне урӑх никама та ку рольте курман. 52 ҫулти актриса сериалти ҫарамас ӳкерӗннӗ юрату сцени пирки тӗнчери мӗнпур МИХ ҫырнӑ.
2016 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Дэвид Линч тата Марк Фрост «Твин Пикс» сериалӑн виҫҫӗмӗш сезонне ӳкерессине, 217 актёра чӗннине пӗлтернӗ; нумай ятсен хушшинче Моника Беллуччи те пулнӑ. Сериал ӳкерӗвӗ икӗ ҫул хушшинче тулли вӑрттӑнлӑхра иртнӗ, сериал премьери 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче иртнӗ. Моника Беллуччи хӑйне 14-мӗш эпизодра вылянӑ. Канн кинофестивалӗ йыхравланипе Беллуччи иккӗмӗш хут хуҫи пулса тӑнӑ — 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен иртнӗ Канн 70-мӗш кинофестивальне уҫас тата хупас церемоние ертсе пынӑ. 2017 ҫулта Беллуччине Америкӑри киноӳнер академийӗсен йышне кӗртнӗ. 2017 юпа уйӑхӗнче Моника Беллуччи «Некромантт» наукӑпа фантастика сехмет фильмне ӳкерме хутшӑннине пӗлтернӗ. Фильм режиссёрӗсем — австралисем, Киа тата Тристан Роуч-Тёрнер пӗртӑванӗсем. Фильма Сидней таврашӗнче 2017 ҫулхи хӗлле ӳкернӗ.
2017 ҫулта 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 007 агент пирки ҫӗнӗ фильм ӳкерме палӑртни, унта Моника Беллуччи каллех Джеймс Бонд хӗрне выляни ҫинчен информаци тухнӑ. Беллуччие чӗннӗ ҫӑлтӑр вырӑнне «Вунӑ процент» («Dix pour cent») француз камит мини-сериалӗн виҫҫӗмӗш сезонне йыхравланӑ. Беллуччи 2-мӗш эпизодра хӑйне хӑй вылянӑ. 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Variety журналта Бен Кингсли тата Моника Беллуччи «Паук в паутине» ҫӗнӗ шпион триллерӗнче ӳкерме хутшӑнассине пӗлтернӗ. 2008 ҫулта Берлинти кинофестивальте «Лимонное дерево» фильмшӑн куракан кӑмӑллакансен парнине илнӗ Эран Риклис картина режиссёрӗ пулса тӑнӑ; сценарипе Гидон Меронпа Эммануэль Накаша ӗҫленӗ. Фильма Бельгипе Нидерландсенче ӳкернӗ.
2021 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Моника Беллуччи тӗп рольте вылянӑ «Необратимость» фильм 20 ҫул тултарнӑ тӗле проката унӑн хронологи йӗркипе ҫӗнӗрен юсанӑ ҫӗнӗ режиссёр версийӗ тухнӑ. 2022 ҫулта актриса «Мамае мафия» фильмра ӳкерӗннӗ.
2024 ҫулта Беллуччи темиҫе проектра ӳкерӗннӗ. Вӑл Тим Бёртонӑн 1988 ҫулхи фильмӑн сиквелӗнче «Битлджус Битлджус» хура камитӗнче Делорес рольне вылянӑ; тӗнче премьери 2024 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Маржан Сатрапи «Это Париж!» ятлӑ камитле драмӑра опера юрӑҫине вылянӑ. Актрисӑн ытти проекчӗсем: «7 Псов» (2025) тата «Варенье из бабочек» (2026) фильмсем, ҫавӑн пекех «Радикальный взгляд: Жизнь и эпоха Тины Модотти» мини-сериалта тӗп роль.
Пултарулӑхпа стиль
Моника Беллуччи пултарулӑхӗ жанрсемпе стильсен анлӑ спектрне, автор киновӗпе артхаусран пуҫласа Голливуд блокбастерӗсем таран, ярса илет.
Актриса карьеринчи чи паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри Джузеппе Торнаторе режиссёрӑн «Малена» (2000) драми пулса тӑнӑ, вӑл ӑна тӗнчипе паллӑ тунӑ. Итали киновӗн классикипе, сӑмахран Федерико Феллини(выр.)чăв. ӗҫӗсемпе, стилистика тата тематика тӗлӗшӗнчен пӗрлешсе тӑракан ҫак роль Беллуччин тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑр статусне ҫирӗплетнӗ.
Беллуччи фильмографин чылай пайне француз автор фильмӗсем, час-часах провокациллӗ тата пӗр пӗлтерӗшлӗ мар фильмсем йышӑнаҫҫӗ. Вӑл «Ҫӗнӗ француз экстримӗ» тата «ӳт-пӳ киновӗ» ҫул-йӗрпе ассоциациленекен актрисӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫакнашкал хӑйне евӗрлӗ фильмсен шутне Гаспар Ноэ(выр.)чăв. режиссёрӑн «Необратимость» (2002) фильмӗ, Ян Куненӑн «Доберман» (1997), Филипп Гаррелӗн «То лето страсти» (2011) ӗҫӗсене кӗртме пулать.
Европӑри артхауспа пӗрле Беллуччи пысӑк бюджетлӑ Голливуд киновӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Фрэнсис Форд Копполан(выр.)чăв. «Дракула» (1992) фильмӗнчи Дракулан ҫураҫнӑ хӗрӗ Голливудра унӑн чи паллӑ ролӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Каярахпа вӑл «Матрица: Перезагрузка» тата «Матрица: Революция» (2003), «Страсти Христовы» (2004), «Братья Гримм» (2005) тата «007: Спектр» (2015) тӗнче шайӗнчи хитсенче ӳкерӗннӗ. Актриса пӗр амплуапа кӑна ҫырлахмасть, час-часах тӗрлӗ жанрлӑ фильмсенче палӑрать, ҫав шутра камитсем, фэнтези тата сехметсен фильмӗсем, сӑмахран, «Некромант» тата «Битлджус Битлджус» (2024).
Харпӑр пурнӑҫ
1990—1994 ҫулсенче Беллуччи Клаудио Карлос Бассо фотографа качча тухса ҫемьеллӗ пурӑннӑ. «Квартира» фильма ӳкернӗ ҫӗрте Венсан Кассель(выр.)чăв. актёрпа паллашнӑ. Вӗсем 1999 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Мӑшӑрӑн икӗ хӗр пур — Дева (2004) тата Леони (2010). Кассель Дева — паллӑ фотомодель. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Белуччипе Кассель уйрӑласси пирки пӗлтернӗ.
2018 ҫулта Николь Лефевр француз ӳнерҫипе тата дизайнерӗпе актрисӑн романӗ пирки паллӑ пулнӑ.
Тим Бёртон режиссёрпа хутшӑнусем 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Лионри Люмьер пӗртӑвансем ячӗллӗ кинофестивальте тӗлпулнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче роман пирки Беллуччи официаллӑ ҫирӗплетнӗ. Пӗрремӗш хут официаллӑ мероприятире мӑшӑр 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Рим кинофестивалӗн хӗрлӗ кавирӗ ҫине тухнӑ. 2024—2025 ҫулсенче мӑшӑр мероприятийсенче пӗрре мар пӗрле курӑннӑ, ҫав шутра «Эмми»(выр.)чăв. премин 75-мӗш церемонийӗнче, Венеци тата Таормин кинофестивалӗсенче.
2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче ANSA агентство Беллуччипе Бёртон представителӗсем ыйтнипе мӑшӑр уйрӑлнине пӗлтернӗ.
Моника Беллуччи — католик пӗлӗвне пӑхмасӑр агностик(выр.)чăв.. «Страсти Христовы» фильм ҫинчен» документлӑ фильмра вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ агностик, пур тӗне те хисеплетӗп, вӗсемпе интересленетӗп пулин те. Эпӗ мӗне те пулин ӗненетӗп пулсан та, тинӗсри приливсене чӗнекен, планетӑсене хускатма хистекен, ҫутҫанталӑка тата этемлӗхе пӗрлештерекен темле вӑрттӑн энерги пуррине».
Итал чӗлхисӗр пуҫне француз тата акӑлчан чӗлхисемпе ирӗклӗн калаҫать, португал тата испан чӗлхисене пӗлет. «Страсти Христовы» фильмра ӳкерӗнмешкӗн арамей чӗлхине кирлӗ шайра вӗреннӗ, Боснире — Эмир Кустурицӑпа(выр.)чăв. ӗҫлеме серб чӗлхине. «Доберман» фильм валли Моника хӑлха илтменнисен чӗлхине вӗрентнӗ, ӑна вӗренме унӑн ролӗ хистенӗ.
Фильмографи
| Ҫул | Вырӑсла ят | Оригинал чӗлхери ят | Сӑнар | |
|---|---|---|---|---|
| 1990 | тф | Жизнь с детьми | Vita coi figli | Эльда |
| 1990 | ф | Бриганти | Briganti: Amore e libertà | Констанца |
| 1991 | тф | Лотерея | La Riffa | Франческа |
| 1992 | ф | Упрямая судьба | Ostinato destino | Марина тата Анжела |
| 1992 | ф | Дракула | Dracula | Дракулан савни |
| 1994 | ф | Банда неудачников | I Mitici | Дебора |
| 1995 | ф | Снежок | Palla di neve | Мелина |
| 1995 | тф | Иосиф Прекрасный: Наместник фараона | Joseph | фараон арӑмӗ |
| 1996 | ф | Небо просто голубее | Il Cielo è sempre più blu | |
| 1996 | ф | Квартира | L’Appartement | Лиза |
| 1997 | ф | Доберман | Dobermann | Натали |
| 1997 | ф | Плохой жанр | Mauvais genre | Камиль |
| 1997 | ф | Каким ты меня хочешь | Come mi vuoi | Неллина |
| 1997 | ф | Стрессати | Stressati | мамӑк тирлӗ тумлӑ хӗр |
| 1998 | ф | Наслаждение | Plaisir | метрори хӗр |
| 1998 | ф | Компромисс | Compromis | Моник |
| 1998 | ф | Праздника не будет | L’Ultimo capodanno | Жюлия |
| 1998 | ф | Дурной тон | A los que aman | Валерия |
| 1999 | ф | Непокорный | Méditerranées | Маргарита |
| 1999 | ф | Как рыбка без воды | Comme un poisson hors de l'eau | Мюртиль |
| 2000 | ф | Под подозрением | Under Suspicion | Шанталь |
| 2000 | ф | Малена | Malèna | Малена Скордиа |
| 2000 | ф | Фрэнк Спадоне | Franck Spadone | Лаура |
| 2001 | ф | Братство волка | Le Pacte des loups | Сильвия |
| 2002 | ф | Астерикс и Обеликс: Миссия «Клеопатра» | Astérix & Obélix: Mission Cléopâtre | Клеопатра |
| 2002 | ф | Необратимость | Irréversible | Алекс |
| 2003 | ф | Матрица: Перезагрузка | The Matrix Reloaded | Персефона |
| 2003 | ф | Матрица: Революция | The Matrix Revolutions | Персефона |
| 2003 | ф | Слёзы солнца | Tears of the Sun | Лина Хендрикс |
| 2003 | ф | Помни обо мне | Ricordati di me | Алессия |
| 2004 | ф | Страсти Христовы | The Passion of the Christ | Мария Магдалина |
| 2004 | ф | Тайные агенты | Agents secrets | Лиза |
| 2004 | ф | Она ненавидит меня | She Hate Me | Симона Бонасера |
| 2005 | ф | Братья Гримм | The Brothers Grimm | тӗкӗрти королева |
| 2005 | ф | Сколько ты стоишь? | Combien tu m’aimes? | Даниэлла |
| 2006 | ф | Шайтан | Sheitan | хитре вампир |
| 2006 | ф | Братство камня | Le concile de Pierre | Лаура Сиприен |
| 2006 | ф | Я и Наполеон | N (Io e Napoleone) | Эмилия Специали баронесса |
| 2007 | ф | Пристрели их | Shoot 'Em Up | Донна Квинтано |
| 2007 | ф | Учебник любви: Истории | Manuale d’amore 2 — Capitoli successivi | Лючия |
| 2007 | ф | Второе дыхание | Le deuxième souffle | Мануш |
| 2008 | ф | Человек, который любит | L’uomo che ama | Альба |
| 2008 | ф | Бешеная кровь | Sanguepazzo | Луиза Ферида |
| 2009 | ф | Баария | Baaria | кирпӗч хураканӑн хӗрӗ |
| 2009 | ф | Дань уважения Риму | Omaggio A Roma | Тоска |
| 2009 | ф | Частная жизнь Пиппы Ли | The Private Lives of Pippa Lee | Жижи Ли |
| 2009 | ф | Не оглядывайся | Ne te retourne pas | Жанна #2 |
| 2010 | ф | Роза, это Париж | Rose, c'est Paris | |
| 2010 | ф | Ученик чародея | The Sorcerer’s Apprentice | Вероника |
| 2010 | ф | У Гуди есть всё | Get It at Goode’s | Магда |
| 2010 | ф | Стукачка | The Whistleblower | Лаура Левиани |
| 2011 | ф | То лето страсти | Un été brûlant | Анжела |
| 2011 | тф | Платан | Platan | Monica Bellucci |
| 2011 | ф | Любовь: Инструкция по применению | Manuale d'am3re | Виола |
| 2012 | ф | Сезон носорогов | Rhino Season | Мина |
| 2013 | ф | Любовь в квадрате | Des gens qui s'embrassent | Джованна |
| 2014 | ф | В Куебрада | Na Quebrada | Европӑран килнӗ тӑван мар амӑшӗ |
| 2014 | ф | Чудеса | Le meraviglie | Милли Катена |
| 2015 | ф | 007: Спектр | Spectre | Люсия Скиарра |
| 2016 | с | Моцарт в джунглях | Mozart in the Jungle | Александра |
| 2016 | ф | По млечному пути | On the Milky Road | качча каякан |
| 2017 | с | Твин Пикс | Twin Peaks | камео |
| 2018 | с | Чудо | Il Miracolo | тӗлӗкри Мадонна |
| 2018 | ф | Некромант | Nekrotronic | |
| 2018 | с | Десять процентов | Dix pour cent | камео |
| 2019 | ф | Паук в Интернете | Spider in the Web | Анджела Карони |
| 2022 | ф | Флешбэк | Memory | |
| 2023 | ф | Мама мафия | Mafia Mamma | Бьянка |
| 2024 | ф | Битлджус Битлджус | Beetlejuice Beetlejuice | Делорес |
| 2024 | ф | Это Париж! | Paradis Paris | опера юрӑҫи пулнӑскер |
| 2025 | ф | 7 Псов | 7 Dogs | |
| 2026 | ф | Варенье из бабочек | Butterfly Jam | |
| TBA | с | Радикальный взгляд: Жизнь и эпоха Тины Модотти | Radical Eye: The Life and Times of Tina Modotti | Тина Модотти |
Хисепӗсем тата номинацисем
- 2016 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗ пулса тӑнӑ.
Хисепӗсем
- 1998: Globo d’oro. Чи лайӑх актриса («Праздника не будет»)
- 2001: Cabourg film festival Pictures. Чи лайӑх рольшӗн фестивалӗн Гран-при («Малена»)
- 2003: Italian National Syndicate of Film Journalists. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Помни обо мне»)
- 2003: Fangoria Chainsaw Awards. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Братство волка»)
- 2005: Globo d’oro europeo. Европӑри Ылтӑн глобус
- 2007: Golden Schmoes Awards. 2-мӗш вырӑн (Best TA ’ of the Year) («Пристрели их»)
- 2009: Women’s World Awards di Vienna. World Actress Award
- 2010: Premio Vittorio De Sica (Итал кинематографне тӳпе хывнӑшӑн)
- 2011: Taormina Film Fest. Taormina Arte Award
- 2011: CinEuphoria Awards. Чи лайӑх актриса («Бешеная кровь»)
- 2012: Ischia Global Film & Music Fest. Ҫулталӑк актриси
- 2014: Super Ciak d’oro. Чи лайӑх актриса
- 2016: Dublin International Film Festival. Чи лайӑх актриса («Виль-Мари»)
- 2016: Festival Internacional de Cine de Los Cabos. (Кинори тӳпешӗн)
- 2017: Trieste film festival. («Тухӑҫ ҫӑлтӑрӗ» преми, культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарнӑшӑн)
- 2017: 14th MonteCarlo Film Festival (Кинори тӳпешӗн)
- 2017: Пӗтӗм тӗнчери кинофорум «Ылтӑн Витязь» Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ («По млечному пути»)
- 2017: Taormina Film Fest, Nastro d’Argento Europeo. Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ («По млечному пути»)
- 2017: Festival de San Sebastián. Premio Donostia (Кинематографа тӳпе хывнӑшӑн)
- 2017: 19th Mumbai Film Festival. Кинематографа тӳпе хывнӑшӑн ятарлӑ преми
- 2017: В рамках Rome Film Fest. Вирна Лизи ячӗллӗ парне (Кинематографа тӳпе хывнӑшӑн)
- 2018: Italian Institute of Culture Los Angeles Creativity Awards (Кинематографа тӳпе хывнӑшӑн)
- 2018: Lumières Awards (Кинематографа тӳпе хывнӑшӑн)
- 2020: «Магритт» хисеплӗ преми
- 2021: «Давид ди Донателло» (David Speciale) ятарлӑ преми карьерӑри ҫитӗнӳсемшӗн
- 2021: Stella Della Mole. Турин кинофестивалӗн пурнӑҫри ҫитӗнӳсемшӗн парни
- 2024: «Ылтӑн глобус» парне (Итали) карьерӑри ҫитӗнӳсемшӗн (Premio alla Carriera)
- 2025: Киноиӳнере тӳпе хывнӑшӑн Таорминӑри кинофестивалӗн ятарлӑ парни
Номинацисем
- 1997: Сезар. Чи нумай шанӑҫ кӳрекен актриса («Квартира»)
- 2001: European Film Awards. Чи лайӑх актриса («Малена»)
- 2002: Сатурн. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Братство волка»)
- 2003: Golden Ciak Awards. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Помни обо мне»)
- 2003: Cinescape Genre Face of the Future Award. Пуласлӑх жанрӗн сӑнарӗ «хӗрарӑм» («Матрица: Перезагрузка»)
- 2003: David di Donatello Awards. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Помни обо мне»)
- 2003: Teen Choice Awards. Фильма суйласа илни: Ӳсӗм (актриса) («Матрица: Перезагрузка», «Слёзы солнца»)
- 2004: MTV Movie Awards. Чи хитре чуптӑву («Матрица: Перезагрузка»)
- 2005: Golden Graals. Тӗнчери фильмри чи лайӑх итал актриси («Страсти христовы»)
- 2005: Italian National Syndicate of Film Journalists. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Страсти Христовы»)
- 2007: Italian National Syndicate of Film Journalists. Иккӗмӗш планри чи лайӑх актриса («Н (я и Наполеон»)
- 2017: CinEuphoria Awards. Чи лайӑх актриса («По млечному пути»)
Обществӑлла позици
2004 ҫулта Беллуччи пӗрремӗш хут йывӑр ҫын пулнӑ чухне искуствӑлла мелпе пӗтӗленме чаракан итал саккунӗсене хирӗҫлесе «Vanity Fair» итал журналӗ валли ҫарамас ӳкерӗннӗ. Тепӗр ултӑ ҫултан иккӗмӗш хутчен йывӑр ҫын пулнӑ чухне ҫак журнал валли тепӗр хут ӳкерӗннӗ.
Беллуччи 2009 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче Цюрихра арестленӗ Роман Полански(выр.)чăв. режиссёра ирӗке кӑларма ыйтса Швейцари влаҫӗсене ҫырнӑ хута алӑ пуснӑ кино ӗҫтӗшӗсен шутне кӗнӗ.
Ятне ӗмӗрлени
- 2005 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Парижри Гревен музейӗнче актрисӑн ӑвӑс кӗлеткине вырнаҫтарнӑ.
- 2005 ҫулта Лионра, Тет д’Ор паркӗн Кӗлчечек садӗнче, икӗ тӗслӗ кӗлчечекӗн ҫӗнӗ сортне кӑларнӑ, вӑл Моника Беллуччи ятне панӑ.
- 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Италире, Францире тата Болгарире Моника Беллуччин Гийом Сбалчиеро интервьюерпа пӗрле хатӗрленӗ «Вӑрттӑн тӗлпулусем» кӗнеки тухнӑ. Кӗнекене виҫӗ ҫул ҫырнӑӗ, унта актрисӑн пурнӑҫӗн тӗрлӗ аспекчӗсем пирки пысӑк интервью кӗнӗ.