Мукина Ираида Васильевна
Ираида Мукина | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ираида Васильевна Кошкина |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1957, нарӑс, 6 |
Çуралнă вырăн: | Кивĕ Ахпӳрт ялĕ, Патӑрьел районӗ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Ĕçлев тĕсĕ: | филолог, тăлмач |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Мукина Ираида Васильевна (1957, нарӑс, 6 Чăваш АССР, Патӑрьел районӗ, Кивĕ Ахпӳрт ялĕ çур.), — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ [1].
Пурнăçĕ
1957 çулхи нарăсăн 6 Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă.
Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам, Тури Туçари вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă. 1974-1979 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 16 çул хушши республикăн тĕп хаçатĕнче — «Коммунизм ялавĕ», каярахпа «Хыпар» хаçатра куçару пайĕнче тăлмачра ĕçленĕ. 1994 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕнче вăй хурать. Чĕлхе ыйтăвĕсене тишкерет, Ираида Мукина тĕпчевĕсем И.Я.Яковлев еткерĕпе, унăн куçару ĕçĕсемпе çыхăннă.
Ираида Мукина 20 ытла статья тата «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» («Руссика» издательстви, 1998) монографи авторĕ. 1999 çулта «Библин чăвашла куçарăвĕ чăваш литература чĕлхине йĕркелесе çирĕплетес ĕçри вырăнĕ» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Чăваш Енре ҫуралнисем
- РУВИКИ:Çыравçăсем пирки портретсăр статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Халĕ пурăнакансем
- Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем
- 1957 ҫулта ҫуралнисем
- Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Чăваш ăсчахĕсем
- Раççей ăсчахĕсем
- СССР ăсчахĕсем