Первомайски ял тăрăхĕ (Улатăр районĕ)
Первомайски ял тăрăхĕ — Чăваш Республикинчи Улатӑр районӗн ял тăрăхĕ.
Администраци адресӗ: Первомайски паççулки.
Телефон: +7:(83531)64024
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Устимов Владимир Ильич [1]
Тавралăхĕ
Районăн хĕвелтухăç пайĕнче, вăрман варринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ
Кун-çулĕ
Первомайский паççулкине 1928-1932-мĕш çулсенче Люля-Сăр чукун çулĕн 24 çухрăмĕнче ĕçпе тӳрлетекен п/я 34/1 колони пек никĕсленĕ. Çавăнпа ăна халĕ те нумайăшĕ 23 ятпа пĕлĕт. Колони вăрман каснă тата трепел кăларнă. 1949-мĕш çулта паççулкара Первомайски леспромхозĕ тата Драничнынче вĕренмелли опытла лесхоз туса хураççĕ. 1955-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 22-мăшăнче Первомайски паççулкин канашне çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш председатĕлĕ Елховский А.И. 1954-мĕш çулта пуçламăш шкул уçнă, 1963-мĕш çулта - участок пульници, 1967-мĕш çулта - вăтам шкул. 1964-мĕш çулта колоние пĕтереççĕ.
Организацисем
- Первомайски лесхозĕ;
- ЧЯЮ « Лесозавод Первомайский»;
- вăтам шкул;
- фельдшер пункчĕ;
- "Солнышко" ача сачĕ;
- лавкасем.
Бюджет
Вуламалли
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |