Панов Павел Григорьевич

Панов Павел Григорьевич (1919 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Полибино, Улатӑр уесӗ,Чӗмпӗр кӗпӗрни, Совет Раҫҫейӗ — 1945 ҫулхи акан 21-мӗшӗ, Мадюзее, Пириц районӗ, Штеттин, Померани провинцийӗ, Прусси, Германи) — Рабочи-хресчен Хӗрлӗ ҫар лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, лётчик-штурмовик, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1919 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Пӑрачкав районӗ) Семёново вулӑсӗнчи Полибино ялӗнче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти заводра слесарь пулса ӗҫленӗ, аэроклубра ӑсталӑхне туптанӑ. 1940 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. 1941 ҫулта вӑл Энгельсри пилотсен ҫар авиаци шкулӗнчен, 1944 ҫулта звено командирӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче[2].

1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне 2-мӗш Беларуҫ фрончӗн 4-мӗш сывлӑш ҫарӗн 230-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 103-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл тӑшманӑн ҫапӑҫу техникин капланӑвӗсене тата чӗрӗ вӑйне штурмлама 125 хут вӗҫнӗ, тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ.

undefined

1945 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче ҫапӑҫуран таврӑннӑ чухне Панов самолётне Штеттинран кӑнтӑр-анӑҫалла тӑшманӑн зенит артиллерийӗ ҫапса антарнӑ та Грос-Кюссов ялӗ патӗнче Мадюзее кӳллин тухӑҫ ҫыранне пырса ҫапӑннӑ, пӗтӗм экипаж вилнӗ[2][3]..

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи Указӗпе Павел Пановов лейтенанта тӑшмана штурмланӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Унӑн тӑван ялӗнчи урама Павел Панов ятне панӑ[2].
  • Пӑрачкаври Ҫӗнтерӳ лапамӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне чысласа 8 стела вырнаҫтарнӑ.
  • Пӑрачкаври район музейӗнче Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ 8 Совет Союзӗн Паттӑрне халалласа экспозици йӗркеленӗ.

Вуламалли

  • Мурышкин, Н. Панов Павел Григорьевич : (1919-1945) / Н. Мурышкин ; Порецкая центральная библиотека. — Порецкое, [2016]. — 7 с.
  • Борискин, И. Паттӑр ентеш / И. Борискин // Хыпар. — 1994. — 12 ҫурла.
  • Краснов, А. Пановсем / А. Краснов // Хыпар. — 2003. — 5 пуш.
  • Краснов, А. Паттӑр Пановсем / А. Краснов // Хыпар. — 2001. — 19 юпа.
  • Павел Панов (1919-1945) // Хыпар. — 2020. — 13 пуш/март (№ 26/27). — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Михайлов, В. М. Панов Павел Григорьевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 314.
  • Михайлов, В. М. Панов Павел Григорьевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 368.
  • Мурышкин, Н. Почерк летчика Панова / Н. Мурышкин // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 462-466.
  • Панов Павел Григорьевич (25.09.1919-21.04.1945) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
  • Чистяков, В. Край известных знаменитостей: [об уроженцах села Семеновское Поменье Порецкого района] / В. Чистяков // Порецкие вести. — 2006. — 22 февр.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
  • Он штурмовал Берлин (о Панове П. Г.) // Заветы Ильича. — 1975. — 19 апреля. — №49—50.
  • От Полибина до Берлина (о Панове П. Г.) // Заветы Ильича. — 1990. — 8 мая.
  • Вечно живые (О Панове П.Г.) // Заветы Ильича. — 2002. — 8 мая. — №38.