Никонов Андрей Владимирович
Никонов Андрей Владимирович (ҫур. 2002 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫей хоккеисчӗ, тапӑнса вылякан.
Пурнӑҫӗ
Андрей Никонов 2002 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ашшӗ конькипе ярӑнма вӗрентсе хоккейпа кӑсӑкланма хӑнӑхтарнӑ. Икӗ ҫула яхӑн Шупашкарти «Спартакра» ӑсталӑхне туптанӑ. Ун хыҫҫӑн ашшӗ ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти хоккей шкулне куҫарнӑ, унта вӑл 2001 ҫулта йӗркеленнӗ командӑшӑн вылянӑ[1].
Спорт карьери
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» воспитанникӗ. 2016/17 сезона Анат Камӑри «Нефтехимикра» ирттернӗ.
2017 ҫулта Чулхулари «Торпедӑна» куҫнӑ. Тепӗр сезонран «Чайка» МХЛ командинче выляма тытӑннӑ.
2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Торпедӑшӑн» КХЛ-ра икӗ матч ирттернӗ, 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче — тепӗр матч.
2021 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Мускаври «Динамӑпа» улӑштарнӑ, каялла унтан Иван Верещагин килнӗ.
2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Сочипе» контракт тунӑ[2].
2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Челепири «Тракторпа» улӑштарнӑ[3].
Статистика
Клуб карьери
| Регулярлӑ сезон | Плей-офф | |||||||||||||
| Сезон | Команда | Лига | И | Г | П | О | Штр | И | Г | П | О | Штр | ||
| 2019-20 | Торпедо (Чулхула) | КХЛ | 2 | 0 | 0 | 0 | 0 | — | — | — | — | — | ||
| 2020-21 | Торпедо | КХЛ | 1 | 0 | 0 | 0 | 0 | — | — | — | — | — | ||
| 2021-22 | Динамо Мускав | КХЛ | 5 | 0 | 0 | 0 | 2 | — | — | — | — | — | ||
| 2022-23 | Динамо Мускав | КХЛ | 55 | 4 | 2 | 6 | 48 | 1 | 0 | 0 | 0 | 0 | ||
| 2023-24 | Динамо Мускав | КХЛ | 33 | 0 | 2 | 2 | 21 | 5 | 0 | 0 | 0 | 0 | ||
| 2024-25 | Сочи | КХЛ | 51 | 4 | 5 | 9 | 78 | — | — | — | — | — | ||
| 2025-26 | Трактор | КХЛ | 47 | 5 | 3 | 8 | 27 | — | — | — | — | — | ||
| Пӗтӗмпе КХЛ-ра | 147 | 8 | 9 | 17 | 149 | 6 | 0 | 0 | 0 | 0 | ||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Фактсем
- 2019 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче ЦСКА — «Торпедо» матчӗнче 16 ҫул та 353 кун тултарсан КХЛ-ра хӑйӗн пӗрремӗш матчне вылянӑ, Андрей Никонов КХЛ историйӗнче хӑйӗн пӗрремӗш матчне 17 ҫул тултариччен вылянӑ тӑххӑрмӗш хоккеист пулса тӑнӑ. Ҫапла вӑл «Торпедо» клуб рекордне ҫӗнетнӗ, унччен вӑл Денис Почивалов тапӑнаканӑн пулнӑ — вӑл 2018/2019 сезонра хӑйӗн пӗрремӗш матчне17 ҫул та 256 кун тултарсан вылянӑ[5].
- Прессӑра ҫырнӑ тӑрӑх, Никоновпа «Сиэтл Кракен» тата «Аризона Койотис» НХЛ клубӗсем кӑсӑкланнӑ[6][7].
- «Санӑн ӗмӗтри пятерка мӗнле курӑннӑ пулӗччӗ?» — тесе ыйтсан А. Никонов ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ варринче, Гретцки сылтӑмра, Овечкин сулахайра, хӳтӗлеве вара Даниил Гутика тата Михаил Сергачёва тӑратнӑ пулӑттӑм»[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Андрей Никонов: «Вадим Шипачев в шутку обижался, говоря, что ко мне все подходят, рассказывают, а к нему нет» - Молодежный хоккейный клуб «Динамо» Москва. mhk.dynamo.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Панченко, Антон. «Сочи» заключил пробный контракт с форвардом Андреем Никоновым (2024-08-08). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ «Трактор» обменял Николаева в «Сочи» на Никонова (2025-06-03). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Никонов Андрей - Хоккейный клуб «Динамо» Москва (выр.). dynamo.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Дебют в КХЛ в 16 лет. По следам торпедовского рекорда Никонова: Новости. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Андрей Никонов намерен продолжить карьеру в НХЛ (2024-04-25). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Есть предложения от «Сиэтла» и «Аризоны»: форвард «Динамо» Андрей Никонов может продолжить карьеру в НХЛ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.