Паранька районĕ

Паранькă райо́нĕ (улăхри мари Параньга кундем[3], тут. Бәрәңге районы, выр. Параньгинский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район). Мари Элĕн тухăç енче вырнаçнă.

Администраци центрĕ — хула евĕр посёлок Паранькă.

undefined

Тавралăхĕ

Район çурçĕрте республикăн Çернур, тухăçра — Мари Турек, кăнтăрта — Моркă тата анăçра — Куçенер районĕсемпе чикĕ тытать.

Районăн лаптăкĕ — 820 çм² е 82 000 га.

Район Атăл-Вяткă шывуйрăлавĕн кăнтăр тайлăмĕсенче, Илетĕн çӳлти юхăмĕсенче вырнаçнă.

Районăн хуçалăхĕ

Çутçанталăк управĕсем

Шыв пуянлахĕсем

Районăн çурçĕрĕнче çурçĕр-тухăçалла Буй (Вяткăн сылтăм юппи) юхать, ăна Сереньга, Ляжмаринка пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ. Пĕтĕм Паранькă çĕрĕсем тăрăх кăнтăр-тухăç еннелле Ноля (Уржумкăн сулахай юппи). Нольăна чылай пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ: Кочан энер, Йошкарэнер, Ильмовка, Койла, Токсубайка, Кошпайка, Купайка, Çӳлти Лаж, Ирсолька, Олорка, Ольминка, Тектенер, Тошкемнурка. Илеть (Атӑлăн сулахай юппи) кăнтăр-анăç тĕлнелле чупать. Çăлкуçĕ — Паранькă районĕн çурçĕр çĕрĕнче. Юханшыв сылтăм юпписен шывĕсемпе тулать: Ольминка, Омшанка, Параньгинка, Ировка с притоками Унжа и Купшерка. Районăн кăнтăр енче Унжинка (Шорăн сылтăм юппи) юхма тытăнать.

Культурăпа çутĕç

  • Паранькă педагогика техникумĕ
  • СПТУ-28

Халăх йышĕ

2005 çулхи кӑрлач, 1 тĕлне районта 17.6 пин çын пурăннă.

Халăх çырăвĕ 1989 тăрăх тутарсен шучĕ — 47,6 %, марисен — 41,6 %, вырассен — 10,2 %, ыттисен — 0,6 %.

Истори

XVIII ӗмӗрĕн пĕрремĕш пайĕнче хальхи Паранькă районĕн территоринче 20 пурăну вырăнĕ шутланнă. 1719 çултанпа вĕсен пĕр пайĕ Уржум уесĕн администрацийĕ шутĕнче, ыттисем Хусан кĕпернин Хусан уесне хушнă. 1779–1782 çулсенче ялĕсем Вяткă наместничествин Уржум тата Царевосанчур уесĕсене кĕнĕ. XIX ӗмӗрте район ялĕсене Ирмучаш, Турек, Масар районĕсене çырса хунă, кайран Вяткă кĕпернин Уржум уесĕн Косолапов вулăсне кĕртнĕ. Паранькă районне тутар халăхĕыйтнипе патшалăхри çĕнĕ наци политикипе, ВЦИК Президиумĕн 1931 çулхи ака, 30 Йышăнăвне пурнăçласа туса хунă. 1932 çулхи утӑ, 8 Тутар районĕ ятла пулнă. Кунта ун чух тутарсем — 63,3 %, вырăссем — 21,2 %, марисем — 15,3 % пурăннă. 1962 çулхи раштавра Паранькă районне пĕтерсе янă, пурăну вырăнĕсем Мари Турек район шутне кĕнĕ. 1965 çулхи кăрлачра района каллех çĕнĕрен йĕркеленĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  3. ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В.М. Васильева.

Темӑпа ҫыхӑннисем