Муханов Вячеслав Фёдорович

Муханов Вячеслав Фёдорович (ҫур. 1956 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ[1], Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — физик-теоретик, космолог, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1989), Мюнхен университечĕн (Германи) профессорĕ, 1997 ҫултанпа унти физика факультетĕнче астропӗрчӗсен физикипе космологи кафедрине ертсе пырать. Нумай-нумай хисепе тивĕçнĕ çын.

Тĕпрен илсен, космологири инфляци теорине, ыттисемпе пĕрле, никĕслесе малалла аталантарнипе паллă.

Пурнӑҫӗ

Муханов Вячеслав Фёдорович 1956 ҫулхи юпан 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Фёдор Муханов Тăвай районĕнчи Мучар вырăс ялĕнчен[2]. Вӑл Канашри вакунсем юсакан савутра смена пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, 2010-мӗш ҫул тӗлнелле вилнӗ. Амӑшӗ — Алевтина Алексеевна Муханова (хӗр чухнехи хушамачӗ Саландаева) 1932 ҫулта Чӑваш Енри Комсомольски районӗнчи Хырхĕрри чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ[2], анчах та мӗн ачаран, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, Канашра пурӑннӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех кондитер хапрӑкӗнче ӗҫленӗ. Ӑсчахӑн кукамӑшне, ҫичӗ ача амӑшне, хут пӗлменскере, Анна Ивановна тесе чӗннӗ. Кукашшӗ — Алексей Алексеевич (е, ытти даннӑйсем тӑрӑх, Николаевич), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн ӑна репрессиленӗ, 1957 ҫулта реабилитациленӗ. Куккӑшӗсем (амӑшӗпе пӗртӑваннисем) — Константин тата Сергей, Тӑван Ҫӗршыв вӑринче пуҫ хунӑ.

Малтан ҫемье Канашри Шмидт урамĕнче, кайран Шофёр урамĕнче пурӑннӑ. Ӑсчахӑн амăшĕ юлашки вӑхӑтра унта пурӑннӑ.

Пӗлӳ илни

СССРти ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

1981 ҫулта Геннадий Чибисовпа пӗрле Ҫут Тӗнчен пысӑк масштаблӑ тытӑмӗ (галактика) квант флуктуацийӗсенчен пуҫланса кайнин гипотезине хатӗрленӗ. ФИАН-ра ӗҫленӗ, 1989 ҫулта ФИАН-ра доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

1982—1989 ҫулсенче тӗнче уҫлӑхӗнчи пӑлханӑвӗн квант теорине хатӗрленӗ, унпа усӑ курса Ҫут Тӗнчен тӗрлӗ инфляци моделӗсенче уйрӑмлӑхсем пуррине шутласа кӑларма май пур. Ҫак теорине пӗрремӗш хут 1992 ҫулта WMAP космос зонинчи COBE экспериментӗнче ҫирӗплетнӗ.

1989 ҫултанпа 1992 ҫулчен — Мускавра ядерлӑ тӗпчев институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ. 1988 ҫулта Италине, Триеста хулине, командировкӑна кайса килнӗ, унта Пӗтӗм тӗнчери теори физикин центрӗнче пулнӑ. 1988 ҫулта пӗрремӗш хут ӑслӑлӑх шайӗнче АПШ-на командировкӑна кайса килнӗ.

Эмиграци хыҫҫӑнхи ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Тӗпчев интересӗсем: космосри микрохумсен фонӗн хусканӑвӗсем, инфляциллӗ модельсем, хӗлӗхсен теорийӗнчи космологи, космологи константин ыйтӑвӗ, сингулярлӑх ыйтӑвӗ, Ҫут тӗнче хӑйне хӑй ҫуратасси, тӗттӗм энерги, квант тата классикӑлла хура шӑтӑксем, квант космологийӗ.

2015 ҫулта вӑл амӑшӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле Канаша килсе кайнӑ; унтан Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (Шупашкар) пулнӑ та унта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе тата студенчӗсемпе тӗл пулнӑ[3].

Кун çути курнă ĕçĕсем

  • Mukhanov, V. F., and G. V. Chibisov. "JETP Lett. 33 532 Hawking SW, 1982."Phys. Lett. B 115 (1981): 295.
  • Mukhanov, Viatcheslav F. Physical foundations of cosmology. Cambridge University Press, 2005
  • Mukhanov, Viatcheslav and Winizki, Sergei,"Introduction to Quantum Effects in Gravity", Cambridge University Press, 2007

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Viatcheslav Mukhanov // SNAC (англ.) — 2010.
  2. ^ 1, 2 Батькова Мария, Дмитриев Александр, ученики МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. Руководитель: Николаева Г.В., учитель МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. ВЯЧЕСЛАВ МУХАНОВ: НАУКА – ВЕЩЬ ИНТЕРНАЦИОНАЛЬНАЯ. — Сайт Благотворительного фонда «Дети отчизны — достойная смена», автономной некоммерческой организации. — С.51-56. // Великие сыны России. Чувашский край, 1551-2016 гг. : к 465-летию добровольного вхождения Чувашского края в состав Российского государства : открытый республиканский конкурс-фестиваль научно-исследовательских работ, 24 апреля 2016 г., Чебоксары / Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова [и др. ; редкол.: О. Н. Широков (гл. ред.) и др.]. - Чебоксары : [Изд-во Чуваш. ун-та], 2017. - 431 с. : ил., портр. ; 20 см. - Текст рус., чуваш. - 500 экз. - ISBN 978-5-7677-2479-6 (в пер.).
  3. ^ Уроженец Канаша — лауреат престижной научной премии , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчи копийӗ // sovch.chuvashia.com

Темӑпа ҫыхӑннисем